Çура


Мăйракаллă открыти


Эпир шăпах каçа апата ларнăччĕ. Алăк яриех уçăлса кайрĕ те, мăкăрланакан сивĕ сывлăшпа пĕрле кӳршĕ Левентей кĕрсе тăчĕ. Шăпăр сĕнессе кĕтмесĕрех кăçатти çинчи юрне малахайĕпе шăлса тăкрĕ.

Левентей колхозра паллă механизатор. Вăл ялтах вăтам шкултанах тракторпа ĕçлеме права илсе тухрĕ. Çирĕм çул хушшинче хуçалăхри нумай машина ун аллинче чупнă.

— Мухтаса çӳретĕн, кил апата, — арăмпа иксĕмĕр те харăсах чĕнтĕмĕр.

— Апачĕ-мĕнĕ мана кирлĕ мар-ха. Эпĕ ĕçпе килнĕ, — терĕ вăл, тĕпелелле иртсе. Çĕлĕкне сĕтел çине месерле хучĕ те ун ăшне кĕсйинчен тин çеç çуралнă тăватă кушак çури кăларса хучĕ.

— Тăхта-ха, мĕн хăтланатăн?

— Тăхтама май çук. Кашăкна хур-ха, апатне каярахпа çийĕн.

Арăм та, çиме пăрахса, Левентей мĕн хăтланнине пăхать.

— Акă, кур, — терĕ вăл. Сылтăм аллипе кушак çурине тытрĕ те сулахайĕпе суккăрскерĕн чĕтрекен хӳрине çӳлелле çĕклерĕ. — Ама-и?

— Ама, — тетĕп.

Иккĕмĕш çурине те çаплах кăшкăртрĕ:

— Ама-и?

— Ама.

Юлашкисем те ама пулчĕç.

— Тăваттăшĕ те ама. Ан ман. Халĕ кусене пăхăпăр, — терĕ, çурăмĕ хыçĕнчи кутамкине вĕçертсе.

Малалла