Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Виççĕмĕш пайĕ
— Ваше благородие, карчăк куççульне юхтарса килчĕ те кил-çуртăм инкеке кĕрсе ӳкни çинчен пĕлтерчĕ...
— Хĕрӳ, чăн та, çакланнă-и-мĕн? — хута кĕнĕн ыйтрĕ Огуречников.
— Ăнах шарламарĕ те... Тепĕр тесен, вăл çакланни нимех те мар. Эпир ăна çуратса ӳстернĕ. Пурăнма ăс çитерейменшĕн вилсен, айăпĕ хăйсенче.
Шухăшланă пек килсе тухманнипе Огуречников кăмăлĕ хыта пуçларĕ.
— Тата мĕн кирлĕ сана? — пӳлчĕ вăл Прахăра.
— Ваше благородие,.. Эпир сирĕн патăрта икĕ çул ытла ĕнтĕ сăмахран тухмасăр ĕçлетпĕр... Паян эсир ман киле ухтарнине илтрĕм те, чĕре татăлсах анатчĕ. Мĕн тесе çав териех шанăçсăра тухрăм-ши?
Станувуй Прахăра хăратма шут тытрĕ.
— Сан хĕрӳ аслă патшана хирĕç кавар тунă! Ухтарма çеç мар, пурсăра та Çĕпĕре ăсатмалла сире!
Прахăр, пуçне кайнăскер, шартах сикмерĕ, тата хăюллăрах çаптарчĕ:
— Ваше благородие, эсир мана паян тесен паян Çĕпĕре ăсатма пултаратăр, Анчах эпĕ патшапа сирĕн умра тӳрĕ çыннине турă та, хăвăр та лайăх пĕлетĕр. Хĕр çинчен паçăрах калама пуçланăччĕ. Эпир ăна турăпа патшана пăхăнса пурăнма вĕрентсе ӳстернĕ. Халь эсир шанманни тĕрĕс; пулсан, уншăн эпир мар, упăшки, вăл качча тухнă кил айăплă. Ман унсăр та икĕ хĕр-ха. Çавсене çын тăвасчĕ. Кĕтерук, чăн та, эсир калашле, аташсан, çĕр çăтсан та эп пĕр тумлам куççуль кăларас çук. Вăт, эсир мана шанманни чĕрене çĕçĕ пек касать. Пирĕн кунта ĕçлеме те май çук ĕнтĕ... — сăмсине нăш-нăш турткаласа, кĕпе çаннипе куçне шăлса илчĕ.
Огуречников, Прахăр ыхлаçлăн калаçнă пек туйăннипе, унпа усă курма шутларĕ те сассине татах хăпартрĕ;
— Эсĕ кунта ĕçлесси, Çĕпĕре каясси те пĕтĕмпех хăвăртан килĕ!
— Ах, воспоти, ваше благородие. Мĕн туса сирĕн шанăçа кĕрем-ши?
— Эпĕ хушнине йăлтах пурнăçлатăп тесе турăш умĕнче тупа ту!
— Тупа тăватăп, ваше благородие! — Прахăр турăш еннелле çаврăнса сăхсăхрĕ.
— Курăпăр. Суйсан — пуçу пĕтни çавă пулĕ. Ниçта та тарса хăтăлаймăн. Çĕр тĕпĕнчен шыраса тупăп. Халичченхи пекех пурăнас тесен, акă мĕн ту: хĕрӳ вилмен-тĕк, вăл ăçта кайнине пĕлме тăрăш. Таврăнсан, ун кăмăл-шухăшне вăлтса пĕл. Айăпне йышăнса ӳкĕнме шутласан, тӳрех кунта килтĕр. Ашĕнче мĕн пуррине, мĕн пĕлнине каласа парсан, каçарăп çеç мар, укçа та тӳлĕп.
— Ваше благородие, хам сăмах çине тăрăп...
— Курăп. Ун чухне эсĕ аслă патшана парăннине те хаклăп. Халь кай ĕнтĕ. Çула май дежурнăй стражнике систерсе хăвар, килтĕр!
Арăмепе хĕрĕ Прахăра çуйлăн та аран тӳссе кĕтсе илчĕç.
— Хĕрĕм, пыр! Станувуй дежурнăя чĕнтерчĕ. Тата тем тăвасшăн, — терĕ кĕнĕ-кĕменех Прахăр.
Натюш пĕр сăмахсăрах тухса кайрĕ. Улăшкипе иккĕшех юлсан, Уляна ыйтрĕ:
— Мĕнле унта?
— Хальхинче хăрушлăх иртрĕ теме те юрать... Анчах Кĕтерука тытса пыма хушрĕ...
— Турă çырлахтăр... Хура çăхан темтепĕр щутласа
кăларĕ.
— Çапла, Уляна... Хăрушлăх сирĕлни те вăраха тăсăлмĕ. Кĕрешӳ çивĕчленнĕçемĕн пуçĕпех шанма пăрахĕç. Натюшпа иксĕмĕре кăларса ярĕç е хупса лартĕç. Киле вĕçтер те кама кирлине хыпарла: çак хушăра Кĕтерук упранса çӳрени аван. Ан тив, вилнĕ сас-хура сарăлтăр... Станувуй ку халапа чăннипех ĕненнĕ-и, тен?
Прахăрпа Уляна пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхрĕç те, куçĕсем умне пĕтĕм пурнăçĕ тухса тăчĕ. Ĕмĕр тăршшĕнче мĕн тери нуша тӳсмен-ши иккĕшĕ!.. Чухăн пирки, хĕр çеç çуралнăшăн мĕн чул харкашман-ши? Ырă пурнăç курас, сăн сунман. Халь вĕсем ытлăн-çитлĕн пурăнаççĕ çеç мар, çут тĕнчене — пурне те ăнланакансен, этем ăрăвĕнчи чи телейлисен ретĕнче пыраççĕ. Прахăр, арăмне хăçан савнине те маннăскер, ĕçпе хытнă аллисемпе тăкăнас мăкăнь чечекне тыткаланă пек ыталаса чуптурĕ.
— Ĕнтĕ кай... Пăшăрханма, салхуланма кирлĕ мар...
— Шан, Прахăр... — тесе тухса кайрĕ Уляна.
XVI
Стражниксем пухăнсан, Огуречников вĕсене çапла каласа ăнлантарчĕ:
— Господа, акă мĕн! Эпир халь Округ сучĕ йышăннине пурнăçлама каятпăр. Кашни ялах çын ярса вăя салатас мар тесе, икĕ ушкăна кăна уйрăлатпăр. Эпе тăватă çынпа Энĕшкассине вĕçтерĕп. Иван Митрыч — юлашкисемпе Тĕмшере. Çынсене малтан сăмахпа çавăрма тăрăшăр. Ыранах ĕçе пыма килĕшмесен, килĕнче мĕн пуррине йăлтах илсе тухăр. Çула тепĕр сехетрен, кĕтӳ кĕртсе выльăх-чĕрлĕхе картишне вырнаçтарнă тĕле, çитмелле тухăпăр. Ыйтса пĕлмеллисем çук-и?
— Çук, ваше благородие! — хуравларĕ Мошков.
— Апла тесен, хатĕрленсе тăрăр!
Стражниксем саланма та ĕлкĕреймерĕç — Натюш, Мошков кабинетĕнчен тухса, ашшĕ патне таврăнчĕ. Полицейскисем мĕн тума шутланине икĕ-виçĕ сăмахпа ăнлантарчĕ те Муравьев патне чупрĕ.
Полицейскисем çывхарнине энĕшкассисем икĕ çухрăмранах асăрхарĕç. Ял темле хăрушлăха хирĕç тăма хатĕрленнĕн шăпланчĕ.
Хапхи умне полицейскисем тĕрлеттерсе пынине курсан, Макçăм ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ. Станувуй кăнтăрла юнаса хăварнине тума килнĕн туйăнчĕ ăна.
Ĕç ăнасса ним иккĕленмесĕр шаннăран-и, тен, Огуречников, нумаях та пулмасть Макçăма тапкăпа ислетнине манса, кăмăллăн чĕнчĕ:
— Вăт, каллех курнăçрăмăр...
Макçăм, тем пек хăрасан та, вĕсене яланхи майлах вашават йышăнчĕ.
— Килĕрех, килĕрех, ваше благородие... Тĕпелех иртĕр... Господа, эсир те килти пек пулăр. Верук, пулă кукăльне кас-ха... — Пулă тенĕрен, арман пĕвинче вăл алпа ăсса илмеллех ĕрченĕ те, халĕ унăн сĕтелĕ çинче вулă çимĕçĕ татăлмасть. Огуречников пулă кукăльне килĕштернине те пĕлет Макçăм.
— Çиесси тармĕ-ха. Малтан десятскисене кайса кала арçынсене хурал пурчĕ патне тухчăр. Никама та ан хăварччăр. Ху Сантăра — Николай Степанович хунне — ман пата илсе кил! — хушрĕ Огуречников.
Верук кукăль касса хучĕ. Сăра, эрех кăларса хатĕрлерĕ те:
— Сетел хушшине ларăр-ха ĕнтĕ! — терĕ. Огуречников, такам патĕнче ĕçме те тиркеменскер, тек чĕнтерсе тăмарĕ, хăйпе пĕрле ыттисене те лартрĕ. Кĕтмен çĕртен Макçăм пырса станувуй патне чĕнтерни Сантăра чĕтретсе ӳкерчĕ.
— Мĕн ĕçпе-,ши?..
— Ним те пĕлместĕп! — ыхлаçлăн каларĕ Макçăм. Тем май шухăшласа та мĕншĕнне тавçăраймасăрах Сантăр старостăпа пĕрле тухса утрĕ.
Макçăм таврăннă çĕре те Огуречников сĕтел хушшинчен тухман-ха. Сантăра хăйпе юнашар лартсах вăл сăмах пуçарчĕ:
— Александр Кузьмич. Эсĕ уезчĕпе чаплă, кĕпĕрнипе мухтавла хуçапа хăталлă çыннăн хунĕ... Мĕнле майпа пăлхавçăсен, аслă патша йĕркисене хирĕç тапăннă çынсен ретне кĕтĕн-ха?
Сантăра хуравлама йывăрах мар. Çуркунне мольă хăваланă çĕрте ĕçлеменнипе пĕр пус та çухатман. Миххапа та нихçан харкашман пирки паян ĕç пăрахнăшăн ахаль те пăшăрханать вăл.
— Çук, ваше благородие, эпĕ патша йĕркисене пăсакансен ретĕнче мар, Миххана та хирĕç тăман.
— Апла тесен, ма ĕçе пăрахрăн?
Çĕр çын тăвакан маткăна пĕччен тумаллаччĕ-и?.. Ман енчен халĕ те чăрмав çук. Ыттисем килĕшсен, ыранах тухма хатĕр.
— Ку вăт пархатарлă сăмах! Куншăн ырлама та тивĕç. — Огуречников ăна эрех тултарса пачĕ. — Ĕç-ха! — Хисеп тунăшăн мар, малтан хăрани ахалеххине сиссе хĕпĕртенипе ĕçрĕ Сантăр. — Ман сан валли ырă хыпар та пур. Михаил Петрович сана кунне тенкĕ çурă тӳлетĕп терĕ.
— Эпĕ хам шухăша паçăрах каланă.
— Ăна илтнĕ те-ха. Хăвпа пĕрле берда çапакансене илсе каясчĕ. Хуçа вĕсене кунне пĕрер тенкĕ тӳлет. Тата çуркуннехи ĕçшĕн укçа татса юлнине ыранах тавăрса парать.
— Мĕнех вара, йыхăрса пăхăп.
— Пăхăп çеç мар, вĕсене çине тăрсах çавăрма тăраш.
— Мĕнле пулĕ унта...
Огуречников ăна çирĕм пилĕк тенкĕ кăларса тыттарчĕ.
— Ку сире садатка вырăнне. Çынсене ху пĕлнĕ пек валеç. — Татах эрех тултарса ĕçтерчĕ те, Сăнтăр йăлтах килĕшсе тухса кайрĕ.
Ĕç пуçламăшĕнчех ăнăçлă иртни Огуречникова шанăç кĕртрĕ. Вăл Макçăмпа та калаçма, шӳтлеме хăтланчĕ. Тултарса панă сăра-эрехе янк! кăна тутарчĕ. Çапах та пуринчен малтан таврăннă десятскиех ун кăмăлне пăсрĕ.
— Хăваларăм та, пĕри те килте çук, — тесе евитлерĕ.
— Мĕнле çук?
— Пĕлместĕп, ваше благородие. Пӳрчĕ умне пырсанах, хĕрарăмсем «арçын çук» тесе хуравлаççĕ.
Тата икĕ-виçĕ десятскийĕ те çавнах çирĕплетрĕç.
Халăх мĕншĕн пухăнманнине Макçăм аван чухлать. Ку каллех ывăлĕсен ĕçĕ ĕнтĕ. Ним калама, ним тума аптранă енне ыйтанçи турĕ:
— Ăçта вара вĕсем?
— Пĕлместпĕр, Макçăм Данилович...
— Вĕсем килтех. Е хăваламан эсир, е лешсем хăлине пенĕ! Халех тепĕр ху? хăвалăр! Тытса тухăр та... пĕр çынна ан хăварăр! Халь пухăнмасан, кайран йывăртарах килĕ! — ятлаçса ăсатрĕ Огуречников десятскисене.
— Григорий Петрович, ĕçсе парăр-ха! — тултарнă черккине сĕнчĕ Макçăм.
— Ĕçместĕп! — татса хучĕ Огуречникав. Хресченсем хăй яла килнине сисменрен пухăва пырасшăн мар пек туйăннипе вăл халех урама тухма шутларĕ. — Атьăр, хурал пӳрчĕ патне каятпăр. Курăп-ха, эпĕ хушнине итлемесĕр тăма кам хăйĕ!
Урамра пĕр çын та палăрмасть. Хурал пӳрчĕ патĕнче те никам çук. Десятскисем таврăнчĕç те вăйран сулăниччен çӳресе те никама тупайманни çинчен каласа пачĕç.
Огуречников, вĕсене пурне те пĕр чĕлхеллĕ пек шутласа, тилĕрсе кайрĕ.
— Эсир, сукин сынсем, пăлхавçăсемпе пĕр каварлă-и?!. Сирĕн те Çĕпере каяс килет-и? Юрать, ăсатăп!.. Хурал пӳртне хупса лартăр вĕсене!
Десятскисене шăкăр-шакăрах хупса лартрĕç те, пĕр стражникне хурала тăратрĕç.
Огуречников икĕ стражиикне уйăрса хушрĕ:
— Эсир сулахай енчи урампа пырăр. Арçынсене ним уямасăр хăваласа кăларăр! Çук тесен, выльăх-чĕрлĕхне е ытти япаласене илсе тухăр! Лешсем кайсан, хăй тепĕр стражникĕпе Макçăма ертсе, урамăн тепĕр енчи киле кĕчĕ.
Станувуйсене курсан, кил хуçи арăмĕн сехри хăпрĕ, çапах та, упăшки хытарса хăварнипе вĕсене çухалмасăр кĕтсе илчĕ. Ачисем тискер кайăкран хăранăн кĕтеселле тĕршĕнчĕç.
Пӳртре арçын çуккине асăрхасан:
— Упăшку ăçта? — тесе ыйтрĕ Огуречников.
— Ăçта пултăр, рейдăра. Михха йывăççине тиенĕ çĕрте ĕçлет! — хăюллăн тавăрса хучĕ кил хуçи арăмĕ.
— Ма суятăн! — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ Огуречников.
Кил хуçи арăмĕ каллех çухалмарĕ.
— Ма суяс ман. Суйнăшăн укçа тӳлеççĕ-им? Упăшка килтен тухса кайни эрне ĕнтĕ!
— Ăхă, упăшку кайни эрне, эппин... Вăл рейдăра иккен... Маттур хĕрарăм эсĕ. Пурне те пĕлетĕн. Вăл çур-кунне мольă хăваланă çĕрте ĕçленине астăватăн-и?
— Астăватăп.
— Пит лайăх. Янашова миçе тенкĕ парăм юлнине те астăватăн пулĕ?
— Астăватăп, Миххана памалли пирĕн пĕр пус та çук. Ку яхăнта эпир ун патне кивçене кайса кĕмен. Халичченхине парса татнă.
— Çуркунне илнине те-и? Кил хуçи арăмĕ шарламарĕ.
— Ăхă, чĕлхӳ çухалчĕ курăнать? Апла хам каласа парам: сан сăрнай упăшку ĕçлеме пăрахнă та пытаннă. Парăмне эсĕ тӳлесе ярăн, — терĕ те Огуречкиков, вĕсем кил хушшине тухрĕç.
Пĕтĕм картиш тавра шыраса çаврăнчĕç, выльăх чунне курмарĕç.
— Выльăхсем ăçта? — ыйтрĕ Огуречников çенĕк умĕнче тăракан кил хуçи арăмĕнчен.
— Пирĕн нимле выльăх та çук.
— Чăнах-и? — тĕпчерĕ Макçăмран Огуречников. — Суякана тӳсме пултараймастăп.
Макçăм ĕшенсе ӳкрĕ. Чăннине каласан, Энĕшкасси халăхĕ çилленĕ. Суйсан пушшех ырри пулмĕ. Станувуй ыттисенчен вăлтса пĕлесрен хăрушă Ывăлĕ прики те пурнăăç çип çинче çеç юлнă. Мĕншĕн тата ют çынна хутелесе пĕтмелле тесе шутларĕ те вăл:
— Суять... — терĕ.
— Ара, Макçăм... Аçа çаптарах сана... Ăçта пирĕн выльăх!
Халь ĕнтĕ кил хуçи арăмĕн сăмахĕ витĕмлĕ пӳлмарĕ, Огуречников çиллине шăнараймасăр:
— Йыт ами, эсĕ мана улталама-и! — тесе сиксе пычĕ те хĕрарăма енчен енне çупса ячĕ.
— Ма çапатăн эсĕ? Ма çапатăн?! — хурлăхлăн çухă-рашрĕ кил хуçи арăмĕ.
— Кала, выльăхусем ăçта? — Станувуй хĕрарăма çапса ураран ӳкерчĕ, тапкăпа ислетме тытăнчĕ.
Кил хуçи арăмĕ кушак лек сиксе тăчĕ те Огуречников çинелле ыткăнчĕ. Лешĕ айккинелле пăрăнма ĕлкĕрчĕ.
— Хурал пӳртне илсе кайăр ăна! Хурал пӳртне илсе кайăр!
Хĕрарăм куçне-пуçне чарса пăрахрĕ. Шăлне шатăртаттарса астутарчĕ:
— Ы-ы... Этем мурĕсем... Çыпçăнăр кăна... Куçăрсене чавса илетĕп...
Огуречников ирĕксĕрех аптраса тăчĕ. Хĕрарăм чурăс кайăк пек курăнчĕ ăна. Чăваш хĕрарăмĕ станувуйпа стражниксене тапăннине кам астăвать?
Стражник, тăна кĕрсе, сарай кĕтессинче тăракан шалчана илче те кил хуçи арăмĕ çинелле сулса ячĕ. Шалча çенĕк алăкне пырса çатлатрĕ, хĕрарăма лекеймерĕ, хăранипе кил хуçи шапах хытса. тăчĕ. Çав самантпа усă курса, стражник ун аллине каялла хирсе лартрĕ.
— Илсе кайăр хăвăртрах! — хушрĕ Огуречников. Стражник кил хуçи арăмне кăларса кайма тытрĕ.
Сасартăк чиркӳ чанĕ çуйлăи та йыхравлăн янлани илтĕнчĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку? — Огуречников канăçсăрланса урам тăрăхне сăнарĕ. Ав, урăм тепĕр енче ухтаракансем пĕрисенне тумтир тавраш йăтса тухрĕç. Кил хуçи арăмĕ асар-писер çуйхашать. Стражниксем ăна чан сасси теме систернĕн янланипе ухтарма чарăнчĕç.
Сасартăк те урам вĕçĕнче, те тăкăрлăкра бурлаксем юнаса та хăватлăк кăшкăрашнă сасă урам хушшине чĕтретрĕ:
— Охо-хо-хо-хс!
Унччен те пулмарĕ — пакурĕсене çӳле çĕкленĕ вуншар арçын килни курăнчĕ. Огуречников ку çынсем ырă кăмăллă маррине тавçăрчĕ. Урам леш енчи стражниксем вăр-варах станувуй патне пычĕç. Кил хуçи арăмне сĕтĕрекен стражник те ăна хăварсах кил хушшинчен тухрĕ.
— Ы-ых... мурçиесшĕсем! Таратăр-и!.. Тăхтăр-ха, тип-шар тата хĕрӳрех килĕ! — тесе юлчĕ хĕрарăм.
Огуречников стражниксене лăплантарма тăрăшса калаçрĕ:
— Господа, тăнăçлă пулăр! Нимрен хăрамалли те çук... — Халăх çывхарнăçемĕн хăй те сехĕрленчĕ. Палăртасшăн мар çеç яланхи сассипе хушрĕ: — Господа, урам варринчен ирĕк çĕрелле куçсан аванрах!
Огуречников шухăшĕпе, хĕçпăшаллă пилĕк çыншăн тăшмансене сиресси нимех те мар. Пеме те юрать. Ял хушшинче, чăн та, шикленмелле вара. Кунта кашни кĕтесрен систермесĕр тапăнма, алăра мĕн пуррипе çапса пăрахма пултараççĕ. Анчах вĕсем ялтан тухма ĕлкĕреймерĕç. Анкарти хыçĕпе чупакан бурлаксем çула пӳлчĕç. Полицейскисене ирĕксĕрех хурал пӳрчĕн стени çумне тĕршĕнме тиврĕ. Бурлаксем мĕн каласа шавланине те илтсе ăнлачĕç.
— Шаккас!
— Атăла кайса ярас!
Полицейскисем револьверĕсене кобуртан кăларса тытрĕç.
— Ан çывхарăр, перетпĕр, — астутарчĕ Огуречников. Бурлаксем хушшинчен Ваçли мала тухрĕ те:
— Ваше благородне! Намăс мар-и сире... хăвăр пире халăх çине хăвалаттаратăр... Пухăнтăмăр та — персе пăрахассипе хăрататăр! — терĕ пурте илтмелле.
Вилесле пулса кайсан та, Макçăм çакна ăнланчĕ: ĕнте ывăлĕ пирки пытарса калаçма çук. Хăй камне уççăнах кăтартрĕ. Ана питлесе е ятласа станувуй умĕнче шанăçа кĕме май çук-ши?
— Ваçли, Ваçли... — тарăхса хăтăрчĕ вăл, — мĕн тума çыхланатăн эс вĕсемпе... Е хăвăн пурăнас килмест-и? Е пире, аннӳпе иксĕмĕре, пĕтерме шут тытрăн-и?
Огуречников ку çамрăк камне пĕлменччĕ. Халĕ пĕлчĕ те тилĕрнипе хăрушлăха манчĕ. Акă ăçта вăл ун тинкине кăларакан усал! Акă ăçта вăл стражник хĕçпăшалне туртса илекен усал! Огуречников револьверне Ваçли çине тĕллерĕ:
— Тытăр вăрă-хураха! Çыхса пăрахăр ăна! Стражниксем Ваçли еннелле ыткăнчĕç. Анчах бурлаксем пакурĕсемпе халь чиксе çурасла вĕсен çулне пӳлчĕç. Хыçалтисем хаяррăн шавларĕç. . — Ваше благородие, ан ĕрĕхĕр!
— Ытах тесен, çăварлăх парăпăр!
Стражниксем ирĕксĕрех каялла чакрĕç. Огуречников пеме хушасшăнччĕ. Бурлаксем Атăл хумĕ пек пăлханнипе сăнă евĕр курăнакан пакурсен çивĕч вĕçĕсем тăна кĕртрĕç. «Персен виççĕш-тăваттăшне ӳкерĕн. Вара хамăра та чĕрĕ хăвармĕç...» Огуречников та стражниксемпе пĕрле стена çумнерех çыпçăнчĕ.
Ваçли шухăшне малалла тăсрĕ:
— Хăвăрах куртăр, ваше благородие... Эсир мана пӳртре те пĕччен çĕрте çеç тытма пултарнă. Халь эпĕ патша саккунĕсен ирĕкĕнчи çын мар. Çавăнпа эпĕ сире ним вырăнне те шутламастăп!
— Йăлмакран хăтăлаймăн!
— Кам мĕнле вилĕмпе çĕре кĕресси çинчен сӳпĕлтетсе вăхăта ирттермĕпĕр. Çитменнине, эпир харкашас шухăшпа пухăнман. Чăннипе каласа парăр-ха: ма килнĕ эсир пирĕн яла? Кил-çуртсене ма ухтаратăр?
— Эсир — аслă патша йĕркисене пăсакансем! Эсир — пăлхавçăсем!
— Ваше благородие, сăмахсене таçталла вылятас марччĕ. Патша йĕркисене эсир астутармасăрах пĕлетпĕр эпир. Вăл хăй патне ырă кăмăлпа, ăна ашшĕ пек сунса, нушисене каласа пама пынă çĕршер рабочине персе пăрахтарнă. Ахальтен юнлă патша темен ăна.
— Чарăн, чарăн! Перетĕп!
— Хуллен, ваше благородие!
— Сана паçăрах ан ĕрĕх тенĕ!
— Ваçли, лайăхрах ислет ăна!
— Чыхăнтар! — аслати кĕрленĕн шавласа илчĕ халăх.
— Анчах, ваше благородие, эпир халь сирĕнпе патша пирки харкашма мар, Питĕрти рабочисем евĕрлех мирлĕ майпа татăлма килнĕ. Пирĕн кил-çуртсене ухтарса вăхăта ирттериччен Атăлкассине таврăнăр та, пирĕн хута кĕрсе, сехмете акă мĕн тума хушăр: çаратнă пилĕк пин тенке халех кăларса патăр! Округ сучĕн ĕçне сӳнтертĕр. Малалла мĕнле ĕçлесси çинчен, пирĕн ыйтусемпе килĕшсе, çĕнĕ договор тутăр. Тата çакна астутарăр: пирĕнпе хирĕçсе вăл ыррине курас çук. Эпир хĕн-хур айĕнче нуша та выçлăх тӳссе пурăнакан чурасем çеç мар, хамăр тивĕçлĕхшĕн вĕçне çити кĕрешме хатĕр этемсем. Миллионшар ĕçхалăхĕ пирĕн майлă.
Огуречников, стена çумне пăталанă пек, ним хускалаймасăр куçне çавăркаласа тăчĕ. Тем хушасшăнччĕ вăл — вăй-халĕ йăлтах йăшнипе сăмах чĕнеймерĕ.
Тахăшĕсем кайса полицейскисен лашисене илсе килчĕç. Огуречниковсем урăх ним шарламасăр тăрантас çине ларса тĕрлеттерчĕç. Тĕмшер çул юппинче вĕсем Мошковсемпе тĕл пулчĕç. Лешсене те хăваласа янă иккен.
— Халăх! — полицейскисем куçран çухалсан тӳсеймерĕ Макçăм, сăмах хушрĕ, — мĕн туса хутăр! Мĕн курăпăр ĕнтĕ?
— Атте, эсĕ ыттисемшĕн мар, хушăн пăшăрхан! — терĕ те Ваçли, халăх еннелле çаврăнса, çапла каларĕ: — Юлташсем, пирĕн кĕрешӳ çивĕчленсе пырать. Сывлăхлă пулăр! Тӳре-шарасем паянхи пекех çăмăллăн парăнассине шанмалли çук. Тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕр тăрăр! Ĕнтĕ ыранччен саланатпăр!
— Ыранччен! — илтĕнчĕç сасăсем.
XVII
Ваçли Павар вăрман лаппинче кĕтсе тăракан Кĕтерук патне çитрĕ те хурал пӳрчĕ тĕлĕнче мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Чан сасси илтĕнсенех, Кĕтерук та Энĕшкассине каясшăнччĕ. Амăшĕ илтсе килнĕ хыпар тăрăх, ăна халлĕхе çын куçне курăнма юрамасть, çав тытса чарчĕ.
Ваçли сумкипе пăшалне çаксан, вĕсем ансăр сукмак çине тухрĕç. Лутра та сухан çыххи пек мăйăрлă шĕшкĕсем хушшипе пынăçемĕн, чĕрене çуйлантарнă кăмăл-шухăшне сирсе, çамрăк чухнехи пурнăç çинчен сăмах хускатрĕç.
— Ытла та пархатарлă çав пирĕн вăрман... Çырлипе савăнтарать. Мăйри тесен, шĕшкĕ тураттисем аран йăтса лараççĕ. Мĕн чухлĕ килнĕ эпир кунта çырлана, мăйăр татма... — Ваçли «ман валли татса хатĕрленĕ мăйăрне Якура çитерсе савăнтартăн-и?» тесшĕнччĕ. Ку сăмах халь ытла та вырăнсăррине тата Кĕтерука кӳрентерме пултарассине ăнланнăран шарламарĕ.
Ваçли шухăшне тавçăрнă пек: «Сан валли хатĕрленĕ мăйăрне Якур патне илсе кайман эпĕ, йăмăксене парса хăварнă», — тесшĕнччĕ Кĕтерук. Ку сăмахсем ĕнтĕ ниме те пĕлтерменнипе, чĕлхи çине килнĕ сăмахне ăша ячĕ. Ассăн сывласа илчĕ те:
— Çапла-а... — тесе Ваçли шухăшне çирĕплетрĕ.
— Кĕтерук, тăхта-ха... Ав, çав сăртра çĕр çырли нумай пулаканччĕ. Ун вăхăчĕ халь те иртмен-çке!
— Чăнах!
Вĕсем васкаса сăрта хăпарчĕç те çырла шырама тытăнчĕç.
— У-у, самаях тупăнать кунта. Чейпе ĕçме пухас мар-и?
— Мĕн çине?
— Тăхта, ман пĕчĕк хуран пур! — Ваçли сумки çумĕнчен хуранне салтса пăчĕ — Акă çакăнта татса яр!
Ал хушшинчен тăрса юлнисем тĕлне çеç пулнăран пĕр-икшер ывăç татсанах çырли пĕтрĕ, лара пуçланипе вĕсем вăрмантан тухрĕç.
Улаха каçсан инçех те кайманччĕ — пер ушкăн кăвакал пуç тӳпинчен шăхăртса вĕçсе иртрĕ. Вĕсем Лăпăс кӳллине анчĕç.
— Каç аш яшки пĕçерĕпĕр! — терĕ Ваçли.
Кĕтерук ним те чĕнмерĕ. Вĕсем васкасарах утрĕç. Кантăр пек чăкраш хăвалăха çитсен, Ваçли сумкине Кĕтерука хывса пачĕ те, хăвана хуллен сире-сире, шалалла кĕчĕ. Çыран хĕррине тухса куклекчĕ. Кӳлĕре пĕр кĕтӳ кăвакал халлĕхе никам шуйлантарманнипе хăрамасăр ишсе çӳрет. Ваçли мăн кăвакалне тĕллесе кĕрслеттерчĕ. Ыттисем çĕкленнĕ вăхăтра тепре печĕ. Тата икĕ кăвакалĕ кӳлле тăрăнса анчĕ.
— Ай, Ваçли... виçĕ кăвакал тытнă-çке эсĕ!.. — хавасланса кĕтсе илчĕ ăна Кĕтерук.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...