Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Огуречников Энтрее пăхăнтарса е илĕртсе тĕрĕссине калаттарма çуккине ăнланчĕ. Çав вăхăтрах вăл Мошков тĕрĕс мар хăтланнине те йăлтах ĕненчĕ. Улаххăн калаçасшăн дежурнăй стражнике чĕнчĕ те Энтрее илсе кайма хушрĕ. Кабинетра уретникпе иккĕшех юлсан, сăмах пуçарчĕ:
— Иван Митрыч, ку мĕне пĕлтерет?
— Ваше благородие, эсир мĕнле ĕç пирки ыйтнине чухлаймарăм-хă эпĕ?
— Николай Степанович çинчен Куракова тĕпченине ма пытаратăр?
Мошков ним йĕнчесе тăмасăр кутăнланчĕ.
— Ваше благородие, эпĕ, чăн та, Куракова тĕпчемен. Путсĕр учитель ним хĕрелмесĕр ман çинчен элеклесе калаçни вăл патшалăхшăн хăрушă тăшманне тата ытларах палăртать кăна. Çакланас-тăвас пулсан, хăйне мĕнле тыткаламаллине малтанах шутласа хунă. Мана çакă тĕлĕнтерет, ваше благородие... Эсир айăплă çынна манран тата икĕ хисеплĕ чăвашран та ытларах ĕненесшĕн!
Мошков тем таранах витерме тăрăшсан та, станувуй иккĕленнине сиреймерĕ.
— Иван Митрыч, мана çакă шухăшлаттарать: эсир Куракова тĕпчемесен, Касмуххапа ывăлĕ Николай Степанович пирки мĕн кăтартнине ăçтан пĕлет вăл?
Мошков кунашкал ыйтăва кĕтменччĕ. Хуравлама тивесрен ăна алăка шаккани хăтарчĕ.
Ирĕк парсан, кабинета дежурнăй стражник кĕчĕ те:
— Ваше благородие, сире Семен Кураков курасшăн! — терĕ.
Огуречников шутлама ĕлкĕриччен алăк яри уçăлчĕ те, Çемен кĕрсе тăчĕ, хăйне сăмах чĕнес-тăвасса кĕтмесĕрех ӳпкелеме тытăнчĕ:
— Ман çăкăр-тăварпа вашаватлăха нумай курнă тус-йышсене хама чыс тунăшăн тавтапуç!
Çемен ытла та вăхăтсăр персе çитни, ывăлне тытса килнĕшĕн усал сунни Огуречникова тара ӳкерчĕ. Хыттăн тавăрса хума та хатĕрччĕ вăл. Айăплă çынсемпе тĕл пулнă чух хăйне тыткалама хăнăхнă йăлипе çиллине шăмарчĕ. Вĕсен хушшинче нимле сас-хура та пулман пек евĕклĕн каларĕ:
— Семен Матвеевич, мĕншĕн тӳрех хваттере каймарăр? Хăна тăваймасран хăратăр-им?
— Куçа куççуль хупăрланипе сирĕн хваттерĕн алăкĕ тĕлне тупаймарăм. Эсир кĕçĕр, тискер тăмана йăвари чĕппе çаклатнă пек, ман ывăла вырăн çинчен тытса килнĕ...
Полицейскисене тăманапа танлаштарни Огуречников кăмăлне пушшех пăсрĕ, пурпĕр Çемене пӳлмерĕ. Ан тив, чĕрине тулнă йӳççе кăларса пăрахтăр, вара хăех чарăнĕ.
Çемен, Огуречников кĕтнĕ пекех, хатĕрлесе килнĕ сăмахсене каласа пĕтерчĕ те ытла та халтан кайнипе пукан çине ларчĕ.
— Турă çырлахтăр... Кĕçех утмăла çитетĕп... Станувуй пӳлĕмне кĕмелле çынна тухăп тесе шутламанччĕ...
— Çапла, хаклă Семен Матвеевич... — ассăн сывланă пек туса чĕнчĕ станувуй, — эпĕ те сире кунта йышăнма лекессе тĕлĕкре те курман. Инкек ăнсăртран сиксе тухрĕ, анчах ытлашши ан хуйхăрăр.
— Григорий Пегрович, хăвăрах шухăшлăр, хӳйхăрмасăр мĕнле тӳсĕн! Ĕнтĕ ухмаха тухасси те инçе мар. Хам ĕмерте тӳре-шарасене хăнара çеç куркаланă. Халь... — Ним калама аптранă енне Çемен пĕççине шарт! çапрĕ. — Пĕрех хутчен çакна пĕлесчĕ: ман ывăл мĕн туса çав тери айăпа кĕчĕ-ши?
— Тăванăм... Усал хыпара пĕлтерме пит йывăр... Чăн самахран суй тума тата йывăртарах. Сирĕн ывăл ытла та киревсĕр ĕçе хутшаннă... — Огуречников Энтрей çинчен юранă таран каласа пачĕ.
Çемен итленĕçемĕн пĕр вĕриленчĕ, пĕр сивĕнчĕ. Элекçей систерсенех, Энтрее ырă пулас çуккине тавçăрнăччĕ вăл. Огуречников сăмахĕсем çак шухăша йăлтах çирĕплетрĕç. Çемен станувуй кăмăлне çавăрас шутпа сăмах хускатрĕ:
— Ман ывăлăм, чăн та, пысăк айăпа кĕнĕ-и, тен? Вăл тепĕр чухне хăтланнисем хама та тарăхтарнă. Халь эсир каласа пани ниепле те пуçа кĕмест. Таçта, вĕреннĕ çĕрте, çамрăксене усал çынсем аташтарнă-и, тен? Çапах тă вăл аслă патшана хирĕç кайнă тенине ĕненес килмест... — Çемен, вĕри сывлăшне кăларса, ассăн сывларĕ те малалла каларĕ: — Эпир сирĕнпе нумайранпа тус-йышлă пурăнатпăр. Çакна хисеплесе те пулин ывăлăма кăларса яма ыйтатăп. Малашне, хам аллăмра тыткаласа, чĕлхине çырттарма сăмах паратăп. Тата... эсир ырă тунине кура ним те шеллесе тăмăп...
Енчен ĕçе хăй çеç хутшăннă тата никам та пĕлмесен, Çемен сĕннипе килĕшĕччĕ-и, тен, Огуречников. «Ним те шеллесе тăмăп» тенине аван ăнланать вăл. Кунашкал сасартăках пуймалла май урăх нихăçан та килмĕ. Хăй ĕмĕтленнĕ таран мул пухсан, хальхи ĕç çине, патшана пăхăнса тăрасси çине те сурĕччĕ кăна. Пуяна полици мундирĕсĕр те пурăнма ансат. Ку тĕрĕссине вăл тем чул та курса чухланă. Пурпĕр Çемен кăмăлне тивĕçтерме пултараймĕ. Энтрее тытса хупнă ĕçе ытла нумай çын хутшăннă. Çитменнине, ăна тытса хупнине тата мĕншĕн хупнине, ашшĕ-амăшĕ пекех, Енел прихутĕнчи ытти хресченсем те пĕлĕç. Тепĕр тесен, ку та хăрушах мар. Старостăпа десятскисен чĕлхине çырттарма пулĕ. Ялйышсем Куракова йăнăш тытса хупнăран кăларнă пек йышăнĕç. Инкекĕ çакăнтан килсе тухĕ: патшана хирĕç тăнă çынна саккуна пăсса ирĕке кăларнипе вăл пĕрле ĕçлекенсен аллине хăйне хирĕç кайма вилĕмле хĕçпăшал тыттарĕ. Çак хĕçпăшалпа усă курма шутламĕç тесе кам шантарĕ? Мĕншĕн Мошков, ăна хирсе кăларса, ун вырăнне ларма тăрăшмĕ? Мĕншĕн стражниксен хушшинче Мошков вырăнне йышăнма ĕмĕтленекенсем тупăнмĕç? Вăл хăй те исправник пуласшăн-çке. Çук, çук... Пуянлăха хапсăнса, нимсĕр тăрса юлас мăр. Тен, Çеменĕн арканнă кăмăлĕпе, ăстăнĕпе уçă курса, малтан шухăшланă пек ĕçпе чапа тухас.
— Хаклă Семен Матвеевич, — хута кĕнĕ сасăпа чĕнчĕ вăл, — эпĕ сире лайăх ăнлантăм. Сирĕн инкеке хамăн инкек вырăнне шутласа пăшăрханатăп. Çавăнпа «ним те шеллесе тăмăп» тенине кӳренсе йышăнатăп. Анчах, хаклă Семен Матвеевич, эсир хăвăр та ăслă çын, ĕçе нимсĕрех сӳнтерсе лартма çуккине чухламалла. Аслă патшана хирĕç тунă каварта айăплисем пулмаллах. Сирĕн ывăл пĕччен марри çаллă. Вăт пирĕн ун тусĕсене тытса хупасчĕ. Вара сирĕн ывăла кăларса ярасси çинчен те шухăшлама май килĕ.
— Ма тытса хупмастăр! — кĕтмен ырлăх сиксе тухнă пек чĕрĕленчĕ Çемен.
— Пĕтĕм инкекĕ сăмахпа тума май çуккинче ĕнтĕ. Вĕсене тытса хупасси пирĕн кăмăлтан çеç килмест. Сирĕн енчен те пулăшу кирлĕ.
— Григорий Петрович, тархасшăн, ан тĕлĕнтерĕр. Эпĕ мĕнле пулăшу кăтартма пултарăп? Эпĕ ывăлăн юлташĕсене мар, хăй мĕн хăтланнине те пĕлместĕп.
— Ку тĕрĕсех-и, тен, Семен Матвеевич... Анчах ывăлăр лайăх пĕлет. Эсир унпа калаçса пăхасчĕ те, вăл пире тус-йышĕсене палăртса патăрччĕ. Сăмахран, Николай Степановичпа Василий Максимович унпала тус-йышлă пулнине каласа патăр.
— Нимĕн те ăнланмастăп, Григорий Петрович... Николай Степановичăн мĕн ĕç унта?
— Куна ăнланма нумаях кирлĕ мар, Семен Матвеевич, Николай Степановичсем сирĕн ывăлăрпа пĕрле кавар тунă. — Çемене çак хыпар ывăлне тытса хупни çинчен илтнĕ чухнехи пекех минретрĕ. Огуречников хăй каланине тата çирĕплетме тăрăшрĕ: — Çапла, Семен Матвеевич... Николай Степановичсем кавара хутшăннă. Вĕсене тытса хупма эпир пĕлни çеç сахал. Пире тата сирĕн ывăлăр кăтартса пани кирлĕ.
Итлесе ларнăçемĕн Çемен станувуй сăмахĕсем тĕрĕс пек ĕненме пуçларĕ. Ара, ун ывăлĕ усал ĕç тума пултарĕ тесе кам шутланă? Ав, ăна та айăпласа тытса хупнă. Ан тив, вĕсем Микуласемпе хурăнташ пек пĕр-пĕрин патне кайса çӳреççĕ те, вăл пурпĕр ун ывăлĕ мар. Ывăлне çăлассишĕн вĕсене пуçиле яни те вырăнлă.
— Семен Матвеевич, ма шарламастăр? Е ывăлна инкекрен хăтарас килмест-и? — астутарчĕ Огуречников.
— Ывăла кам ырă сунмасть-ши? — йывăр ыйхăран вăраннă пек пулса хуравларĕ Çемен.
— Апла тесен, унпала калаçса пăхма килĕшетĕр-и?
— Килĕшетĕп.
— Ку вăт ĕçлĕ сăмах, Семен Матвеевич, — ырласа илчĕ те Огуречников Мошкова хушрĕ: — Андрей Семеновича ялсе килĕр! — Мошков кайсан, Çемене малалла вĕрентрĕ: — Çапла ĕнтĕ, Семен Матвеевич, ывăлăрпа чунтан калаçăр та Николай Степановичпа Василий Максимович çинчен ыйтăр. Тата урăххисемпе кампа çыхăну тытнă? Пурне те пĕлме тăрăшăр.
Кĕçех Мошков Энтрее илсе кĕчĕ те, Огуречниковпа иккĕшĕ пулĕмрен тухрĕç.
— Акă ĕнтĕ савăн, ывăлăм... — ӳпкелешрĕ Çемен, чунтан çилленнине пытараймасăр, — ху мĕн шыранине тупса, пирĕн пуçăмăрсене аранах çирĕн. Эпир сана хуйхă-суйха кăтартмасăр ӳстертĕмĕр. Çын пултăр тесе вĕрентрĕмĕр, Эсĕ хăвна пăхнăшăн пире тав тăвас, ватăлмалăх кунăмра тăнăçлă та тараватлă пурнăç туса парас вырăнне вăхăт çитмесĕрех тупăка вырттаратăн...
Энтрей чĕри татăлса анас пек ыратрĕ. Вăл тӳсеймерĕ, чĕркуççи çине персе анче те ача чухнехи сассипе йăлăнчĕ:
— Атте, тархасшăн, каçар. Эпĕ сире, аннепе иксĕре, питех пысăк хуйăха ӳкертĕм. Анчах влаçпа саккунсен умĕнче ним чухлĕ те айăплă мар. Эпĕ патшапа ун йĕркине хирĕç ним те туман.
Ывăлĕ ӳкĕнни ашшĕн кăмăлне çемçетрĕ. Вăл Энтрее мĕн пĕчĕкрен курни-илтнине ним пытармасăр калама хăнăхнине аса илчĕ. Пурпĕр çиллине шăнараймарĕ.
— Эсĕ айăплă ĕç туман иккен?.. Апла тесен, уретник-стражник тавраш ма урăххисен килне ухтарман-ши, ма урăххисене тытса килмен-ши? Çав ылханлă хут епле сан аллуна пырса; лекнĕ-ши?
— Атте, тархасшăн, ĕнен... Ку, чăн та, кĕтмен çĕртен сиксе тухнă инкек пулчĕ. Шкултан таврăннă чухне мана ăна Энĕшкасси тимĕрçи тупса тыттарчĕ.
— Эсĕ хут пĕлекен çын вĕт! Темскер хутне мĕншĕн вуласа пăхсанах çунтарса ямарăн? Мĕншĕн Григорий Петровича памарăн? Мĕне кĕтсе ку таранччен усрарăн?
— Ку тĕлĕшпе эпĕ, чăн та, пысăк йăнăш тунă.
— Эсĕ йăнăш тунă... е сан ума инкек ăнсăртран сиксе тухнă... Çук, Энтрей, эсĕ хăвна ху тӳрре кăларасшăн çеç калаçатăн. Тĕрĕссипе, аннӳпе иксĕмĕр пек телейлĕ пулас килмен сан. Эсĕ наян мужиксене çутта кăларас шухăшпа пуçна çӳпленĕрен инкек тупрăн. Халь ĕнтĕ çăлăнас тесен пĕр май çеç: мĕн пĕлнине пĕтĕмпех Григорий Петровича каласа пар. Санпа пĕрле Николай Степановичпа Макçăм ывалĕ пулнă, теççĕ. Вĕсене те сиктерсе ан хăвар. Вара тин ирĕке тухăн.
Энтрей кăмăлĕ эрленсе те пăшăрханса кайрĕ. Ĕнтĕ вăл кунта вĕсене мĕншĕн ашшĕпе иккĕшне çеç хăварнине, ашшĕ мĕншĕн уретник сăмахнех пенине те тавçăрчĕ. Иккĕленмелли çук, ку станувуйăн çынсене тĕпчес меслечĕсенчен пĕри. Вăл, ашшĕ ывăлне хĕрхеннипе усă курса, ун урлă вăлтса пĕлме шутланă.
— Атте, тĕрĕс мар! — сассине улăштарчĕ Энтрей.
— Мĕн тĕрĕс мар?
— Николай Степановичсем манпа пĕрле пулнă тени те... ним те тĕрĕс мар. Николай Степановича эпĕ вăл хамăр пата хăнана пырсан çеç курнă. Ваçлине хăçан курнине те астумастăп!
— Апла тесен, Григорий Петрович мĕншĕн çавна çирĕплетме тăрăшать?
— Станувуйпа уретник Касмуххапа ывăлĕ кăтартса панă тăрăх айăпласшăн.
— Касмуххапа ывăлĕ кăтартса панă тăрăх тетĕн?
— Ия, атте... Вĕсенчен путсĕр çын тĕнчере урăх çук. Хăйсене çăласшăн айăпсăр çынсене сутса хăварчĕç. Станувуйпа уретник мана та сутăнчăк çын тăвасшăнччĕ. Эпĕ килĕшмерĕм. Халь ĕнтĕ сан урлă, эпĕ сана парăннипе усă курса, сутăнчăка кăларасшăн. Анчах хама тем тусан та, айăпсăр çынсене сутассам çук.
Çемен пуçĕпех урăхла ăнланса ывăлĕ май çаврăна пуçланине сиссен, станувуйпа уретник васкасах кĕчĕç.
— Чăрмантартăмăр-и? — терĕ Огуречников.
— Çук, эпир сирĕн умра та калаçма пултаратпăр, — пăлханнипе хăвăрттăн хуравларĕ Çемен.
— Уншăн тесен, эпĕ нимĕн те иккĕленместĕп. Пурпĕр сире уйăрма вăхăт. Ман шутпа, эсир пурин çинчен те сӳтсе явма ĕлкĕрнĕ... Иван Митрыч, илсе кайăр, тархасшăн!
— Ăçта илсе каятăр ăна?
— Халлĕхе арестленĕ çынсене хупакан пӳрте çеç. Çемен станувуй шӳтлеменнине ăнланчĕ, ывăлĕнчен уйрăласшăн пулмарĕ, йăлăнса калаçрĕ:
— Григорий Петрович, ман ывăла текех ан хупăр. Кăвакарнă пуçăма хисеплесе, пĕрле кăларса ярăр. Вăл айăплă мар, Ун патĕнче тупнă хут, чăн та, ăнсăртран çакланнă инкек кăна!
Энтрей кăмăлĕ кăштах уçăлчĕ. Ашшĕне тата ытларах йăпатса хăварасшăн:
— Атте, мана ĕненнĕшĕн чĕререн тав тăватăп. Ку ман. шăн темрен те хаклă. Ытти çинчен ним те ан шухăшлăр! — терĕ
Огуречников, Çеменпе ывăлне курнăçма ирĕк панăшăн тарăхса, вĕсен калаçăвне татма васкарĕ.
— Илсе кайăр!
— Григорий Петрович, тархасшăн, кăларса ярăр ăна! — аллисене станувуй еннелле тăсрĕ Çемен. Энтрее илсе кайсан, кӳренсе ӳпкелерĕ:
— Эпĕ сире тус-йыш тесе шутланăччĕ...
— Эсир йăнăшман, Семен Матвеевич. Ахаллĕн, патша саккунĕсене пăсса, иксĕре курнăçма ирĕк памăттăм.
— Тата мĕншĕн кăларса ямарăр?
— Хаклă Семен Матвеевич, паçăрах каларăм, сирĕн ывăлăра кăларасси манран килмест, ăна çӳлерех вырăнта ларакансем хушнипе тытса хупнă. Вĕсенчен иртме çук. Ĕнен, Семен Матвеевич, ывăлна инкекрен кăлăрасшăн хам енчен кирлине пурне те тума тăрăшăп,
— Суймăр-и?
— Семен Матвеевич, эсир мана кӳрентеретĕр!
— Апла ывăлăма хăçан кĕтме хушатăр?
— Ку пирĕнтен мар, чи малтан хăйĕнчен килет. Сăмах татăклă пултăр тесен, çакна пĕлтер-ха, тархасшăн: тус-йышĕсем çинчен мĕн хыпарларĕ вăл сире? — Çак ыйтупа Огуречников Çемен ывăлĕпе калаçнине илтмен пек курăнасшăн тата Энтрее сăлтавсăр хупса усраманнине ĕнентересшĕн пулчĕ.
— Эпĕ айăпсăр терĕ. Николай Степановичсем çинчен Касмуххасем юри элекленĕ терĕ.
— Эсĕ тĕрĕс шутлатăн-и?
— Апла çеç мар, Касмуххана пĕтĕм прихут умĕнче намăслантарма хатĕр!
— Хăвăра ырă сунсан, Касмуххапа питлешме мар, вĕсем çинчен мĕн илтнине, ывăлупа иксĕр калаçнине те пуçĕпех манма сĕнетĕп. Асăрхаттарни çинчен хут çырса ал пустарма тивĕçчĕ, эсир чĕлхене çыртма пултарасса шанатăп, — терĕ те Огуречников ура çине тăчĕ, вĕçне çитичченех евĕклĕн калаçрĕ. — Ĕнтĕ, Семен Матвеевич, атя, ман пата каяр та пĕрер стакан чей ĕçер!
— Паян ман хăна пулас кăмăл çук. Тепĕр чухне, эсир ман тус-йышне ĕçпе кăтартсан кĕрĕп! — тивĕçлĕн тавăрса каларĕ Çемен.
— Апла тесен, тепре курнăçиччен, Семен Матвеевич... Çемен тухса кайсанах, Мошков кĕчĕ те Огуречникова хăй май çавăрма тапăнчĕ.
Ваше благородие, çын килсе кĕнипе сире хуравлаймарăм. Андрей Куракова тĕпчемен пулсан, Касмуххасем каланине ăçтан пĕлнĕ тесе ыйтрăр эсир. Вăл пĕрре те пĕлсе мар, суяна чăн тăвасшăн, хăйĕнчен шутласа çеç каларĕ. Кунашкал хăтланма ăс та кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен арестленĕ çынсене хупакан пӳртре Саначин çинчен Касмухха ывăлне вăл хăй каласа панă. Кун хыççăн ăна Касмуххасем элеклеççĕ теме те нимех мар. Кутăна перекен çын темтепĕр шутласа кăларнине сахал курман эпир. Хам енчен тата çакна асăрхаттарма хăятăп: киле таврăнсан, Кураков Николай Степановичсем пирки хускалнă ĕç çинчен сăмах сарĕ те, лешсен хăлхине пырса кĕрĕ. Вара хăвалăпăр та тытаймăпăр. Çапла ан пултăр тесе татах ыйтатăп, ваше благородие, халех кайса тытма ирĕк парăр!
— Иван Митрыч, ĕçре çирĕп тăнăшăн тав сире!
— Ваше благородие, турăпа патшашăн эпĕ пуçăма хума та хатĕр!
— Шанатăп, Иван Митрыч... Анчах çĕрле пулмасăр ниçта та каймастпăр. Хăвах чухламалла, Николай Степановича халех арестлес тесен, пасара каймалла. Вăл ăçти пасарта тăнине кам пĕлет. Акă паян, шăматкун, киле таврăнĕ те, эпир ăна ярса илĕпĕр. Василий Максимова çаклатасшăн çеç кайма кирлĕ мар. Ун патне пынине сисеççех. Вара, чăн та, хăваласа çитеймĕпĕр.
Мошков кăмăлĕ кăштах уçăлчĕ. Станувуй та майлă çаврăннине ĕненчĕ вăл. Микуласене кăнтăрла тытма, чăн та, май çук çав. Васканипе Мошков кун çинчен йăлтах манна.
— Халь киле кайса кан-ха, — ăш кăмăллăн сĕнчĕ Огуречников. — Эсĕ ывăнни куçран пăхсах паллă. Кирлĕ пулсан, хамах чĕнтерĕп. — Мошков тухса кайсанах, дежурнăй стражнике чĕнсе хушрĕ: — Халех лаша кӳлĕр те Тĕмшере вĕçтерĕр! Пĕр минут та сая ямасăр, Касмуххана илсе килĕр! Ăнлантăр-и?
— Ăнланатăп, ваше благородие!..
Çемен станувуй патĕнчен тухса çуна çине ларчĕ, ачине ахальтен е курайманнипе çеç тытса хупманнине ĕненчĕ. Вăл хуласенчи студент-антихристсем халăх хушшине патшанă хирĕçле хутсем сараççĕ тенине тахçанах илтнĕ, вĕсене чун-чĕререн çилленнĕ. Ывăл вырăнне çав путсĕрсенчен пĕри çакланнă пулсан, вăл савăнатчĕ кăна. Ан тив, аслă патшана хирĕç тăма ан хăйччăр. Анчах тӳре-шарасем курайман çынсен ачисене мар, унăн пĕртен-пĕр ывăлне тытса хупнă. Çаксене аса илнĕ май вăл Огуречников Энтрее кăларса яма шутлă калаçнине те шанми пулчĕ. Ывăлĕн ĕçне кирек хăш вăхăтра та урăх çĕрелле ăсатасран хăраса ӳкрĕ. Кунта чухне çăлса хăварас кăмал-шухăшĕ татах çирĕпленчĕ. Хăйĕн хăвачĕ çитес çуккипе чапла кĕрӳшĕнчен пулăшу ыйтма тĕвтурĕ.
Çемен ылтăн шывĕпе «Торговый дом Янашова Михаила Петровича» тесе çырса çапнă тимĕр хапха умне çитнĕ-çитменех кил хуралçи тухса хапхана уçрĕ те аял пуç тайрĕ. Кĕрӳшĕн тарçисем хисеплесе йышăнни Çемене яланах рехетлентернĕ. Халĕ вăл ăна-кăна асăрхамасăр иртсе кайрĕ. Кил хушшинче ăна Лукарьепе хĕрачи кĕтсе илчĕç.
— Кукаçи! Кукаçи! — янравлăн кăшкăрашса, Çемен патне чупса пычĕ Клавье.
Лукарье хĕрĕ Çемене яланах савăнтарнă, халĕ те вăл мăнукне курсан, пысăк хуйхине маннă пек пулса, хаваслăн чĕнчĕ:
— Мĕнле пурăнатăн, Клавье?
— Питĕ аван, кукаçи!
— Ăçта кайрăн?
— Аннепе выльăх-чĕрлĕх картишĕнче пултăмăр. Эпе чăх-чĕпсене, хур-кăвакалсене апат патăм! — чăнкăртатрĕ хĕрача сасси.
— Маттур, маттур! Ĕçлекен ачаран çын пулать! — терĕ те Çемен Клавьене пуçĕнчен савса илчĕ.
— Мĕн çăмăлпа, атте? — паян килме сăлтав çукран ыйтрĕ Лукарье.
— Кĕрӳпе калаçмалли сиксе тухрĕ-хă, — ассăн сывларĕ Çемен.
— Апла пӳрте кĕрĕр!
Ахаль чухне Лукарье çеç мар, Михха та аслă пӳртне кайри алăкран кĕрсе çӳренĕ. Ашшĕне пуринчен хаклă хăна вырăнне хунăран Лукарье ăна малти алăк патне ертсе пычĕ. Кунта вĕсене француз баронĕнчен юлнă швейцар кĕтсе илчĕ. Пӳлĕме кĕрсен, Çемен патне лакей васкаса çитрĕ те кĕрĕкне хывма пулăшрĕ.
Клавье ашшĕпе Лаврский ларакан кабинета пырса кĕчĕ те:
— Атте, атте! Кукаçи килчĕ! — терĕ хавасланса.
— Кукаçу килчĕ-и? Пит аван. Атя, хирĕç тухса илетпĕр!.. Эсĕ, Константин Сергеевич, мансăр пуçнех ĕçкеле-ха, — хуравларĕ ăна ашшĕ.
Çеменпе Лукарьене Михха хăнасене йышăнакан пӳлĕмре тĕл пулчĕ.
— Хуньăм, эсĕ килнĕшĕн калама çук савăнатăп! — саламларĕ Михха, анчах Çемен кăмăлсăррине сиссен, хумханса ыйтрĕ: — Эсĕ мĕншĕн салху?
— Пурне те ура çинче каласа пама хĕн.
— Тархасшăн, каçар, хуньăм... Кил-ха, сĕтел хушшине лар. — Çемен сĕтел хушшине вырнаçсан, Михха тепĕр хут ыйтрĕ: — Ма пит салху эсĕ?
— Кĕçĕр ман Энтрее ӳретниксем тытса килне. Вăл арестленĕ çынсене хупакан пӳртре ларать. Михха хăйне хур кӳнĕ пек тилĕрсе кайрĕ:
— Мĕнле хăйнă вĕсем?
Çемен каласа панă хушăра Лукарье сĕтел çине ĕçме-çиме пырса лартрĕ. Ашшĕ сăмахĕсене илтсен, шаках хытса тăчĕ.
Лару-тăру чаплах мар, вăрçă амантнă Раççей тăшмана хирĕç тăма юлашки вăй-хăватне пухма хăтланнă вăхăтра патшана хирĕç кавар тăвакан пăлхавçăсене шеллемессе Михха аван ăнланать. Ашшĕ ĕçне йышăнмасăр учителе кайнăшăн Энтрее вăл та çилленнĕ, ятласа та пăхнă. Энтрей пурпĕрех хăй суйласа илнĕ çултан пăрăнман. Çакна йăлтах ĕненсе çитсен, Михха аллине сулнăччĕ. Акă ĕнтĕ ашшĕ-амăшпе тăван йыснăшĕ каланине итлеменни, ухмахла ирĕклĕх çинчен шухăшлама хăтланни ăçта илсе çитерчĕ! Анчах тĕлĕнмелле, Энтрее арестленипе хăйне те çын выранне хуман пек шутларĕ Михха.
Çемен, Касмуххапа ывăлĕ Микуласем çинчен элекленине хăварса, пурне те каласа пачĕ те сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Чĕре татăлса ӳкесле ыратать. Аптраса çитрĕм ĕнтĕ.
— Турă çырлахтăр! — урăх ним калама пĕлмен енне хурланчĕ Лукарье, куçĕнчен куççуль шĕпĕртетсе анчĕ.
— Тăхта, ан нăйкăш-ха, пултăра капла усă кӳреймĕн. Макăриччен Константин Сергеевича чĕнсе кил! — хушрĕ Михха.
Лукарье куççулĕ юхтарса кĕнине асăрхасан, Лаврский канăçсăрланса ӳкрĕ.
— Лукерья Семеновна, мĕн пулнă сире?
— Ах, Константин Сергеевич, — юлашкинчен Лукарье сасси уçăлчĕ, — пирĕн пуç çине пысăк хуйхă персе анчĕ...
— Лукерья Семеновна, эсир мана чăннипех хăратса пăрахрăр! Мĕн сиксе тухнă?
— Пирĕн Энтрее стражниксем тытса хупнă, тет.
— Андрей Семеновича тытса хупнă-и?
— Ия. Атте килнĕ те, çав каласа пачĕ. Вĕсем халь хăнасене йышăнакан пӳлĕмре. Михха сана пыма хушрĕ.
Лаврский çитсенех, Михха сăмах пуçарчĕ:
— Константин Сергеевич, эпир санпа канашласа пăхасшăн.
Эпĕ яланах хатĕр, Михаил Петрович.
Сĕнессе кĕтмесĕрех Лаврский пукан çине ларчĕ.
— Кĕçер ман пултăра тытса хупнă.
— Лукерья Семеновна пĕлтерчĕ-ха. Мĕн сăлтавшăн-ши?
Михха халь çеç хунĕнчен илтнине каласа пачĕ те:
— Мĕн тăвăпăр ĕнте? Мĕнле майпа ирĕке кăларăпăр? — терĕ.
Лаврский шухăша кайрĕ. Миххапа Çемен Энтрей пысăк хăрушлăха кĕрсе ӳкнине чухпа çеç ăнланаççĕ пулсан, вăл, айăпне саккунсен калăпăшĕпе виçсе, ăна каторгăран хăтарма çуккине аван чухлать, анчах çăлма ĕмĕтленекен ашшĕ умĕнче шухăшне уçма хăяймарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...