Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Ваçли кума хыпарларăн-и?
— Ăна та Кĕчĕере ăсатрăм,
— Маттур, маттур, чунăм... Ĕнтĕ киле вĕçтер те тимĕрçĕ арăмне вырнаçтар. Ĕлкереймесен, вăл сĕмленекен çынсене, пуринчен малтан Кĕтерук кумана, асатма тăрăш. Эпĕ полици танатине сирме тăрăшăп. Вĕсем, ыранах вуншар çĕрте листовка тупса, Тĕмшерте тупăннине манĕç. Васка, чунăм.
— Халех вĕçтеретĕп, Микула...
Вĕсем самантлăха чĕмсĕрленчĕç. Микула арăмне куçран пăхрĕ те:
— Полицейскисем сана та хускатма пултараççĕ... Хăраса ӳкмĕн-и? — Чĕри шартах сикнипе Анук чĕтресе илчĕ. Вăл, çынсене инкекрен хăтарма тăрăшса, хăй çинчен пĕрре те шухăшламан.. Микула тĕрĕсех асăрхаттарчĕ-çке: упăшкине айăплас япала ăна та уяса тăмĕç Анчах Анук, хăйне хăй алла илсе, чĕрине хытарчĕ.
— Çук, хăраса ӳкместĕп. Пирĕн çул тумхахлине эпир малтанах пĕлнĕ...
— Тĕрĕс, чунăм... Пирĕн çул тумхахлине эпир малтанах пĕлнĕ, — терĕ те Микула арăмне ыталаса илчĕ.
Анук пуçне упăшкин кăкăрĕ çине хучĕ, юратăвăн çепĕç туйăмне парăнса пăшăлтатрĕ:
— Чăнах, тем тумалла ĕнтĕ... Эсĕ таврăнасса кĕтсе мунча хутма хатĕрленнĕччĕ...
— Хатĕрленнĕ пулсан хутăр. Хăвăр кĕретĕр!
— Юрĕ-çкр, эппин.
Анук васкаса кайрĕ. Микула ăна куçран çухаличченех пăхса юлчĕ.
Канса тăнă урхамах çил-тăвăл кăларса чупасшăн тĕпĕртетет. Пасар урамĕнче халăх нумăй пирки Анук ăна ирĕксĕрлесе уттарать. Халăх хушшинчен тухса пĕтсен, тилхепине карт туртрĕ — урхамах аçа-çиçĕм пек тăпса сикрĕ. Тата çур сехетрен Анук килне персе çитрĕ.
— Яла стражниксем килнĕ сас-хура çук-и? — ыйтрĕ вăл хапхаран кĕнĕ-кĕменех Наумран.
— Илтĕнмерĕ.
Анук чĕри лăштах пулчĕ. Апла тесен, тимĕрçĕ арăмне ăсатма та ĕлкĕрĕ. Вăл Наума тепĕр урхамахне тăварса кӳлме хушрĕ те кĕрĕкне çыпçăннă юра силлесе тасатрĕ. Вара пӳрте кĕчĕ.
Ванюк амăшне хаваслăн кĕтсе илчĕ. Анук ывăлне чуп-турĕ, унтан Анахвисе те ыталаса ачашларĕ.
— Анне, эсĕ çав тери ир ăçта кайнă? — терĕ Ванюк. Ывăлне суйма тивесси Анука пăшăрхантарчĕ, анчах урăхла тума май çуккипе:
— Кӳрше кайса килтĕм, — терĕ.
Пурне те тĕпчеме хăнăхнă ачи ĕненмерĕ.
— Ан суй, ан суй, анне! Эсĕ кӳрше кайнă чух нихçан та пысăк тутăр çыхмастăн.
Вăтаннипе пит-куçĕ çунсан та, Анук тĕрĕссине калаймарĕ. Ашшĕ патне кайса килнине пĕлсен, вăл тата ытларах тĕпчеме хăтланĕ, кăмăлне çырлахтармасăр та хăпмĕ.
— Ванюк, ывăлăм;.. Нивушлĕ эсĕ аннӳне ĕненмй пултăн? — ним тупса калама аптранă енне кӳреннĕ пек кăтартма тăрăшрĕ Анук.
Ванюк именчĕ. Шанмасăр сӳпĕлтетнипе амăшне пăшăрхантарчĕ.
— Ĕненетĕп, ĕненетĕп! — çепĕççĕн чĕвĕлтетрĕ вăл. Анук ывăлне ыталаса чуптурĕ, унтан Марьене хушрĕ:
— Кĕтерук аппуна чĕнсе кил-ха!
— Халех, Анук аппа! — килĕшрĕ çамрăк хĕр. Вăхăт нумай иртмерĕ — Кĕтерук персе çитрĕ.
— Кума, — терĕ Анук, — эпĕ халь çеç Микула патĕнче пултăм та, вăл Наталле аппана та ăсатма сĕнчĕ. Ку тĕрĕсех те... Уретник-стражниксем килсен, ăна та ирĕкре хăвармĕç. Асаплантарма пуçласан, чĕлхине çыртаймĕ. Наталле аппана та упăшкисем кайнă çĕре кăларса яр. Ытлашши япала илме хăтланнипе чăрманса ан тăтăр. Киле юлакан пурлăхĕ ниçта та çухалмĕ. Çул çинче ăна Наум пичче ӳрхамахпа хуса çитĕ. Вĕсем малалла мĕн тумаллине Наум пиччене ăнлантарăп...
Наталле Кĕтерука ытла та йăшнă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Упăшкипе сывпуллашнă чухне хăйне хай çирĕп тыткалас пек суккăччĕ. Пĕчченех юлсан, упăшки ăраскалĕшĕн мĕнешкел хăрушлăх сиксе тухнине тата вĕсем хăçан пĕрле пулăсси те паллă маррине тин ăнланса илнĕн кăмăлĕ хуçăлчĕ, икĕ куçĕнчен куççуль шĕпĕртетсе анчĕ. Ан тив, вĕсем ырми-канми ĕçленипе çеç ытлăн-çитлĕн пурăнатчĕç те, хăйсĕне хăйсем телейлĕ тесе шутланă. Темле инкек çаврăнса килсе иккĕшне уйăрчĕ, вĕсен ырă та шĕкĕр пурнăçне çĕмĕрсе тăкрĕ. Упăшки таçти çĕршывра, ют çынсем патĕнче мĕн курĕ-ши? Наталлен хăйĕн пурнăçĕ те упăшкине пăхса, ун валли ĕçлеме те канма майсем туса панипе çеç тулличчĕ-çке. Халь мĕнле куна-çĕре ирттерĕ вăл? Е чăн та стражниксем килсе асаплантарма тытăнсан? Вара мĕн каламалла?...
— Наталле аппа, пĕччен тунсăхламарăн-н? — терĕ шӳтлесерех Кĕтерук тимĕрçĕ арăмĕн кăмăлне уçасшăн.
— Çук. Çав тери савăнатăп. Халь тăрса ташлама та хатĕр!
Наталле ним пытармасăр ӳпкелени Кĕтерук чĕрине тиврĕ. Вăл, çапах та кăмăлне хытарса, витĕмлĕ те татăклă сасă çине куçрĕ.
— Тунсăхламанни аван, Наталле аппа. Салхуланма та кирлĕ мар. Ун çинчен тепĕр чухне кăлаçăпăр-ха. Халь сан хăвăн та килтен тухса шăвăнмалла:
— Ăçталла?
— Аркади пичче кайнă çĕре.
Упăшкипе пĕрле пулма май килнине пĕлсен, Наталле савăнма та хăтланчĕ. Кил-çуртне, япалисене пăрахса хăварма лекессине аса илсен, каллех хуйха ӳкрĕ.
— Эпĕ ниçта та хускалмастăп!
— Наталле аппа, питех лайăх ăнланатăп. Килтен тухса каясси тăвансем патне ĕçке çӳресси мар, Пурпĕр урăхла май çук. Стражниксенчен хăтăлни пахарах.
Стражниксем килме пултарасси çинчен паçăр упăшки астутарсан та Наталле хăранăччĕ, çапах та ăна питех чĕре патне илменччĕ. Кĕтерук сăмахне илтсен, йăлтах ăнланчĕ те пĕтĕм хăрушлăха туйрĕ. Сасартăках парăнас килмен енне çеç хирĕçем пекки турĕ:
— Мăн çума мĕн сăлтавшăн çыхланĕç вĕсем?
— Сăлтавне тупĕç, Наталле аппа. Сана тытса хупма Аркади пиччене айăплани, вăл çухални те çителĕклĕ... Хăвăн та каймаллишĕн ан пăшăрхан. Кил-çуртри япăласем çинчен те ан шухăшла. Пурте сыхă тăрĕ. Хупа пĕрле ним илмех те ан тăрăш. Кайнă çĕрте пурте пулĕ. Васка, Наталле аппа. Кĕçех стражниксем персе çитĕç. Хамăр улăх енне каçсан, сана урхамахпа хуса çитсе лартĕç.
Наталле урăх турткалашса тăмарĕ.
VI
Упăшкине илсе кайсан, Хĕветле сак çине ӳкрĕ те сасăпах макăрса ячĕ, ăна кура Праски те ӳлерĕ. Инкек-синкек килсе çапнине чухăн килĕнче тӳссе ирттерме йывăр. Пуян килĕнче тата йывăртарах иккен. Чухăн, нихçан тă савăк пурнăç курман, инкеше пурăнма пăхнăскер, ăна çăмăлрах тӳссе ирттерет. Вăл, кашни инкек хыççăнах хуçăлса ӳксен, нихçан та çурăмне туррĕн тытса кураймĕ. Пуяна вара, телейлĕ те савăнăçлă пурнăçа çеç хăнăхнăран, ăнсăртран сиксе тухакан инкек-синкек çĕçĕпе пырса чикнĕ пекех туйăнать. Праскипе Хĕветле те çавнашкалах, хуйхă-суйхă йăлтах пусарса ӳкернипе мĕн вăхăт макăрнине те, хапха уçăлса лав кĕнине те сисмерĕç. Касмуххапа Элекçей пӳрте кĕни те вĕсене усал-тĕселĕн туйăнчĕ.
— Мĕн çитменшĕн сĕрлетĕр!
Касмухха хăтăрса пăрахни хĕрарăмсене лăплантарчĕ: вĕсем пӳртре, чăн та, упăшкисем тăнине ĕненчĕç.
— Ах, Элекçей... — хурлăхлăн чĕнчĕ Хĕветле, макăрма чарăнса, — сана кашкăр сурăха тытнă пек илсе кайрăç те... Эсĕ таврăнасса шанманччĕ.
— Пирĕнпе темскер пулма эпир ăсран кайнă çынсем мар, — кăштах мăнаçланарах хуравларĕ Элекçей.
— Мĕн çуйхашатăн! Е кутран çапрĕç-и сана? — Праски çав-çавах макăрма чарăнайманнипе ятлаçрĕ Касмухха. — Станувуй патне илсе кайнăшăн макăрма мар, савăнмалла. Вăл пирĕншĕн тус-йышне ху та лайăх пĕлетĕн!
Хĕрарăмсем йăлтах лăплансан, Элекçей аса илчĕ:
— Атте, Çемен пиччесене пĕлтересчĕ. Ан тив, Андрей Семеновича çăлма тăрăштăр!
Касмухха, Мошков никама калама хушманнине астунипе, Элекçее чарасшăнччĕ. Энтрее тытса кайнине ашшĕсене систермесен пушшех аван мар пуласран хăрарĕ. Ку хыпар Çеменсен хăлхине пурпĕр кĕрессе ĕненет вăл. Вара пуринчен ытла Михха çилленĕ. Касмухха ывăлне урăх инкек сиксе тухасран сыхланас шутпа асăрхаттарчĕ:
— Çемене çакна калама ан ман. Пирĕнтен кĕтнĕ сăмаха ял çинче сарса ан çӳреччĕр. Уретник пĕлсен тем кăтартĕ..
Касмухха ĕнтĕ тӳре-шарасем енчен хăрушлăх сирĕлессе шанать, чĕри çаплах вырăнта мар. Халь ăна Энтрее çăлса хăварайманшăн ашшĕ-амăшĕсем çилленессĕн туйăнать. Тата вăл станра чухне Микулана тем таранах курайманла хăтланчĕ те тăна кенĕçемĕн канăçсăрланма тытăнчĕ. «Мошков мĕн сăлтавшăн ал пустарчĕ-ши? Каярах Касмуххана хăйне сиен кăтартасшăн мар-ши? Тата Микула пĕлсен те — тавăрасси паллах»: Çакăн хыççăн вăл Микула пуçĕпех пĕтни аванрах тесе шутларĕ. Айăпсăр çынна сутса ял умĕнче намăса кĕресси пăшăрхантармарĕ ăна. Хăй ĕмĕрĕнче вăл киревсĕр ĕç сахал туман. Пурпĕр куçран тĕкекен тупăнман. Турă умĕнче çылăха кĕнине те каçарттарма йывăр мар. Ун кăмăлĕ аслă. Касмуххан çак самантрах чĕре хусканăвĕ çинчен сӳтсе явас килчĕ. Анчах кампа-ши? Арăмĕ ăнланаймĕ. Кинне пушшех те шутламасть. Хĕрарăмăн çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тесе ахальтен каламаççĕ-им? Ăна ăнланакан та пуп çеç. Çавăншăн тус-йышлă та вĕсем.
Касмухха йырса кĕнĕ çĕре пуп вырăн çинчех-ха. Чиркӳ старости килнине пĕлсен, тăрса тумланчĕ те кайри пӳрте тухрĕ.
— Мĕн çăмăлпа çак тери ир çӳретĕн?
— Пысăк инкек сиксе тухрĕ, пачăшкă. Кĕçĕр уретннк-стражниксем Андрей Семеновича тытса кайрĕç.
Пуп чĕри кăртах турĕ. Халлĕхе тĕплĕн ăнланаймарĕ пулин те, чиркӳ старости ырă хыпар илсе килменнине чухларĕ. Пăлхавлă самантра тӳре-шарасем çынна ахальтен хупмаççĕ. Учителе тапăнни пушшех аван мар. Вăл пурнăçра, ĕçре те пуп вĕрентнисене хисеплес çын. Уншăн пупа та сăмах тивĕ.
— Мĕншĕн?.. — ним калама аптранă енне ыйтрĕ пуп.
— Андрей Семенович патĕнче аслă патшана хирĕç çырнă хут тупнă терĕç.
— Турă çырлахтăр... Ку инкеке кĕтменччĕ! — ыратнине тӳсеймен пек йынăшса ячĕ пуп.
— Ан та калаç, пачăшкă... Шухăшласан, пуç çаврăнать, — пуппа килĕшрĕ те Касмухха хăй килĕнче тата Атăлкассинче мĕн-мĕн курни-илтнине хыпарларĕ. Ывăлĕпе иккĕшĕ Микулапа Ваçлие сутнине çеç пытарса хăварчĕ.
Касмуххана итленĕçемĕн пуп кăмăлĕ йывăрланса пычĕ. Энтрей чиркĕве пухăнакан чăвашсем хушшинче мĕн çинчен калаçнине аван пĕлет вăл, кун пирки унпа харкашнă та. Чăвашсен хушшинче кирлĕ-кирлĕ мар сăмахсене сарма чарас шутпа пуп Энтрей ахаль çын маррине тата унăн ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пуянсемне астутарса парăнтарма хăтланнă. Энтрей пурпĕр пупа йӳпсемен, хăй кăмăл-шухăшĕ хушнă. пек пурăнма, ĕçлеме тăрăшнă. Пуп юлашкинчен тӳсеймен, Энтрейĕн халăх хушшинчи пуплевĕсем патша стройне сиен кӳни çинчен Огуречникова систернĕ. Çакăн хыççăн Энтрее ухтарма шут тунине те аван чухлать. Анчах чĕтреме чарăнаймасть. Энтрей патĕнче листовка тупнă тени вăл патша стройне сирпĕтесшĕн кĕрешекен ушкăнра тăнине палăртать. Пуп куна сирме мар, асăрхаса та юлайман. Социал-демократла рабочи парти организацийĕсем халăх хушшине листовкăсем сарни çинчен, çак хăрушлăха сирес тесен сыхă тăма кирлине архиерей сахал асăрхаттарман ăна. Сыхă тăрас вырăнне вăл, нумаях та пулмасть-ха, прихутри лару-тăрусем тăнăçлă тесе, чиркӳсен тытăмне çырса пĕлтерчĕ. Халь мĕн килсе тухрĕ-ха ĕнтĕ? Аслисем асăрхаттарнă хăрушлăх ун сăмси айĕнчех çуралса аталаннă. Вăл ним те курман, ним те пĕлмен. Куншăн ăна ырлас çук. Пупăн çак самантрах Атăлкассине кайса Огуречниковран тĕплĕнрех ыйтса пĕлес килчĕ. Васканипе ним тума çуккине аса илнĕрен тытăнса юлчĕ. Шухăшне вĕçлесен, Касмухха пуçне çавăракан ыйтăвĕ çине хуравланăн каларĕ:
— Çапла, Петр Константинович... Пирĕн тĕле, чăн та, инкек сиксе тухнă!
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?
— Мĕн тăвăпăр-и?.. — Касмухха сăмахнех тепĕр хут асăнчĕ те пуп кăштах йĕнчесе тăчĕ. Унтан çирĕппĕн татса хучĕ: — Эпир мĕн тăвасси паллă, Петр Константинович... Ĕненекенсене турăпа патшана пăхăнса та тӳлеккĕн пурăнма вĕрентме тăрăшăпăр. Ытти пирĕн ĕç мар, тӳре-шарасен ĕçĕ.
— Тĕрĕс, пачăшкă... Анчах учитель çукки çинчен ачасене мĕнле ăнлантарăпăр? Ăна тытса хупнине никама та шарлама хушмарĕç.
— Куракова арестленĕ чухне сирĕнсĕр пуçне тата çынсем пурччĕ-и?
— Старостăпа икĕ десятски пурччĕ.
— Апла тесен, Мошков айван ăслă уретник кăна. Вăл темиçе чĕрчĕлĕх умĕнче тунă ĕçе пытарса усрасшăн. Унтанпа Андрей Куракова тытса хупни çинчен пĕлменни прихучĕпе пĕр çын юлман-и, тен? — терĕ те пуп кăштах чĕмсĕрленнĕ хыççăн Касмуххапа килĕшрĕ: — Юрĕ, эпир шарламăпăр. Ку йăрăслăх пирĕнтен ан тухтăр. Ачасене учитель чирленĕ тесе ăнлантарăпăр.
Пуп йăнăшмарĕ. Энтреç тытса хупнă хыпар Тĕмшерте çеç мар, тавралли ялсене те, ку шутра Аманикре те, сарăлма ĕлкĕрнĕ. Ашшĕ-амăшĕ çеç ним те илтмен-ха. Элекçей кĕтмен çĕртен пырса пĕлтерни Çеменпе арăмĕшĕн уяр кун аслати авăтнăн туйăнчĕ. Энтрей амăшĕ макăра-макăра упăшкине ӳпкелерĕ:.
— Пуриншĕн те эсĕ айăплă. Пĕртен-пĕр ывăлна хут вĕрентмесĕрех хамăр пек телейлĕ тума тăрăшмарăн. Хут вĕреннĕ çын ăсли е ырă курни ăçта пур-ши? Пирĕн ывăл та, хут вĕренмен пулсан, тахçанах сан ĕçе тытăнатчĕ те, аллусем канатчĕç. Авланса ача-пăчаллă пулатчĕ, эпĕ те ватăлмалăх кунсенче мăнуксене пăхса савăнаттăм. Çук, ман сăмаха итлемерĕн. Ĕнтĕ пĕртен-пĕр ывăлăмăра çухатрăмăр. Иксĕмĕр тăлăх-турата юлтăмăр.
Çемен, хăй хут пĕлменскер, вĕренни мĕн хака тăнине ăнланнипе, арăмĕ ӳпкеленине йышăнмарĕ. Вĕреннĕ ывăлĕ суту-илӳ ĕçне ашшĕн ватă аллинчен илсе малалла тата ăнăçлăрах аталантарасса, пуянлăха темиçе хут ӳçтерессе шаннăччĕ вăл. Энтрей ун шанăçне тӳрре кăлармарĕ. Шкултан темле киревсĕр шухăшсем тупса килнипе ашшĕн ĕçне нихçан пуçăнма шутлă марриие, хăйне вĕрентнине чăваш ачисене пама тĕвтунине малтанхи кунсенчех ним пытармарĕ. Çемен питех тарăхрĕ. Йăпатса, намăслантарса çавăрма тăрăшрĕ. Витереймен пирки хăйĕнчен юлас пурлăха памасăр хăварассипе хăратма хăтланчĕ. Юлашкинчен ывăлне ылханас патнех çитрĕ. Халь, вилĕмле хăрушлăха çакланнине пĕлсен, иккĕшин хушшинче пулса иртнĕ харкашусене йăлтах манчĕ, пĕртен-пĕр ывăлне шеллерĕ, нушаран хăтарма тăрăшрĕ.
— Мĕн эсĕ, ывăла тупăка вырттарнă пек макăратăн?! Чарăн! — арăмне хăтăрса пăрахрĕ Çемен.
Арăмĕ пушшех хурланса ӳпкелерĕ:
— Эсĕ тупăка та вырттарăн. Вăт, пыр та хăтар ĕнтĕ!
— Мĕнех вара, хăтаратăп! — терĕ те Çемен вăр-вар тумланса тухса кайрĕ.
VII
Хĕрĕ Муравьев патĕнчен таврăннине Прахăр ура çинче кĕтсе илчĕ.
— Мĕнле унта? — ыйтрĕ вăл çурма сасăпа.
— Пĕлтертĕм... Нимшĕн те ан пăшăрханăр, пурте аван иртĕ терĕ. Асăрхама хушрĕ.
Прахăр чĕри кăштах лăпланчĕ. Мошков станувуя вăратмасăр канма шутлани пушшех аван. Тул çутăличчен ним те тăваймĕç. Ку хушăра тус-йышĕсен йĕрĕ те çухалĕ.
— Натюш... — хĕрне хĕрхенсе çепĕççĕн чĕнчĕ Прахăр, — халлĕхе пĕччен те ĕлкĕрĕп. Эсĕ выртса кан.
— Çук, çук, атте... Эпĕ паçăр та çывăрнă. Эсĕ кĕçĕр пуçна çытар çине те хуман. Ху вырт-ха. Хам астукалăп.
Хĕрĕн аслă кăмăлĕ Прахăр чĕрине ăшăтса ячĕ, анчах ашшĕ хĕрĕ сĕннине йышăнмарĕ. Ват çын тӳсĕмлĕрех. Çамрăк хĕре темиçе сехет хушши шкап хыçĕнче хускалмасăр тăма мĕн таран вăй-хăват кирлине ăнланать вăл.
— Ват çыннăн ыйхă та килмест. Эсĕ çамрăк, сан вăй-хална упрамалла. Кĕçех тул çутăлĕ те станувуй килĕнче ĕçлеме тивĕ. Вĕсен умĕнче сĕнккеме юраманнине ху та чухламалла.
Ашшĕ хăй сăмахĕ çине тăрасса пĕлнипе Натюш килĕшрĕ.
— Юрĕ, эппин... сас-хура пулсан, ним шеллемесĕр вăрат вара, — терĕ те Натюш, çăматтине кăмака çине лартса, кравать пекки çине выртрĕ. Прахăр, пăхкалама тесе, тула тухрĕ.
Куçне хупсанах, Натюш умне кĕçĕр курни-илтни... тата Муравьев тухса тăчĕ. «Натюш, хыпар илсе килнĕшĕн тавтапуç... Эсир мĕн таран кирлĕ те пысăк ĕç тунине халлĕхе хăвăр та тăна хураймастăр. Вăхăт çитсен, сире ун çинчен ытти тус-йышсем астутарĕç...» Муравьев каланине аса илни юрату туйăмĕн юнне вĕрилентерсе чуптарчĕ. Йĕкĕтпе иккĕшĕ вĕсем пуçламăш хут тăватă çул каярах тĕл пулнă. Хресченсем уйри тырри-пуллине пухса кĕртсен, хĕрарăмсемпе хĕрупраçсем алĕç тума пуçăнсан, пĕррехинче Кĕтерук аппăшĕ: «Хут вĕренес кăмăл çук-и сан?» — терĕ ăна. Натюш хаваспах килĕшсен, вĕсем Микула патне пычĕç. Кунта Ваçлипе Уçка, Натюш йăмăкĕ Марье, кил хуçисемпе темиçе палламан çын пухăнса ларнă. Вĕсен хушшинче Натюш вăтам пӳллĕ, çаврака питлĕ, хура та йăрă куçлă, мăйăхне ӳстернĕ, капăр тумлă, хăйне хăй тăп-тăп тыткалакан çирĕм çулхи çамрăк çынна асăрхарĕ те, вунултă çулхи çамрăк хĕр чĕрине темле, халиччен нихçан та пулман, вăтантаракан та савăнтаракан туйăм кĕрсе ӳкрĕ. Кĕтерук аппăшĕ каласа панă тăрăх, ку çамрăк Микулан Атăлкассинчи магазинĕнче тăракан аслă приказчикĕ иккен. Пурăна киле çак çамрăк Пичура енчи хресчен ывăлĕ, учителе вĕренсе тухнăскер, Микулапа тĕл пулса паллашнă хыççăн революциллĕ юхăма хутшăннине пĕлчĕ. Çав каçран Муравьев Натюшсене хут вĕрентме тытăнчĕ. Микула эрнере пĕр кун, вырсарникун, киле таврăнсан, Раççейри лару-тăру, рабочи класăн революциллĕ юхăмĕ çинчен вĕрентрĕ. Вăрттăн саланнă революциллĕ листовкăсем, литература вула-вула кăтартрĕ. Ленин вĕрентнисемпе паллаштарчĕ. Çапла икĕ çул вĕреннĕ хыççăн Натюшпа ашшĕ ĕçхалăхĕн килес телейĕшĕн пуçне хума та хатĕр чун хаваллă пулса çитсен, вĕсене станувуй патне ĕçе вырнаçтарчĕç, Унтанпа тата икĕ çул çитрĕ. Натюш чĕри лăпланма мар, каччăна тата хытăрах юратса пăрахрĕ. Анчах ку ырă юратăва хăçан та пулин палăртма май килесси çинчен шухăшлама та хăймарĕ. Вăл иккĕшин хушшинче ытла та пысăк уйрăмлăх пур пек сунчĕ. Пĕри — учитель, аслă приказчик. Тепри — станувуй кантурне, станувуй кил-çуртне тасатса пурăнакан тата стрепке ĕçне тăвакан тарçă. Çапах та вăрттăн юратса пурăнма кама кам чарĕ?
Натюш çакнашкал ĕмĕт-шухăшпа мĕн вăхăт выртнине чухлаймарĕ, куçне уçса пăхрĕ те, пĕчĕк чӳречерен тул çути кĕнине асăрхасан, çак вăхăтра станувуй арăмĕ ыйхăран вăранасса аса илчĕ. Кая юлса пыма турă ан хуштăрах, çисе ярĕ.
Натюш ним сас-чӳ тумасăр кайри пӳрте кĕчĕ. Никам та çуккине астусан, станувуй арăмне кĕтсе илмелле пукан çине ларчĕ. Ирĕк пулсан кĕтмĕччĕ те, Огуречников ирхине сĕтлĕ лапша çиме юратнине аван пĕлет вăл. Ним чăрмавсăрах пĕçерсе те хатĕрлĕччĕ. Станувуй арăмĕ, Натюша тарăхтарасшанах-и, тен, хăй ыйхăран вăрансан тин ĕçе пуçăнтарса, хăвала-хăвала васкатать.
Юлашкинчен малти пӳртре кăштăртатни илтĕнчĕ. Вăхăт нумай иртмерĕ — кайри пӳрте хулпуççийе çине халат çакна, урине тапăчки тăхăннă, шыçмак пит-куçлă, аран йăраланса утакан мăн хырăмлă хĕрарăм тухрĕ.
Натюш ура çине тăрса аял пуç тайрĕ.
— Вут йăтса кĕр те плита хутса яр! — çамрăк хĕр саламланине хирĕç хуравламасăр хыттăн каларĕ Кулине. Натюш çав самантрах тума ĕлкĕрсен, вĕсем çенĕке тухрĕç. Кулинĕ чăлантан çăнăх тата кăкшăмпа сĕт илсе пачĕ. Пӳрте кĕрсен, Натюш ĕçленине сăнама плитаран инçе мар пукан çине вырнаçрĕ те: — Малтан яшка пĕçерме каструльпе шыв ларт. Вара сăмавар чĕрт, лапша тума чуста çăр! — терĕ. Кунашкал сăмахсене кашни ирех илтсе йăлăхнăран Натюш вĕчĕрхенсе ĕçлерĕ. Кулине малалла мăкăртатрĕ: — Чустине хытăрах çăр. Ĕнер те лапша мар, нимĕр тунă та, Григорий Петрович çинĕ-çименех тухса кайрĕ.
Натюш ăшĕнче савăнса илчĕ, Станувуй хăшпĕр ир апат çименни лапша яшки начарринчен мар, эрех ытларах ĕçнинчен е ĕçĕнче инкек сиксе тухнăран, лару-тăру шĕл-кăвар çинчи пек çуннăран килнине аван пĕлет вăл.
Огуречников вĕри мунчара ăшаланнă пек .йĕп-йĕпе тарласа вăранчĕ. Уретникре çӳренĕ чухне вăл станувуя лартсан, ан тив, ку вырăна хырăмпа шуса çитнĕ те, пурнăçĕ тăнăçлă та çу çинчи пек пырасса шаннăччĕ. Станувуя лартни пилĕк çул çитрĕ ĕнтĕ, ĕмĕт çитесси, стражникре ĕçлеме пуçланă чухнехи пекех, пăхса та курăнмасть. Пуянсем ăна хисеплени те ытлашшиех улшăнмарĕ. Вĕсен умĕнче ĕлĕкхи майлах çĕлĕке илме тивет. Ĕçри тăнăçлăх пирки калаçмалли те çук. Хăйне хăй вăл çĕр айĕнчен вутлă шĕвек кăларса тăракан ту çине ларнă пек туять. Инçет Хĕвелтухăçĕнче Япони патша çарне çĕмĕрсе тăкнă. Питĕрте мирлĕ демонстрацие тухнă рабочисене персе пăрахнă патша тытăмне тĕпрен кисрентернĕ. Рабочи класс ертсе пыракан революциллĕ хум патша влаçне ишсе антарсан? Вара Огуречников та тĕрĕс-тĕкел юлас çук. Çитменнине, юлашки вăхăтра исправник те ытларах канăçсăрлантара пуçларĕ. Тимлĕрен те тимлĕ, сыхă тăма, чăвашсен хушшине революциллĕ юхăм килсе кĕресрен упранма, пырса кĕнине сиссен, ним шелсĕр пĕтерме хушать. Халичченхи пек пулсан, исправнике лăплантармалла: тĕттĕм чăваш хушшине революциллĕ юхăм килсе кĕрес çук тесе пĕлтерĕччĕ. Халь унашкал çырма кăмăл çитереймерĕ. Шанăçсем тахçанах çухалнă. Чăвашсене чăмăр кăтартса, хурăн хуллипе çапса е Çĕпĕре ăсатассипе хăратса чĕркуççи çине тăратма май пуррине ĕненни те тахçанах сӳрĕлнĕ. Ан тив, турăпа патша туса панă йĕркесене ытлашши пăсакансем палăрмаççĕ, Огуречников пурпĕр лăпланаймарĕ. Станри лару-тăру тӳлекки çил-тăвăл тапранас умĕнхи çанталăк пек çеç туйăнать. Çак çил-тăвăл кĕтмен çĕртен тухса пуçĕсене татса каясран хăранипе вăл учительсене, ку шутра Энтрее те, ухтарма шут тытнă.
Ыйхă тыткăнĕнчен хăтăлса, Огуречников каç Мошковпа икĕ стражник Тĕмшере кайнине тата вĕсем çурма çĕр иртсен те таврăнманнине аса илчĕ те, пушшех канăçсăрланма пуçласа, васкавлăн тумланчĕ, çӳçне-пуçне тирпейлемесĕрех кайри пӳрте тухрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...