Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Икĕ стражникĕ те пырса ал пусрĕç.
— Килĕр, ал пусăр! — ыттисене хушрĕ Мошков. Энтрее, куçне илмесĕр пăхса выртаканскере, десятскисем ал пусас çук пек туйăнчĕ. Иккĕшĕн те ачисем шкула çӳреççĕ-çке. Вĕсене хут вĕрентесшĕн Энтрей мĕн чухлĕ вăй хунине аван пĕлеççĕ. Уншăн ăна яланах тав тунă. Çитменнине, протокол çине, тарма хăтланнă тесе, суйса çырнине те илтрĕç. Десятскисем Энтрей шанăçне тӳрре кăлармарĕç. Сĕтел патнелле утрĕç. Вара Энтрей тӳсеймерĕ:
— Нивушлĕ эсир уççăнах суйса çырнине чăн туса ал пусăр?.. Е эпĕ тарма хăтланманнине, çапăçма уретник пуçарнине хăвăр курмарăр-и? — терĕ.
Десятскисем аптраса тăчĕç. Учителĕн тĕрĕс сăмахĕ вĕсен чĕрине кайса тиврĕ, анчах ку вăраха пымарĕ. Мошков тепĕр хут чĕнсе ал пусма сĕнни вĕсем иккĕленнине сирчĕ. Харпăр хăй умне инкек тухасран хăрани, ĕмĕртенпех тӳре-шарасен умĕнче пуç тайса, хушнине пĕр сăмахран итлеме хăнăхни çын çине çынла пăхас шутлă кăмăлне сӳнтерчĕ. Куçĕсене Энтрейрен пытарса, сĕтел умне пычĕç те, протокол çине пĕри — хĕрес палли, тепри чĕлĕм чăпăкĕ майлă ӳкерчĕк туса хучĕç. Вĕсем çĕр е урăх япала халăхпа валеçнĕ чухне шăписем çине яланах çак паллăсене картса тунă.
Энтрейĕн этеме хисеплесе ырă сунас туйăмĕ сĕвĕрĕлчĕ. Ăна пăшăрхантаракан сăлтав татах тупăнчĕ. Мошков Касмуххана ал пусма хушрĕ.
— Петр Константинович, нивушлĕ эсир те ал пусатăр? — паçăрхи пек паттăрланса мар, айăпа кĕнине каçарттармалла, ачи ашшĕнчен пил ыйтакан сасăпа чĕнчĕ Энтрей.
Касмухха чĕри Энтрее шеллесе тапма пуçларĕ. Вăл ăна хисеплесе ырă сунман-и?.. Тăватă çул хваттерте пурăннă хушăра ăна хăй ачипе танах юратнă. Килĕнче çав тери ăслă та чаплă учитель пурăннăшăн мăнаçланнă та. Энтрей вĕсем патĕнче хăйне ялан сăпайлă тытнă. Элекçее хут вĕрентме тăрăшнă. Анчах тӳре-шарасен умĕнче чĕркуççи çине тăма, хăй ăраскалне çăласшăн такама та сутма хăнăхнă йăли этемле чун-чĕринчен хăватлăрах пулчĕ. Çитменнине, протокол çинче ывăлĕн ятне асăнманни те Касмуххана усал ĕç тăвас енне çаврăнма пулăшрĕ. Вăл сĕтел патнелле утрĕ.
— Атте, атте! Мĕн тăватăн эсĕ! — пăшăрханчĕ ку таранччен ним шарламасăр выртнă Элекçей.
Касмуххана çурăмĕнчен çĕçĕпе чикнĕнех туйăнчĕ. Вăл çӳçенсе илчĕ, пуçне тата аяларах усрĕ.
Мошков Энтрее ал пусма хушрĕ. Лешĕ килĕшмерĕ. Мошков ирĕксĕрлемерĕ. Ĕçе пĕтерме васкарĕ. Çакна çеç асăрхаттарчĕ:
— Эсир протокол çине ал пусманни, листовка туртса илме тăни ăнсăртран тухнă япала мар. Çак ĕнтĕ мĕн тумаллине малтанах тĕплĕ шутласа хунă айăплă çын иккенне пит аван çирĕплетет. Кутăнланни пурнăçăра ытларах йывăрлатни кăна. Тата мана ытлашши чăрмав кӳретĕр. Эпĕ çапах ӳпкелемĕп. Ман ĕçĕ çав. Вăхăт килсен, пурне те тĕплĕрех ăнлантарса парăп. Вара хăвăрах мĕн мыскарине чухлăр.
Суйса çырнă хут çине хăратса ал пустарнине Энтрей тăрă шыв çине кăларасшăнччĕ — усси пулас çуккине пĕлсе шарламарĕ.
Мошков Энтрей ал пусманни çинчен тепĕр протокол çырчĕ те каллех пурне те ал пустарчĕ. Староста икĕ протоколĕ çине те пичет хучĕ.
Уретник ĕçе вĕçленĕ хыççăн Касмухха, ĕлĕкхи пекех ятран чĕнсе, апатланма сĕнчĕ:
— Иван Митрăч... Ĕнтĕ сĕтел хушшине ларăр... Ман çăкăр-тăвара тутанса пăхăр...
Паçăрах ĕçесшĕн çуннипе полицейскисем икĕ десятские Энтрейпе Элекçее сыхлама тăратрĕç те хăйсем сĕтел хушшине ларчĕç. Касмуххапа Праски вĕсене сăйлама тытăнчĕç.
II
Икĕ ещĕк çине виçĕ хăма хурса тунă кравать, пĕчĕк сĕтелпе хыçсăр пукан вырнаçнă пӳлĕме лампăн тĕксĕм çути сарăлнă. Пукан çинче Натюш сӳс арласа ларать. Арласах килмен пирки пулмалла, йĕки лӳпперрĕн пĕтĕрĕнет, хăй час-часах тунсăхлăн та ыйхăллăн анаслать.
Прахăр кĕчĕ те, сăхманĕ çумне çыпçăннă вĕтĕ юра силлекелесе:
— Куç курми тăман тухнă, — терĕ.
— Урăх ним сас-хура та илтĕнмест-и?
— Халлĕхе çук...
— Ытла та нумай тăчĕç, — çуйланарах асăрхаттарчĕ Натюш.
— Вăхăт çитсен таврăнĕç-ха. Эсĕ унччен выртса кан. Таврăнсан хамах вăратăп, — ăшпиллĕн хушрĕ те Прахăр сăхманне хывса йăрхаха çакрĕ.
— Чăнах, эпĕ кăштах çывăрам-ха.
— Вырт, вырт!
Натюш кĕнчелеççине кĕтесе тăратрĕ. Çăматтине хывса кăмака çине лартрĕ. Вара турăш умне тăрса сăхсăхрĕ те кравать çине выртрĕ. Часах çывăрса кайрĕ. Прахăр самай вăхăт хĕрĕ çине пăхса тăнă хыççăн, çепĕç куçĕпе ырă каç сунса, тума пуçланă çăпатине кравать айĕнчен туртса кăларчĕ. Пукан çине ларса тирме тытăнчĕ. Аллăра ĕнтĕ вăл. Ватăлнăçемĕн пурнăç тарăнрах йĕрсем хăвармалла.
Прахăршăн йăлтах урăхла килсе тухрĕ. Юлашки виç-тăватă çул хушшинче ун пĕр кăвак çӳç пĕрчи те хушăнмарĕ. Пит-куçĕнче халиччен палăрнă пĕркеленчĕксем те куçа ытлашши курăнми пулчĕç. Хĕн-хурпа нуша пирки авăннă çурăмĕ тӳрленчĕ. Куçĕнче хăйне хăй шанни, хăюлăхпа хаваслăх çути вылять. Кунашкал телейлĕ сиплĕхе ăна, чи малтан, хĕрĕ — Кĕтерук кăтартрĕ. Вăл виçĕ çул каярах иккĕмĕш ачине ывăл çуратнипе Прахăр çемйине ĕмĕр тăршшĕпе «чăх-чеп ĕрчетекен» тесе мăшкăлланă намăслăхран хăтарчĕ. Кĕçĕн хĕрĕсене ирĕклĕн те çăмăллăн сывлама, пархатарлă мал ĕмĕтпе пурăнма май пачĕ.
Прахăрăн савăк шухăшĕсене мăрьери çил ачи асар-писер ӳлени татрĕ. Вăл чӳрече умĕпе лавсем иртсе кайнине илтсе юласшăн çăпата тирме пăрахсах чăлхине чанк тăратрĕ. Ахăракан çил-тăвăл шавĕ витĕр лавсен сассине уйăрса илме çукран тӳсеймерĕ, сăхманне тăхăнса кил хушшине тухрĕ. Хапхана шакканине илтсен, хавшаса ӳкрĕ. «Инкек çил-тăманĕ темерĕн! Темле тимлесен те сисмесĕр юлăн». Хапхана тата хытăрах шаккама тытăнчĕç. Прахăр пӳлĕмне чупса кĕчĕ, сасартăк чĕннипе хĕрне шарт сиктересрен хăраса:
— Натюш... — терĕ çепĕççĕн.
Натюш çав самантрах вăранса куçне уçрĕ. Ыйхи йăлтах сирĕлеймен пирки тăна кĕреймесĕр:
— Мĕн терĕн эсĕ, атте? — тесе ыйтрĕ.
— Таврăнчĕç...
Натюш ыйхи вĕçрĕ. Вăл вырăн çинчен сиксе тăчĕ.
— Ăçта вĕсем?
— Урамра, хапха умĕнче. Пыр, хĕрĕм... Эпĕ вĕсен хапха уçса кĕртме каятăп...
— Халех, атте... — Натюш васкаса çăматтине тăхăнчĕ. Хĕрĕ хыççăн Прахăр та пӳлĕмрен тухрĕ.
Ĕнтĕ хапхана шаккани çеç мар, урам енче çиллес калаçнă сасăсем те илтĕнчĕç.
— Мĕн вăл, вилнĕ-и?! Хăçантанпа шаккатпăр, çаплах тухса уçмасть!
— Дворнике мĕн — çывăрса пултăр, урăх ним те кирлĕ мар ăна!
Прахăр хапхана уçрĕ.
— Мĕн эсĕ? Ма çак тери шаккаттаратăн.
— Каçарăр, Иван Митрăч... Кăштах сĕнк пулнă та тăм туйман. — Айăпа кĕнĕ çынла хуравларĕ пулин те, Прахăр Мошков ятланине чĕрене илмерĕ. Вăл кунашкал ятлаçнине нумай куркаланипе хăнăхса та çитнĕ. Уретник ӳсĕрри те тĕлентермерĕ ăна. Полицейскисем ялтан урă таврăннине курман вăл. Пĕр лавпа кайнăскерсем икĕ лавпа таврăннине асăрхасан, Прахăр пуçне сасартăках çӳйлă шухăш пырса кĕчĕ: «Пĕри кам лаши-ши? Кама, мĕн тума тытса килчĕç-ши? Малти лавĕ хапхаран кĕнĕ чухне, ку лав çинче Касмухха ларса пынине палласан, Прахăр тĕпчевлĕн шухăшларĕ: «Кăна мĕн ĕçпе çаклатса килчĕç? Тĕмшерте мĕн инкек-синкек сиксе тухнă-ши?» Тепĕр лашине креслă çыхнă çуна кӳлнĕ. Ун çинче икĕ стражник ларса пыраççĕ. Çуна тĕпĕнче икĕ çын выртни палăрать. Тем пек тинкерсе пăхсан та, Прахăр вĕсене палласа юлаймарĕ. Малти лавне сарай айне кĕртсе тăратрĕç. Иккĕшне арестленĕ çынсене хупакан пӳрт умне чарчĕç. Прахăр çывăхарах пырса пăхасшăнччĕ, уретник сарай айĕнчи лашана тăварма хушни чăрмантарчĕ.
Прахăр лаша тăварнă хушăрах дежурнăй стражник тухнине, халь çеç илсе килнĕ çынна арестленисене хупакан пӳрте кĕртсе тул енчен питĕрсе илнине аванах курчĕ. Мошков сассине те илтрĕ:
— Ĕнтĕ килелле уттарăр та лайăхрах канăр?
Уретник ку сăмахсене хăйпе пĕрле килнĕ стражниксене каланине тавçăрма та Прахăра йывăрах пулмарĕ. Лешсем çав самантрах хапха патнелле утрĕç.
Каллех Мошков сасси илтĕнчĕ:
— Петр Константинович, ман пӳлĕме ăтьăр-ха. Кăштах калаçкаласа ларар.
Тулта Прахăр пĕчченех юлчĕ. Çил-тăман, тата вăйлăрах ахăрма тапратса, çывăхри япаласене те куçран пытарчĕ. Прахăр, полицейскисен лашине тăварса витене хупсан, Касмухха лашине сарайне кĕртсе тăратрĕ. Чĕри çеç хумханма чарăнмарĕ. «Камсене тытса килчĕç-ши?» Ытах тесен кăна пĕлме те май пур. Арестленĕ çынсене хупакан пӳртĕн пĕртен-пĕр чӳречи сарайнелле тухать. Çав чӳрече умне пырса, вĕсем камне ыйтмалла çеç. Анчах Прахăра ку çеç çырлахтармасть. Вăл вĕсене мĕншĕн тытса килнине пĕлесшĕн. Çине тăрсан кăна та пĕлме пулĕ. Арестленĕ çынсем çухалнă, вăй-хал арканнă, пĕр-пĕринпе паллашнă хушăра урăх чухне калас шутлă мар сăмахĕсене те персе янине сахал илтмен вăл. Тата итлесе тăма та чăрмав çук. Чӳрече кăкăр çӳллĕшĕнче çеç, пĕр куçĕ ваннă. Прахăр, чӳрече умне пырса, хăлхине чăнк тăратрĕ...
Мошков Касмуххана хăй кабинетне ертсе кĕчĕ. Вут нумай хутнăран тата эрех ытла та пĕçертнĕрен уретник вĕри мунчари пекех туйрĕ, çĕлĕкĕпе сумкине хывса, пукан хыçне çакрĕ. Шинельне стена çумĕнчи пукан çине пăрахрĕ. Касмуххана та кĕрĕкне хывма хушрĕ. Лешĕ килĕшмерĕ. Вара сĕтел умĕнчи пукан çине йывăррăн ларчĕ те, кĕсйинчен енчĕк кăларса, чикарккă чăркама тытăнчĕ.
— Петр Константинович, тархасшăн, лар!.. Касмухха, Мошков сĕннине ырра хурса е парăнса мар, текех ура çинче тăма вăй-хăват çукран ларчĕ. Килте чухне вăл ĕç ăнăçлă иртессе ним иккĕленмесĕр шаннăччĕ. Ахальтен мар Мошков протокола Элекçей ятне кĕртмерĕ. Халичченхи майлă кăмăллăн сĕтел хушшине ларса, унăн çăкăр-тăварне, эрех-сăрине тăраниччен ĕçсе çирĕç. Кĕсйине вунă тенкĕ янине те аванах йышăнчĕ. Çавăнпа та Касмухха Элекçее килех хăварасса кĕтнĕччĕ. Анчах уретник Элекçейпе Энтрее çеç мар, хăйне те тытса килчĕ. Касмухха полицейскисем сутăнчăк çынсем иккенне пуçламăш хут курнипе çухалса кайнăран тата чĕрине калама çук пысăк хуйхă минретнипе пуçне чикрĕ.
Мошков, умĕнче çын ларнине йăлтах маннă пек, урăх пĕр сăмах чĕнмесĕр, ун çине çаврăнса та пăхмасăр чикарккине тивертсе, пукан çинчен тăчĕ. Хаяр табак тĕтĕмне пĕрлеттерсе уткалама пуçларĕ. Тайкаланса ӳкесрен чарăна-чарăна тăрса ирттерчĕ. Туртса пĕтерсен, чикарккă тĕпне çĕре пăрахрĕ те ăна сăран аттипе сăтăркаласа сӳнтерчĕ. Вара каллех пукан çине пырса ларчĕ. Ĕнтĕ çынна ним вырăнне хуман куçĕпе Касмухха çине шăтарасла пăхрĕ. Хăй тĕллĕн пек мăкăртатса илчĕ:
— Çапла тетĕн, эппин?..
Касмухха сисчĕвленсе пуçне çĕклерĕ. Хăйсене мĕншĕн илсе килнине, ывăлне мĕн тума шутланине каласа парасса кĕтрĕ.
Лешĕ ним пулман майлах кулкаласа сăмах пуçарчĕ:
— Ну, Петр Константинович, мĕнле, çул çинче шăнмарăн-и?
Касмухха тӳсеймерĕ, ассăн сывласа ӳпкелерĕ:
— Çук, шăнмарăм. Эсир ырă кăмăллипе вут çине пăрахнă пекех çунатăп. Мана çак тери хисеп кăтартасса тĕлĕкре те курманччĕ. Хам ăспа, ку тарана çитсе сире сахал усă кӳмен, малалла тата ытларах усă парăп тесе пурăнаттăм. Эсир тав тăвас, тус-йышлă пурăнас вырăнне ман мăя йăлмак тăхăнтаратăр. Пурантармалли çеç юлнă ĕнтĕ...
Мошков Касмуххана пӳлмерĕ. Чĕлхинче мĕн пуррине каласа пĕтерсен хăех чарăнасса шанчĕ. Тата çакна та манмарĕ: айăпланакан çын хăйне хăй чухлаймасăр сăмах персе янипе тăрă шыв çине те часах тухĕ. Ун йышши çынна тем тума та май килет. Касмухха, чăн та, ăсне мĕн килнине каласа пĕтерчĕ те чарăнчĕ. Мошков пит-куçĕнчи кулă сӳнчĕ.
— Мана ӳпкелеме мĕнле хăятăн эсĕ! Сан мăйна эпĕ йăлмак тăхăнтарнă тесе кам каларĕ? Е аслă патшана хирĕç кавар тума эпĕ хушрăм-и сире! Е ывăлна, Кураков хутне кĕрсе, ман çине тапăнма эпĕ хистерĕм-и? Ку киревсĕр ĕçсем иксĕмĕр умра çеç сиксе тухнă пулсан татахчĕ. Ун чухне кирек мĕнле шухăшлама та юратчĕ. Чĕр-чĕлĕхсем ытла та йышлă. Эпĕ сире шеллесен те, вĕсем сире каçармĕç. Аслăрах вырăнтисене каласа парĕç те, хамăн та пĕтнĕ пуçĕ çав пулĕ. Ăхă, тейĕç хайхи начальниксем, эсĕ патшана хирĕç тапăннă тăшмансене айăпласран хăтарнă, вĕсен вырăнне ху тĕрмене кĕрсе лар, ху каторгăна кай тейĕç. Нивушлĕ ĕнтĕ ман сан ывăлушăн каторгăна каяс. Вăт, хăвах каллĕ-маллĕ шухăшла, ман мĕн тумалла ĕнтĕ?
— Эпĕ йăлтах анрана тухнă. Шухăшлама та, сирĕнпе мĕнле калаçмаллине те пĕлместĕп...
— Ĕненетĕп, Петр Константинович... Çавăншăн ним те пытармастăп, сирĕн ĕç чăннипех япăх. Пусма вырттарнă выльăхăннипе пĕрех. Ку ĕç пысăкрах начальниксен аллине лексен, ывăлна çакмасан та ĕмĕрлĕхе каторгăна яраççех. — Мошков сывлăшне çавăрмалла чарăнса Касмухха çине тинкерсе пăхрĕ те лешĕ ни вилĕ, ни чĕрĕ ларнине курса рехетленчĕ, сассине çемçетрĕ. — Ырă тунисене тата иксĕмĕр хушăри тус-йышлăха маннă пек шутласа кăлăхах ӳпкелетĕн. Çук, Петр Константинович, эпĕ пурне те астăватăп. Апла çеç те мар, эпĕ сире, ывăлупа иксĕре, тĕпсĕр шăтăкран туртра кăларасшăн. Анчах ку йăлтах хăвăртан, хăвăра хăвăр мĕнле тыткаланинчен килĕ.
Касмухха кăштах чĕрĕленчĕ. Ун чĕрине, тумлам çеç пулсан та, шанчăк пырса кĕчĕ. Мошков сăмахĕнчен вăл полицейскисене сутăн илме май пуррине туйрĕ.
— Эпĕ сирĕн ирĕкре, Иван Митрăч... Инкек-синкеке ăнăçлă ирттерсен ним те шеллемĕп.
— Петр Константинович, — ĕçе тӳртĕн тытăнчĕ Мошков, — ним пытармасăр каласа пар. Кураков патне кам пыратчĕ? Тата хăй кам патне çĕретчĕ? Кампа тус-йышлăччĕ вăл?
Касмухха шухăша кайрĕ. Уретник мĕн шутланине тавçăрнăн туйăнчĕ ăна. Каласа парас кăмăл килчĕ. Энтрей патне çын пынине е хăй кам пăтне те пулин çӳренине аса илеймерĕ. Энтрейĕн мĕнпур кăмăл-шухăшĕ те чăваш ачисене хут вĕрентесшĕн, чăвашсене çутта кăларасшăн çуннине аван пĕлет вăл. Тĕмшер прихутне кĕрекен сакăр ял валли шкул уçсан, чăвашсем ачисене хут вĕренме ярасшăн мар пирки чиркӳ хуралçисен пĕчĕк пӳрчĕ те пушахчĕ. Энтрей пилĕк çул хушши тăрăшса ăнлантарниле халĕ икĕ сменăра хĕрĕх ача вĕренет. Энтрей хăй тăрăшнипех çул иртнĕ çамрăксем хушшинче хутпĕлменлĕхе пĕтерес шутпа шкул уçрĕ те нумай çамрăксене вулама тата çырма вĕрентсе кăларчĕ. Вăл кун каçиччен шкулта ĕçленипе ывăнса таврăнатчĕ те ачасен тетрадьне тĕрĕслетчĕ. Касмуххасем çывăрма выртсан та ĕçлетчĕ, ирхине вĕсемпе пĕрлех ыйхăран вăранатчĕ.
— Ма ним те шарламастăн? — Касмухха шухăшне татрĕ Мошков.
— Эпĕ çакна çеç калама пултаратăп, Иван Митрăч: Андрей Семенович патне никам та пыман, хăй те никам патне тухса çӳремен. Ир тăратчĕ те шкула каятчĕ. Таврăнсан васкаса апат çиетчĕ те ĕçе тытăнатчĕ. Яла çӳреме унăн вăхăт та пулман.
— Çапла-и вара, Петр Константинович... Лайăхрах аса илме тăрăш-ха. Кам та пулин пыркаланă-и, тен? Хăй те çынсем патне çӳрекеленĕ, тен?
— Турă умĕнчи пекех суймастăп, Иван Митрăч, Андрей Семенович патне, чăн та, никам пыман, хăй те ниçта тухса çӳремĕн. Эрнере пĕр кун, шăматкун кăна, Аманике, ашшĕ-амăшĕсем патне каятчĕ.
— Шел, шел... Петр Константинович... — сассине хăпартрĕ Мошков. — Кураков патне кам пынине, вăл ăçта çӳренине, кампа тус-йышлине кăлăхах курман эсĕ... Куна эпĕ ахальтен мар, хăвăра ырă сунса, ăраскалăрсене çăмăллатас шутпа ыйтрăм. Кураков камсемпе явăçса пурăннине пĕлни сирĕн айăпсене сирме пулăшĕччĕ.
Касмухха уретник çине тĕпчевлĕ те тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Мĕнле апла?...
— Çаплах, Петр Константинович... Эсĕ пĕчĕк ача мар, хăвах ăнланмалла. Аслă патшана хирĕç кавар тунă çĕрте Кураков пĕччен марри таçтанах паллă. Ахаллĕн типографинче пичетлесе кăларнă листовка ăçтан тупнă вăл? Е хăй пичетленĕ тесшĕн-и эсĕ? Тем кала та, Петр Константинович, унăн шайкки пурах. Эсĕ Кураков патне никам та пыман, хăй те ниçта тухса çӳремен тесе сӳпĕлтететĕн. Апла тесен, ун тус-йышĕсĕм камне хам каласа парăп: эсĕ тата сан ывăлу! — Мошков шĕвĕр пӳрнипе Касмухха çине юнавлăн тĕллерĕ. Лешин сăн-питне кĕл тĕсĕ çапнине асăрхасан, касса татнă пек çирĕплетрĕ: — Ия, ия, хисеплĕ Петр Константинович! Кураков патне урăх çын пыман тесен, ӳн шайккисем эсир пулатăр! Мĕнпурĕ те ывăлу, Кураков хутне кĕрсе, ман çине тапăнни тата эсĕ кутăнланни çинчен тепĕр протокол çеç çырмалла. Вара нихçан та киле таврăнаймăн... Нихçан та сар хĕвеле кураймăн...
Касмухха хăраса кайрĕ. Ăна патшана хирĕç кавар тунă тесе айăплаççĕ. Полицейскисем тем те тăвĕç. Вĕсем тĕрĕс мар ĕçленине кама каласа ĕнентерĕн? Полицейскисем ирсĕр ĕç тунине Касмухха ку тарана çитсе ытти çынсем патĕнче çеç курнăччĕ, Халь инкек хăй умне сиксе тухрĕ те, мăйĕнчен мăка çĕçĕпе сĕрнĕнех туйăнчĕ. Вăл макăрса ярасран аран тӳссе йăлăнчĕ:
— Иван Митрăч, тархасщăн, ĕнен... Эпир ывăлăмпа Андрей Семенович шайккинче тăма мар, унăн ĕçĕ-пурнăçĕпе те пачах интересленмен. Эпир ăна хваттерте ашшĕпе-амăшне хисепленĕрен, вĕсемпе çăкăр-тăварлă пурăннăран кăна усранă. Çавăнпа эсир халь пире айăплани питех те тĕрĕс мар...
— Э-э, Петр Константинович! — Касмухха хутне кĕнĕн çав-çавах вăлтса та хистесе каларĕ Мошков, — мĕн тĕрĕссипе тĕрĕс маррине тиркештерекенсем эпир мар. Ун ятне çӳлти турă пур... — Мошков шĕвĕр пӳрнипе маччаналла тĕллесе кăтартрĕ. — Эпир иксĕмĕр çылăхлă çĕр çинче пурăнатпăр. Кунта акă ăçта тĕрĕслĕх! — Мошков йывăр чăмăрне çӳле çĕклерĕ те сĕтел çине антарса кĕрĕслеттерчĕ. — Камăн чăмăрĕ пысăкрах та çирĕпрех, камăн кĕсйи тачкарах — тĕрĕслĕх те çавăн ирĕкĕнче. Пурнăç тени, Петр Константинович, вĕçĕ-хĕррисĕр кĕрешӳ. Тĕрĕслĕх яланах çĕнтерекенсен ирĕкĕнче... Аса ил-ха, сан ывăл Сантăр хĕрне вăрланăччĕ. Çавна пĕлсен, Сантăрпа арăмĕ мункун çитнĕ пекех хĕпĕртенĕччĕ. Урăхла пулма та май çук. Вĕсен хĕрне ялĕпе пĕр чаплă... çук, ялĕпе мар, прихучĕпе чаплă каччă ăмсанса вăрланă-çке. Анчах нкĕ пуçсăр каччă пынă та пĕтĕм вулăс халăхĕ кулмалăхне хĕре тытса илсе кайнă. Тĕрĕслĕх те çав пуçсăрсен, чăмăрĕ пысăкраххисен, ирĕкĕнче юлчĕ. Сирĕн хальхи ĕç-пуçсем ун чухнехинчен çĕр хут кăткăс та хăрушă. Мана, Иван Дмитриевич Мошкова, ĕнен, çăлăнма пĕр май çеç. Сирĕн вырăна урăххисене тупмалла... Акă ĕнтĕ, тĕрĕссипе тĕрĕс марри ăçтине хăвах тĕплĕн шухăшласа пăх та... вара Кураков патне кам пынине те аса илĕн.....
Мошков пĕр ирсĕр ĕçе сӳнтерсе, теприне тума шутланине Касмухха тавçăрчĕ. Ку ĕçе ăна та хутшăнтарасшăн. Мĕнех вара? Харпăр хăйĕн пурнăçĕ çыннăннинчен хаклăрах. Тĕнлĕнрех ĕненесшĕн çеç Касмухха малтанхи сăмахне печĕ:
— Çук, Иван Митрăч, ниепле те аса илейместĕп.
— Ахă, ниеиле те аса илейместĕн апла?.. Кураков патне кам пынине хам тĕшмĕртсе парасса кĕтетĕн-и?.. Ырă сунакан тус-йышшăн эпĕ куна тума та хатĕр: Николай Степановичпа Ваçли пыркаламастчĕç-и?
— Çук, вĕсем нихçан та пыман!
— Хисеплĕ Петр Константинович, çирĕплетме ваçкиччен каллĕ-маллĕ шухăшласа пăхмаллаччĕ. Пире «çук» тени çырлăхтармасса ăнланма вăхăт. Сăмах ывăлупа иксĕрĕн ăраскалăрсем пирки пырать. Çавăншăн аса илме сĕнетĕп. Тен, Кураков патне пынă çеç мар... Чăлана питĕрĕнсе ларса та калаçнă?..
— Иван Митрăч, ан çиллен те... Курман-пĕлмен япалана курнă-пĕлнĕ пек епле тăвас ман? Ку вара турă умĕнче суйни пулĕччĕ...
— Турă умĕнче суйни пулĕччĕ... — Тарăхнăн хăлаçланса илчĕ Мошков. Унтан, кăкăрĕпе сĕтел çине выртса, Касмухха енне ӳпĕнчĕ те сассине пĕчĕклетрĕ, — Иçмасса, сан пуплес марччĕ, ман илтес марччĕ. Турăпа патша мĕн-мĕн тума хушмаççĕ пире? Эпир пурпĕр тăватпăр. Эсĕ, ахăртнех, çак сăмахсене мĕнпе çирĕплетсе парăн тейĕн. Мĕнех, çирĕплетсе пама та пулать. Сана эрехпе суту-илӳ тума юрать-и? Юрамасть. Эсĕ тăватăн-и? Тăватăн. Мана, шинкарсене тытма хушман-и? Хушнă. Эпĕ сана тытса суда пама мар, пехиллесех ирĕк панă. Сана çĕр общинин хресченĕсене суйма, çаратма юрать-и? Юрамасть. Эсĕ çав-çавах суятăн, çав-çавах çарататăн. Сана... — «Турра ĕненекенсемпе чиркĕве çаратса пурăнма юрамасть», — тесшĕнччĕ Мошков, ытлашши пуласран шухăшне татрĕ те тӳрленсе ларчĕ. — Эй, мĕн халапласси пур вара... Эпир пурсăмăр та çылăхлă этемсем...
— Ку урăх шут, Иван Митрăч...
— Урăх мар, Петр Константинович... Çав шутах кĕрет. Паçăр мана тус-йышлăха маннă тесе ӳпкелерĕн. Тĕрĕссипе, эпĕ иксĕмĕр тус-йышлине чĕрере тытнипе сире пăтăрмах кӳрекенсене манман. Асту-ха, кам намăса кĕртнĕччĕ сире? Халь эсĕ çине тăрсах хута кĕрекен Николай Степановичпа Ваçли марччĕ-и? Сан кинӳ пулас хĕре çавсем туртса илсе пĕтĕм прихут умĕнче... çук, пĕтĕм вулăс умĕнче, никам курман намăса кĕртменччĕ-и? Николай Степановичĕ тата... Нумай та пулмасть хутаç çакса çӳренĕскер, çын укçипе пуйрĕ те халĕ сан йышшисем çине сурать кăна! Нивушлĕ эсĕ ăна çаплах хисеплетĕн? Нивушле сан чĕрере ăна курайманлăх ним чухлĕ те юлман? Апла тесен сана пуçĕпех ăнланмастăп! — Мошков самант хушши чĕмсĕрленсе ларчĕ. Вара тата тимлерех пуçларĕ: — Е Макçăм сана намăса кĕртмен-и? Аса ил-ха, юмăç карчăкăн пир-авăрне санран кам туртса илнĕчче? Макçăм мар-и? Ку икĕ килĕ те саншăн тăшмансем... Эсĕ ăсран тухнă этемле урăх шут çинчен сӳпĕлтететĕн... Чăнах, пăхатăп та сан çине йăлтах тĕлĕнетĕп. Халь эсĕ арçын пек мар, хĕрарăм пек курăнатăн... Э-э, мĕн пуплесси пур вара... Тепĕр тесен, пĕтĕмпех сан ĕç! — Мошков аллине сулчĕ те пукан çинчен йывăррăн çĕкленчĕ. — Катогрăна мана мар, ывăлупа иксĕре ăсатĕç. Эпĕ сире ырă сунса çеç çăлăнмалли май тупса парасшăнччĕ. Килĕшмесен — хăвăн ирĕк. Кайран ан ӳпкелеш!..
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...