Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Кам пĕлмест халь ку юрра. Кĕтерукпа ыттисем сахал тăрăшнă-и уншăн. Микула хыççăн çĕршер çын юрласа ячĕ:
Тăшмансемпе тĕп вăрçа кĕтĕмĕр-çке:
Пуçăмăра мĕн кĕтет? — Кам пĕлет...
Пĕр шикленмесĕр, пĕр хăрамасăр
Ĕç ялавне çӳлелле хăпартар!..
Казаксене кăларса янă хыççăн халăха, выльăх-чĕрлĕххисене хăваласа килессе кĕтсе илмелле, Миххапа исправник тата станувуйпа Лаврский столовăя кĕрсе ларчĕç. Лукарье ĕçме-çиме хатĕрлерĕ. Анчах пĕри те сĕтел çинчи çимĕçе тĕкĕнсе пăхмарĕ. Казаксем хăйсен ĕçне тĕплĕн тăвасса шансан та, çак икĕ талăк хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем вĕсене канăç памарĕç. Исправникпе станувуй хăйсен уездĕнче, станĕнче забастовка тапранасса малтанах сисейменшĕн кĕпĕрнатăр ырлас çуккине ăнланаççĕ. Кам пĕлет, усал хыпар патша хăлхине те пырса кĕрĕ. Вара тем курăн.
Казаксем килнипе ĕç ăнăçлăн вĕçленессе шанать пулин те, Михха кăмăлĕ яланхи пек çĕкленмерĕ. Халăха пăлхатакансем Микулапа Анук тени питех минретрĕ. Вăл, Микулана пĕтĕм чăваш пуянĕсенчен лайăхраххи шутласа, ăна хăйпе çывхартрĕ. Хĕрачине ун ывăлĕпе çураçса хăталлă пулма сăмах татрĕ, çирĕм пилĕк пин тенкĕ укçа пачĕ.
Вĕсем ячĕшĕн кăнă туслашнă иккен. Вăрттăн ăна хирĕç ĕçленĕ. Ĕлĕкрех Микула мĕншĕн тапăннине Михха ăнланатчĕ. Ун чух сăлтавĕ те пурччĕ. Халь, хăй те пуян çын шутне кĕрсен, Миххаран, тӳре-шарасенчен хисеп курнă вăхăтра мĕн сăлтавшăн хура халăхпа çыхланнине ниепле те ăнланаймарĕ.
Лаврские пуринчен ытла революциллĕ организаци тарăн тымар яни, Микулапа Анук тата ыттисем те ăслă та маттур ĕçлени тĕлĕнтерчĕ.
Тырă выракансене хăвалакансенчен чĕрĕ юлнă казаксем хашкаса пырса кĕни Миххасен салху шухăшне татрĕ. Казаксем ырă хыпарпа килнĕн сунса чун-чĕрĕленнипе вĕсем, аслă çынсене кĕтсе илнĕн, ура çине тăчĕç. Анчах пĕр казакĕ уй-хирте мĕн пулса иртнине каласа парсан, пуçран çапнă пек анрарĕç. Малалла мĕн тумаллине шутласа иличчен вара рейда кайнисенчен чĕрĕ юлнă казакĕ çитрĕ те татах хăратса пăрахрĕ. Пăртакрахран кĕтĕве хăваласа килме тапăннă казаксем персе çитрĕç.
— Ваше высокоблагородие, — исправнике чыс парса пĕлтерчĕ пĕри, — эпир выльăх-чĕрлĕхсене чиперех хăваласа килеттĕмĕр. Вăрман тĕлĕнче пире хĕç-пăшаллă çынсем персе салатрĕç. Вуннăран виççĕнех юлтăмăр, тата хамăр хыçран сĕмĕ çук халăх кунталла килнине асăрхарăмар.
Аллă казакран вуннăшĕ çеç чĕрĕ таврăннă. Улăха кайнисенчен ним хыпар та çук. Унта та ырă марри паллах. Миххасем кайран килнĕ казак хыпарлани тĕрĕссипе тĕрĕс маррине тата хăрушлăх çывăххипе инçетрине пĕлесшĕн пулчĕç. Куна пĕлме ытла йывăрах та мар: Миххан икĕ хутлă пӳрт маччинчен вунă çухрăмра утакан çын та курăнать. Михха, Лаврский тата исправникпе станувуй мачча çине хăпарчĕç. Миххапа Лаврский бинокльпе Энĕшкасси еннелле пăхрĕç. Авă, Саларан сĕмĕ çук халăх кĕрлесе тухрĕ. Кашнин аллинче мĕн те пулин пур. Малта пĕр хĕрарăм ялав вăркăштарса пырать. Тăхта, Микула мар-и çав?..
— Константин Сергеевич, пăхăр-ха, ялав айккинче пыракансене паллаймарăн-и? — хăйне хăй ĕненмесĕр ыйтрĕ Михха.
— Ман шутпа, сылтăм енче пыраканĕ Николай Степанович...
— Кам шухăшланă... — чунран эрленсе сăмах хушрĕ исправник.
— Тытасчĕ кăна! Пыршине явăттăм! — ытларах Миххана юрассишĕн каларĕ Огуречников.
— Ĕнтĕ хăвăрăн пыршуна явмасан юрать! — çиллессĕн тавăрса хучĕ Михха.
Халăх тăвăллă тинĕс хумĕ пек куçса килни вĕсене ирĕксĕрех чĕмсĕрлентерчĕ. Çывхарнăçемĕн юрлани те илтĕне пуçларĕ.
Пур тĕнчери тирана кураймастпăр,
Халăх тертне, сăнчăрне хисеплер.
Халăх юнĕпе хĕрелнĕ тронсене
Хамăр тăшман юнĕпе хĕретер...
— Господа, мĕн тăватпăр ĕнтĕ? — юлашкинчен тăна кĕрсе шăплăха сирчĕ Михха.
Исправникпа станувуй нумай та пулмасть хăйсене хăйсем паттăрла тыткалама хатланнăскерсем, халь йăлтах çухалнипе пĕр сăмах чĕнеймерĕç. Лаврский те çавах. Ку юрă ăçтан килнине, мĕнле юрă иккенне лайăх пĕлет вăл, Раççей талккишпех пăлханнă хресченсем улпутсен именийĕсене вут тĕртсе кĕл кăна тăратса хăвараççĕ. Аллине çаклансан, улпучĕсене çеç мар, вĕсен çывăх çыннисене те шеллесе тăмаççĕ.
— Ман шутпа, акă мĕн тумалла, Михаил Петрович.. — юлашкинчен сĕнчĕ Лаврский, — урса кайнă халăхран ыррине кĕтмелли çук. Вĕсем хупăрласа илеймен пек чухне пăрахут çине ларма ĕлкĕрес те Хусана вĕçтерес. Унта кĕпĕрнатăра евитлесен, вăл тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕ.
— Константин Сергеевич сĕннипе эпĕ те килĕшетĕп, Михаил Петрович. Çак самантра урăх май тупаймăпăр! — сăмах хушрĕ исправник.
Миххан: «Халăха пăлханма ирĕк патăр та ĕнтĕ таратăр-и, сăрнайсем!» — тесе ятлаçас килетчĕ, анчах вĕсен сăмахĕ тĕрессине ăнланчĕ те шарламарĕ. Ав, халăх çитесси икĕ çухрăм та юлмарĕ. Тепĕр çур сехетрен хупăрлама та пултараççĕ.
— Мĕн тăвас тетĕн, тармалла-тăк тарас! — килĕшсе те исправниксене çилленнине пытармасăр хуравларĕ Михха.
Вĕсем хăнасене йышăнакан пӳлĕме васкаса таврăнчĕç. — Лукарье, ачасене ил те кайрăмăр! — хушрĕ Михха.
— Ăçталла? — турткаланса тăрас шутпа мар, юлашки кунсенче сике-сике тухнă сас-хурасем пуçне ытла та çавăрнăран ăнланаймасăр ыйтрĕ Лукарье.
— Халлĕхе пăрахут çине... Вара ăçталлине куç курать унта.
Лукарье ывăл ачипе Клавьене çавăтрĕ. Михха лаклă йышши япаласене, кирлĕ хутсене саквояжне чышса йăтрĕ те килне пăрахса хăварчĕç. Пăрахут çине вырнаçса Атăл варринелле кĕрсен, Михха Лаврский, исправникпе станувуй штурвал патне хăпарчĕç. Ĕнтĕ бинокльпе мар, ахаль пăхсах халăх имени патнелле шавласа çывхарни курăнать. Ав, пĕр ушкăнĕ стан кил-çуртне хупăрларĕ. Ыттисем Михха кил-çурчĕ тĕлне çитнĕ-çитмен унтан çăра тĕтĕм палкаса тухрĕ. Сăрлă пӳрт-çурта йĕри-таврашпех вут хыпса илчĕ.
Атăл хĕррине пĕр ушкăн чупса анчĕ. Миххана тытайманшăн эрленсе те юнаса пакурĕсене сулкаларĕç:
— Охо-хо-хо-хо!
— Сехмет, куянла тартăн-и?!
— Округ сучĕн ĕçне сӳнтермесĕр таврăнма ан шутла!
— Охо-хо-хо-хо!
Михха пушара пăхса тăнă май бурлаксем мĕн каласа кăшкăрнине те ăнланаймарĕ, пăрахут тĕлне йывăçсем юхса çитнине те асăрхаймарĕ. Ăна малтан капитан курса астутарчĕ:
— Йывăçсем ăçтан юхса анчĕç?
Михха çаврăнса пăхрĕ те, куçĕ хуралса килчĕ. Атăл талккăшпех йывăç анать. Иккĕленмелли çук, сăрнайсем кил-çурта вут тивертнипе çеç çырлахман, рейдăри йывăçа та Атăл тăрăх юхтарса янă. Михха тăнран тухса çĕре ӳкессе е чĕри ыратнине тӳсеймесĕр макăрса ярасса кĕтмеллеччĕ. Çук, Михха кунашкал хăтланмарĕ. Хăй умĕнче тăракансене тĕлĕнтермелĕхне чурăсла ахăрма тытăнчĕ:
— Маттур, Микула хăта! Эсĕ суту-илӳ тума çеç мар, хăвăра тĕп тунăшăн тавăрма та ăста иккен! Чăнах та калатăп, çакăнта пулсан — ыталаса чуптăвăттăм... Санашкал çынна килĕштеретĕп эпĕ... Ваше высокоблагородие, ма эсир те савăнса кулмастăр!.. Паттăрсене эсир пӳрне витĕр пăхса çитĕнтернĕ вĕт! — Михха, ахăрма тытăннă пекех сасартăк чарăнса, шăлне шатăртаттарчĕ: — Çакна çеç шута илмен эсĕ, хисеплĕ Николай Степанович: мана пĕтерес тесен, Раççее пĕтермелле. Куна тума сан йышшисен пыршисем çӳхе. Сана таканран çакса янине курмасăр вилместĕп-ха... — Çавăнтах капитана хушрĕ: — Пăрахута Хусаналла тытăр!
Кил-çуртне вут хыпса илнине, çыран хĕрринелле чупса аннă çынсем юлнине Лукарье те курчĕ. Анчах пурлăхне шелленине, хăранине те туймарĕ. Ун ăстăнне ытларах упăшки Микула çинчен тем каласа анрашни хумхатрĕ. Лукарье пуçне ĕнертенпех Микулапа Анук çинчен шухăшлани çавăрса илнĕ. Анука илсе кайнă тени ăна савăнтарчĕ. Юлашкинчен те пулин телейлĕ ăраскал килсе тухнипе кĕвĕçсе хурланнă чунĕ çуталчĕ. Пăлхава Микула ертсе пырать тенине илтсен те рехетленчĕ. Ун чĕринчен тухман арçын çеç çакнашкал маттур пулма пултарнă. Микула ăраскалне çăмăллатасшăн пилĕк çул каярах хăтланнă пек упăшкипе унăн тус-йышĕсене, тӳре-шарасене те сутма хатĕр вăл. Хяль пăрахут çине ларса кайнăшăн та хăйне питех ятларĕ. Çыран хĕрринех юлсан, тен, вăл упăшки çук чухне Микулана тĕл пулĕччĕ те, лешĕ савĕччĕ. Ытах тесен, вĕлерсен те нимех мар. Ĕмĕр тăршшипех çунса пурăниччен çĕре кĕни лайăхрах.
Акă пăрахут Хурапха вăрман кукăрĕнчен çаврăнчĕ те, Атăлкасси куçран çухалчĕ. Лукарье ассăн сывласа пит-куçне хупларĕ. Куççуль пăчăртанса тухрĕ. Ахăртнех, Микулана урăх курассăн сунмарĕ вăл, çав пăшăрхантарчĕ пулас ăна.
Науççана тухçан, Михха тата исправникпе станувуй извозчик тытса хуланалла вĕçтерчĕç. Кĕпĕрнатăр вĕсене нумаях кĕттермерĕ, йышăнчĕ. Атăлкассинчи ĕçсем çинчен каласа панине илтсен, кĕпĕрнатăр ухмаха ернĕ пек пулса кайрĕ. Вăл, Атăлкассинчи ĕçсене пĕчĕк хирĕçӳ кăна шутласа, аллă казак ярăп та чăвашсене яланлăха лăплантарăп тенĕччĕ. Кĕпĕрнатăр шутланă пек килсе тухмарĕ. Унта чăннипех те пăлхав тапраннă иккен. Янашов именине вут тивертнĕ. Пĕтĕм йывăçне Атăл тăрăх салатнă. Пăлхава халех путармасан, уезчĕпех халăх тапранасран хăрушă.
Кĕпĕрнатăр нумай хушă шарламасăр ларни Миххана иккĕлентере пуçларĕ, ун хутне кĕресшĕн мар пек туйăнчĕ.
— Ваше высокопревосходительство... Çаппа-çарамас тăратса хăварчĕç-çке... Ăçта кĕрсе каймалла ĕнтĕ ман? Мĕн тумалла? — ӳпкелесе илчĕ вăл.
— Хисеплĕ Михаил Петрович... — юлашкнинчен тăна кĕчĕ кĕпĕрнатăр, — тархасшăн, ан пăшăрханăр. Çĕр казак яратăп. Тупă яратăп. Ялсенчен кĕл кăна хăварма, çыннисене шеллемесĕр пĕтерме тивсен те, Атăлкасси вулăсĕнче тăнăçлă самана, туса паратăпах! Унашкал пăлхавçăсене хама шанса панă кĕпĕрнере тӳсме пултараймастăп!
XXXIX
Анукпа Муравьева Хусана илсе пычĕç те уйрăм камерăсене хупрĕç. Пăрахут çинче юнашар лартса килсен те, вĕсем пĕр сăмах чĕнмерĕç. Сутăнчăкпа мĕн калаçăн. Анукпа Микула миçе çул хушши ăна пĕр çемьери çын пек хисеплесе, шанса пурăннă. Вăл малтанхи йывăрлăха та тӳсеймесĕр сутăнчăка тухрĕ. Анук кун çинчен Натюш пĕлсен тарăхасса аса илчĕ те пăшăрханчĕ. Вулăсĕпе пĕр маттур хĕрĕн ăраскалне путсĕр çын ăраскалĕпе тĕвĕлеме вăл пулăшнă-çке.
Камерăна кĕртсе питĕрсен, ирсĕр япалана аранах сирсе хăварма май килнĕн туйăннипе, Анук кăштах çăмăлрах сывласа ячĕ. Хай ăçтине асăрхама тытăнчĕ. Ăна сарлакăшĕ икĕ утăмран, тăршшĕ пĕр пичатнăйран мала мар ансăр шăтăка хупнă иккен. Стенисене кичем хăмăр тĕспе сăрланă. Пĕртен-пĕр пĕчĕк чӳречене решетке карнă, тул енчи кантăкне витĕр курăнмалла мар тăмпа вараланă. Чӳрече умĕнче мĕлтлетсе ларакан лампа çути камера ăшчиккине татах тĕксĕмлетет. Кĕтесре — лаххан. Тимĕр алăк çинче çаврака шăтăк. Урăх асăрхамалла япала çуккипе Анук ирĕксĕрех сĕнксе кайрĕ.
Сасартăк шăна çуйхашни Анук шухăшне татрĕ. Вăл икĕ чӳрече хушшинче нăйлатать-мĕн, эрешмен картине çакланнă та вĕçерĕнесшĕн çуначĕсене чĕтрентерет. Пуçне çиме пынă эрешменĕ те унтахчĕ, Анук çывхарнине сиссе пăрахса тарчĕ те пĕр кĕтесе пытанчĕ. Çак шăна ăраскалне Анук хăйĕннипе танлаштарса эрленчĕ. Ăна эрешмен танатинчен вĕçертсе ярасшăн пулчĕ, анчах ним те тăваймарĕ. Юлашкинчен ун сасси Анук хăлхине вĕчĕрхентере пуçларĕ. Çав сасăран хăтăлас шутпа вăл хăлхине аллипе хупларĕ те кĕтеселле кукленчĕ, каллех шухăша путрĕ.
Кунта илсе килнĕ япала ыррипех иртес çуккине ăнланать вăл. Станувуй калашле, хăй тунсан та, икĕ чĕрчĕлĕх кăтартса панă тăрăх тем тума пултараççĕ. Муравьевне пилĕк çул хушши пĕрле ĕçлесе те пĕлсе çитеймен иккен. Çын ăшĕнче мĕн пуррине пĕлме хĕн çав. Ĕç ăнса пынă вăхăтра парăннăн, темле йывăрлăха та тӳссе ирттермелле çын евĕр курăнатчĕ. Çавăн пирки Ануксем йăнăшнă. Макçăм тени вара пуçĕпех урăхла. Вăл мĕн çамрăкранах хуняшшĕсемпе пĕр килти çын пек пурăннă. Анук, Микулана качча пырсан, унпа та çавнашкалах тăванла пулнă. Анука ыйткаласа çӳрекене çаратнă тесе айăпланă чухне ял çыннисем çеç мар, ашшĕпе амăшĕ те хута кĕменччĕ. Макçăм пĕр сăмахсăр пасара пырса лаша илме пулăшрĕ. Асаплантарса тĕпчеме урама илсе тухсан та вăл, халăха хирĕç тăрса, Анука çăлма хăтланчĕ. Çапах та сутнă... «Ах, Макçăм кум, Макçăм кум. Мĕн çитмерĕ-ши сана? Ма çав тери хăравçăлантăн-ши?.. Тепĕр тесен, ытлашши пăшăрханмах сăлтав çук. Микула хăрушлăхсăр вырăнта ĕнтĕ, ятарласа ĕçе тытăнчĕ пулĕ. Ваçли кум, Кĕтерук кума, Прахăр кумпа Натюш та ирĕкре. Килте ухтарса ним те тупайман. Упăшки таçта тем туса çӳренĕшĕн арăмне айăпламĕç-ха...» Анук сасартăк хăйĕн пĕтĕм пурнăçне аса илчĕ те, ăна тепĕр май шухăш пырса кĕчĕ: «Енчен эпир çак хăрушă çул çине тăмасан лайăхрах марччĕ-и? Хамăр ĕмĕре нушасăр пурăнса ирттерместĕмĕр-и? Ывăл та телейлĕрех пулмĕччĕ-и?.. Çук! Çук! Тем курса тӳссен те, ӳкĕнме сăлтав çук. Пиншер, миллионшар çын хĕн-хур айĕнче пурăнать. Вĕсене асапран хăтарасшăн пуçа хуни пархатар кăна».
Таçта пек, çăрасене кăчăртаттарса, тимĕр алăксене чĕриклеттерсе уçса хупнă сасă Анук сехрине хăпартрĕ, капланнă шухăшсене сирчĕ. Кĕçех ун алăкне те уçрĕç, надзиратель кĕрсе шур куçĕпе пăхрĕ. Шĕвĕр пӳрнипе Анук çине тĕллесе:
— Тăрăр! Кайрăмăр! — терĕ.
Анука, таçти çĕр тĕпĕнчи шăтăк евĕр тĕттĕм коридор тăрăх уттарса, кичем пӳлĕме илсе кĕчĕç. Кунта ăна чурăсла та пăр пек сивĕ куçлă этем кĕтсе илчĕ. Анчах мĕн пулассинчен иртме май çук тенĕ пек, сехри хăпнине кăтартса тăшмана савăнтарасшăн мар, хăйне хăй хăвăрт алла илчĕ.
Следователь умĕнче Анук ĕçĕ. Икĕ чĕрчĕлĕх кăтартса панă тăрăх, пысăк айăпа кĕнĕ хĕрарăм. Çак хĕрарăм хутшăннă социал-демократла рабочи партин организацине Янашов тарçисене пăлхава хатĕрленĕ. Вăл ертсе пынипе пĕр казакпа стражнике вĕлернĕ, уретникпе тепĕр стражникĕн куçне сиктерсе кăларнă. Иккĕленмелли çук, ку хĕрарăм вăрттăн ĕçлекенсене, типографи ăçтине — пурне те пĕлмелле. Вăхăта пушăлла ирттерес мар тесен, чи çирĕп меслетсемпе тĕпчемелле. Анчах çак шутпа Анук çине тинкерсе пăхрĕ те, çĕршер айăпсăр çынна вĕлерттернĕ е каторгăна ярса чулланнă чĕри ирĕлме хăтланчĕ. Хăй ĕмĕрĕнче вăл айăплисен хушшинче çеç мар, пурнăçра кашни кун явăçакан çынсем хушшинче те çакнашкал илемлĕ хĕрарăма тĕл пулман. Ун çинче ним те ытлашши ним, те çитменни çук. Пурте хăй вырăнĕнче, пурте килĕшӳллĕ. Çутçанталăк пĕтĕм илемлĕхне çак хĕрарăма парнеленĕ тейĕн. Следователь ирĕксĕрех мăйăхне пĕтĕркелерĕ. Тутине чалăштарса кулнă пек турĕ. Куçĕнче ăнсăртран тухнă хаваслăх хĕлхемĕсем вылярĕç. Вăл сĕтел хушшинчен тухса Анук çывăхне пычĕ.
— Хисеплĕ Анна Александровна... — евĕклĕн чĕнчĕ, — сире ним айăпсăртанах чăрмантарнине шанас килет ман. Йăлишĕн кăна кăштах калаçапăр та... хăвăр мĕн пĕлнине кăтартса парсан, ачупа упăшку патне чиперех таврăнăр.
Следователь кăмăллă курăнма хăтланни Анука улталаймарĕ. Вăл та, хăйне хăй тăнăçлăн тыткаласа, хăюллăн хуравларĕ:
— Эпĕ айăпсăррине шанни тĕрĕсех, мана кунта илсе килнĕшĕн питĕ тĕлĕнетĕп. Мана, кăмака умĕнче кăштăртатакан хĕрарăма, мĕн çитменшĕн хускатрĕç-ши? Хам ĕмĕрте никама сив сăмах каласа курман. Тӳре-шарасемпе тус-йышлă пурăннă.
— Хисеплĕ Анна Александровна... Эпĕ эсир айăпсăррине ĕненесшĕн. Çакă кăна пăшăрхантарать: сирĕн упăшкăр мĕнле майпа аслă патшана хирĕç кавар тума пултарнă?
Анук, упăшки хутне кĕрсе, ун ятне следователь умĕнче тасана кăларма çуккине ăнланать.
— Хăвăр та чухламалла, ырă çын, — терĕ вăл, — сире, упăшкасене, ăçта мĕн ĕçленине пирĕн, килте ларакан хĕрарăмăн, мĕнле пĕлес? Хам упăшкана эпĕ эрнере те пĕр каç кăна курнă. Ытти вăхăтсенче вăл яланах çулта. Иçмасса, чăн та, патшана хирĕç кавар тунă пулсан, ăна хăйне айăплăр!
Анук чееленме хăтланни следователе улталаймарĕ. Лешĕ, çĕршер çынна тĕпчесе курнăскер, умĕнче ăслă та çирĕп, хăй тивĕçлĕхĕшĕн кĕрешме хатĕр хĕрарăм ларнине сисрĕ. Кунашкал çынна хисепленĕн е хута кĕнĕн тăрмаштарса аташтарма çуккине лайăх пĕлет вăл. Яланхи çилĕ килейменни тарăхтарать.
— Анна Александровна, «айăплăр» сăмаха ытла та çăмăллăн асăнатăр эсир. Айăпласси вăл юлашки ĕç. Пĕр çынна, икĕ çынна айăпласа тĕрмене хупиччен патша тытăмне хирĕç тунă каварлăха сӳнтерни пархатарлăрах. Çакă вара сирĕнтен нумай килĕ. Пытармасăр каласа парăр-ха: сирĕн ĕçе тата кам хутшăннă? Вăрттăн хваттерсем ăçта? Сăмахран, Саначин ăçта пурăнать? Типографи ăçта? Кунта, Хусанта, кампа çыхăннă эсир?
Анук следователь, пушă халапне пăрахса, чăннипе тĕпчеме пуçланине туйрĕ, çапах та малтанхи пекех айвана персе калаçрĕ:
— Эсир халь çеç эпĕ айăпсăррине ĕненетпĕр терĕр... Ĕнтĕ, темĕн, эпĕ нихçан илтмен япаласене каласа пама хушатăр... Нивушлĕ ман суймалла? Эпĕ çынсем Михха хăта çине тапăннăшăн та питех тарăхатăп. Чăнах, теме курса тытса килчĕç те, кирлĕ мар ыйтусемпе пуçа анрататăр...
Тĕпченĕçемĕн следователь кăмăлĕ хытса пычĕ. Хăй уйĕнче халь çеç чĕрине килентернĕ хĕрарăм мар, патша тытăмĕшĕн хăрушă тăшман кăна ларнине кура пуçларĕ.
— О, хисеплĕ Анна Александровна... Эсир хăвара айван та ним пĕлмен хĕрарăм пек кăтартасшăн. Айккинче пăхса тăракан, чăн та, ку хĕрарăм айăпсăр тейĕччĕ. — Сасартăк кулма чарăнса хаярланчĕ. — Енчен эсир аслă патшана хирĕç кавар тунисен хушшинче чи паллă вырăн йышăннине Муравьевпа Данилов кăтартса пани сахал тесен, эпир çакна та пĕлетпĕр: эсир — Чĕкеç!
Чĕри темпе чикнĕн ыратса кайрĕ пулин те, Анук çухалса каймарĕ, ним улшăнмасăр хуравларĕ:
— Турă çырлахтăр, ырă çын...
— Эпĕ сирĕншĕн ырă çын мар, следователь! Малалла мана господин следователь тесе кăна чĕнме пултаратăр!
— Каçарăр, тархасшăн, господин следователь, пĕлнĕ пулсан паçăрах çапла чĕнĕттĕм!.. Эпĕ çакна каласшăнччĕ... Мĕн Чĕкеçĕ эпĕ... Эпĕ чăх кăна. Патшана хирĕç кавар тунă çĕре хутшăннă тени те пушă халап. Эпĕ аслă патшана хирĕç кавар тунă çĕре хутшăнма мар, ăна çĕр çинчи турă тесе шутлатăп. Муравьевпа Данилов çине сĕлтни те ниме пĕлтермест. Вĕсем ырă кунран суйман.
— Çитет! — Следователь сĕтеле чышрĕ. — Ман çиллĕме авăклантарма ан тăрăшăр. Типографи ăçта? Тимĕрçĕ ăçта? Сирĕн тус-йышсем камсем?
— Турă çырлахтăр, господин следователь... — сăхсăхрĕ Анук. — Эсир мĕн ыйтнине пĕлсех каламастăп пулсан, çакăнтах аслати çапса пăрахтăр... Çĕр çăттăр.
— Суятăн, каласа паратăн! — терĕ те следователь, шăнкăрава шăнкăравларĕ. Çав вăхăтрах виçĕ надзиратель кĕрсе тăчĕ. — Вырттарăр!
Анук мĕн те пулин шухăшлама ĕлкĕриччен ăна ӳпне çавăрса пăрахрĕç те, пĕр надзирателĕ ури çине, тĕпри çурăмĕ çине хăпарса ларчĕç. Виççĕмĕшĕ хăрах аллине пĕç хушшине хĕстерсе тытрĕ.
— Ну вăт... Ĕнтĕ эсир чĕлхӳне мĕнле çыртнине курăпăр... — йĕлпĕрчĕ те следователь Анук умне пырса кукленчĕ. Аллинчи йĕппе кăтартрĕ: — Эсир хĕрарăм... Ку мĕн япалине чухламалла. Ыйтнине кăтартса пама тăрăшăр. Унсăрăн çак йĕп ӳт витĕр тухĕ.
Анук следовательсем темле меслетпе те асаплантарса тĕпчеççĕ тенине илтнĕ. Йĕппе мĕн тăвасшăнне тавçăраймарĕ. Йĕппе шăтарнине тӳсме нимех те мар пек сунса, хăюллăн хуравларĕ:
— Манпа тем тусан та, эпĕ хам пĕлменнине суяймастăп. Турă лайăх курать. Ăраскалăма ун ирĕкне паратăп...
— Каламастăр эппин?! — Следователь ним систермесĕр надзиратель тытса тăракан шĕвĕр пӳрнен чĕрне хӳшшине йĕппе тăрăнтарчĕ.
— Ай-ай-ай! Мĕн айкашатăр эсир?! — чунне кайса тивнипе тусеймерĕ Анук, кăшкăрса ячĕ.
Хăнăхнă ĕçне тума пуçăннă следователь, çын асапне курсан, пушшех хаярланчĕ.
— Кала, сволочь! — йĕппе тире-тире хистерĕ вăл. — Типографи ăçта? Тус-йышусем камсем? Вăрттăн хваттерсем ăçта?
Анук чунĕ тухасла кăшкăрчĕ. Вăкăр пек патвар надзирательсен аллинчен пӳрнине вĕçертме май пур пек мĕнпур вăйне кăларса тапкаланчĕ. Тӳсеймесĕр тем персе ярасран ирĕклĕ хулне çыртса лартрĕ. Кĕрешӳ вăраха пымарĕ. Анук йĕппе тирнине туйми пулчĕ. Вăл тăнран тухнине сиссен:
— Хăвăртрах тăна кĕртĕр, — хушрĕ следователь. Следователь, хăйне асаплантарса тĕпченĕ пек, лачкам шыва ӳкрĕ. Вăл йĕппе тирнине тӳссе чĕлхене çыртакана тĕл пулманччĕ. Чăннипе ним пĕлмесен те, следователе кирлине кăтартса ал пусаканччĕ. Ку хĕрарăм сăмах та каламарĕ. Чăн та, айăпсăр-и вăл е çав тери çирĕп чĕреллĕ-и?
Тĕрмене хвершăла чĕнсе пычĕç. Лешĕ Анука тем шăршлаттарчĕ. Анук йăшăлтатма пуçларĕ. Пăртакран куçне уçрĕ те усал-тĕселрен хăранăн сиксе тăчĕ. Тарса хăтăлма май пур пек, алăк патнелле ыткăнчĕ. Ăна икĕ надзиратель пырса тытрĕç те пукан çине лартрĕç. Следователь ахăрса кулчĕ.
— Тухса тарма шутларăр-и?.. Хăвара хăвăр революционерка тетĕр. Кунтан çăва çине е каторгăна кăна çул пуррине пĕлместĕр.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...