Идаят


Низами мавзолейĕ умĕнче


Кунта ĕмĕрсем ыр ятпа пурăнаççĕ.

Аваллăх упрать мĕн пулса иртнине.

Кунта юрăçсем ача евĕр туяççĕ,

Кунта Низами пехиллет вĕсене.

 

Кунта ĕмĕтсем тӳпене çĕкленеççĕ,

Çут çăлтăр пулса çутатаç çынсене.

Кунта сăмахсем кайăк евĕр вĕçеççĕ,

Çунат та хушаççĕ çыравçăсене.

 

Чĕрем кайăк пек халь тапать питĕ хăвăрт,

Аваллăх кунта яланах хăнара.

Кунта кам пулман — килсе курăр та хăвăр

Аваллăхпала туслă пулăр вара.

«Кая юлса килет кăçал та çуркунне...»


Кая юлса килет кăçал та çуркунне.

Вĕр-çĕн плаща хывса,

Çурăм хыçне тытса,

Ăшша кĕтсе

Хуллен тухатăп çул çине.

Ах, çуркунне килет ытла кая юлса.

 

Хĕл сиввисем кăçал ытла, ытла хаяр,

Хăямата вĕсен

Тахçанах сикмелле.

Çапах та ăшă килессе,

Тăван, шанар!

Ав, кур,

Шăнкăрч йăви ăна кĕтет епле.

 

Ту тăррисем çуркуннене кĕтсе кăçал

Хăйсен юррисене те

Манчĕç тахçанах.

Ман саз1 та юрламасть.

Хĕвелсĕр тăван ял.

Çуркуннене кĕтетĕп эпĕ çакăнтах.

Старик


Хăлатăнни пек çунать куçĕ,

Савалан тăвĕн юрĕ — ун пуçĕ, —

 

Шап-шур,

Тăрать чул-ту пек ман умра,

Унран вăйли çук таврара.

Илемлĕ этем ыр ĕçре,

Çут çăлтăр, эс çун тӳпере.

Тусем тата эпĕ


Тăнлав çине юр çурĕ питĕ час!

Ватăлăхран ниçта тарса каяймăн.

Ман ĕмĕтсем ачалăх пек васкаç,

Ман пурнăç çулĕ час иртет, чараймăн.

 

Шанаттăм: ту тăрне çитме инçе,

Кашни тăва асатте пек кураттăм.

Ту тăррине çӳререм эп миçе!

Хам халĕ ватă ту пек куранатăп.

«Ача ури çине тăрать...»


Ача ури çине тăрать,

Тăрать, тăрать,

Пит савăнса амăш кулать,

Кулмасть ача,

Ӳкмест, тăрать.

 

Унтан мĕнпур вăйне пухса,

Утса вăл

Кайрĕ малалла.

Сасартăк ӳкрĕ такăнса,

Йĕмере,

Тăчĕ,

Ăнтăлчĕ мала...

 

Сунатăл ăнăçу, туссем,

Малтан мала утакана.

Кĕтеççĕ инçетри çулсем

Канма пĕлмен хастар çынна.

Каларĕç


Каларĕç:

«Пуян вăл... Пӳрт мар, лартнă чаплă кермен!...»

(Хăйсем ман патра пачах та пулман!)

 

Каларĕç:

«Ăна ĕненсен — кайран пит ӳкенен...»

(Хам чăн сăмахпа юлташа эп сутман).

 

Каларĕç:

«Халь пĕтрĕ! Унран çын пулмасть нихăçан!»

(Шаралăм пит ватă, тухса çӳреймест).

 

Каларĕç:

«Ун куккăшĕ пуçлăх, тус пул унпалан!..»

(Чăнах, çын черечĕ умра халь пĕтмест).

 

Каларĕç:

«Пит чаплă, талантлă! Мухтатпăр сана!..»

(Анчах чĕрисем хупă пулчĕç вĕсен).

 

Каларĕç:

«Телейлĕ!.. — Пиллет ăраскал самана...»

(Куçра пуррине, эх, курмарĕç вĕсем...)

Хак пани


Çĕрле, асар-писер çулпа,

Çĕмĕрĕлнĕ кив урапапа,

Кайма шутланă, тет, пĕри,

«Чипер!» — ăсатнă, тет, тепри.

 

Тата тепри ту-сăрт урлах,

Ытла та мухтанмасăрах,

Кать çулĕ хывнă тахçанах.

«Сукмак!» — хак панă, тет, ăна.

«Кĕрхи шăплăха...»


Кĕрхи шăплăха

Эп паян кураймастăп.

Тĕнче тĕрлĕ тĕслĕ тумпа тумланать.

Санран уйрăлса телее тупаймастăп,

Атя,

Кĕр çитсен те,

Çурхи туйăм çунать.

 
1 азербайджансен чĕлĕхлĕ купăсĕ