Çеçенхир


Çеçенхирте


Çумăр çурĕ, шăпăртатрĕ

Çĕн палатка тăрринче...

Тусăма хуллен вăратрĕ

Çут хĕвел хăпариччен.

 

Кайăксен пасарĕ евĕр

Пухăннă пĕлĕтсене

Çил кĕтӳçĕ пĕр шеллевсĕр

Хăвалать Иртыш енне.

 

Кӳлĕри хум ункă-ункă

Йĕр туса сарăлнипе

Вĕтĕр-шакăр шурă чул кăшт

Сиккелет, ташланă пек.

 

Çеçен хиршĕн çĕнĕ эра

Пуçласа, çак ирхине

Хăварать чăваш Сетнерĕ

Сарлака плуг кассине.