Шурă


«Кунсем те каçсем шутласа эс мĕн чухлĕ ан пурăн...»


Кунсем те каçсем шутласа эс мĕн чухлĕ ан пурăн,

Пĕлсе пĕтереймĕн пĕрех савнăçпа хĕн-хура.

Ав, çĕмĕрт çеçки те, шуратнă пир тейĕн, шап-шурă,

Анчах çырлисем, çырлисем мĕншĕн йĕпкĕн хура?

 

Тĕнчемĕр — улшуç. Ылмашаççĕ çут тухăç, сив анăç.

Кам пулĕ тӳре? Улшăну саккунне пăхăнса

Паян тивĕçпе килмелле пек шур çĕмĕртлĕ савнăç,

Анчах хура хуйăх хурах пек тухать шăвăнса.

 

Шап-шур çеçкерен шурă-шурă çырла, ай, пулмарĕ.

Епле, тутансан, вăл чĕлхе-çăвара типетет.

Эй, хуйăх, эс сивĕннĕ савăнăç пулăмĕ мар-и? —

Сана астивсен, чун-чĕре хуралса пиçĕхет.

 

Хура çĕмĕртрен шур саппунлă çеçке тухса ларĕ.

Çак мар-ши улшуçăн тĕллевĕ тесе сĕмленен.

Эй, саврнăç, эс хура хуйăхăн мăшăрĕ мар-и —

Чĕре суранне, арăм пек, хăвшăнах, тен, сиплен.

 

Телей те инкек хушшинче эс мĕн чухлĕ ан пурăн,

Пĕлсе пĕтереймĕн пĕрех савнăçпа хĕн-хура.

Ав, çĕмĕрт çеçки те, шуратнă пир тейĕн, шап-шурă,

Анчах çырлисем, çырлисем мĕншĕн йĕпкĕн хура?

 

Малалла