Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Ĕненекенсем! — хулăн та уçă сассипе стенана чĕтретрĕ, — Христос турă пире: «Тĕнче пĕтес çĕр çине çылăхлисене суд тума килес вăхăт çывхарсан, антихрист сире астарса ярĕ те, тăванне-мĕнне пĕлмесĕр çапăçма, теприсен мулне туртса илме тата турăпа патша туса панă йĕркесене тапăнма пуçлăр!» — тесе астутарнă. Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, ĕненекенсем, çак самант çитрĕ. Эсир, антихрист вĕрентнĕ хыççăн кайса, çын мулне туртса илесшĕн кĕрешӳ пуçарнă. Чунăрсене тамăка ярасшăн туррăн çуртне, часовньăна, сăваплă иккунĕ-мĕнĕпех çунтарнă. Сире çакнашкал аташтарса çылăха кĕртекен антихристсем камсем-ха? Прахăр хĕрĕ Кĕтерукпа Максим Данилов ывăлĕ Ваçли тата Микула сутуçăпа арăмĕ. Вĕсем, малтанхи çынсене улталанă çĕлен пекех, куç умĕнче чĕкеç чĕлхиллĕ курăнма тăрăшса, сирĕн хушша вилĕмле наркăмăш сарнă, сире çылăха кĕртнĕ, тамăк хуранĕ анине илсе çитернĕ. Туррăн таса чиркĕвĕ кунашкал антихристсене тӳсме пултараймасть. Вăл Микулапа арăмне, Ваçлипе Кĕтерука та хăйĕнчен уйăрса ылханать... Сире вăхăт пур пек чухне хăрушă суда тивĕçлипе кĕтсе илмелĕхне çылăхăрсене каçарттарма, турăпа патша йĕркисене парăнса пурăнма, антихристсен сăмахĕсене хăлха айккипе ирттерсе яма чĕнет. Вара турă каçарĕ те, эсир ĕмĕрех сăваплă пурнăç тулăр... — Пуп чĕркуçленчĕ, кĕле сăмахĕсене макăрнă пек каласа юрласа ячĕ: — Эй, виçпуçтаçлă турă, хăвăн çылăхлă халăхна çăлсам!
Кĕлтăвакансем хушшинче ĕсĕкленĕ, пăшăрханса ассăн сывланă сасăсем илтĕнчĕç. Анук амăшĕ Наçтик вара çурăлас пек хурланчĕ. Чун юратнă хĕрне чиркӳрен уйăрса ылханчĕç. Ку тери хăрушă çылăхпа намăса никам тӳсмен. Ял-йыш умне мĕнле курăнмалла-ши, çĕр çинче мĕнле утса çӳремелле-ши?.. Антихристсемпе ма çыхланнă-ши çавсем? Турăпа патшана хирĕç ма кайнă-ши?
Пĕр Касмухха кăна паян нихçанхинчен савăкрах. Хĕлле Микуласем патшана хирĕç кавар тунă пек кăтартни пĕрре те элек мар иккен. Халь вăл ун чухне каланине хаваспах тепĕр хут çирĕплетĕччĕ. Юлашкинчен те пулин ун тĕлне сиксе тухнă инкек сирĕлчĕ. Вăхăт килсен Михха та, хăй йăнăшне ăнланса, туртса илнĕ çаранне каялла тавăрса парĕ. Ĕнел халăхĕ каллех аслă уполномоченнăя, чиркӳ старостине суйлĕ, Мошков унпа тата таччăн çыхăнса ĕçре пулăшу кăтартĕ. Станувуя ят тивертмесĕр хăвармĕç-ха.
Ирхи кĕлĕ пĕтрĕ. Хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче яланхи пек кăнтăрлахи кĕлле юлакансем сахал тупăнчĕç. Ĕненекенсем, ĕнси çине чул тиенĕн йывăрланса, килĕсене саланчĕç.
Наçтик таврăнчĕ те çын умĕнче намăс çунтарнă кăмăлне ирĕк пачĕ — хурлăхлăн макăрса ячĕ.
Хĕрне тытса кайнипе çуйланнă Сантăр, арăмĕ тем илтсе килнине сиссе, хăвăрт ыйтрĕ:
— Тата мĕн пулнă?
— Ах, Сантăр... Эпир никам курман хурлăха куртăмăр. Пирĕн Анука пачăшкă ылханчĕ, чиркӳрен уйăрчĕ...
Наçтик упăшки макăрмасан та хута кĕрессе шанчĕ, анчах йăнăшрĕ. Сантăр тăвăлланса кайрĕ.
— Ăхă, куççуль юхтаратăн-и?! Юхтар, юхтар! Хĕре путсĕр çынна качча парасшăн эсĕ тăрăшмарăн-н? Эпĕ асăрхаттарнине ним вырăнне хумăрăн мар-и? Вĕсен хутне кĕмерĕн-и? Вăт, савăн ĕнтĕ...
— Ах, Сантăр, çапах та ытлашши калаçас мăрччĕ.»
— Çитет, хупла çăварна! Çук ман хĕр! Пачăшкă ылханни ун пуçĕ çине ӳктĕр! — Сантăр арăмне çапса пăрахма та хатĕрччĕ. Кĕрӳшĕпе хĕрĕн пурнăçĕ çавнашкал вĕçленессе пĕлнĕ пекех, хăй вĕсемпе явăçманнишĕн хĕпĕртенипе кăмăлне çавăрчĕ...
XXXVIII
Рейдăра хурал тăнисемпе вĕсене улăштарма килнисем аллă çын ытла пухăннă та апат çимелли сарай айĕнче кĕпĕрленсе тăраççĕ. Ваçли вĕсене лару-тăру çинчен каласа парать. Кĕтерукпа Çтаппана вĕлернине илтсен, бурлаксен куçĕсем шывланчĕç. Вĕсем Çтаппана çĕр общини уполномоченнăйĕ чухне яланах хăйсен хутне кĕнĕшĕн, пуянсенчен хăрамасăр хирĕç тăнăшăн хисепленĕ пулсан, забастовка пуçланнăран вара Кĕтерук чапĕ халăх хушшине юмахри майлах хăвăрт сарăлнă. Халь ăна пĕлмен, хисеплемен çын та çук. Халăхшăн Микулапа арăмĕ кам иккенне халь тин пĕлчĕç те, Анука тытса кайнăшăн та чĕререн пăшăрханчĕç. Сутăнчăксене персе пăрахнине пурте хапăлларĕç. Ленинран хыпар килнине пĕлсен, бурлаксен кăмăлĕ каллех уçăлчĕ, вĕçне çитиех кĕрешес вăй-хăвачĕсем татах çĕкленчĕç.
Çак вăхăтра, кĕтмен-туман çĕртен, хăва кати ăшĕнчен юланутлă вунă казакпа стражник сиктерсе тухрĕç те турех бурлаксем еннелле чавтарчĕç. Бурлаксем самантлăха ним тума аптрарĕç. Ваçли тăнне-пуçне çухатмарĕ:.
— Юлташсем! — терĕ хумханса. — Казаксем ырăшăн килмеççĕ! Челенасем çине кĕрес. Вĕсем унта пыраймĕç. Тапăнсан пакурпа çапса ӳкерĕр! Кайрăмăр! Сапаланса чупăр!
Малтан Ваçли, ун хыççăн ыттисем, сĕтел урлах сике-сике, шыв хĕрринелле вашкăртрĕç. Анчах пурте хăтăлаймарĕç. Ăшăхрах çĕртен пыракансене казаксем хуса çитрĕç те саламатсемпе ăшалама, лашисемпе таптама тытăнчĕç. Юлашкинчен пĕр бурлакĕ тӳсеймерĕ, хăйне хуса çитнĕ казака хирĕç çаврăнчĕ те пакурĕпе пуçĕнчен лартрĕ. Казак сасă кăлараймасăрах шывалла тăрăнчĕ. Ыттисене йыхăрса, бурлак хаяррăн кăшкăрчĕ:
— Ан тарăр! Пакурпа лартăр!
— Хăйсене вилĕм!
Çапла шавласа илчĕç те бурлаксем казаксене хирĕç тапăнчĕç. Çапăçу кĕске пулчĕ. Шыва кĕнĕ казаксем хĕç-пăшалĕпе усă курма ĕлкĕриччен бурлаксем вĕсене сăнăран та çивĕч пакурĕпе чиксе те çапса ӳкерчĕç.
Ваçли маткă çине кĕрсе кĕнек хӳтлĕхне вырнаçма ĕлкĕрейнĕччĕ, пăшал сасси кӳплетрĕ те, казаксене хирĕç çапăçу пуçарнă бурлак шыва тăрăнчĕ. Тата пĕр-иккĕшне амантрĕç пулмалла, çуйхашни илтĕнчĕ. Ваçли çыран хĕрринелле пăхрĕ те унтах тăрса юлнă тăватă казакпа стражник пеме хатĕрленнине курчĕ. Сылтăмри казакĕ çине тĕллесе кĕрслеттерчĕ. Лешĕ йĕнерĕ çинчен касса янă пек персе анчĕ. Çав самантрах челена çинче револьвер сасси янрарĕ, йĕнер çинчен тепĕр казакĕ сирпĕнчĕ.
— Маттур, Аванов! — кам пенине тавçăрса мухтарĕ Ваçли.
Пĕр казакĕпе стражник каялла вĕçтерчĕç. Çапăçу вĕçленчĕ. Сывă юлнисем челенасем çинчен шыва сикрĕç, аманнă юлташĕсем патне пычĕç. Икĕ бурлакне вĕлернĕ, виççĕшне амантнă. Пурне те типĕ çĕре кăларсан, аманнисен суранĕсене ун-кун татăксем тупса çыхкаларĕç.
— Юлташсем! — терĕ Ваçли, бурлаксем салхуллине сиссен. — Пуçа усни пулăшас çук. Тăшман казаксене пирĕнпе куç хупмалла выляма яман. Юншăн юнпа тавăрса кăна эпир хамăр кăмăла тивĕçтерĕпĕр. Халĕ вилнисемпе аманнисене хăвăртрах кимĕ çине вырттарăр.
Темиçе бурлак юлташĕсене йăтса кайрĕç. Ыттисем казаксен хĕç-пăшалĕсене вăтăрса илчĕç те хăйсене Атăла ярăнтарчĕç.
— Юлташсем! — кимĕ çине ларма вăхăт çитсен чĕнсе каларĕ Ваçли. — Сехмет пирĕнпе ыррăн татăлас вырăнне, казаксене илсе килсе, юнлă çапăçу пуçарчĕ. Пирĕн те парăмра юлма юрамасть. Йывăçа хупăрласа тăракан плашкутсене татăр! Ан тив, сехмет йывăçĕ Атăл тăршшĕпех салантăр!
Бурлаксем самант хушшинче плашкутсене тата-тата ячĕç те, пиншер тăваткăл чалăш йывăç вырăнтан тапранчĕ.
Кимĕ çине ларсан, Ваçли рейда пурĕ те вунă казак çеç пынине аса илчĕ. Тепĕр ушкăнĕ, ахăртнех, улăха аннă-и, тен.
— Юлташсем, казаксем улăхри çынсене тем кăтартасран хăрушă. Пулăшма васкас! — терĕ вара вăл. Казаксенчен туртса илнĕ пăшала мĕнле тыткаламаллине, мĕнле авăрласа пемеллине вĕрентрĕ.
Ваçли йăнăшмарĕ. Тепĕр вунă казакĕпе пĕр стражник Энĕш кĕперĕ урлă каçрĕç те, утă çулакансен сехрисене хăпартмалла асар-писер кăшкăрашса, вĕсем çийелле ыткăнчĕç.
— Казаксем килеççĕ!
Çак сасă улăх тавра çĕр çурса çаврăнчĕ. Чăвашсем ураписене тăратнă еннелле чупрĕç. Каярах юлнисене казаксем хуса çитсе саламатпа ăшаларĕç, лашисемпе таптатрĕç. Ураписене тăратнă çĕре çитме ĕлкĕрнисен çеç чĕри кăштах лăпланнă пек пулчĕ. Кунта, урапасен хушшине кĕрсе, саламатпа çунтарасран, лашапа таптатасран хăтăлма май пур пек.
Казаксем, икшерĕн-икшерĕн уйрăлса, чăвашсене темиçе тĕле хупăрларĕç те саламачĕсемпе сулкалашса кăшкăрашрĕç:
— Тухăр унтан! Хăвăртрах!
— Янашов çаранĕ çине утă çулма кайăр! — Никам вырăнтан хускалманнипе пĕри пăшалне хулпуççи çинчен илчĕ: — Виççĕ шутланă çĕре Янашов çаранĕ çине каймасан, хăвăра хăвăр ӳпкелĕр!
Пĕрре...Иккĕ... Çынсем ĕнтĕ Михха çаранĕ çине кайма та килĕшĕччĕç, ытла та тĕлĕнни тытса чарчĕ. Казак та çынах, пăшалпа пеме хăяймĕç. Анчах лешĕ Виççĕ теме çеç ĕлкĕрейрĕ — пăшал сасси янăрарĕ.
Хĕрарăмпа пĕр пĕчĕк ача каснă пек ӳкрĕç те шăпланса выртрĕç. Аманнисем çухăрашма пуçларĕç.
— Господа казаксем! Мĕн хăтланатăр эсир?! — юлашкинчен хаяррăн чĕнчĕ пĕр арçынĕ.
Ăна çавăнтах персе ӳкерчĕç. Аслă улăха макăрни те хуйхăрса çуйхашнă шав тулчĕ. Хушăран: «Урăх ан перĕр, тархасшăн, пыратпăр!» — тесе йăлăннă сасăсем илтĕнчĕç.
Тепĕр самантран урапасем хушшине вилнисемпе аманнисем те пĕчĕк ачасем çеç юлчĕç. Темиçе ялтан килнĕ çĕршер çын Михха çаранĕ еннелле çул тытрĕ. Ĕнтĕ казаксене халăх утни çеç çырлахтармарĕ. Вĕсем çынсене саламатпа ăшала-ăшала чуптарчĕç.
Сасартăк Михха çаранĕ енчен хăватлăн юнаса кăшкăрнă шав янларĕ:
— Охо-хо-хо-хо!..
Пĕр ушкăн арçын те кӳсек, те темскер йăтса кунталла васканине курсан, казаксен чĕри савăккăн тапма тытăнчĕ. Хĕç-пăшалсăр çынсене хĕçпе касма аванах мар пек туйăннăччĕ, çапăçма килекенсене турама аллисем чĕтремĕç.
— Сабли вон!.. В атаку ма-арш! — команда пачĕ асли вырăнĕнчи.
Казаксем хĕçĕсене туртса кăларчĕç. Хирĕç тăшмансем килнĕ пек шутласа, бурлаксем çине ыткăнчĕç.
Казаксем, хĕçĕсене çиçтерсе, хăйсем çинелле вирхĕннине курсан, бурлаксем те сехĕрленчĕç. Юлташсем хавшанине сиссен, Ваçли те канăçсăрланчĕ. Малтанах вăл та казаксем саламатпа кăна тапăнĕç те, вĕсене пĕтерме темех мар тесе суннăччĕ. Халь ырри пулас çукки куç умĕнчех. Ваçли Саначин пăшал тыткалама, тĕл пеме, вăрçă ĕçне вĕреннĕ чухне ăнлантарнине аса илчĕ те, инçех мар хăва кати пуррине асăрхасан:
— Юлташсем, тăнăçлă пулăр! — терĕ пурте илтмелле. — Казаксем хăравçăсемшĕн çеç хăрушă. Хăраманнисемшĕн, çухалса кайманнисемшĕн тĕл пемелли катемпи кăна. Хăва кати ăшне кĕрер хăвăртрах!
Бурлаксем, вăй-хăват çитнĕ таран чупса, хăвалăха кĕрсе ӳкрĕç. Ваçли вĕсене казаксене пеме хатĕрлентерчĕ.
Лешсем бурлаксем хăва ăшне пытанасса кĕтменччĕ. Çак вĕсен çапăçас чăрсăрлăхне хавшатрĕ. Хăвалăха çитсен, казаксем ирĕксĕрех чарăнчĕç. Лашаран çӳллĕ хăва ăшне пуçсăрланса кĕрсен, хăйсене чиксе е çапса пăрахасран хăрарĕç. Бурлаксене хăва ăшĕнчен кăларас тесен, винтовкăран пемелле. Анчах хĕçе йĕнне чикме тата пăшал тытма команда париччен хăвалăхра пăшал сассисем кĕрĕслетрĕç. Харăсах пилĕк казакне тивертрĕç. Çак ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе юлашкисем самантлăха минресе тăчĕç. Çав хушăра тепĕр хут печĕç те татах виçĕ казакне ӳкерчĕç. Икĕ казакĕ лашисене каялла çавăрчĕç. Хăрушлăхран хăтăлнăн шутласа тăнăçланма хăтланнăччĕ, вĕсен çулне сурăх кашкăртан хăранă пек Михха çаранĕ çинелле пыракан халăх пӳлчĕ. Вĕсем пăшал сассине илтнĕ, кун хыççăн казаксем ӳкнине, икĕ казакĕ çеç юлса нимне пĕлми каялла тарнине курсан, мĕн сиксе тухнине тавçăрчĕç те хăюлланчĕç.
Казаксем инкек сирĕлменнине ăнланчĕç, йӳпсесшĕн çеç пулмарĕç. Хĕç-пăшалсăр çынсене касса, таптаса хăварма темех мар пек сунчĕç. Хĕçĕсене кăларса, лашисене халăх çинелле тытрĕç. Пĕрре хăраса ирттернĕ, хăрушлăха хăнăхма ĕлкĕрнĕ çын вăй-хăвачĕ, хăюлăхĕ темиçе хут ӳсессе çеç чухлаймарĕç. Хресченĕн вăрăм авăрлă çави казак хĕçĕнчен çивĕчрех те хăрушăрах. Казаксем кама та пулин касма ĕлкĕриччен, вĕсене хăйсене чиксе пăрахрĕç.
Кĕçех бурлаксем те чупса çитрĕç. Ваçли урапа çине хăпарчĕ те:
— Юлташсем! — хĕрӳллĕн чĕнчĕ. — Сехмет хутне кĕрсе, пире çаратса пухнă мулне хӳтĕлесшĕн патша йыттисем ĕнертенпех айăпсăр çынсен юнне тăкаççĕ... — Патша ятне усалпа асăнни хăш-пĕрисене хăратса пăрахрĕ. Яланхи пек чухне Ваçлине хирĕç калакан, пăрăнса каякан та тупăнĕччĕ. Халь никам та хускалмарĕ. Тӳре-шарасемпе казаксем тата Михха тунă ирсĕр ĕç вĕсен чĕрине тӳсмелле мар тивертнĕ. Ваçлин малаллахи сăмахĕсем вĕсен ĕмĕр тăршшĕпе ĕненнĕ, пăхăннă йăлисене сирсе пычĕç. — Ĕнер çав ирсĕрсем Энĕшкассинчи Прахăр хĕрне — Кĕтерука персе пăрахнă. Каçалапа Анна Александровнăпа прикащикне тытса кайнă. Çĕрле Степан Ивановича вĕлернĕ. Вĕсем пурте сире парăннă, сире чуралăхран кăларасшăн кĕрешекен паттăрсемччĕ. Тата паян рейда пырса икĕ çынна вĕлерчĕç, виççĕшне амантрĕç. Кунта та çавнах турĕç...
Халăхăн ĕмĕрхи çилли, курайманлăхĕ, тăшмана пуçĕпех пĕтерес шухăшлă вăй-халĕ çиеле тапса тухрĕ.
— Вилĕм вĕсене!
— Вилĕм!
— Сехмете вилĕм!
— Пĕтĕм пурлăхне кĕл тумалла!
— Атьăр! — хăватлăн шавласа илчĕç те хĕç-пăшаллисем — хĕç-пăшалне, хĕç-пăшал çукки — çавине, пакурне йăтса кĕпер патнелле васкарĕç.
Кашни самантпа усă курса тырри-пуллине хăвăртрах пухса кĕме тăрăшакан хресченсем пуçне çĕклесе пăхмасăр выраççĕ. Энĕшкассипе Тĕмшер çĕрĕн чиккине уйăрса тăракан çулăн пĕр енче — Сантăрпа Наçтик, тепĕр енче — Униççе. Тĕм патĕнчи урапа çинче пĕчĕк ачи çывăрать: Униççе упăшки вăрçăра, инçетри çĕршывра пуçне хунине такам та пĕлет ĕнтĕ. Çавăнпа шеллеççĕ ана. Çавăн çинчен Сантăрпа Наçтик те калаçса илчĕç.
— Ылханлă вăрçă темерĕн... Çынна çамрăклах тăлăха тăратса хăварчĕ.
— Ку самана хамăра та тем кăтартĕ-ха... — хĕрĕн ăраскалне аса илсе хурланчĕ Наçтик.
Атăлкасси енче сасартăк асар-писер анрашнă сасă илтĕнсе кайрĕ.
— Мĕн амак ку? — сехĕрленчĕ Наçтик.
Сантăр вырма чарăнсах тӳрленчĕ. Вĕсем çеç мар, ав Униççе, ыттисем те вырма пăрахнă. Пурте çуй-шав илтĕннĕ еннелле пăхаççĕ. Унччен те пулмарĕ, вырман тырра таптаса, юланутсем вирхĕнсе килни курăнчĕ. Сантăрпа Наçтик ăнланма ĕлкĕриччен такам çуйлăн асăрхаттарса кăшкăрчĕ:
— Казаксем килеççĕ!
— Турă çырлахтăр... Тата тем курса ларăпăр! Сантăр, атя хăвăртрах!
— Пирĕн ним курмалли те çук. Эпир Миххана парăмлă мар. Пастовкăна хутшăнман. Михха çине тапăннисем тарччăр!
— Эсĕ камне ыйтса тăмĕç вĕсем!
— Ыйтмасан хамăр каласа парăпăр та, пирĕнтен пăрăнса кайĕç.
Казаксем персе çитнĕ кĕтесре шари! çухăрса яни илтĕнчĕ. Пусă тулли халăх ялалла чупма тапратрĕ. Униççе те ача урапине туртрĕ.
— Сантăр, атя, тархасшăн! — татах йăлăнчĕ Наçтик. Сантăр çаплах вырма хăтланчĕ. Анчах сиккипе çитнĕ казакĕ чарчĕ.
— Сволочь! Янашов тыррине вырма кай! — тесе Сантăра саламачĕпе пуçран çапрĕ.
— Господин казак, мĕн айкашатăн эсĕ? Эпĕ Михха ĕçĕнче пулман, пастовкăна та хутшăнман! — терĕ тарăхса Сантăр.
— Ăхă, эсĕ пастовкăна хутшăнман-и-ха! — терĕ те казак Сантара ăçтан лекнĕ çавăнтан ăшаларĕ.
Сантăр тӳсеймерĕ, çынсем хыççăн Атăлкассинелле чупрĕ.
Сантăр парăннине ĕненсен, казак Тĕмшер çĕрĕ еннелле пăхрĕ те хĕрарăм ача урапи туртса пынине курчĕ. Чурăс чĕри тата савăкрах тапма пуçларĕ.
Униççе мĕнпур вăй-халне кăларса чупать. Урапи кисреннипе вăраннă ачи çухăрса макăрни те хăлхине кĕмест. Çăва çине çитесси çеç. Унта пытанма та пулĕччĕ. Анчах инçе каяймарĕ — казак ача урапине ӳпне-питне йăвантарса ячĕ. Саламачĕпе Униççе пуç урлă туртса çапрĕ.
— Тарса хăтăлас терĕн-и?! Халь нимĕр тăватăп! Униççе ыратнипе те хăранипе урапи аллинчен вĕçерĕнсе юлнине те туймарĕ. Казак саламачĕ çурăмĕнчен те пуçĕнчен çунтарса илнине тӳсеймесĕр Атăлкассинелле чупрĕ. Казак урăххине хăвалама кайнине сиссен, сывлăшне çавăрмалла чарăнчĕ, аллинче ача урапи çуккине аса илчĕ те йăлтах ĕшенсе ӳкрĕ. Васкаса каялла таврăнчĕ. Ачине кăкăр çумне чăмăртарĕ. Тепĕр аллипе çурлине тытрĕ те урапине пăрахсах кил еннелле чупрĕ. Каллех инçе каяймарĕ — офицер хуса çитрĕ. Пĕтĕм сехрине хăпартмалла:
— Ăçта таратăн, йытă ами! Халь таптаса иретĕп! — тесе кăшкăрчĕ, саламачĕпе ăшалама тапратрĕ.
Униççен çапса çурнă пек ыратакан пуçне çиçĕмрен те хăвăрт шухăш пырса кĕчĕ: упăшкана таçти çĕршыва илсе кайса пĕтерни сахал, тата ачапа иксĕмĕре те вĕлересшĕн. Ма-ха хирĕç тăмасăрах, упăшкишĕн тавăрмасăрах вилсе выртмалла! Вăл вăр-вар каялла çаврăнчĕ.
— Ых, тискер кайăк! Çак пĕчĕк ачана та шеллеместĕн. Çын çуратман сана, çуратсан та çуратнă урнă кашкăр! — терĕ те хаяррăн, пĕтĕм вăй-хăватне пухса, офицера хирĕç сикрĕ. Çурлипе хырăмне тăрăнтарчĕ. Татах чикесшĕнччĕ, çурлине каялла туртса илеймерĕ. Çавăнтах ытти хресченсене чĕнсе кăшкăрчĕ: — Эй, ан хăрăр! Çурлапа чикĕр вĕсене! Çурлапа чикĕ-ĕр!
Офицер малтанах ытла та хĕрсе кайнипе нимех те туймарĕ. Хĕрарăм хирĕç тăма хăтланни тата темскер кăшкăрнине илтсен, хĕçне йĕннинчен кăларса сулчĕ. Хĕр-арăма хулпуççинчен пуçласа çурма пӳне çити касса антарчĕ. Униççе ачине чăмăртасах çĕре кĕрĕслетрĕ. Офицер ун çине çаврăнса та пăхмарĕ, Сантăрпа Наçтик хыççăн вĕçтерчĕ. Анчах хуса çитеймерĕ, хырăмне вутпуççи кĕрсе укнĕ пек пĕçертнине тусеймесĕр лашине чарчĕ. Хĕрарăм чикнĕ çурла халь те тăрăнсах тăнине астусан, кăларма хăтланчĕ, кăлараймарĕ. Пулăшу ыйтса кăшкăрчĕ. Инçе кайма ĕлкĕрнĕ казаксем илтмерĕç. Вăхăт нумаях та иртмерĕ — офицер хăй лаши çинчен тăрăнса анчĕ.
Уйри халăха пĕр çĕре хупăрласан, казаксен пĕр ушкăнĕ Ĕнел кĕтӳне хуса килме кайрĕ. Тепĕр ушкăнĕ халăха Атăлкассинелле хăвалама тытăнчĕ. Икĕ казакĕ сăмала çине чиксе кăларнă сӳс ланчашкине патак вĕçне çыхса вут тивертрĕç те, хĕлхемĕсене тăка-тăка, Энĕшкассине кĕчĕç, хаяррăн та юнаса кăшкăрашрĕç:
— Эй! Янашов ĕçне кайма тухăр! Тухмасан халь яла вут тивертсе çунтаратпăр!
Пусса тухмасăр юлнă е пусăран тарса кĕме ĕлкĕрнисем ни вилĕ, ни чĕрĕ пулчĕç. Улăм витнĕ хуралт çине пĕр хĕлхем вĕçсе ӳксен те, пĕтĕм яла вут хыпса илĕ. Леш каç та Хĕлип вут тĕртнипе Варасăрпа Тĕмшерте тăхăр кил çуннăччĕ. Инкек Энĕшкассине те тивесрен Ваçлипе Кĕтерук хăтарнăччĕ. Ун чух халăх та килтеччĕ. Халь кам ăçта кирлĕ çавăнта саланса пĕтнĕ тата, сӳнтерме тухсан та, пăшалпа персе пăрахасран хăрушă.
Микула çавăнтан асăрхансах ĕнтĕ ялăн-ялăн хĕç-пăшаллă çынсене тăратнă та. Вĕсем казаксем çывхарсанах тăрăслаттарса ӳкерчĕç те урама тухса халь те çунакан вутпуççине сӳнтерчĕç.
Çав вăхăтра Атăлкассинелле хăвалакан казаксем халăха вăрман тĕлне çитерчĕç. Çынсем тарасран хăраса, ытларах пайĕ вăрман хĕрри енчен хупăрласа пычĕç. Сасартăк харăслатса пенĕ сасă вăрмана çурса кайрĕ. Темиçе казак лаша çинчен тăрăнчĕç. Ыттисем самант хушши минресе тăчĕç. Халăх упранма май шыраса мар, ытла хăранипе пĕрне-пĕри курса çĕре выртрĕ. Чĕрĕ юлнă казаксем хăнăхнă йăлипе, тăшман çине тапăнма шутланăн, хĕçĕсене кăларчĕç. Вăрмантан каллех пенипе тарма тапратрĕç.
Казаксен хăрушлăхĕ сирĕлсен, вăрмантан Микула чупса тухрĕ.
— Юлташсем! — кăшкăрса чĕнчĕ вăл. — Ĕнтĕ нимрен те хăрамалли çук. Вăрманалла вĕçтерĕр!
Халăх самант хушшинче вăрмана кĕрсе саланчĕ. Пусăра казаксен виллисемпе лашисем кăна тăрса юлчĕç. Хуçине пăрахса хăварма хăнахманнипе кĕçене-кĕçене чупкалаççĕ, хуçисен тĕлне пырса кукалеççĕ. Çакă тепĕр хăрушлăх кăларса тăратрĕ. Кĕтĕве хăвалама кайнă казаксем хуçасăр лашасене асăрхасан, мĕн пулнине тавçăрĕç те тарса хăтăлма шутлĕç. Куна сирме пĕр май çеç: казаксен виллисене халех пуçтармалла, лашисене Атăлкассинелле хăваламалла. Микула хăш-пĕр лашине тытма хăтланса пăхрĕ. Лешсем ют çынна çывăха та ямарĕç. Вара Микула Саначина, унпа пĕрле тата темиçе çынна чĕнсе илчĕ те:
— Юлташсем, вилесене, аманнисене те вăрмана кĕртĕр. Хĕç-пăшалĕсене пуçтарса илĕр те лашисене хăваласа ярăр! — тесе хушрĕ.
Вуншар çын, пакурсемпе хăлаçланса е çапа-çапа хăратса, лашасене Атăлкассинелле хăваларĕç. Ытти казакĕсем çеремре çӳрекен виçĕ ял кĕтĕвне çавăрса илчĕç те, кĕтӳçĕсене хĕнесе хăварса, выльăхĕсене Атăлкассинелле тĕрлеттерсе килеççĕ. Тӳпене çăра тусан хăпарать. Çапла вĕсем ним хăрушлăха сисмесĕр выльăхсене, Хăйрал çырми урлă каçарса, вăрман хĕрринелле кăларчĕç. Сасартăк пăшал сассисем илтĕнчĕç. Темиçе казак лаши çинчен ывтăнчĕ, чĕрĕ юлнисем тарма тытăнчĕç. Анчах тĕл янă пуля вĕсене те йĕнер çинчен сирпĕтрĕ. Выльăхсем никам хупăрламаннине сиссен, ăçталла куç курнă çавăнталла чупрĕç.
Вăрмантан пăшал е пакур йăтнă халăх сиксе тухрĕ. Натюш шерте çине çыхса çакнă хĕрлĕ ялав йăтнă. Тĕрĕссипе ку хăмачран тунă хĕрлĕ ялав мар, Кĕтерук юнĕпе сăрланнă тутăр. Халăх ниçта чарăнса тăмасăр, хирĕç пулакан темле чăрмава та таптаса хăварасла, Атăлкассинелле чупать. Пурин те пĕр ĕмĕт ялкăшать: сехмете пуриншĕн те тавăрмалла.
Çурма çулта вĕсем кĕтӳ çулĕпе улăхран хăпаракан халăхпа пĕрлешрĕç. Микула юрă пуçарса ячĕ:
Пирĕн тавра усал тăвăл улать-çке,
Тĕттĕм вăй-хăват пире пит хĕстерет...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...