Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Иван Митрыч хăçан таврăннă-ши?
Хĕрарăмсем чĕнмерĕç. Кулине Мошковсем кайнипе таврăннине те пĕлмест. Натюш манăн ĕçĕм те çук тесе шутларĕ.
Огуречников Натюш каласа парасса кĕтрĕ. Хĕр ним шарламасăр ларни ун çиллине авăклантарчĕ.
— Натюш, Иван Митрычсем хăçăн таврăнчĕç? — ӳрĕк-сӳрĕккĕн ыйтрĕ вăл.
— Пĕлместĕп... — станувуй çине хăюллăн пăхса, хуравларĕ Натюш.
— Мĕнле пĕлместĕн? Хапхана сан аçу уçать-çке?
— Çапла та... Аттепе каçранпах калаçман. Вăл ура çинче чухне эпĕ ним туйми çывăрнă. Эпĕ ыйхăран вăранса кунта килнĕ чухне атте çывăратчĕ. Тата çакна та манман эпĕ, Григорий Петрович: ĕçлеме кĕрсенех, эсир пире стражниксем е хăвăр ăçта кайса килнине курмасăр пурăнма, чĕлхене çыртма вĕрентрĕр.
Натюш сăмахĕсем Огуречников кăмăлне кайрĕç. Вăл сассине çемçетрĕ:
— Чĕлхене тăсманшăн мухтава тивĕç. Яланах çавнашкал пулма тăрăш! — Ку вăхăтра канцеляринче никам та çуккине аса илсе хушрĕ: — Пыр, аçунтан ыйт. Иван Митрычсем хăçан таврăннă?
Натюш вăр-вар пĕлсе килсе каласа пачĕ.
Огуречников малалла тĕпчеме те хатĕрччĕ, халь çеç ним пĕлмесĕр пурăнма тăрăшнине мухтанăран шарламарĕ. Тата çак та лăплантарчĕ ăна: ухтарнă çĕрте инкек сиксе тухнă пулсан, Мошков таврăнсанах систерĕччĕ. Вăл хăйне çывăрнă çĕртен вăратма та ирĕк панă.
Огуречников апат çинĕ-çимен ĕçе тухса кайрĕ. Кабинетра нумай кĕтме тивмерĕ, алăка шаккарĕç. Ирĕк парсан, урăлма ĕлкĕрнĕ Мошков кĕчĕ те пĕтĕм сассипе кăшкăрса саламларĕ:
— Здравие желаю, ваше благородие!
— Тавтапуç, тавтапуç, Иван Митрыч! — рехетленчĕ Огуречников. Мошков пукан çине вырнаçсан ыйтрĕ: — Ну, мĕнле çĕнĕ хыпар илсе килтер? — Мошков чĕмсĕрленни Огуречникова канăçсăрлантара пущларĕ. — Иван Митрыч, ма ним те шарламастăн? Е усал хыпар-и?
— Ваше благородие, тархасшăн, каçарăр... Чăн та, ырри ним те çук.
Огуречников чĕри, ахаль те вырăнта марскер, çуйланса тапма тытăнчĕ. Куç алчăрарĕ. Мĕн терĕн эсĕ?!
Станувуй хăраса ӳкни Мошкова савăнтарчĕ. Ку ырлаха малалла тăсасшăн тӳртен ăнлантарасран пăрăнчĕ.
— Хамăршăн усал хыпар, аслă патша тытăмне сыхлăхлă упрасшăн лайăх хыпар илсе килтĕмĕр.
Мошков иккĕлле калаçни Огуречникова вĕчĕрхентерчĕ. Вал сассине хăпартрĕ:
— Иван Митрыч, мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ? Пуçран сапсан та ăнланаймастăп!
— Ваше благородие, эпир Семен Матвеевич Кураков ывăлне — Энтрее тытса килтĕмĕр.
Огуречников аякĕнчен темпе тăрăнтарнăн сиксе тăчĕ:
— Ан калаç!
— Çапла, ваше благородие, эпир Андрей Куракова тытса килтĕмĕр! — рехетленнине пытармасăр çирĕплетсе каларĕ Мошков.
Огуречников хĕрсе кайрĕ. Ăна пăхăнса ĕçлекен çынсем вал тахçантанпа çăкăр-тăварлă пурăнакан, пысăкрах вырăна куçма пулăшнă çемье çине ал хунă.
— Мĕнле хăйнă эсир? — хăтăрса пăрахрĕ вăл.
Мошков шарт сиксе ӳкмерĕ. Пурне те каласа парсан, станувуй юнĕ сивĕнессе шанать вал. Парăннă пек курăнма хăтланса, анчах тивĕççĕн те мăнаççăн хуравларĕ:
— Ваше благородие, эпĕ аслă патша умĕнчи тивĕçлĕхе тӳрре кăларма тăрăшрăм. Эпир Андрей Семенович Кураков патĕнче листовка тупрăмăр. Вăрттăн ĕçлекен революциллĕ организаци йĕрĕ çине ӳкрĕмĕр...
Огуречников куна кĕтменччĕ. Лăпланнăçемĕн Мошков суйманнине е щӳтлеменнине ăнланчĕ те, сасартăках вăй-халĕ чакнине туйса, пукан çине ларчĕ.
— Ваше благородие, халь каланисем тĕрĕссине документсемпе çирĕплетсе парăп. Акă вулăр, — терĕ те Мошков, хай çырнине, листовка юлашкине тата чĕрчĕлĕхсене тĕпчесе çырнă протоколсене Огуречников умне хучĕ.
Листовка юлашкине вуласанах, Огуречников сăн-пичĕ шуралчĕ. Куçĕ умĕнче хут татăкĕ мар, тар пички ларнăн курăнчĕ. Арестленĕ çынсене хупакан пӳртре халиччен çăкăр-тăварлă явăшса пурăннă çын мар, çак хăрушă пичкери тара тивертсе патша стройне сирпĕтме шутланă вилĕмле тăшман ларнине ĕненчĕ. Паллах, Энтрей пĕччен пулман. Тен, вĕсем Огуречникова шанса панă станра вуншарăн, çĕршерĕн ĕрченĕ. Хура халах кăмăл-шухăшне хăйсем май çавăрса, патша стройне хирĕç кĕрешме хатĕрлеççĕ. Мĕнле-ха, çак мур стана килсе кĕрсенех, Огуречников ăна тымарĕпе тăпăлтарса пăрахайман? Куншăн пĕр Огуречников çеç айăплă-ши? Кавар тунине Атăлкасси вулăсĕнче тупнă-çке? Мошков унта стражникре ĕçленĕ вăхăтра мĕн пăхнă? Ма малтанах сисмен? Огуречников, куçне хут çинчен илсе, Мошков çине тинкерчĕ.
— Иван Митрыч... Мĕнле майпа асăрхайман-ха эпир тăшмансене?
Станувуй мĕн каласшăнне Мошков аван ăнланчĕ. Кун пек чухне шарламасăр ирттернинчен ырри çуккине чухланăран хирĕç пĕр сăмах чĕнмерĕ. Çавăншăнах-и, тен, Огуречников та урăх ним каламасăр малалла вуларĕ. Акă вăл Касмуххапа ывăлĕ Микулапа Ваçли патшана хирĕç кавара хутшăнни çинчен кăтартнă тĕле çитрĕ те çĕнĕ вăйпа чĕтресе кайрĕ. «Нивушлĕ тĕрĕс?.. Нивушлĕ Николай Степановичпа Максим Данилов ывăлĕ те тăшмана тухнă? Ĕненмесĕр ирттерме сăлтав çук. Касмухха суту-илӳ тунипе çеç мар, чиркӳ старости пулнипе те патша престолне чун-чĕререн парăннисенчен пĕри шутланакан чăваш. Çавăн йышши çынсен ретĕнче Николай Степанович текенĕ кам-ха?» Огуречников сасартăках Микула Ĕнел общинин пухăвĕнче хресченсене Миххана хирĕç пăлхатса янине, тепĕр икĕ кунтан пуппа иккĕшĕ аран халăха лаплантарнине аса илчĕ. «Нивушлĕ ун чухне тухса калани ăнсăртран пулман? Нивушлĕ çавăнтанпах патшан хăрушă тăшманĕ вăл?» Огуречников Микулан юлашки пилĕк çул хушшинчи пурнăçне, ĕçне тĕпчеме тытăнчĕ. Тăван мар амăшĕ малтанхи упăшкинчен юлнă вунă пин тенкине панă хыççăн Микула, суту-илӳ тума пуçăнса, пилĕк çул хушшинче ялти пуянсенчен иртсе кайнă. Хăйне хăй яланах патшана пăхăннăн тыткалать. Патшапа чирку ыйтсан, пуринчен малтан вăл пулăшма тăрăшать. Кашни праçникрех чиркĕве çӳрет. Унпала земски начальник те туслă. Пĕчĕкрех тӳре-шарасем çинчен калаçмалли те çук. Михха тесен Михха, ĕлĕк ăна ташман вырăнне шутланăскер, халь унпала ытти пуянсенчен те туслăрах пурăнать. Огуречников Микула хăй çине мĕнле пăхнине халь те ырламасăр хăвараймарĕ. Вăл нихçан та сăмсине каçăртмасть. Хăйсене мĕн чухлĕ панине шутласа та кăлараймăн. Арăмĕпе ачисем тăхăмса çӳрекен хаклă йышши тум — пĕтĕмпех Микула парни. Унпа танлаштарсан, Михха йăлтах улшăннă. Огуречников çине хăйĕн çĕршер тарçи çине пăхнă пек çеç пăхать.
Çаксене аса илнĕ хыççăн Микула кавара хутшăнма пултарнă сăлтава ниепле те шыраса тупаймарĕ. Ваçли çинчен те çавнах шухăшларĕ. Анчах ун умĕнче Касмуххапа ывăлĕ кăтартнисене çырнă икĕ протокол. Вĕсем мĕн сăлтавшăн элекленĕ? Николай Степановичсене пĕтернипе Касмуххасене мĕн усси? Паллах, ним усси те çук. Апла тесен, вырăнти икĕ пуян аслă патшана хирĕç кайни куç умĕнчех. Кун хыççăн кама шанмалла, кам çине тĕрĕнмелле? Ухмаха ерĕн!
Огуречников протоколсене паçăрах вуласа тухнă ĕнтĕ, малалла мĕн тумаллине сасартăках шутласа тупайман пирки ним шарламасăр ларать.
Мошков ытла та васканипе станувуй сăмах хускатасса кĕтсе илеймерĕ, иккĕшĕн хушшинчи шăплăха татрĕ:
— Ваше благородие! — Огуречников, кĕтмен çĕртен сасă пулнипе шарт сиксе, пуçне çĕклерĕ. Алчăранă куçне уретник çине тĕллерĕ. Лешĕ куна йӳпсемесĕр малалла каларĕ: — Ваше благородие, ман шутпа, халех кайса ухтармалла та тытса килмелле!
— Кама ухтармалла? Кама тытса килмелле? — йывăр ыйхăран тин вăраннипе тăна кĕрсе çитеймен пек ыйтрĕ Огуречников.
— Энĕшкассинчи тимĕрçе... Тата... Николай Степановичпа Василий Максимова... Хăвăрах аван пĕлетĕр, ваше благородие, икĕ чĕрчĕлĕх кăтартса пани вĕсене ухтарма, тытса хупма та çителĕклĕ.
Огуречников уретник сĕннипе килĕшме те хатĕрччĕ. Куракова халъ тĕпчесе çырнă протокол çуккине аса илчĕ:
— Куракова тĕпчесе пăхман-и эсĕ?
Кĕтмен ыйту сиксе тухнипе Мошков самантлăха йĕнчесе тăчĕ. «Кураков пат татса туннине каласан аван-ши? Çук, ун çинчен пĕр сăмах та шарлама юрамасть. Туннине пĕлсен, Куракова хăй тĕпчеме тытăнĕ те ухтарма каяс вăхăта уссăр тăсĕ. Куракова тĕпчени ниме пĕлтерес çуккине ĕнентерсен, ухтарма, тытса килме ирĕк парĕ», — тĕвтурĕ Мошков юлашкинчен.
— Ваше благородие, эпĕ Андрей Куракова тĕпчемерĕм. Хăвăрах лайăх пĕлетĕр, айăплă çын хай усал ĕç тунине уççăн каласа пани нихçан та пулман. Унпа аппаланса хаклă вăхăта уссăр ирттерни çеç. Çав хушăра айăплисем пытанма та ĕлкĕрĕç. Тытса килсен, ниçталла пăркаланаймĕç.
Огуречников уретник шухăшĕпе килĕшрĕ. Энтрей туннине тӳррĕн каласа панă пулсан, Микуласене тытса килме те ирĕк парĕччĕ. Энтрее тĕпчемен тени ăна темшĕн иккĕлентерсе пăрахрĕ. Васкаса хăтланнипе йăнăш утăм тăвасран Куракова хăй патне чĕнсе кĕртме хушрĕ.
Ĕнтĕ Мошков чĕри кăртлата пуçларĕ. Микуласене хирĕç провокациллĕ ĕç хускатни тăрă шыв çине тухсан мĕн курăн? Анчах Огуречников ытлашши ĕçпе хăйне чăрмантарма юратманнине астунăран, шутласа хунине пурнăçлама май пур пек сунса:
— Ваше благородие, — терĕ, — хăйнăшăн ан çилленĕр те... Ман çавнах калас килет: Куракова халь тĕпчесе вăхăта ирттерме ниепле сăлтав та çук. Хăвăра кирлĕ мар ĕçпе чăрманни çеç. Ун патĕнче листовка тупни, ун çинчен икĕ шанчăклă чĕрчĕлĕх тата пунеттейсем кăтартса пани вăл тăшман иккенне лайăх палăртаççĕ. Кураков йышши этем тус-йышĕсене çăмăллăн сутмĕ. Çавăнпа татах хăйса ыйтатăп: ваше благородие, Саначина, Николай Степановпа Василий Максимова халех ухтарма, тытса килме ирĕк парăр!
Мошков хăй сăмахнех пени Огуречникова парăнтарас вырăнне вĕчĕрхентерчĕ.
— Господин урядник, эпĕ хушнине тума тăрăшăр! — терĕ вăл сассине хăпартса.
Мошков мăйне пăрса тухса кайрĕ.
Огуречников пуканне кĕмсĕртеттерсе ура çине тăчĕ, ытла та пăлханнипе каллĕ-маллĕ уткалама тытăнчĕ. «Нивушлĕ эпĕ, Григорий Петрович Огуречников, станувуя тухма пултарнăскер, патшана хирĕç кавар тунине сисмесĕр юлнă? Мĕнле-ха эпĕ, пурнăçра никама ĕненмен-шанманскер, Николай Степановича хам чĕрене тыткăна илме ирĕк панă? Енчен ун пирки мĕн çырни тĕрĕс пулсан, шаннине тӳрре кăларманшăн, ĕненнине улталанăшăн çĕр хут ытларах тавăрăп!» Огуречников шăлне шатăртаттарса илчĕ те чунне килентерекен шухăш çине куçрĕ: «Тен, ку каварлăх ман ырлăхшăнах сиксе тухрĕ? Ăна тăрă шыв çине кăлараканĕ уретник мар, эпĕ пуласси пĕтĕмпех ман ирĕкре. Кун хыççăн мĕншĕн исправнике лартмĕç?» Вара Огуречников çемйине Шупашкара е урăх хулана пурăнма куçарĕ, Уйрăм пӳрт туса лартĕ...
Энтрее кабинета илсе кĕни Огуречниковăн çунатлă шухăшĕсене татрĕ.
— Андрей Семенович... иксĕмĕре кунашкал курнăçма тивессе кĕтменччĕ! — пăшăрханнă пек курăнма тăрăшса, чĕнчĕ вăл.
Листовка тупсанах чура вырăнне хурса хĕненипе чĕрине тивертни иртнĕ хыççăн арестленĕ çынсене хупакан пӳртре хăйпе хăй çеç чухне пурнăçăн мĕнпур кукăр-макăрне тăрлавлăрах тишкерчĕ те Энтрей, хăрасан-хăрамасан та тĕрмерен е каторгăран хăтăлас çуккине йăлтах ăнланса, кăмăлне хытарчĕ. Çакна пула вăл Огуречникова куçран пăхрĕ, тăрăхланăрах сасăпа хуравларĕ:
— Хăвăрах куратăр, ваше благородие, кĕтменни çитрĕ. Ыратни иртмен пек чухне çакна та каламасăр хăварас мар: сире пăхăнакан господин урядникпе стражниксем пит-куçа ытла та маттур юсарĕç.
Огуречников, çакна хăй те асăрхама ĕлкĕрнĕскер, Мошкова питех çилленчĕ. Йĕр хăвармалла çĕртен ан чышăр тесе мĕн чул вĕрентнĕ вăл, Çук, ун сăмахне чĕрене хуман, Халь ĕнтĕ Энтрее шеллесе мар, Мошкова тирпейсĕр айкашнăшăн çатракаланчĕ:
— Господин урядник! Çынна çак тери çапса пĕтерме кам ирĕк панă сире?! — Мошков хирĕç чĕнмен пирки сассине татах хăпартрĕ: — Господин урядник, сирĕнтен ыйтаççĕ кам ирĕк панă?!
— Ваше благородие!..
— Мĕнле хăйнă эсир?!
— Ваше благородие, хăйсем ман çине тапăнчĕç те...
— Молчăть! — хаяррăн кăшкăрса пӳлчĕ Огуречников. — Халь сивĕ çĕре хупса лартатăп!
Айккинчен пăхса тăракан пулсан, Огуречников чăнласах çилленнипе хăй сăмахне халех пурнăçа кĕртĕ тесе шухăшлĕ. Мошков та хăраса ӳкнипе чĕмсĕрленчĕ, чĕлхи çине килнĕ сăмахне те каламарĕ.
Огуречников пуçарнă майлах сасартăк чарăнчĕ те, çиллине шăнарайман пек, ик-виçĕ хут каллĕ-маллĕ талкăшса илчĕ. Унтан Энтрей çывăхне пырса чарăнчĕ. Тăнăçлăн курăнма тăрăшса çемçе сасă çине куçрĕ.
— Андрей Семенович, тархасшăн, ан çилленĕр! — Çавăнтах пуçне Мошков еннелле сĕлтрĕ. — Вăл саккунсен ирĕкĕнчен тухса сире çапнăшăн тивĕçлипе явап тытĕ!.. Путсĕр этемсем темерĕн, вĕсем сирĕн аллăрсене те çыхнă иккен. Куншăн мыскара кăтартăп-ха ăна! — Огуречников васкаса Энтрей аллине салтса ячĕ. — Андрей Семенович, тепĕр хут та ыйтатăп, тархасшăн, ан çилленĕр... Сире аван мар тунăшăн питех пăшăрханатăп. Анчах ĕç ăнăçлă вĕçленсе, эпир каллех тус-йышлă уйрăласса шанни мана йăпатать... Тархасшăн, ларăр!
Энтрей стануйуй сеннипе усă курма хаваспах килĕшрĕ. Сивĕ пӳртре хăвăрт утса, вăл самаях ывăннă.
— Андрей Семенович... — хăйпе хăй калаçнăн сăмах пуçарчĕ Огуречников, — эсир вĕреннĕ çын... Тен, уезчĕпех хисеплĕ çын ывăлĕ... — станувуй сасартăк хăлаçланса ассăн сывласа илчĕ. — Патшана хирĕç кайрăр-и? Çук! — Ытла та пăлханнă пек курăнасшăн ывăç тупанĕпе сĕтеле çапрĕ. — Ĕненес килмест... Тархасласа ыйтатăп: станувуя, ватта мар, хăвăра тăван пек шутлакан çынна, ним пытармасăр каласа парăр-ха. Ку сире хăрушă инкекрен хăтарма та кирлĕ.
Мошков хĕнесе те хур кӳрсе тĕпченĕ хыççăн Огуречников хута кĕнĕ пек. хăтланни Энтрей чĕрине çемçетрĕ. Вăл хăйĕн уçă кăмăлĕпе витерме тăрăшса листовка мĕнле тупăннине каласа пачĕ.
— Ĕненетеп, Андрей Семенович... Анчах эпĕ ĕненни сахал. Хамран аслăрах вырăнтисем тӳрех ыйтĕç: мĕнле-ха çул çинче тахçантанпа япса выртакан хута никам та асăрхайман, никам та илмен? Тĕлĕнмелле, эсир те, тăп-тăр кăнтăрла çав çулпах пыраканскер, курмасăр иртсе кайнă? Мĕнле-ха сирĕн хыçран утнă Энĕшкасси тимĕрçи асăрхама пултарнă? Çитменнине тата, кĕсйине чиксе каяс е урăх çынна парас вырăнне тӳрех сире тыттарнă?
Огуречников та Мошков пекех тĕпчени Энтрей кăмăлне хытарчĕ. Вăл сиввĕнрех хуравларĕ:
— Энĕшкасси тимĕрçи мĕншĕн çапла тунине пĕлместĕп. Куна эсир хăйĕнчен ыйтăр!
Энтрĕй пĕр сăмахах персе ларни Огуречникова вĕчĕрхентере пуçларĕ, пурпĕр кăмăллă пек сассинчен тухмарĕ:
— Вăхăт çитсен тимĕрçе çеç мар, ыттисене те явап тыттарăпар-ха. Халь мана çакă тĕлĕнтерет: эсир хăвăра çăлма мăй пуррине пĕтересшĕн.
— Урăх хушса каламалли çук ман!
Огуречников та, ырă кăмăллă пек хăтланнипе Энтрее калаттарас çуккине ăнланса, сассине хăпартрĕ:
— Листовкăра мĕн çырнине пĕлнĕ-и эсир?
— Пĕлнĕ, анчах эпĕ унта çырнипе килĕшместĕп. Огуречников, сасартăк урса кайнăн, чăмăрĕпе сĕтеле чышса кăшкăрса пăрахрĕ:
Мĕн суйнипе çитет, мерзавец! Эсир листовкăра хамăр патшана хур кӳрсе, аслă Раççее Япони çĕнтерме сунса çырнине пĕле тăркачах ăна кĕнеке ăшне пытарса усранă. Хăвăр калашле, листовкăра çырнипе килĕшмесен, ма çавăн чухнех ман пата илсе килмерĕр?
Энтрей хирĕç чĕнмерĕ. Хăраса ӳкнипе мар, станувуй ытла тă хăвăрт улшăннăран тĕленнипе чĕлхи çухалчĕ. Вăл полицейскисем чунсăр та хаяр тенине нумай илтнĕ, иртнĕ каç хăй те курнă, çапах та самантрах улшăнма пултарасса ниепле те кĕтмен. Огуречниковăн халь çеç кăмăллă пек пăхакан куçĕсем тискерленнĕ. Йывăррăн сывланипе тăмса çунаттисем сарăлнă. Чăмăрĕсем сĕтел çинче вăрă-хурах чукмарĕ пек курăнса выртаççĕ. Сасси йыттăнни пек харлатать.
— Чĕлхӳне çыртрăр-и, мерзавец?! Айăпланине пĕтĕмпех йышăнатăр-и?
— Малтан эп листовкăна ним хака та хумарăм. Кайран ун çинчен манса кайнă, — терĕ Энтрей.
— Апла мĕншĕн уретник аллинчен туртса илме тапăнтăр?!
— Куна эпĕ, чăн та, йăнăш турăм...
— Йăнăш тунă, эппин?.. Ку йăнăшшăн сире, аслă патшан чи хăрушă тăшманĕ шутласа, Çĕпĕре ăсататпăр!
Станувуй ахаль çеç юнаманнине, айăпласран хăтăлма çуккине ăнланнипе Энтрей ним шарламасăр ларчĕ.
Огуречников, çамрăк çыннăн хирĕç тăраç халне аркатнă пек сунса; тăнăçлăн сывлама тытăнчĕ. Кĕсйинчен тутăр кăларса çамки çине-тапса тухнă тарне шăлса типĕтрĕ, сассине çемçетрĕ:
— Андрей Семĕнович, тархасшăн, каçарăр... Эпĕ пĕрре те ятлаçасшăн марччĕ. Эсир çине тăрса тунма хăтланни тилĕртсе ячĕ. Хăвăрах ăнланмалла, Раççейри лару-тăрусем йывăр тапхăрта аслă патшана хирĕç кавар тăвакан çынна тӳсме çук. Эпĕ халь кăшкăрашни сире çилленсе е кураймасăр мар, сире хисепленĕрен тата ырă тума шутланă май пулчĕ. Эсир ытла та çамрăк-ха. Сирĕн мĕнпур пурнăç пуласлăхра. Анчах хăвăр ăссăррипе çав илемле те пархатарлă кунçулăра пуçламăшĕнчех пĕтерсе лартасщăн. Аçупа аннӳне те шел. Вĕсем пĕртен-пĕр ывăлне çухатсан мĕн курĕç. — Огуречников каллех тутăр кăларса çамкине шăлса илчĕ. — Çапла ĕнтĕ, Андрей Семенович... Хăвăра хăвăр çăлас тесен, аçупа аннӳне шеллес ятпа, тархасшăн, каласа парăр: Николай Степановичпа Василий Максимовича час-часах тĕл пулнă-и эсир? Вĕсем те патшана хирĕç кавар тунă çĕре хутшăннă-и?
Станувуй вăлтса пĕлесшĕн çеç кăмăлне хуçкаланине Энтрей аван ăнланчĕ. Микулапа Ваçли çинчен сăмах хускатнине илтсен:
— Господин уряднике пĕтĕмпех каласап панă. Вăл протокол та çырчĕ. Кирлĕ пулсан, çакна тепĕр хут çирĕплет-ме те хатĕр! — татса хучĕ Энтрей.
Огуречников Энтрее тĕпчемен тенине аса илчĕ те тĕрĕсне пĕлме шутларĕ.
— Иван Митрыч, эсир пур протоколне те мана паман-и-мĕн? — ыйтрĕ вăл, Мошков çине тинкерсе.
«Çапма пĕлмен нушă каялла пырса тивнĕ» тенине илтнĕрен-и, тен, уретник канăçсăрланма тытăнчĕ. Микуласене юри айăплама хăтланни тăрă шыв çине тухсан, ыррине курас çук. Анчах Мошков çухалса каймарĕ:
— Ваше благородие, çирĕппĕн чĕнчĕ вăл, — эсир айăплă çынна манран ытларах ĕненни питех тĕлĕнтерет. Ăна тĕпчесе çырнă протокола мĕн сăлтавшăн пытарас ман? Андрей Кураков ку сăмахсене юри сире ĕнентересшĕн каларĕ!
Огуречников аванмарланчĕ, айăпланакан çын умĕнче хăйне парăннă турĕ-шарана шанманнине палăртрĕ, хăвăрт Энтрей енне çаврăнчĕ:
— Эсир мĕн, куç умĕнчех суясшăн-и?! — терĕ вăл. Энтрей те шăртланчĕ. Мошков паçăр çеç пулса иртнĕ ĕçсене пытарасшăн.
— Ваше благородие, эпĕ мар, господин урядник намăса пĕлмесĕр суять! — хĕрӳллĕн тавăрса хучĕ вăл. — Касмуххапа ывăлне тĕпчесе протокол çырнă хыççăн господин урядник мана айăпсăр Николай Степановичпа Василий Максимовича сутма сĕнчĕ. Эпĕ килĕшмерĕм.
— Ваше благородие, мана хур кӳресрен хăтарма тархаслатăп! — çиллине шăнараймарĕ Мошков.
— Господин урядник, — станувуй хута кĕменнине сиссен, пушшех хăюлланчĕ Энтрей, — Николай Степановичпа Василий Максимович çине элеклесен эсир ман ăраскала çăмăллатма сăмах патăр. Халь, манран ним ыйтман тесе, хăвăрăн начальнике аташтарма мĕнле намăс мар сире? Турăран та хăрамастăр вĕт! Эпĕ хам сăмахсем тĕрĕссине хĕрес чуптуса çирĕплетме те. пултаратăп!
— Ваше благородие!..
— Çитет! — уретнике пӳлчĕ Огуречников, чĕри тилĕрсе тапрĕ. Энтрей суйманнине ĕненчĕ вăл. Ахаллĕн Микулапа Ваçли çинчен Касмуххасем каласа панине ăçтан пĕлтĕр? Анчах айăплă çын умĕнче патша тарçине шанăçсăра кăларасшăн пулмарĕ станувуй, Энтрей сăмахĕсене ним вырăнне хуман пек, малалла тĕпчерĕ: — Господин урядник мар, эсир тунма тăрăшни тĕлĕнтерет мана. Акă, пăхăр. Николай Степановичпа Василий Максимович сирĕнпе çыхăннине икĕ чĕрчĕлĕх кăтартса панă. Е эсир Петр Константиновичпа ывăлне элекçĕсем теесшĕн-и?
— Господин уряднике ун çинчен те каланă... Касмуххапа ывăлĕ киревсĕр çынне пĕлмен, вĕсем патĕнче хваттерте пурăннăшăн питĕ пăшăрханатăп. Вĕсен намăс та, чыс та çук. Ĕненмесен, куçа-куçăн тăратăр. Господин урядник умĕнче суйнине ман умра калаччăр!
— Кирлĕ пулсан, куçа-куçăн та тăратăпăр. Халь ман çакна пĕлесчĕ: Касмуххапа ывăлĕ Николай Степанович çинчен мĕн çитменшĕн элеклерĕç? Вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнса, килĕшӳллĕ пурăнатчĕç-çке?
— Касмухха патĕнче мана хĕненĕ чухне Элекçей уретнике тапăнчĕ. Вара ăна та манпа пĕрле илсе килчĕç, Халь вĕсене киле янă. Лешсем хăйсене çăласшăн ним айăпсăр çынсем çинчен суйса хăварнă. Господин урядник мана та çавнах тума хушрĕ, кăларса яма сăмах пачĕ.
— Ваше благородие, протестлетĕп! Ман мундир чысне сирĕн умрах тикĕтпе варалаççĕ!
— Иван Митрыч, тархасшăн, лăпланăр... Тархасшăн, ан кансĕрлĕр, — Мошкова пӳлчĕ Огуречииков. Каллех Энтрейпе калаçма тытăнчĕ: — Апла эсир Касмуххапа ывăлĕ суйса кăтартнă тесе çирĕплетесшĕн-и?
— Ия, ваше благородие... Эпĕ хресчен пурнăçĕн хăш пĕр енĕсемпе килĕшменни çинчен уççăн калаçнине хăвăр та илтнĕ. Уншăн мана суда парас тесен, эпĕ явап тытма хатĕр. Анчах пуссан-кассан та, çакнах калатăп: Николай Степановича хамăр пата хăнана пырсан çеç курнă. Ун чухне эсир те пурччĕ. Василий Максимовичпа пĕр-икĕ çул хӳшши тĕл пулман.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...