Çунашка


Левен


Пĕчĕк кăткă хăйĕнчен

Пысăкрах япалана

Сĕтĕрнĕ пекех, Левен

Çӳлелле тапаçланать.

Эхлетсе, мекеçленсе

Вăл хăпарчĕ ту çине.

— Эх, вĕçеп ĕнтĕ, — тесе

Çавăрчĕ çунашкине.

Вăл ларма ĕлкĕриччен

Çунашки ун пĕр-пĕччен

Анчĕ кайрĕ ярăнса,

Левен юлчĕ шăхăрса.

Мăшкăл пулчĕ çав тери!

Хыттăн тапрĕ ун чĕри.

Макăрмарĕ пурпĕрех,

Вăл ямарĕ хăй ятне.

Çирĕп пул эс ĕмĕрех —

Çитĕн ĕмĕтӳ патне.