Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Вĕсене çĕнтерсе ирĕке тухăттăр, хĕрарăм çине урăхларах пăхакан пулăттăр.

Кĕтерукăн хăюллă та чуна килентерекен сăмахĕсем итленĕçемĕн Саначин шухăш-кăмăлне йăлтах тыткăнларĕç. Халь ĕнтĕ унпа юнашар чăваш хĕрарăмĕ, ялти чи путсĕр çын арăмĕ мар, халиччен тĕл пулман ăслă та вăй-хăватлă, чĕринче этемлĕх тивĕçне упракан çын утса пынăн туйăнчĕ.

Кĕтерук куç айĕн сăнаса пынă май тимĕрçĕн кăмăлĕ улшăннине сисрĕ, çавна витĕмлĕрех ĕненесшĕн сасартăк чĕмсĕрленчĕ, утăмне васкатрĕ. Анчах нумай та каяймарĕç. Саначин тем çухатнăн ĕшенсе ӳкрĕ.

— Ма чарăнтăн?

— Хĕрарăм сӳпĕлтетни йăлăхтарса çитерчĕ пулĕ терĕм-çке-ха.

— Хальхинче вĕçне çитиех итлеме хатĕр.

— Апла тесен, Аркади пичче, хăшпĕр ырă çынсем вĕрентнĕ тăрах, рабочисемпе хресченсем пĕрлешсе кĕрешĕве тухсан, мул хуçисемпе çĕр улпучĕсен... патшан тытăмне сирпĕтме... çĕр çинче ĕççыннисен тытăмне тума пулать.

Саначин чĕри картах турĕ. Вăл каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ. Çынсем илтсен, тем курса ларăн. Тĕрĕсех, таçти хуласенче патша саккунĕсене пăхăнса пурăнма шутламан çынсем пур, вĕсем патшана вырăнтан сирпĕтесшĕн кĕрешеççĕ тенĕ хыпар тимĕрçĕ хăлхине пырса кĕнĕччĕ, анчах чĕрене питех тивменччĕ. Халь ун çинчен хăюллă та куçкĕрет каланнне илтсен, хăраса ӳкрĕ, çапах та сассине пĕчĕклетсе ыйтрĕ:

— Унашкал çынсем камсем вĕсем?

— Вĕсем, Аркади пичче, заводсенче, фабрикăсенче ĕçлекенсем...

Саначин Кĕтерук ăçтан пĕлме пултарнине пĕлесшĕнччĕ, Ытла та ерипен утнине кайра пыракан çынсем çитсе чăрмантарчĕç.

Киле таврăнсан, Кĕтерук кун юлашкине ытла та канăçсăрланса ирттерчĕ. Ан тив, Саначин тимлесе итлерĕ, килĕшрĕ пек курăнчĕ те, пурпĕр çын ăшне кĕрсе, вăл мĕн шутланине чухлама хĕн. Е ют çынсене шăтсан?.. Пĕтнĕ пуçĕ çав вара. Кĕтерук Саначинпа иккĕшĕ мĕн калаçнине никама та пĕлтерме юраманнине асăрхаттарма ĕлкĕрейменшĕн те пăшăрханчĕ.

Ирхине ирех хачă илсе тимĕрçĕ лаççине вĕçтерчĕ.

— Аркади пичче, турă пулăштăр!

Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче тимĕрçĕ кунашкал саламлакансене хирĕç çаврăнса пăхмасăрах хуравлаканччĕ. Халь ытла та çывах та килентерекен саса илтеннипе ĕçлеме те чарăнчĕ. Алăк умĕнче Кĕтерук тăнине курсан савăнса кайрĕ. Тĕрĕссипе, кĕçĕрхи çĕре вăл та çывăрнă-çывăрман ирттернĕ-çке. Кĕтерук сăмахĕсем ун чĕрине, тăнпуçне йăлтах хускатрĕç. Çĕр хута мĕн-мĕн шухăшламарĕ-ши вăл? Çынсем хуса çитнипе Кĕтерука вĕçне çитиех калама май килменшĕн тарăхрĕ. Тепĕр хут тĕл пулма ĕмĕтленчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ:

— Тавтапуç, Катерина Прохоровна... Ир çӳрекен хĕрарăм кам-ши тетĕп? Эсĕ-çке вăл! Мĕн ĕçпе-ши? — терĕ.

Кĕтерук чĕри савăккăн тапма пуçларĕ. Ун сăмахĕсем тимĕрçĕ кăмăлне тивмесĕр иртмен иккен. Ахальтен-и вăл Кĕтерука ятран çеç мар, ашшĕ ячĕпе те чĕнчĕ. Арçынсем хĕрарăмсене кунашкал хисепленине Энĕшкассинче урăх никам та курман-и, тен.

— Хачă хăйраттарма килтĕм-те... — хумханнине пытарса хуравларĕ Кĕтерук.

— Аван, аван... Акă, Хветĕр ĕçне туса пĕтерĕп те сан хаччуна хăйрама тытăнăп.

Алăри ĕçне палăрмаллах васкаса вĕçлесен, Саначин арçынна кăларса ячĕ те, Кĕтерук хаччине илсе, стан çине хăнарса ларчĕ. Кĕтерук хăйра аврине тытса çавăрма пикенсен, ăна чарчĕ.

— Катерина Прохоровна, ан васка-ха, ĕлкĕрĕпĕр.

— Мĕн тата? — ним ăнланман пек ыйтрĕ Кĕтерук.

— Акă мĕн, Катерина Прохоровна... Эсĕ ман чĕрене вут тивертрĕн те, ниçта кĕрсе кайма аптратăп. Йăлтах çунса пĕтме ан пар.

— Вут тивертрĕн?!. Ай, Аркади пичче, пурнăçу, чăн та, чаплах мар иккен. Анчах унашкал вут-кăвара сӳнтерме ман йышши вăй-хăват çитерейрĕ-ши?

— Хăвăн çитмесен, ăнлантарса пар: вăл вăй-хăвата ăçтан шыраса тупмалла?

— Халăхра шыра, Аркади пичче... Халăх ура тапсан — çĕре кисрентерет, вĕрсен — çил-тăвăл кăларать тесе ахаль-тен каламан.

Кĕтерук ытарлă калаçни Саначина çырлахтармарĕ.

— Çутçанталăкра аллă пилĕк çул пурăнатăп ĕнтĕ, Халăхра эсĕ асăннă вăй-хăват пуррине курмарăм. Çавăнпа вĕсем ман чĕрене вут тивертме те, сӳнтерме те пултараймĕç. Эсĕ, ним мар чăваш хĕрарăмĕ, тивертрĕн. Кала, çав вăй-хăвата кам пачĕ сана? Унашкал çынсем пурри çинчен систертĕн,. тупсăмне тупса памарăн.

Кĕтерук шӳтлеме чарăнчĕ, сассине те улăштарчĕ:

— Ăна халлĕхе сана пĕлмесен те пырĕ. Иксĕмĕр хушăмăрта хускалнă сăмахсене малалла тăсас тесен, çакна асăрхаттарас килет: эсĕ манран мĕн илтнине ăша ярса пурăнайăн-н? Ял çине кăлармăн-и?

— Ан хăра, Катерина Прохоровна. Тĕрĕсех, тепĕр чух эпĕ шӳтлеме те сӳпĕлтетме юрататăп. Кирлĕ чухне чĕлхене çыртма та пултаратăп. Санран мĕн илтнине ял çине кăлармăп тесе тупа тăватăп. Хам сăмах çине тăмасан, маншăн ыранах хĕвел ăн пăхтăр!

— Ĕненетĕп, Аркади пичче. Татах калаçма та хатĕр. Лаççа çынсем килсе кансĕрлесрен çеç пăшăрханатăп.

— Уншăн ним те ан шухăшла, Катерина Прохоровна, — терĕ те Саначин, стан çинчен анса, лаç алăкне кĕле хурса лартрĕ. Ĕнтĕ никам та кĕреймĕ?..

Çак вăхăтран пуçласа Кĕтерук хăйне вĕрентнине тимĕрçе вĕрентме тытăнчĕ. Саначин арăмĕпе калаçса килĕшсен, вĕсен килне тăван пек пырса çӳрерĕ. Çапла Саначин маттур агитатор пулса тăчĕ. Лаççа пухăнакан вуншар чăваш хушшйнче, упранса та сисчĕвлĕн, тĕрлĕ юмах ярса кăтартнă пек калаçса, патшапа унăн стройне хирĕçле, Японипе вăрçасси мул хуçисене çеç кирлине тăрă шыв çине кăларакăн шухăшсене сарчĕ. Пурăна киле лаççа ĕçпе çеç мар, ун халапĕсене итлеме пыракансем те нумайлăнчĕç. Ун урлă революциллĕ юхăма хутшăннă ытти хăшпĕр çынсем те çыхăну тытрĕç. Саначин революцишĕн кирлĕ çын пулни, вăл ытла та тăрăшни, хăрамасăр ĕçлени Кĕтерука яланах савăнтарнă... Халĕ, ав, çав çыншăн пысăк хăрушлăх персе çитнĕ.

Кĕтерук, шухăшланă пекех, Саначина лаçра тĕл пулчĕ те, çуйлă кăмăлне пытарса, яланхи майпах хаваслăн саламларĕ:

— Аркади пичче, турă пулăштăр!

— Тавтапуç, тавтапуç, Катерина Прохоровна! Тул çуталнă-çутăлманах мĕн хăваласа килчĕ сана?

Кĕтерук çăл патĕнче хĕрарăмсем пухăнса тăнине аса илчĕ те вĕсем илтесрен сассине пĕчĕклетрĕ:

— Ытла та пысăк ĕç, Аркади пичче.

— Мĕнле ĕç? — сисчĕвленсе ыйтрĕ Саначин.

— Кĕçĕр Тĕмшер учительне — Куракова тытса кайнă. Хваттерне ухтарнă чухне ăна эс панă листовка тупнă.

— Мĕнлĕ, ара... Эпир вăл листовкăна пĕтернĕ тесе шутланăччĕ-çке?

— Упранă иккен. Ун çинчен калаçма вăхăт çук. Полицисем вăл листовкăна эсĕ панине пĕлеççĕ. Çавăнпа сан Энĕшкассинчен халех каймалла. — Кĕтмен хыпар çухатса янипе Саначин ним чĕнеймесĕр тăчĕ. Кĕтерук тата тимлĕрех хушрĕ: — Аркади пичче, вăхăта ан ирттер. Лаççа хуп та вĕçтер!

— Ăçта? — юлашкинчен пăлханса ыйтрĕ Саначин.

— Çармăссен енче Кĕчĕер хысна çурчĕ пур тенине илтнĕ-и?

— Илтнĕ. Вара?..

— Сан çавăнта стрелокра ĕçлекен тутарпа — Ганият Гимаевпа тĕл пулмалла. — Кĕтерук Анук ăнлантарнă парольне те каласа пачĕ.

— Ытла аван мар килсе тухрĕ...

Тимĕрçĕ кăмăлĕ пăсăлни Кĕтерука шухăша ячĕ. «Арăмĕпе уйрăлнă чухне хăйне хăй мĕнле тыткалĕ, мĕн курĕ вăл?»

— Аркади пичче, ытлашши ан пăшăрхан. Хамăр мĕнле ĕçе хутшăннине тата пире мĕн кĕтнине малтанах пĕлнĕ. Паянхи инкек ытти чухне те сиксе тухма пултарнă. Хăвна хăв алла ил те васка! — Саначин лăплана пуçланине сиссен, Кĕтерук тимĕрçĕ кăмăлне çĕклесшĕн хаваслă сасă çине куçрĕ: — Унта эсĕ пĕччен пулмăн. Тус-йышсем тупăнĕç.

— Кам-ши?

— Ваçли.

— Ваçли?.. Вăл мĕн?..

— Вăл та сан йышши сунарçах. Çармăссен ращинче чурăс кайăксем нумай, теççĕ. Вăт, тытăр вĕсене. Малалла мĕн тумаллине каярах пĕлтерĕпĕр. Халь васка. Наталле аппана йăпатса хăварма тăрăш. Ăçта кайма шутланине каламасан та юрать.

— Ăнланатăп. Катерина Прохоровна...

Уйрăлас самант çывхарсан, Кĕтерук кăмăлĕ улшăнчĕ, каçарттарас шухăш пырса кĕчĕ.

— Аркади пичче... — салхуллăн чĕнчĕ вăл, — пурăннă, пĕрле ĕçленĕ хушăра тепĕр чухне сирĕн умра вырăнсăр та сӳпĕлтетрĕм-и, тен... ан çиллен...

— Катерина Прохоровна... Çилленме мар... Эсĕ куçа уçнине нихçан та манас çук. Ун чух санпа курнăçман пулсан, тĕпсакайĕнчи пекех ним курмасăр-пĕлмесĕр ĕмĕрĕме ирттереттĕм. Пуриншĕн те тавтапуç.

Кĕтерук Саначина ыталаса чуптурĕ те урăх пĕр сăмах хушмасăр лаçран тухрĕ.

Тулта вăл кăмăлне хытарма самантлăха чарăнса тăчĕ. Çăл шывĕ патĕнче çав-çавах хĕрарăмсем нумай. Вĕсен умĕнчен куççуллĕ куçпа мĕнле иртĕн? Тĕпчевлĕскерсем асăрхасан тем калĕç. Кĕтерук пит-куçне шăлса типĕтрĕ те хĕрарăмсем патне çитсен, шӳтле сассипе:

— Халап çаптарма турă пулăштăр сире! — терĕ.

— Тавтапуç!

— Эсĕ мĕн, лаçра улах чухне тимĕрçĕ пиччене çавăрма килтĕн-и?

— Çавăрайрăн-и? — илтĕнчĕç шӳтле сасăсем. Кĕтерук хĕрарăмсенчен юлмарĕ:

— Çавăраймарăм çав. Ватăлтăм, тет. Ют хĕрарăмпа çыхланма мар, хам карчăк та пăхми пулчĕ, тет.

Хĕрарăмсенчен иртсен, Кĕтерук йăлтах хăйне хумхантаракан шухăш çине куçрĕ.

Пĕччен юлсан, Саначин пĕр самант хушши лаçри япалисем çине тинкерсе тăчĕ. Ăна арăмĕнчен уйрăласси çеç мар, ĕмĕр тăршшĕпе тыткаланă япаласенчен, лаççинчен, ялйышран уйрăласси те хурлантарать. Энĕшкассине вăл вăтăр çула çитнĕ вăйпитти çын килнĕ. Ун чухне кунта лаç та çукчĕ. Çирĕм пилĕк çул ырми-канми ĕçленипе лаçне, ĕçре мĕн кирлине: сунталне, вĕркĕчне, мăлатукĕсемпе хĕскĕчĕсене сутăн илсе е хăй аллипе туса çитернĕ. Çавăнтанпа кашни ир вăл лаççа килсе вучах тивертнĕ те ĕçе пуçăннă. Ĕçре кун иртнине сисмесĕр каç тунă. Энĕшкассинче вăл шина хуман кустăрма, вăл туптаман суха тимĕрĕ çук. Кашни килтех вăл тунă пуртă, тимĕр сенĕк, тимĕр кĕреçе, ухват, турчка тата тем чухлĕ çавăн йышши япаласене курма пулать. Ĕнтĕ пĕтĕмпех хăварма тивет. Нумай вăхăта-ши? Саначин полицейскисем килессе аса илсе тăна кĕчĕ те вучахне сӳнтерчĕ, инструментсене тирпейлĕн пухса хăварчĕ.

Наталле, упăшки халех ĕçрен таврăнасса кĕтменскер, тĕлĕнсе ӳкрĕ.

— Мĕн эсĕ, япала манса хăвартăн-им?

— Çук...

Наталле ĕç вăхăтне ма пушăлла çӳресе ирттеретĕн тесе ӳпкелесшĕнччĕ, упăшки сассинче салхулăх пуррине тата сăнĕ те улшăннине асăрхасан:

— Аркади, чирлемен-и эсĕ? — терĕ.

— Эпĕ хурçă пекех сывă... Ман... вăхăтлăха килтен çухалмалла...

Наталле упăшки мĕнле ĕçе хутшăннине аван пĕлет. Вăл хушнă пĕчĕкрех ĕçсене хăй те туса курнă. Çапах та çухалмалла тенине ăнланса илеймерĕ.

— Аркади, култарса ан тăр! Мĕн çитменшĕн, ăçта тухса каясшăн эсĕ?

— Кĕçĕр Тĕмшер учительне стражниксем тытса кайнă... — Хăйне хăй тăнăçлă тыткалама тăрăшса хыпарларĕ Саначин.

— Турă çырлахтăр, тем курса ларăн. Çавăн чухлĕ тӳре те чаплă çынна та уяса тăмарĕç-и вара?

— Куракова тӳрĕ çын шутласа йăнăшнă эпир, Наталле. Вăл тӳрĕ çын мар, сутăнчăк. Ун тивлечĕпе пирĕн пата кĕçех стражниксем килсе кĕрĕç. Çавăншăн ман тухса кайма тивет.

— Ан калаç, Аркади... Учительпе мĕн ĕç сан?

— Çак инкеке курасшăнах-и, тен, эпĕ унпала пĕр ĕçпе çыхланнă çав. Нумаях та пулмасть ăна пĕр листовка панăччĕ. Вăл, анра пуç, листовкăна çак таранччен усранă. Апла çеç те мар-ха, листовкăна эпĕ тупса панине полицине шăтнă.

Наталле тинех хăрушлăха ăнланса илчĕ те, сехри хăпрĕ. Кайса ӳкесрен пукан çине ларчĕ. Чĕлхе çине малтан мĕн килнине персе ячĕ:

— Мĕн куратпăр ĕнтĕ?..

Арăмĕн сăмахĕсем Саначин чĕрине çурсах пăрахрĕç.

Ку инкекĕн пуçламăшĕ çеç-çке-ха. Стражниксем килсен, мĕн хăтланĕ?

— Наталле! — хăтăрса чĕнчĕ Саначин. — Эсĕ çак териех хăравçине тĕлленменччĕ те. Тĕрĕссипе, халлĕхе ытла хăрушши ним те палăрмасть. Пытанса пурăнма лекессе эпир кашни кунах кĕтнĕ. Вăл темех мар. Ĕнтĕ мана çакă пăшăрхантарать: стражниксем персе çитсен, мĕн айкашăн-ши эсĕ? Ахăртнех, тус-йышсем умĕнче ман пите тăлавар çакса ярăн!

Упăшки шанманни Наталле пит-куçне вут тивертрĕ. Чăн та, кунашкал килсе тухасса пĕлмен-им вăл? Малтанах пĕлнĕ вĕт. Çапах та упăшкине хăрушă çул çинчен пăрма мар, унпала пĕр кăмăл-шухăшлă пулма тăрăшнă. Халь хăраса ӳкни ытла та вырăнсăр, намăс та. Наталле хăйне йăлтах алла илме ĕлкĕрчĕ.

— Аркади, тархасшăн, ан çиллен... Темĕн чĕре хускалнине тӳсеймен енне ăссăрла калаçрăм. Ан иккĕлен, сан ятна çĕре ӳкермĕп.

— Паçăрах çапла каламалла... — кăмăлĕ уçăлнипе çепĕççĕн чĕнчĕ Саначин. — Нăйкăшма сăлтав çук, Тата кирлĕ те мар. Эпир ку çул çине куçа хупса тăман. Тен, уйрăласса та вăхăтлăха, ик-виçĕ кунлăха çеç уйрăлатпăр. Кирек мĕнле пулсан та, ман пурнăç хыпарне сана тус-йышсем пĕлтерĕç. Ĕнтĕ кайма вăхăт. Сунар сумкине апат-çимĕç чиккеле-ха!

Наталле васкаса çур çăкăр тата пысăк татăк сысна ашĕ чикрĕ. Саначин, лаççа кайнă тумне хывса, килте тĕртсе тунă пустав пиншакне тăхăнчĕ. Пилĕкне патронташ çыхрĕ. Апат-çимĕç тултарнă сумкăна çурăм хыçне çакса пăшалне йăтрĕ.

Çенĕке тухсан, Наталле тӳсеймерĕ, упăшкине ыталаса илчĕ. Тек курасса шанмасăр, куççульне ирĕк пачĕ. Макăрмасăр ирттерме те хĕн. Вĕсем пуçламăш хут вăхăтне-мĕнне пĕлмесĕр уйрăлаççĕ. Тата малашне мĕн курасси те паллă мар.

Саначин та хурланчĕ, анчах, кăмăлне ирĕке ямасăр, арăмне тимлесех йăпатрĕ:

— Ну... Çитĕ, çитĕ, Наталле... Паçăрах каларăм, нумаях çӳремĕп. Эсĕ кунта çирĕп тăр. Иксĕмĕрĕн пархатарлă пурнăçа хур ан кӳр...

Наталле хирĕç сăмах та чĕнмерĕ — карланкине йӳçĕ кумкка капланни чăрмантарчĕ.

Кил хушшинче Саначин йĕлтĕрне хул хушшине хĕстĕрчĕ те арăмне тепĕр хут чуптуса уйрăлчĕ.

Вăл час-часах пăшал çакса сунара çӳренипе Энĕшкассисем халь те çавнах шухăшласса шанать. Çапах та ял витĕр каймарĕ. Хĕрарăмсем кĕпе çума çӳрекен сукмак çине тухрĕ. Çăл патĕнче пĕр çын та çук. Саначин, Энĕшкассипе Тĕмшер ялĕсене уйăрса тăракан тарăн çырма тĕпне анса, йĕлтĕрне сырчĕ. Ирхи шăнпа хытнă юр çинче йĕлтĕр çăмăллăн шăвать. Ав, çырма пуçĕ те инçе мар ĕнтĕ. Саначин сасартăк чарăнчĕ. Вăл пыракан çул çине мулкач сиксе тухрĕ те, темрен хăранипе анранăскер, тарас вырăнне кайри ури çине ларса кăн-кан пăхкаларĕ. Ана тыгас тесен, авăрланă пăшалне хуллуççи çинчен илсе керĕслеттерме нимех те мар. Саначин пеме шутламарĕ. Хăй пурнăçне аса илсе шеллерĕ. «Эпĕ те мулкачпа пĕр тан. Мана та хаяр сунарçăсем ĕмĕрхи йăваран хуса кăларчĕç». Мулкача çул çинчен тартас тесе хьптăн кăшкăрчĕ:

Мулкач айккинелле ялт сикрĕ те куçран çухалчĕ.

Çырмаран тухсан, Саначин татах чарăнчĕ. Сылтăм енче Энĕшкасси ялĕнчен чăнкă сăртпа аракан çул курăнать. Сулахайра Атăлкассинелле каякан çул, айккииерех юр ирĕлнĕрен вырăнĕ-вырăнĕпе ула-чăлаланнă аслă улăх сарăлса выртать. Икĕ çулĕпе те марисен еннелле каякан лавсем пыраççĕ. Иккĕленмелли çук, лавсем хушшинче Энĕшкассисем е урăх ялтан Саначина паллакан çынсем пурах. Вăл никам куçĕ умне те курăнасшăн мар çулсăр-мĕнсĕрех васкарĕ. Энĕш юханшывĕ урлă каçса çеремлĕ вырăна кĕрсен, йĕлтĕрне хывса хул хушшине хĕстерчĕ. Кĕçех, Атăл урлă каçса, марисен улăхне кĕчĕ. Ĕнтĕ Элнет юханшывĕ патне çитесси те инçе юлмарĕ. Сасартăк хăва катисем хушшинче пăшал сасси илтĕнчĕ. Саначин шарт сикнипе мар, сунарçă чĕри хускалнипе чарăнчĕ. Кам, мĕнле кайăка пенине пĕлес килчĕ. Анчах хăва катисем кансĕрленипе таврара мĕн пуррине курма çукран тата пăшал пенĕ хыççăн урăх ним сас-чӳ те илтĕнменрен: «Аслă улăхра кам мĕн ĕçпе çӳренине ăçта пĕлсе çитерĕн?» — тесе шухăшларĕ.Сăртран ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнса ларакан Энĕшкасси çине пăхрĕ те чĕри ыратса илчĕ. «Хăçан таврăнма май килĕ-ши? Кил-çуртăмра, тăван лаççăмра пулса савăнайăп-ши? Наталле хăйне мĕнле туять-ши?»

— Аркади пиччей, салам! — татрĕ тимĕрçĕ шухăшне арçын сасси.

Хăва катисем хушшинчен Ваçли мулкач йăтса тухнине курсан, Саначин хавасланчĕ.

— Эпĕ пăшал перекен кам-ши тесе тăратăп. Ватă хусах пенĕ иккен.

— Шăп çавă, Аркади пичче!

— Мăннине çаклатнă...

— Аптрамасть.

— Эпĕ те курнăччĕ. Таçтан сиксе тухса ман çул çинех ларчĕ.

— Тĕл пĕреймерĕн-и-мĕн?

— Пеме те шутламарăм. Шеллерĕм.

— Аркади пичче, ан култар-ха, мулкача шеллес пур — ма сунарта çӳретĕн?

— Эпĕ сунарта мар...

— Апла тесен ăçталла çул тытатăн?

— Кĕчĕере.

— Апла пĕрлех утăпăр.

— Ия. Иксĕмĕрĕн çул пĕрле терĕç мана. Вăт, çавăншăн, хама та усал сунарçăсем йăваран хăваласа янине аса илтĕм те мулкача пеме хĕрхентĕм.

Аркади пичче, хăвна мулкачпа танлаштарса питех йăнăшатăн. Мулкач чурăс кайăк. Эпир — пĕтĕм тĕнче уç-çине пĕлсе унпа усă курма пултаракан тăнлă-пуçлă çынсем. Çавăнпа килтен те усал сунарçăсем хăваланипе çеç мар, кĕрешĕвĕн меслетне улăштарма тухнă. — Саначин аванмарланчĕ. Çакна асăрхасан, Ваçли урăх сăмах çине куçрĕ: — Аркади пичче, хуллен утар. Кăнтăрла тĕлне çитсе, мулкач аш ăшалама ĕлкĕрес.

 

V

Энĕшкассинчен çирĕм çухрăмри Çимел ялне çитсен, Анук урхамахне упăшки кĕрекен хваттере тăратса хăварчĕ те пасара тухрĕ. Вăхăт халь те ир, пасар урамĕнче халăх лăк-тулли. Пуринчен ытла Микула лавкки умĕнче кĕпĕрленеççĕ. Кунта вĕсене Микула ăшпиллĕ те хаваслă калаçни çеç мар, пир-авăра ытти сутăçăсенчен пĕр-икĕ пус йӳнерех сутни илĕртсе пухнă. Анук, лавкка умне чышăннă хĕрарăмсен хушшинчен упăшки патне пыма май çуккипе, хыçалтан кайса çаврăнчĕ те лавкка алăкне шаккарĕ. Кĕçех Уçка сиксе тухрĕ. Кам тăнине курсан, пĕр тĕлĕнсе, пĕр хавасланса чĕнчĕ.

— Анук аппа...

— Микула пиччуна вăр-вар систер-ха! — Уçка мĕн те пулин калама ĕлкĕриччен хушрĕ Анук.

Микула алăкран васкаса тухрĕ. Ун куçĕ умĕнче — сивĕ çанталăка вăркăштарса килнипе пĕрлĕхен пек пит-куçлă, самантлăха та асран кайман, ытарайми арăмĕ. Ыталаса чуптăвĕччĕ вăл ăна. Эрне хушши курманнипе ытла та тунсăхланă-çке. Ахальтен çӳременнине аса илнипе чĕри туртăмне сирчĕ.

— Анук, мĕн çăмăлпа? — ыйтрĕ яланхи сасăпа.

— Иртнĕ каç стражниксем Тĕмшер учительне тытса кайнă.

Ку хыпар Микула чĕрине питех хускатмарĕ. Энтрей хăйсемпе нихăш   енчен те çыхăнманнине пĕлет вăл.

— Çавăншăн вĕçтерсе килтĕн-и?

Анук упăшки çине кӳренерех пăхрĕ.

— Микула, ăнлананмарăм, мĕн каласшăн эсĕ?

— Çакна каласшăн, Кураков инкекĕшĕн васкамасан та пырĕччĕ. Çитменнине, эсĕ хăраса ӳкни палăрать.

— Тунмастăп, Микула... Халь те чĕтретĕп.

— Ку вара пачах ытлашши, Анук.

— Каласа парсан курăп-ха, ху мĕн хăтланăн? Микула пит-куçĕнчи кулăш сунчĕ. Хаваслă кăмăл-шухăшĕ хыççăн кайса, арăмĕ пысăк ĕçпе çеç килме пултарнине манса сӳпĕлтетнĕшĕн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Анук самантлăха шарламасăр тăчĕ те:

— Ĕç Кураков пирки çеç пулсан нимех те марччĕ, — шухăшне малалла тăсрĕ вăл, — эпĕ ытлашшиех пăлханмăттăм... Ăна тытса кайни пире те тивет. Ун патĕнче Саначин панă листовкăнă тупнă. Кураков кун çинчен Касмухха Элекçейне каласа панă. Лешĕ — уретнике.

Хăрушлăх сиксе тухнине ĕненсен, Микула чĕри çуйланчĕ. Анчах арамĕ умĕнче палăртасшăн мар хăйне тăнăçлăн тыткаласа:

— Чăн та, ырă хыпар мар! Аркади пиччене çаклатса кайма пултараççĕ, — терĕ Микула.

— Уншăн пăшăрханмалли çук, Микула. Эпĕ ăна Кĕчĕере ăсатрăм.

— Питĕ аван тунă, Анук... — Наталле аппа килтех юлнă-и?

— Наталле аппа-и?.. — Çак сăмаха кĕтмен пирки Анук сасартăках хуравламарĕ.

— Наталле аппа килтех-и? — тепĕр хут астутарчĕ Микула.

— Килтех... — пĕлтерчĕ Анук. Микула мĕншĕн тимленине тавçăрнипе хăйне тӳрре кăларма хăтланчĕ: — Наталле аппана тивмĕç тесе шутларăм.

— Питех йăнăшатăн, Анук.

— Наталле аппана та...

— Çапла, Анук... Ним иккĕленмелли те çук, ăна та тытса кайĕç, асаплантарса тĕпче пуçлĕç. Тимĕрçĕ арăмĕ тӳссе ним те шарламĕ тесе мĕнле шанас?.. Чи малтанах вăл Кĕтерук кума çинчен каласа парĕ. Çитменнине, Наталле аппа тата хăшпĕр юлташсене те пĕлет. Çапла вĕсене полици аллине çакланма май туса паратпăр. Уççăн та ирĕккĕн ĕçлесси пуçĕпех пĕтсе ларĕ.

— Турă çырлахтăр, куна мĕнле манса кайнă эпĕ... — тарăхрĕ Анук.

— Лăплан... Пирĕн ĕçре пăлханни çиен çеç кӳрет. Ĕлкĕрсен, полици аллине никама та лектерес марччĕ.

— Пурне те ăнланатăп, Микула. Халех каялла таврăнăп та Наталле аппана ăсатăп.

— Эпĕ те пыратăп.

— Сана яла таврăнма юрамасть.

— Мĕншĕн?

— Тархасшăн, каçар... Эпĕ пурне те каласа пама ĕлкĕреймен-ха. Уретник, Касмуххапа ывăлне хăратса, тата эсир ман пирки Касмуххасене хур кӳнине усаллăн аса илтерсе, Кураков патшана хирĕç кавар тунă çĕре Ваçли кумпа иксĕр хутшăннă тесе калаттарнă. Кун хыççăн полици сана та уяса тăмĕ.

Микула пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Кунашкал ирсĕр ĕç ăнсăртран сиксе тухасса кĕтменччĕ вăл. Анчах халь ун çинчен шухăшласа тăма вăхăт çук. Микулашăн çеç мар, çывăх тус-йышсемшĕн те вилĕмле хăрушлах çывхарнă.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13