Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Прахăра курман-и эсĕ?
— Паçăр кил хушшинче кĕштĕртететчĕ.
— Халь ăçта вăл?
— Ку яхăнта асăрхамарăм, господин урядник!
— Акă мĕн, — хытарса каларĕ Мошков, — вĕсем килнине сыхласах тăр. Килсен тӳрех ман пата илсе кĕр!
— Итлетĕп, господин урядник!
Прахăрпа хĕрне пурпĕр çаклатасса шаннипе Мошков урăх шыраса вăхăта ирттересшĕн пулмарĕ. Кабинетне васкаса таврăнчĕ. Макçăма малалла тĕпчеме пуçларĕ:
— Николай Степановичăн тус-йышĕсем Прахăрпа икĕ хĕрĕ терĕн-и-ха?
— Ия... — Çынсене сутса çăлăнас шанăç кĕнипе тăнăçланарах çирĕплетрĕ Макçăм.
— Тата кам?
— Урăх никама та пĕлместĕп.
— Ку сăмах юрăхсăр, Максим Данилович... Тĕпрен тасатмасан, вĕсем каллех хунĕç, сана та лăпкăн пурăнма ирĕк памĕç. Николай Степановичăн арăмĕ те хутшăнман-и? — Макçăм сăмах чĕнеймесĕр ларнипе çинерех тăрса ыйтрĕ: — Ма шарламастăн? Е пытарса хăварас тетĕн-и?
— Ман мĕн пытармалли пур ĕнтĕ...
— Апла тесен кала!
— Кайри кустăрма малти йĕрĕпе чупать...
— Ашшĕ... Николай Степановичăн ашшĕ мĕнле, вĕсемпе пĕрле мар-и?
Макçăм сасартăках тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Микуласене сутни çитмест, тата ашшĕне суттарасшăн. Вăл ирĕксĕрех Çтаппанпа мĕн пĕчĕкрен пĕрле ӳснине, пурнăçăн кукри-макрине те пĕрле тӳссе ирттернине аса илчĕ те ăна çăлса хăварма шутларĕ.
— Çтаппан кум вĕсемпе хутшăннине пĕлместĕп. Вăл Энĕшкассине аслă уяв чухне çеç килкелесе каять.
— Эсĕ татсах калама ан васка-ха. Аса илме тăрăш. Тен, вăл та ачисемпе пĕрле?
— Çук, куна çирĕплетейместĕп... Мошков тата тем хушă тĕпчерĕ. Макçăм урăх ним те каламарĕ. Тĕрĕссипе, вăл урăх никама та пĕлмест. Мошков пурпĕр ĕненсе çитмерĕ, çапах та мĕн кăтартнине хут çине çырса хума васкарĕ.
Шăпах вăл протокол çырса ларнă вăхăтра дежурнăй стражник кĕчĕ те:
— Господин урядник, сире пĕр çын курасшăн? — терĕ.
— Мĕнле çын? — ыйтрĕ Мошков. Стражник хуравламаннинчен Макçăм умĕнче палăртмалла мар çынне тавçăрса хушрĕ: — Максим Даниловича вăхăтлăха хăвăн пӳлĕме кĕртсе ларт-ха!
Стражник те ăнланчĕ, Макçăма илсе тухса кайрĕ.
Кабинета Якур хашкаса кĕчĕ.
— Ваше благороди, станувуй ăçта?
— Вăл çук. Мĕн хыпар?
— Ваше благороди, эпĕ ман арăмпа Ваçли ăçтине тупрăм.
Савăнннпе Мошков чĕри чут çеç тухса ӳкмерĕ.
— Ăçта вĕсем?
— Улăхра, ваше благороди. Лăпăс хăви ăшĕнче.
— Апла сан арăму сывах-и? Вилме тухса кайман-и?
— Ку пĕтĕмпех суя сăмах пулнă, ваше благороди. Вилме кайма мар, часовньăна та вăлах вут тĕртнĕ. Куна тума каç, Чĕкеçсем патне кĕрсен, Кăйкăр хушрĕ, тет. Тырă вырма килекен хĕрарăмсене те ман арăмах хăваланă.
— Кăйкăрпа Чĕкеç тесе кама каларĕç вĕсем, ăнланаймарăн-и?
— Унах ăнланаймарăм, ваше благороди, Кăйкăр янă çынсем каçсăр килес çук-ха, унччен кăвакал тытса яшка пĕçерме те ĕлкĕретпĕр терĕç.
Энĕшкассинче Чĕкеçпе Кăйкăр ятпа çӳрекен çынсем пур. Николай Степановичпа арăмĕ пулмасан тата кам? Ĕнтĕ ним иккĕленмелли те çук, Максим Данилов кăтартнисем пурте тĕрĕс. Темиçе уйăх пуçа çавăрнă йăрăслăх аранах ывăç тупанĕ çине тухса выртрĕ. Аслă патшана хирĕç кавар тăвакан, хура халăха ертсе пыракансем Энĕшкассинче иккен. Вĕсем тӳре-шарасен, чиркӳ тытăмĕнче ĕçлекенсен умĕнче турăпа патшана парăннă çынсем пек курăннă. Янашов хуçа шанăçне кĕрсе хурăнташланма ĕлкĕрнĕ. Станувуй çукки пит аван-ха. Вăл таврăннă çĕре Мошков пĕтĕм ĕçе вĕçлеме ĕлкĕрĕ. Макçăма тĕпченĕ хыççăн Мошков Микулана кайса тытма шутланăччĕ. Якур килсе евитлесен, тепĕр май ăс тытрĕ. Паян шăматкун, Микула пурпĕр киле таврăнмалла. Ăна стражниксем те кĕтсе илсе тытĕç. Улăхри кайăксене çавăрса илме вăт... пултарулăх кирлĕ.
Хыпар илсе килнĕшĕн уретник Якура пилĕк тенкĕ кăларса пачĕ те:
— Ĕнтĕ Ваçлипе арăму ăçтине кăтартма пыратăн! — терĕ.
— Хаваспах, ваше благороди...
XXVI
Уретникпе стражниксем çула тухиччен чылай маларах Микула магазинне Натюш пычĕ те, Муравьев унта çуккине асăрхасан, тӳрех кантура кĕчĕ.
Вĕсем мăшăрланни самай вăхăт çитнĕ ĕнтĕ, пĕрле çеç ытла та сахал пулкаланă. Муравьев арăмне ыталаса илесшĕнччĕ. Натюш сăнран ӳкни тытса чарчĕ. Ирĕксĕрех çуйланса чĕнчĕ:
— Мĕн хыпар тата?
— Пире Ваçли ашшĕ сутрĕ! — хăй мĕн-мĕн илтнине каласа пачĕ Натюш: — Аттепе иксĕмĕр тарса хăтăлма ĕлкĕртĕмĕр, Микула пиччене халех кайса тытасран хăрушă. Уретник ахаль те кураймасть ăна. Ĕнтĕ пуриншĕн те тавăрма васкĕ!0 — тесе вĕçлерĕ сăмахне.
— Тата кам ятне асăнчĕ?
— Урăх илтмерĕм.
Муравьев та çакна ăнланчĕ ĕнтĕ: уретниксенчен малтан ĕлкĕрмесен, Микула пуçне çиеççĕ. Вĕсем Муравьев пурăнакан çурта таврăнчĕç. Урхамах кӳлĕнсех тăрать.
— Эпĕ таврăниччен ман патăмрах пурăн, кунта килсе ухтармĕç.
— Çук, çук, Сахар... Микула пиччесен кăтартса панă хваттерех çитме тăрăшăп. Тен, кирлĕ пулăп вĕсене.
Муравьев килĕшрĕ.
Натюш куçĕнчен шăрçа пек куççуль йăрăлтатса анчĕ.
— Турă çырлахтăр, тата хăçан пĕр-пĕрне курăпăр-ши?
— Чунăм, ан пăшăрхан... Шăн-шан иртсе кайсан курнăçăпăр-ха...
Муравьев тăрантас çине хăпарса ларчĕ. Натюш ăна хапха уçса кăларса ячĕ.
Халичченхи пек пулсан, ĕç вăхăтĕнче пасара çӳрекенсем сахалтараххипе лавкка умĕнче çынсем çук пирки Микула тунсăхлăччĕ. Паян апла мар. Михха тарçисем çирĕп тăнипе забастовка ăнса пыни ăна питех савăнтарать. Шăматкун майĕпе вăл кĕçех килне таврăнĕ те, тус-йышĕсемпе тата таччăнрах çыхăнса, ĕçхалăх вăй-хăватне çывăхран курĕ. Анчах Муравьев персе çитни Микулана ирĕксĕрех çуйлантарчĕ. Анук вырăнне вăл килни ырра мар.
— Эпĕ ĕлкĕреймесрен хăранăччĕ! — терĕ Муравьев.
— Унашкалах мĕн сиксе тухрĕ тата?
— Максим Данилович сутнă пире... — Муравьев Натюшран мĕн илтнине йăлтах каласа пачĕ.
Микула пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Макçăм сутма пултарасран сирейменшĕн хăйне айăплă тесе шутларĕ. Вăл сутăнчăка тухасси Михха патĕнче пулса иртнĕ харкашу хыççăнах палăрнăччĕ-çке. Юрать-ха, Макçăм сутнă çынсем чиперех хăтăлнă.
— Урăх никам ятне те асăнмарĕ-ши? — тĕплĕрех пĕлесшĕн ыйтрĕ Микула.
— Илтмерĕм терĕ.
— Анук пĕлет-и куна?
— Çук пулмалла. Килнĕ чухне кĕрес тенĕччĕ. Сире систерме васкарăм, — Микула самантлăха шухăша кайса тăчĕ. Муравьев вăхăт нумай иртнипе пытанма ĕлкĕреймесрен хăраса астутарчĕ: — Малалла мĕн тума хушатăр?
— Акă мĕн... Çула май Анука пĕлтерсе хăвар. Эпĕ хам хваттере куçатăп. Çыхăну тытма каçпа Уçка пырать. Пăшăрханма кирлĕ мар. Кĕрешӳ юхăмĕ çĕкленнĕ тапхăрта ăнсăртран çыпçăннă хăравçăсем çапăçу хирĕнчен тараççĕ е харпăр хăй тирне çăласшăн тӳс-йышĕсене сутаççĕ. Макçăм та çавах. Уншăн вăл халăх умĕнче явап тытĕ. Пирĕн пурнăçри мĕнпур улшăну та çакă çеç: суту-илӳ ĕçне пăрахса, хамăра хамăр пытармасăр ĕçлеме пуçлăпăр. Тепĕр тесен, ку лайăх та. Эсир халлĕхе вырăнтах юлăр. Ман шутпа, сире хускатмалла мар. Ну, телей сунатăп! — Микула Муравьева ыталаса чуптурĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен уйрăлчĕç.
Микула лавккана кĕчĕ те:
— Паян мĕн сутнипе çитет! — терĕ.
Уçка та, Муравьев ахаль çӳременнине чухлаканскер, лавккана хупас тенине илтсен çуйланчĕ:
— Ма ир?
Микула çамрăк тус-йышăн кăмăлне ăнланчĕ. Вăл Микулан çывăх пулăшаканĕ-çке. Ăçта-ăçта çӳресе курман вĕсем иккĕшĕ, мĕн-мĕн ĕç туман. Ашшĕ сутăнчăкне сасартăках пĕлтерсе хурлантарасшăн мар шӳтлесе хуравларĕ:
— Киле хăвăртрах çитес те мунча кĕрес. Унта сан курмалли хĕр те пур-и, тен?
Уçка, Марьене аса илсе, хăмач пек хĕрелчĕ. Вĕсем тавара тиесе çула тухрĕç.
XXVII
Муравьев урхамахне хапха умне тăратса хăварчĕ те кил хушшине кĕчĕ. Яланхи пек Наум мар, ют çын кĕтсе илни тĕлĕнтерчĕ ăна. Тимлесерех пăхсан, Атăлкасси стражникне палларĕ те, чĕри ирĕксĕрех кăртлатса тапрĕ. Анчах пытарасшăн палламанçи пулса чĕнчĕ:
— Эсир мĕн, Николай Степановичăн çĕнĕ тарçи-и?
— Çавă... — сӳрĕккĕн хуравларĕ стражник.
— Апла тесен, ман урхамаха астукалăр-ха, чĕлпĕре татса ан кайтăр!
Пӳртре Муравьев чĕрине хускалма сăлтав татах тупăнчĕ. Анук, Наум тата Марье тĕпелте лараççĕ. Алăк патĕнче ахаль тумлă стражник пур. Муравьев хăй кая юлнине ăнланчĕ ĕнтĕ. Паçăр çула май кĕрсе тухманшăн хăйне хăй ятларĕ. Анчах, тем пулсан та, Микула ирĕкрине пĕлтерме тата Анука килтен кăларса кайма шут тытса, хаваслăн та евĕклĕн саламларĕ:
— Ырă кун сунатăп! — Ют çын пуррине халь çеç астунăн: Сирĕн патăрта хăна та пур-çке: — тесе стражнике ал пачĕ. — Ăçтисем?
— Инçетрисем...
— Пит аван, — хăй тĕллĕн пек калаçса илчĕ те Муравьев, — Анна Александровна, эпĕ сирĕн пата ĕçпе килнĕччĕ, — терĕ.
— Мĕн ĕç?
— Эсир кайман тавар выртать тесе хуйхăраттăр. Паян тиеттерсе ятăм. Ĕнтĕ уншăн пăшăрханмалли çук...
Анук чунĕ тăвăннипе аран сывлатчĕ. Кĕтмен çĕртен стражниксем килсе хупăрланипе вăл темле инкек сиксе тухнине, упăшкине йĕрлесе килнине тавçăрнăччĕ. Ахальтен-и стражниксем, тем чул сăмах хускатма тăрăшсан та, ним калаçмарĕç, хăна тума хăтлансан та, сĕтел хушшине лармарĕç. Çавăн пекех Анук Прахăрпа хĕрĕн ăраскалĕ çинчен шухăшласа та пăшăрханнăччĕ. Муравьев сăмахĕсем чун кĕртрĕç. Вăл Микулана систерме ĕлкĕрнине, Прахăрсем те инкеке çакланманнине ĕненчĕ.
— Тавтапуç, Захар Павлович...
— Анна Александровна... — Анук ăнланнине сиссе, хавасланчĕ Муравьев, — мана тав тума кирлĕ мар. Ман ĕçĕ çавă... Эпĕ Николай Степановичăн прикащикĕ. Анчах эпĕ тепĕр хыпар та илсе килтĕм.
— Калăр, тархасшăн.
— Магазина Григорий Петрович арăмĕ Акулина Ивановна пычĕ те тĕрлĕ тавар кĕтмелле илесшĕн. Эпĕ аптраса тăтăм. Вара вăл сире халех Атăлкассине çитме хушрĕ. Таваршăн çеç мар, тата тем калаçмалли пур терĕ.
Анук куна та тавçăрчĕ. Ас тупнăшăн Муравьева тав туса, халь çеç аса илнĕ пек каларĕ;
— Турă çырлахтăр, ма ятлас мар мана. Эпĕ мансах кайнă. Акулина Ивановна паян ирех пыма хушнăччĕ-çке!
— Кайрăмăр эппин!
Станувуй арăмĕ чĕннĕ тенине илтсен, стражник ирĕк пама та хатĕрччĕ. Микула çыннисене е унта пырса кĕрекенсене кăларса ярсан, уретник мăя касатăп тесех хытарни тата начальник хушнине ним шухăшсăр тума хăнăхни чăрмантарчĕ.
— Ниçта та каймастăр! — терĕ вăл, Анукпа Муравьев алăк патнелле утăмласанах.
— Эсир станувуй арăмне итлесшĕн мар-и? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Анук.
— Эпĕ аслă патша тарçи, хама хушса янă уретник сăмахĕнчен тухмастăп! — татса хучĕ стражник.
Муравьев тавçăрнăн сăмах хушрĕ:
— Ара, эпĕ сире ырă хăна тесеччĕ-çке?
— Эпĕ те çаплах шутланăччĕ. Станувуй-стражник таврашсем хăнана килнине çеç курнăччĕ. Паян пире вăрă-хурах вырăнне хураççĕ-и, тен, ниçта кăлармаççĕ.
— Господин стражник, эсир хăтланнине станувуйпа исправник пĕлсен, шанатăп, мухтамĕç!
Анук хăйне кăларса ямасса вĕçне çитиех ĕненчĕ ĕнтĕ. Муравьева та пулин ăсатасшăн:
— Захар Павлович, Акулина Ивановнăпа Григорий Петровича кайса калăр: мĕн сăлтавшăн пире çак териех хур кӳреççĕ? — терĕ.
— Анна Александровна, лăпланăр, кĕпĕрнатăр патне те çыру яратăн. Чăннипех те ку мăшкăла тӳсме çук. Халлĕхе сывă пулăр-ха!
— Ниçта та каймастăр! — Муравьев çулне пӳлчĕ стражник.
— Господин стражник, сирĕн манпа мĕн ĕç? Эпĕ хуçа ирĕкĕпе çӳрекен çын... — терĕ те Муравьев алăк патнелле утрĕ.
Стражник вăр-вар револьверне кăларчĕ:
— Вырăнтан ан хускалăр! Перетĕп!
XXVIII
Мошков Прахăрпа хĕрне тытса хупма хушса хăварчĕ те, пилĕк стражникпе Якура икĕ лав çине лартса, Ваçлисене хупăрлама кайрĕ. Кĕçех Михха пусси урлă каçса вăрмана кĕтӳ çулĕ çине кĕчĕç. Вăрмантан тухнă çĕре вырнаçтарнă часовньăпа манашкăсем пурăнакан пӳртрен кăмрăкпа кĕл çеç тăрса юлнине курсан, ирĕксĕрех сăхха печĕç. «Прахăр хĕрĕ тени, туррăн çуртне те çунтарма хăю çитернĕскер, чăн та, ăшне усал сывлăш тулнă хĕрарăм. Унăн шăпи чăннипех те вут-кăвар çине пăрахса çунтарнипе вĕçленмелле».
Кĕпер урлă каçсан, Якур сăмах чĕнчĕ:
— Ваше благороди, ман шутпа, малалла лавсемпе кайма юрамасть. Асăрхасран хăрушă. Лашасене çакăнта тăратса хăварар та хамăр çуран утар.
Уретник Якур сĕннипе килĕшрĕ. Лăпăс кӳллин хăрах айккинчи хăвалăхĕ курăнсан, лешĕ каллех ăс пачĕ.
— Ман шутпа, пирĕн саланса пымалла. Хăвалăхăн сулахай енче — тарăн кӳлĕ. Ун урлă каçсан, таса улăх. Çурçĕр енче Кĕçĕн Атăл, ун урлă та вăр-варах каçас çук. Тарас тесен, вĕсем сылтăмалла кăна тухма пултараççĕ.
Якур каланинчен тата хăй сăнама ĕлкĕрнипе Мошков малалла мĕн тумаллине шутласа илчĕ те пĕр стражникне кӳлĕн сулахай енне каçарчĕ. Ыттисене хăвалăхăн сылтăм енчи таса улăхпа уттарчĕ. Ваçлисем хăва ăшĕнчен тухсан, вĕсене асăрхаттармасăрах ураран пеме хушрĕ. Хăй Якурпа пĕрле хăвалăх варринелле утрĕ.
Ваçлипе Кĕтерук кăвакал яшки пĕçерсе çиме ĕлкĕрнĕ те шакăлтатса лараççĕ. Иртсе кайни çинчен, малаллахине ĕмĕтленсе калаçмаллисем те нумай çав вĕсен. Анчах самантлăха чĕмсĕрленсе тинкерчĕç кăна — хĕлтĕ патакки çатлатса хуçăлни илтĕнчĕ.
— Ай, Ваçли, ырлăха мар ку! — шарт сиксе, хуллен систерчĕ Кĕтерук.
— Тăхта, халех пĕлетĕп... — Ваçли хăва ăшне кĕрсе сăнама тытăнчĕ. Инçех те мар, икĕ тĕлте хăва тăрри сирĕле-сирĕле пынине курчĕ. «Иккĕн килеççĕ...» — тавçăрчĕ вăл. Малтанах вăл икĕ çынран хăрамалли те çук, ытах тесен, хӳтлĕхрен персе ӳкерме те нимех мар шутласа, уççăнах кĕтсе илесшĕнччĕ. Тепĕр май шухăш та пырса кĕчĕ: «Енчен вĕсем темиçен юри хупăрлама килсен, мĕн тумалла?» Ваçли Кĕтерук патне таврăнчĕ те:
— Пирĕн хăвăртрах тасалмалла кунтан, — терĕ.
Кĕтерук сăхманне хул хушшине хĕстерчĕ, Ваçли патронташпа икĕ кĕпçеллĕ пăшалне илчĕ те, вĕсем хăва ăшнелле кĕрсе кайрĕç.
Якур Мошкова вутпуççи йăсланса выртакан уçланка ертсе тухрĕ те, никам çуккипе чарăнчĕç. Ваçлипе Кĕтерук вĕсене хăва ăшнерех кĕрсе канма выртнăн туйăнчĕ. Пăхкаланă май Ваçли пиншакне, сумкине тупрĕç.
— Хăйсем ăçта?
— Ним калама та аптратăп, ваше благороди. Паçăр вĕсене шăп çак тĕлте тăнине куртăм. Япалисем те кунтах япса выртаççĕ. Васкаса кайни паллах. Эпир килнине сисмерĕç-ши?
Мошков таркăнсене вырăнтах тытайманшăн пăшăрханса ӳкрĕ.
— Ваше благороди, питех ан хуйхăрăр... Пурпĕр пирĕн алăран вĕçерĕнес çук вĕсем. Паçăрах каларăм, сулахай енче — тарăн кӳлĕ, малта Кĕçĕн Атăл. Вĕсем сылтăмалла çеç тухĕç. Унта стражниксем асăрхаççĕ.
Ваçлипе Кĕтерукăн хăва ăшĕнчех выртса ирттерес шухăш та пурччĕ. Хăвалăх лаптăкăшĕ ытла ансăртан, йĕрлесе килсен кашни хăва тĕпнех ухтарма пултарасран хăранипе Кĕçĕн Атăл урлă каçса кайма шутларĕç. Ваçли, ку таврара пайтах сунарçăра çӳресе курнипе, çуран каçма вырăн пуррине те пĕлет. Кĕçен Атăл лĕш енче вара сĕм вăрман майлах, вĕçĕ-хĕррисĕр хăвалăх, унта никам шыраса тупаймĕ. Марисен енне каçма та кимĕ тупăнĕ.
Ваçлипе Кĕтерук хăва ашĕнчен тухрĕç те, кăштах хăйăр çинчен чупсан, Кĕçĕн Атăла кĕчĕç. Урлă каçса çитерехпе:
— Ан хăра, кăкăртан тарăн вырăн çук кунта! — тесе асăрхаттарчĕ Ваçли Кĕтерука.
Акă ĕнтĕ вĕсем Кĕçĕн Атăл урлă каçасси те инçе мар. Ваçли тепре утăмласанах çыран хĕррине тухрĕ. Кĕтерук та пĕр-икĕ утăм кăна юлса пырать.
Сасартăк леш енче пăшал сасси илтĕнчĕ. Упранас шутпа Ваçли çыран хĕррине тăсăлса выртрĕ. Çав вăхăтра тепĕр хут печĕç. Пуля, ун урлă шăхăртса каçса, хăва тăррине татса хăварчĕ. Ваçли пĕрре сиксе хăва хушшине кĕрсе ӳкрĕ. Леш еннелле çаврăнса пăхрĕ.
Унта, çыран хĕрринчех, уретникпе Якур тăраççĕ. Хăва айккипе виç-тăватă стражник чупса килеççĕ. Полицейскисем кам пулăшнипе хăйсене йĕрлесе тупнине тавçăрма та йывăрах пулмарĕ. Сутăнчăк Якур ертсе килнĕ. Анчах ун çинчен шухăшлама вăхăт çук халь. Ав, Мошков такама пĕр хушă тинкерсе тăчĕ те каллех наганĕпе тĕллет. Ваçли тин Кĕтерука аса илчĕ. Лешĕ путма тăнă çын пек хăтланнине курсан хăраса кайрĕ. Ним иккĕленмелли çук: ăна амантнă. Мошков пуçĕпех персе пăрахасшăн тепĕр хут тĕллет. Ваçли çиçĕмрен те хăвăрт пăшалĕпе кĕрĕслеттерчĕ. Мошков аллинчи наганĕ сирпĕнчĕ. Хăй, пит-куçне хупăрласа, çĕре персе анчĕ.
Тăшмансенчен пĕри сирĕлчĕ. Ваçли пăшалне кăвакал тытакан йĕтрепе кăна авăрланăшăн пăшăрханчĕ. Куна пĕлнĕ пулсан, кашкăр йĕтрипех авăрласа, Мошков пуçне йăлтах салататчĕ. Чĕрĕ юлсан та, куçлă этем пулаймĕ. Ваçли хăй тĕл перессе шанать. Юлашкинчен сутăнчăка тавăрма та май килчĕ. Анчах курока пусма тăрсан — пусмарĕ. «Çук, ку сутăнчăк ман алăран çеç пĕтме тивĕç мар. Ăна халăх суд тутăр!» Ваçли малта чупса пыракан стражникне тĕллесе печĕ. Лешĕ те çĕре пĕтĕрĕнсе ӳкрĕ. Ыттисем тăна кĕрсе мĕн те пулин тума ĕлкĕриччен Ваçли револьверне кăларса кĕрĕслеттерчĕ. Татах печĕ. Стражниксем
тарма пикенчĕç. Инçетех те каяймарĕç — тепĕри тăрăнса юлчĕ. Ваçли урăх пемерĕ. Юлнисем куçран çухалсан, Кĕтерук патне васкаса пычĕ.
— Амантрĕç-и-мĕн?
— Ой, Ваçли, хам та пĕлместĕп... Ашчик вутпуççи хунă пекех çунать...
Ваçли Кĕтерука шывран йăтса кăларчĕ, хăвалăха вырттарчĕ. Сулахай хул калакĕ тĕлĕнче юн тапса тухрĕ. Ваçли çухалмарĕ, Кĕтерук пуçĕнчи тутăрĕпе суранне çыхрĕ. Ĕнтĕ Ваçлин пĕр шухăш çеç: Кĕтерука тухтăр патне илсе каймалла. Анчах ку енче пурĕ те пĕр хвершăл çеç, вăл та пулин Атăлкассинче. Унта илсе кайма юрамасть. Полицисем çаклатĕç. Апла тесен, тепĕр май пур. Халех Анукпа çыхăнса, урхамах кӳлтермелле те, леш енне каçмалла. Унтан Хусан та инçе мар.
Ваçли пăшалне хулпуççи урлă çакрĕ те Кĕтерука йăтрĕ. Нумаях каймарĕ — Кĕтерук йынăшса ячĕ.
— Ай-ай-ай! Ваçли, вырттар-ха, тархасшăн.
— Кунта юрамасть, чунăм... Акă, бакен пăхакан вырăс патне çитерĕп те унта вырттарăп. Хам яла кайса Анук кумасене курма тăрăшăп. Вĕсем сана тухтăр патне илсе кайĕç. Тухтăрсем часах сыватĕç.
— Ваçли, Ваçли, мана йăпатма ан тăрăш. Хăвна ху та ан ултала. Çапăçу вĕçĕ пĕрре кăна: тăшмана шеллекене хăйне пĕтереççĕ. Эпĕ çавсенчен пĕри пултăм. Тăшмана шеллерĕм те, хама пĕтерчĕç. Çапăçу хирĕнчен инçетре пуçа хурасси ытла та пархатарсăр... Çавăншăн чун тарăхать...
— Кирлĕ мара шухăшласа хăвна ху ан пăшăрхантар... Ав, бакен пăхакан вырăсăн çĕр-пӳрчĕ курăна пуçларĕ. Унта вырттарса хăваратăп та яла чупатăп. Вара тухтăр патне илсе кайăпăр. Чиперех сывалăн.
Ваçли сăмахĕсем Кĕтерук хăлхине кĕмерĕç. Вăл ытла та ыратнине тӳсеймесĕр савнă çыннин ятне асăнкаларĕ те шухăшне вĕçлемесĕрех чарăнчĕ. Аллисем, ӳт-пĕвĕ лăштăрах кайрĕç.
Ваçли ирĕксĕрех Кĕтерука çĕре вырттарчĕ. Шывланнă куçĕпе тинкерсе пăхрĕ те, Кĕтерук туртăшса сывланине асăрхасан, вăл тăнне çухатнине тавçăрчĕ. Карттусĕпе шыв ăсса килсе питне çурĕ.
Кĕтерук тăна кĕрсе куçне уçрĕ.
— Мухтав... Эсĕ пĕрлех иккен... Ытла та телейлĕ-çке эпĕ... Юлашкинчен те пулин эсĕ манпа пĕрле... Пуçа çĕкле-ха кăштах... Атăла курам... Атăл... Тăван çĕршыв... Вăхăт нумаях та иртмĕ... Сан тăрăх ирĕке тухнă халăх пăрахучĕсем хума кастарса çӳрĕç. Хĕн-хура курнă халăх сан ырлăхушăн савăнса юрă хурĕ... Эсĕ куççуль çăлкуçĕнчен ырлăх çăлкуçĕ пулса тăрăн... — Чун савнийĕн пурнăçĕ сӳнсе пынине сиссен, Ваçли куçĕнчен вĕри куççуль шăпăртатса анчĕ. — Ваçли, ан макăр... Тăшманăн парни пулаканшăн куççуль кăларас мар тесе юрланине мантăн-и-мĕн... Шел... Килес çутă та телейлĕ тĕнчере эпĕ пулмастăп... Анчах эсĕ... Ман ачасем... пĕтĕм ĕçхалăхĕ ку телее курас шанăç ман асапа çăмăллатать... Микула кумпа Анук кум мана пысăк салам... Вĕсене пуриншĕн те тав ту... Эсĕ... Ваçли... мана таса чĕререн юратнипе ытла нумай терт куртăн... Эпĕ сана ыррине кăтартаймарăм... ан çиллен... Ĕнтĕ чупту мана...
Ваçли тутине Кĕтерук тути çумне тивертсенех лешĕ сивĕнме ĕлкĕрнине туйрĕ те сасăпах макăрса ячĕ. Ан тив, вăл арçын, çитменне, революционер, ĕмĕр тăршшĕпе ĕмĕтленсе пурăннă телей килнĕ-килменех çухални камăн кăмăлне хуçмĕ! Ваçли савнийĕн куçне уçас пек питне тем вăхăт вĕри куççульпе çурĕ. Куççулĕ типсе пынăçемĕн чĕри те хытсан, тупа турĕ:
— Чунăм... куçна канлĕ хуп... Пуриншĕн те... пуриншĕн те тавăрăпăр... — Кĕтерука тепĕр хут йăтрĕ. Çара çĕрте вырттарса хăварма, йыт-качка, чурăс кайăксем темрен те хаклă çыннине ватасран хăрарĕ. Бакен çутакан вырăс çĕрпурчĕ тĕлне çитсен, тӳрех унта кĕчĕ.
— Кам ку? Мĕн пулнă ăна? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вырăс çыннн.
— Вăл ирĕклĕхшĕн, пусмăра тĕп тăвасшăн кĕрешекен чи паттăр хĕрарăмччĕ. Ăна тăшмансем, юнлă патша йыттисем, персе вĕлерчĕç...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...