Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
Бакен çутакан сăхсăхса илчĕ. Патша çинчен çак тери усал каланине кăм илтнĕ?
— Куратăп, эсĕ ман сăмахсенчен хăраса ӳкрĕн. Эпир санашкал хăравçине пĕлсе тӳре-шарасем алхасаççĕ. Пирĕн тирсене чĕрĕллех сĕвеççĕ. Пурте пĕрлешсе çĕкленсен, вĕсен хăвачĕ çил кăна. Тен, илтнĕ те пулĕ. Михха тарçисем, ĕçпе аманнă çурăмĕсене тӳрлетсе, хăйсен тивĕçĕшĕн кĕрешĕве çĕкленчĕç.
Михха тарçисем забастовка тунине тапратсан, мул хуçисем, халăха пусмăрта усранине аса илсе, вырăс çынни лăплана пуçларĕ, Ваçлине тимлесерех итлеме тытăнчĕ.
— Эсир сутанчăк этем маррине шанса, çакна ыйтатăп: хĕрарăма вăхăтлăха хăвăр пата хăварма ирĕк парăр. Ан хăрăр. Эпир ăна кĕçех килсе илĕпĕр.
— Мĕнрен хăрас... Эпĕ те сирĕнешкел çынах... — Ĕнтĕ йăлтах тăнăçланса çитнипе килĕшрĕ бакен çутакан. — Шел... Виллине упрама йышăниччен чĕррине йышăнма пархатарлăрахчĕ... Мĕн тăвăн... — Куçĕнчен юхса аннă куççульне кĕпе çаннипе шăлчĕ вырăс çынни.
ХХIХ
Тĕлĕнмелле, кирек ăçтан таврăнсан та, Прахăр хапха уçса кĕртекенччĕ. Исправникпе станувуй хапха патне çитсе чарăнни самай та пулчĕ, Прахăр хирĕç тухмарĕ. «Ăçта кайнă вăл? Стражниксем те пулин уçса кĕртмелле-çке. Вĕсем те курăнмаççĕ». Мошков тытса килнĕ çынсем мĕн каласа панине пĕлесшĕн çунса килнĕскер, никам та кĕтсе илменнипе Огуречников кăмăлĕ пушшех пăсăлчĕ. Вăл кĕрĕксĕрех тăрантас çинчен йăраланса анчĕ, кил хушшине кĕрсе кăшкăрчĕ:
— Прахăр! Прахăр, тетĕп!
Никам та сасă памарĕ. Огуречников дежурнăй стражник патне кĕчĕ те тӳрех ятлаçма тапратрĕ:
— Прахăр ăçта? Ытти стражниксем ăçта? Мĕншĕн хапха уçма тухмаççĕ?
Стражник чĕтре-чĕтрех хуравларĕ:
— Ваше благородие, Прахăрпа хĕрне господин урядник те шыраса хăшкăлчĕ, тупаймарĕ. Тĕл пулсанах тытса хупма хушрĕ. Хăçантанпа сыхлатăп ĕнтĕ, иккĕшĕнчен пĕри те çук. Стражниксем те килте мар. Виççĕшне господин урядник Энĕшкассине кăларса ячĕ. Пиллĕкĕшне хăйпе пĕрле илсе кайрĕ.
Огуречников чĕри усала сиснĕн тапрĕ.
— Прахăрсене ма тытса хупма хушнă? Мошков ăçта, мĕн тума кайнă?
— Ним те пĕлместĕп, ваше благородие. Господин урядник каласа хăвармарĕ.
Огуречникова сĕм вăрмана килсе кĕнĕн туйăнчĕ. Паçăр çеç-ха, Шупашкара тухса кайиччен, станра мĕн ыр-усал пурри йăлтах паллăччĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, ниепле тавçăрма çук ĕç сиксе тухнă. Вăл ним тума аптранă енне стражнике енчен-енне çупса ярĕччĕ. Пысăк начальник килнĕрен ал çĕклеймерĕ. Вăл халь те çилленет-и, тен. Кунашкалне, хăйне хапха умне лартса хăварнине нихăçан та курман ĕнтĕ вăл!
— Пыр хăвăртрах, хапхана уç! — юлашкинчен хушрĕ дежурнăй стражнике.
Иккĕшĕ те хапха патне пычĕç. Стражник хапхана уçрĕ те лашана çавăтса кил хушшине кĕртрĕ. Çенĕк умне çитсен, исправнике хулĕнчен тытса тăрантас çинчен антарчĕç.
— Ваше высокоблагородие... — пуç тайрĕ Огуречников, — сире хисеплĕ кĕтсе илменшĕн ан çилленĕр, тархасшăн... Стана дежурнăй стражник çеç юлнă. Уретникпе ытти стражниксем эпĕ кăтартса хăварнипе пĕчĕк операци ирттерме кайнă та таврăнман... Халь ман хваттере кĕрер-ха. Эсир килнипе арăм çав тери хавасланать ĕнтĕ...
Исправник, казаксем килессипе хĕпĕртенĕскер, хăйне кĕтсе илменнине йӳпсемерĕ, хăна пулма та хаваспах килĕшрĕ.
— Акулина Ивановна! — пӳрте кĕрсенех хаваслăн чĕнчĕ Огуречников, хаклă хăнана тивĕçлĕн йышăнăр!
— Ваше высокоблагородие... Килĕрех, килĕрех!
— Мĕнле пурăнатăр, Акулина Ивановна... — Исправник станувуй арăмĕн аллине чуптурĕ.
— Хальхи пурнăç çинчен тем каламалла ĕнтĕ, ваше высокоблагородие.
— Тĕрĕс, Акулина Ивановна... — станувуй арăмĕн шухăшĕпе килĕшрĕ исправник. — Пăлхавлă саманара пурăнатпăр. Çапах та пăшăрханма кирлĕ мар. Пурте лăпланĕ. Каллех тăнăçлă та ним хуйхăсăр пурăнăпăр.
— Ваше высокоблагородие, — сăмаха хутшăнчĕ Огуречников, — самани çинчен кайран та калăçăпăр. Ман патăмра хăнара чухне ним шухăшламасăр иртсе ларăр-ха.
Ĕçме-çиме хатĕрлесе исправнике сĕтел хушшине лартма ĕлкĕрейнĕччĕ — кил хушшинче тискеррĕн çуйхашни илтĕнчĕ.
— Мĕн унта? — тĕлĕнсе ыйтрĕ исправник.
— Халех пĕлетĕп, ваше высокоблагородие.
Алкум вĕçĕнче Огуречников пуçран çапса минретнĕн чарăнчĕ. Тăрантас çинче питне-куçне тутăрпа авраса çыхнă икĕ полицейски чĕрене çурасла йынăшса çуйхашаççĕ. Малти лав çинче тепĕр стражникĕ тăсăлса выртать. Ун умĕнче ыттисем ним тума аптраса тăраççĕ. Огуречников урапа çинче тăсăлса выртакан стражник патне васкаса пычĕ. Унăн тумтирĕ йăлтах юнланнине асăрхасан, алчăранă куçĕпе кĕпĕрленсе тăракан стражниксем çине тинкерчĕ.
— Вĕлерчĕç ăна... — терĕç вара лешсем. Огуречников тăрантас çинче лараканнисем патне пычĕ.
Кунта та юн. Вăл хăй ĕмĕрĕнче хурăн хуллипе çаптарса е чăмăрĕпе сăмса-çăвартан çапса нумай çыннăнне юн кăларнă. Полицейскисен юнне кăларма пултарассине çеç шухăшламанччĕ. Курчĕ те ухмаха ернĕ пек пулса кайрĕ, аран тухакан сассипе чĕнчĕ:
— Иван Митрыч, ма ку терих юнланса пĕтнĕ эсир?
Станувуй сасси уретник хăлхине инçетре янланăн пырса кĕчĕ те, вăл ăна палларĕ. Суранĕ тӳсме çук ыратнине пусарасшăн тата Огуречников пĕррехинче хăйне пысăк хур кӳнипе авăкланса юлнă çилĕ çиеле тухнипе хаяррăн хуравларĕ:
— Ваше благородие, савăнăр! Эсир хӳтĕлекен çынсем ырă тунине куртăр ĕнтĕ... Аслă патшан икĕ тарçин куçне сиктерсе кăларчĕ. Пĕрне пуçĕпех вĕлерчĕ. — Огуречников анраса кăйнипе ним чĕнейменнине сиссен, тата хытăрах кăшкăрчĕ: — Ваше благородие, ма шарламастăр? Е пире те вĕлермеллех тивертейменшĕн хуйхăратăр-и?
Огуречников: «Кам тапăнчĕ сире?» — тесе ыйтасшăнччĕ. Мошковăн юлашки сăмахĕсем ăна тăна кĕртрĕç.
— Господин урядник! — сассине хăпартсарах чĕнчĕ Огуречников.. — Сире инкек çапса хуçнишĕн чунран тарăхатăп. Çапах та хăвăр камне çухатма хăтланни пархатарсăр. Эпир кабинетра мар, кил хушшинче. Урампа тăкăрлăк та юнашарах... — Мошков хăй йăнăшнине ăнланчĕ те чĕмсĕрленчĕ. Ыратнине сасă кăлармасăр тӳсесшĕн тутине çыртрĕ. Огуречников кĕтсе тăракан стражниксене хушрĕ: — Иван Митрыча — ман кабинета, Сударкина Иван Митрыч кабинетне кĕртĕр те хвершăла кайса илĕр. Вилене вăхăтлаха дежурнăй пӳлĕме вырттарăр!
Мошкова кабинета вырнаçтарчĕç.
— Ĕнтĕ, пултарсан, пĕтĕмпех каласа парăр, — сĕнчĕ ăна Огуречников.
— Халь мĕн калас ман... — макăрнăн та ылханнăн илтĕнчĕ Мошков сасси. — Инкек эсир хĕлле Николай Степановичпа Максим Данилов ывăлне хупма чарнă пирки сиксе тухрĕ...
— Иван Митрыч, эсир тем аташатăр?
— Ваше благородие... Эп аташни нимех те марччĕ. Çакă питех тĕлĕнтерет... Эсир пирĕн куçа сиктерсе кăларнине, пĕр стражникне вĕлернине те ĕненместĕр-и, тен. Ахăртнех, куç пăвни çеç ку тесе шутламастăр-и?
— Иван Митрыч, ытарлă мар, тӳррĕн каласа пама ыйтатăп: мĕнле инкек тупăнчĕ сирĕн тĕле? — вĕчĕрхенсе сăмах хушрĕ Огуречников.
— Тӳрри акă мĕн, ваше благородие... Пире Максим Данилов ывăлĕ пере-пере ӳкерчĕ... Пĕтĕм забастовка ĕçне Николай Степановичпа арăмĕ ертсе пыраççĕ. Вĕсен пĕлтерӳçисем те хамăр станрах.
— Данилов ывăлĕ патшан тăшманне пĕлетпĕр. Анчах Николай Степановичпа Прахăр çемйи те айăплине мĕнпе çирĕплетме пултаратăн?
— Ваше благородие, каллĕ-маллĕ шухăшласан хăвăрах тавçăрмалла. Станран никам хыпарламан пулсан, эпир Тĕмшерпе Энĕшкассине пырасса ăçтан сиссе выльăх-чĕрлĕхне пытарма, ухтарма тытăнсанах чан çапса пухăнма ĕлкĕрнĕ çынсем? Аса илĕр-ха, Кĕтерук çакăнса вилме кайнă тесе ĕнентерекенсем Прахăрпа арăмĕ марччĕ-и? Паян эпĕ вĕсем Данилов ывăлĕпе пĕрлине хам куртăм. Часовньăна та Кĕтерук çунтарнă. Николай. Степановичпа арăмĕн вăрттăн ятсем те пур. Хăйĕн — Кăйкăр, арăмĕн — Чĕкеç... — Ыратнипе самантлăха чарăнчĕ те Мошков чĕрене çурасла йынăшса ячĕ. — Туятăп: эсир мана халь те ĕненместĕр. Мĕнех вара, Максим Данилова кăларса яма хушманччĕ, чĕнсе кĕртĕр-ха ăна.
Огуречников тĕлĕннипе ним шарламасăр тăчĕ. Уретник каланисем пурте тĕрĕс килсе тухсан, намăса ăçта хумалла. Прахăрпа арăмĕ чухлĕ сĕмсĕркке чăвашсем те, ун шанăçне кĕрсе, ăна чавса тăршшĕ лартса пурăннă.
— Максим Данилович, эсĕ-и? — терĕ Мошков, леш кĕнĕ-кĕменех.
Макçăм хăй ларакан пӳлĕме стражник виллине кĕртсе вырттарнипе те хăраса ӳкнĕччĕ. Паçăр çеç чипер калаçса уйрăлнă уретник юнлă пит-куçне тутăрпа çыхнине курсан, сехри пушшех хăпрĕ.
— Эпĕ...
— Максим Данилович, паçăр мана каланине господин станувуя тепĕр хут каласа парăр-ха...
Макçăм тытăна-тытăнах паçăрхи сăмахсене çирĕплетрĕ. Огуречников тӳсеймерĕ, ним тума аптранă енне сĕтеле чышса кĕмсĕртеттерчĕ.
— Мĕншĕн ку таранччен пытарса усранă эс вĕсене?.. Халь пыршуна куматăп! Ĕмĕрлĕхе Çĕпĕре яратăп!
Станувуй шухăшĕпе Мошков та килĕшрĕ. Чăнах, староста-çке вăл. Ялти лару-тăру çинчен унран яланах ыйтса тăнă. Вăл нимĕн те шарламан. Хăй çак кавара хутшăнмасан та, кавар тăвакансемпе çырлахни паллах. Анчах станувуя курайман пирки Мошков Макçăм хутне кĕчĕ.
— Ваше благородие... Ман шутпа, юлашкинчен те пулин пирĕн куçа уçнăшăн Максим Даниловича тав тумалла. Тата эпĕ тунмасан айăпламастăп тесе сăмах панă. Çакна эсир те хисеплессе шанатăп.
Огуречников çилли кăштах пусăрăнчĕ. Уретник тĕрĕсех каларĕ вĕт. Енчен вăл пĕлтермен пулсан, Микуласемпе Прахăрсем халь те вĕсен куçне сĕрсе пуранатчĕç те тем чухлĕ сиен кӳретчĕç. Кунта Макçăм урăх кирлĕ маррине аса илсе, çемçерех сасăпа хушрĕ:
— Максим Данилович, халлĕхе тухăр-ха... — Лешĕ тухсан: — Николай Степановича тытма хам каятăп. Çаклантăр кăна, пуриншĕн те... пуриншĕн те тавăрăп... — терĕ.
— Ăна тытма кайма кирлĕ те мар, ваше благородие... Паян шăматкун, вăл киле таврăнатех. Унта ăна виçĕ стражник сыхлаççĕ. Кĕçех тытса та килĕç. Вара кирек мĕн тăвăр.
— Иван Митрыч... чун-чĕререн тав тăватăп...
Ĕç çинчен сăмах вĕçленсен, Мошков, хăйĕн пурнăçĕ шанăçсăррине аса илсе, сасăпах макăрса ячĕ.
— Ман ачасем мĕн кураççĕ-ши ĕнтĕ?..
Огуречников ăна йăпатма васкарĕ:
— Иван Митрыч, ытлашши ан хуйхăр. Пирĕн монархăн кăмăлĕ турăнни пекех аслă. Вăл хăйне парăннă тарçине нихçан та пăрахас çук. Кĕçех хвершăл çитсе пăхĕ те, йывăрах тесен, Хусана ăсатăпăр. Чи чаплă тухтăрсем сыватаççех. — Ăшĕнче хăй çапла шухăшларĕ: «Юрать-ха, куçне сиктерсе кăларнă. Унсăрăн ман вырăна йышăнма тапаланĕччĕ».
Çав самантра хвершăл васкаса кĕчĕ.
— Алексей Васильевич... Иван Митрыча амантнă. Тен, ăна Хусана илсе кайма тивет?
— Ваше благородие, кунта пăхкаласа вăхăта ирттерес мар. Больницăна леçĕр. Паçăрах илсе пыни тата авантарахчĕ.
Хвершăл шухăшĕ Огуречникова пушшех çырлахтарчĕ. Юрать-ха, исправник хваттерте ларать. Çакăнта килсе кĕрсен мĕн тумаллаччĕ. Мошков пакăлтатнине илтнĕ хыççăн вăл Огуречникова хирĕç каясси паллах. Вилсен тата тепĕр сывлăшчĕ.
Кĕçех Мошковпа амантнă стражнике тăрантас çине лартса больницăна ăсатрĕç. Огуречников кабинетне таврăнчĕ те, арман чулĕ пусарнă пек, пукан çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Микулана хисеплеменччĕ-и, шанманччĕ-и, ун хутне кĕменччĕ-и... Вăл мĕн туса хучĕ... Пуç тӳпине хăпарсах вараларĕ. Арăмĕ те пĕрлех иккен... Кун хыççăн кама шанмалла... Кама ĕненмелле?..
Кĕтмен çĕртен исправник килсе кĕни Огуречников шухăшне татрĕ. Вăл хăнăхнă йăлипе ура çине тăчĕ.
— Григорий Петрович — ӳсĕррине пытармасăр чĕнчĕ исправник, — намăс мар-и сире? Самантлăха тесе лартса хăвартăр та çухалтăр... Сансăр пуçне эреххи-сăри те йӳçме пуçларĕ. Акулина Ивановна та кăмăлсăр...
— Ваше высокоблагородие, каçарăр, тархасшăн... — терĕ те Огуречников чĕмсĕрленчĕ.
Исправник станувуй йăлтах улшăннине сисрĕ.
— Григорий Петрович, ма салху эсир?
— Ваше высокоблагородие... Ытла та пысăк инкек сиксе тухрĕ...
— Мĕнле инкек çинчен калаçатăр?
— Уретникпе пĕр стражнике йывăр амантнă. Тепĕр стражникне вĕлерсех пăрахнă...
— Мĕн тетĕр? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ исправник.
Огуречников Ваçлипе Кĕтерука тытма кайсан мĕн пулса иртни çинчен каласа пачĕ.
Исправник çапла ăнланчĕ: ачи айкашнăшăн ашшĕ явап тытма тивĕç. Çитменнине, вăл — староста.
— Максим Данилова тытса килĕр. Ăна чĕрĕллех çисе яратăп! — нимне пĕлми кăшкăрчĕ вăл.
— Ваше высокоблагородие, малтан эпĕ те сирĕн майлах шутланăччĕ. Кайран урăхла тĕвтурăм. Максим Данилов пирĕн алăран ниçта та вĕçернес çук. Халь вăл халăх хушшинче кирлĕ. Тата çакна та манма юрамасть: Данилов тĕллесе панипе çеç эпир патшана хирĕç камсем кавар тунине пĕлтĕмĕр.
— Камсем?
— Николай Степановичпа арăмĕ.
Исправник, касса янă йывăç пĕк, пукан çине тĕшĕрĕлсе анчĕ, аллине чĕри тĕлне тытрĕ.
Исправник куçĕ умне Микули кунĕ ĕçкĕре пулни тухса тăчĕ. Микулапа Анук иккĕшĕ те парăннăн хăналарĕç. Такамăн кăмăлне те хăйсем май çавăрнă вĕсем... Ашĕнче хура çĕлен усранă. Исправник сасартăк ура çине сиксе тăчĕ.
— Хăвăртрах тытса килĕр! Эсир каланисем тĕрĕс пулсан, ĕмĕр никам курман асап кăтартăп!
— Ваше высокоблагородие, ытлашши хумханас мар. Николай Степановичсене хупăрламалли майсене тахçанах тунă. Вĕсен килĕнче иртенпех виçĕ стражник тăраççĕ. Николай Степанович паян килне таврăнатех. Ĕнтĕ пурте эпир шухăшланă пек иртĕ. Айăплисене илсе киличчен кăштах канăр-ха. Çĕнĕ хыпар çитсен, хамах пырса пĕлтерĕп.
Станувуй сăмахĕсем тĕрĕссине ăнланчĕ исправник. Чăнах, вăхăт çитмесĕр нимĕн те тăваймăн. Кунта тăнипе станувуя çеç чăрмантарăн.
— Григорий Петрович... ман чĕрене лăплантармалла ĕç тăвасса шанса, сире ирĕк паратăп! — терĕ те исправник тайкаланса тухса кайрĕ.
Прахăрсене таçта та шыраса пăхрĕç, тупаймарĕç. Микуласене те тытса килеймерĕç. Кутемĕн пасар та саланнă ĕнтĕ. Огуречникова сасартăк тавçăру пырса кĕчĕ: «Халиччен эпир мĕн тума шутланине пĕлнĕ япала, Максим Данилов сутнине илтмен-и? Çавăнпа тытса килеймерĕç мар-и?» Огуречников пĕр лавĕпе икĕ стражнике пасара кăларса ячĕ, Микулана ĕлкĕреймесен, ăçта кайнине те пулин тĕпчесе пĕлсе, Энĕшкассине пыма хушрĕ. Вĕсен хыççăн хăй те, тепĕр лавĕ çине икĕ стражник лартса, Энĕшкассине вĕçтерчĕ.
XXX
Анукпа Муравьева калаçма ирĕк памарĕç. Кун каçичченех хуралланăран тата кам пырса кĕнине кăларса яманран Анук хăйсене такам сутнине, полицейскисем Микула килессе сыхланине йăлтах ĕненчĕ, çапах та ытлашши хăраса ӳкмерĕ. Микула вăрттăн хваттере куçнине шанчĕ. Хăйпе Муравьев ăраскалĕшĕн канăçсăрланма сăлтав çук. Килте тытма юраман кĕнеке е хут тавраш çуккине аван астăвать вăл. Муравьев революциллĕ юхăма хутшăннине Макçăм Уçкинчен урăх никам та пĕлмеççĕ. Вĕсем çакланнă пулсан, Муравьев Анука систерме килейместчĕ.
Кĕçех Огуречников персе çитрĕ. Амбар умĕнче çынсем ларнине, полицейскисем тимлĕн хуралланине курсан, Микула килĕнчен никама та кăларса яманнине тавçăрчĕ. Хăйне чыс парса кĕтсе илнĕ икĕ стражнике малалла та лайăх хурал тăма хушса, пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Анук салхуллине асăрхасан, чĕри ирĕксĕрех ăшшăн тапма тытăннипе Огуречников евĕклĕн саламларĕ:
— Анна Александровна, ырă каç сунатăп!
Анук ура çине тăчĕ. Тăвăлланса та кӳренсе татса хучĕ:
— Çук, ырă каç мар, Григорий Петрович... Михха хăта мунчине вут тĕртнĕ тесе айăпланă чухнехи пекех кирĕвсĕр каç... Тен, эсир ăнлантарса памăр-ши, мĕне кура вăрă-хурахсем вырăнне хупăрласа усраççĕ паян пире? Ĕçпе килнĕ прикащике те кăларса ямарĕç.
Муравьев çинчен сăмах хускатни Огуречникова халлĕхе Анука хуравласран пăрăнма май пачĕ. Вăл Муравьева тин асăрханă пек:
— Захар Павлович... Сире мĕншĕн тытса усраççĕ тата? — терĕ.
— Ним те тавçараймастăп, ваше благородие. Анна Александровна патне килнĕччĕ те, хупăрласа усраççĕ.
— Ваше благородие, — станувуй хăй çине пăхнипе васкаса сăмах хушрĕ стражник. — Господин урядник кунта кĕнĕ çынсене пĕрне те кăларса яма хушман. Хамăрăн та вăл Атăлкассинчен çеç килнине ĕненес килмерĕ. Лаши ытла та кăпăка ӳкнĕ. Атăлкассинчен çеç тесен çав териех тарлама кирлĕ мар. Тата çак та суя пек туйăнчĕ. Сирĕн мăшăру, хисеплĕ Акулина Ивановна, кивçен тавар илесшĕн Анна Александровнăна чĕнме аслă прикащике янă иккен.
— Захар Павлович... Эпĕ сире тӳрĕ çын тесе-çке? — малалла тĕпчес шутпа хута кĕнĕн каларĕ Огуречников.
Муравьев Анука çăласшăн суйни хăйне килсе çапнине ăнланчĕ. Инкекрен хăтăлма пĕр май çеç — тунмалла.
— Ваше благородие, — тивĕçсĕр хурланине тӳсме пултарайман пек, ӳпкелерĕ вăл, — эпĕ, чăн та, тӳрĕ çын. Сирĕн хисеплĕ мăшăру çинчен сăмах та тапратман. Енчен вăл магазина пырса тавар кивçенле ыйтсан, кам памасăр тăрĕччĕ-ши? Унашкал пулмасса хăвăр та пĕлетĕр. Тата эсир кивçенле тавар ыйтса çӳрекен йышши мар. Эпĕ чăннипех Атăлкассинчен килнĕ.
— Мĕншĕн лашана кăпăка ӳкертĕр?
— Куншăн ятлама тивĕç мана, ваше благородие. Лашана ытлашширех хăваласси ман пур çав.
Муравьев çине тăрсах витерме хăтланчĕ те, Огуречников ĕненмерĕ. Станра чухне тавçăрма пуçлани халь тĕрĕс килсе тухнăн туйăнчĕ. Вăл, Прахăрсемпе çыхăну тытнăскер, Микуласене систерме тухман-и? Хăй шухăшне çирĕплетме каллех ун хутне кĕнĕ пек курăнма тăрăшрĕ:
— Лашана хăвалама юратакан çынсем пуррине куркаланă эпĕ. Сиен тумасан, уншăнах пăшăрханмалли çук. Сире, чăн та, ахальтен тытса чарнă-и, тен. Акă тĕплĕрех пĕлĕпĕр те, чиперех тухса кайăр.
Кĕçех Микулана шырама янă стражниксем таврăнчĕç те Огуречникова тула чĕнсе калаçрĕç.
— Ваше благородие, Николай Степанович пасар саланиччен сахалтан та икĕ сехет маларах лавккине хупнă. Ăçта кайнине никам та кăтартса параймарĕç. Хваттер хуçине килелле çул тытатăп тесе каланă. Ку темĕн вăл икĕ хут та çитмелле ĕнтĕ.
Огуречниковăн пĕтĕм иккĕленĕвĕ сирĕлчĕ.
— Пĕтĕмпех паллă! — çилли кăшланине тӳсеймесĕр хыттăн каларĕ вăл.
Пӳрте таврăнсан, ытла та тилĕрнипе самант хушши ним шарламасăр тăчĕ, вара çавăнтах хăйне хăй алла илчĕ.
— Анна Александровна, мана Николай Степанович кирлĕччĕ, ма таврăнмарĕ-ши вăл?
Станувуй йăлтах улшăнни ырă енне маррине Анук çавăн чухнех сисрĕ, пурпĕр хăйне тивĕçлĕн тыткаласа хуравларĕ:
— Пĕлместĕп çав. Хам та кĕтсе хăшкăлтăм. Вăл çитсен инкеке те сирĕччĕ.
— Ку тĕрĕсех-и тен, Анна Александровна. Николай Степанович çитеймерĕ. Пирĕн тек кĕтме вăхăт çук. Çавăнпа сире кăштах чăрмантарма тивет. Эпир сирĕн киле ухтарма пуçлатпăр...
— Тархасшăн, Григорий Петрович... Мана çак çеç тарăхтарать: мĕн пирки шанмастăр-ши эсир пире? Мĕн пирки çак тери намăса кĕртме шутларăр-ши?
— Ун çинчен кайран калаçăпăр, Анна Александровна...
Стражниксем ухтарма тапратсан, сехри хăпнипе Ванюк амăшĕ çумнелле тĕршĕнчĕ.
— Ан хăра, ывăлăм... вĕсем халех чарăнĕç, ним те тумĕç... — ачине йăпатрĕ Анук.
Стражниксем ниçта пĕр хушăк хăвармасăр ухтарса та ним тупаймарĕç. Огуречников пĕр стражникне протокол çырма хушрĕ те хăй тухса кайрĕ.
Станувуй килсе кĕни Улянана шартах сиктерчĕ. Кĕтерук ачисем те хăраса ӳкрĕç. Анчах пăлхавăрлă саманара темле инкек те сиксе тухасса кĕтме хăнăхнăран Уляна çухалмарĕ, аял пуç тайса саламларĕ:
— Григорий Петрович, килĕрех...
Огуречников хирĕç ним чĕнмесĕр тăчĕ. Шур куçĕ çеç çисе ярасла вылярĕ. Ун умĕнче сĕмсĕркке чăваш хĕрарăмĕ яланхи пекех пуç тайрĕ. Пĕтĕм чун-чĕринчен парăннă тейĕн. Станувуй текех улталанмарĕ. Турăпа патша йĕркисене хирĕç кайнă çемьере Уляна та айккинче юлман тесе шутларĕ. Пĕр тăшманне те пулин хупăрлама май килнĕ чухне ăна таптаса ирес килчĕ. Анчах айăплă çынсене тĕпченĕ вăхăтра хăйне хăй тыткалама хăнăхнăскер, Уляна халь мĕн калассине, мĕн хăтланнне курасшăн сассине хăпартмасăр ыйтрĕ:
— Прахăр ăçта?
Уляна станувуй ку сăмаха мĕншĕн хускатнине тавçăраймасăр:
— Ăçта пултăр вăл... Сирĕн патăрта... — терĕ.
— Пирĕн патăрта иккен... Кĕтерук хĕрӳ те çакăнма кайрĕ-и?
Уляна упăшкисен ĕçĕнче темле инкек сиксе тухнине, станувуй ырă шухăшпа килменнине туйрĕ, çапах та хăйне шанманнине сиресшĕн халь макăрса ярас пек хуравларĕ:
— Турă çырлахтăр, Григорий Петрович... Тем турĕ ĕнтĕ, хам та пĕлместĕп. Кĕтерук тухса кайни талăк ытла... Унтанпа ним сас-хура та çук.
— Çăварна хуп, йытă ами! — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ Огуречников.
Улянана саламатпа туртса çапрĕ.
Анахвиспе Коля çухăрса ячĕç.
Уляна урайне пĕтĕрĕнсе ӳкрĕ.
— Мĕн тăватăн эсĕ?! Ма çапатăн?!
— Çук, эпĕ сана, йытă амине, çапмастăп. Ӳт-тирне сĕветĕп. Турăпа патша хăватне ĕмĕр ан ман! — Огуречников Улянана ним уямасăр саламачĕпе çунтарма пуçларĕ. Юн сăрхăнса шурă кĕпене хĕретрĕ. Тепре çапма саламатне хулпуççи урлă ярсан, Анахвис пырса тытрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...