Мухтавлă Мулкач
Ака пĕтсен пĕр илемлĕ ирхине çула тухнă Мулкач мул хутаççи тупать. Тупать те ăна хулпуççи урлă уртса килнелле васкать. Çул кукрине çитсенех ун умне Кашкăрпа Упа сиксе тухаççĕ, пĕр сăмах каламасăрах хутаçне туртса илеççĕ. Мĕн тумалла Мулкачăн? Аптранă енне:
— Парăр хутаççа, — йăлăнса ыйтать Мулкач.
Лешсем памаççĕ.
— Парăр хутаççа, — тет Мулкач иккĕмĕш хут.
Лешсем памаççĕ.
— Парăр хутаççа! — кăшкăрсах ярать Мулкач ним тăвайман енне.
— Памасан вара... — лĕх-лĕх кулаççĕ лешсем.
— Унсăрăн каллех пĕркунхи пек пулса тухать акă!!!
Кашкăрпа Упа пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илеççĕ те мул хутаççине васкасах каялла тавăрса параççĕ.
Мулкач хутаççине хул урлă уртса хăйĕн çулĕпе малалла васкать.
Çавăнтах:
— Эй, Катăк тута, пĕркун мĕн пулнăччĕ вара?! — хыçалтан кăшкăрса ыйтаççĕ Кашкăрпа Упа Мулкачăн сăмахĕсене ăнланса илеймесĕр.
— Пĕркун çапла пулнăччĕ: тупăннă тупрана туртса илнĕччĕ те каялла паманччĕ...
Кашкăрпа Упа çăвар карса юлаççĕ. Мулкач киле май утать.
Çав кунран пуçласа Мулкач çинчен Мухтав юрри юрлама тытăнаççĕ.
Мулкач тытни
Пĕррехинче, хĕллехи хĕвеллĕ уяр çанталăкра, эпир Мишукпа сунара кайрăмăр. Çӳресен-çӳресен куян куртăмăр. Куянĕ ик-виç утăмрах ларать иккен. Пăшалпа петĕмĕр, пуля вĕçсе çитеймерĕ. Юр чăмаккипе петĕмĕр, куян вилсе кайрĕ. Мишукпа çĕклеме пуçларăмăр, çĕклейместпĕр. Пĕччен киле çити йăтса çитрĕм. Тирне çивĕч çĕçĕпе сӳме тапратрăмăр. Сĕвĕнмест, алăпах сӳрĕмĕр. Хурана чиксе пĕçересшĕнччĕ, кĕмест, турилкке çинче пĕçертĕмĕр вара. Шӳрпи хытă вĕренипе мулкач турилккерен тухса ӳкнĕ. Кушак курнă та пиçнĕ куяна мăрлата-мăрлата çисе янă.
Мулкач хӳри кĕске пулчĕ, çисе те юлаймарăмăр.
Эс — мулкач мар
Ма-ха вăтанатăн, чăваш,
Чăвашпа чăвашла калаçма?
Чăнах та-шим эс питĕ йăваш,
Пĕлейместĕн пулсан çын пулма?
Эс чăлах-им çынран вăтанма,
Тăвану лăпăр-лапăр-и сан?
Ăнланмастăн çакна эсĕ ма,
Чăвашран ху çуралнă пулсан?
Ма-ха, эс, култаратăн çынна,
Пытарса ху чăваш иккенне?
Хурах-им, эс, кала-ха мана,
Пытарма çынсенчен чĕлхӳне?
Эсĕ ма-ха хăратăн, чăваш,
Пуплеме чăвашла савăнса?
Эсĕ чăх-им е мĕскĕн мулкач,
Пурăнатăн пулсан йăпшăнса?
Çук, тăванăм, эс — çын, мулкач мар
Вăтанмашкăн тăван чĕлхерен.
Чăвашла калаçма хăнăхар
Ăçта та хамăрла, чĕререн.
Аптăранă кăвакал
«Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă», — тесе ватăсем ахальтен каламаннине эсир аван пĕлетĕр. Кăвакал тенĕрен, кунта калаçу кăвакал çинчен мар, куян çинчен пырать.
Ăнланмалларах пултăр тесе йĕркипе каласа парам. Пĕринче, кăнтăрла иртсен, кил картине вутă çурма тухрăм. Нумаях та ĕçлеймерĕм, ача-пăча çуйхашни, такама хăваласа кăшкăрашни хăлхана кĕрсе кайрĕ:
— Эй, курăр-ха, курăр! Ялах кĕрсе тарчĕ вĕт!
— Эй, пӳлĕр!
— Вĕс, Хураçка, вĕс!
Вăн-вăн, Витали пиччесем енне пăрăнчĕ!
Унччен те пулмарĕ — çурри уçă хапхаран куян вĕçтерсе кĕчĕ, эпĕ тăнине те пăхса тăмарĕ, çывăхах пырса ларчĕ. Ак тамаша — аптăранă кăвакал… Чĕрĕ мулкача кун пек çывăхран нихăçан та курманччĕ. Мĕн тери хитре иккен вăл! Кĕрĕкĕ шап-шурă та кăпăшка, хăлхисем унталла-кунталла вылянаççĕ, куçĕсем кăвар пек çунаççĕ. Хăй сиксех чĕтрет, пашкать.
Эпĕ мулкач çумĕнчен иртсе хапха хупма кайрăм. Кĕçех ял ачисемпе çамрăксем те пырса çитрĕç. Эпĕ урама тухрăм, алăка хупрăм.
— Витали пичче, — теççĕ çамрăксем, — сирĕн пата куян кĕрсе тарчĕ. Эс курмарăн-и?
— Çук, — мулкача çав тери хĕрхеннипе суяс килмен çĕртенех суйрăм эпĕ. — Чипер кăна вут çураттăм. Кăшкăрашнине илтрĕм те мĕн пулнăши тесе тухса пăхас терĕм.
Пĕр каçрах çĕр те икĕ куян тытрăм
Хисеплĕ ачасем!
Хăвăрах пĕлетĕр, ман атте те, асаттен аслашшĕ те сунарçă пулман. Асаттен аслашшĕ кăна мар, пирĕн пĕтĕм йăхра та ĕмĕрне сунарçă пулман. Çавăнпа манран пурте çапла ыйтаççĕ:
— Çтаппан пичче, эс мĕнле майпа çав тери чаплă сунарçă пулнă-ха?
Тӳррипе каласан эпĕ чаплă та паллă сунарçă пулнинчен нимĕнех те тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен ман пек сунарçă пулма такам та пултарать. Чаплă сунарçă пулма пĕр япала çеç кирлĕ, вăл темĕн те пĕр шутлама пултаракан пуç пулать. Ун пек ăслă пуç пулсан вара такам та чаплă сунарçă пулма пултарать. Анчах манăнни пек ăслă пуç кирек камăн та çук çав. Акă мĕншĕн эпĕ тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулса тăтăм.
Ман пуç чăнах та питĕ ăслă. Вăл темĕнле тĕлĕнмелле япаласем те шухăшласа кăларать. Тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă пулмалли шухăша та вăлах шутласа кăларчĕ. Вăл акă мĕнле пулчĕ. Эпĕ ун чухне вунă çулхи ачаччĕ. Эпĕ ытти ачасем пек имшеркке те хăюсăр пулман, атте тăвакан пур ĕçе те хутшăнаттăм, пысăк ачасемпе пĕрле Ямаш вăрманне куянсем йĕрлеме те каяттăм. Тӳрех каламалла: ман пек паттăр ялта урăх пĕр ача та пулман.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...