Раççей


Раççейĕм


Раççейĕм, эсĕ ман çĕршывăм!

Мана ӳстертĕн пĕчĕкрен.

Эс сывăран — ялан эп сывă,

Эс вăйлăран — хастар чĕрем.

 

Раççейĕм, эсĕ ман çĕршывăм!

Сывлатăп эп пĕр пек санпа.

Кунта эп чи телейлĕ ывăл,

Кунта кун-çулăмпа шăпам.

 

Раççейĕм, эсĕ ман çĕршывăм!

Чапна çĕклерĕн тӳпене...

Пĕр сан çинчен эп юрă хывăп,

Сана парнелĕп чĕрене.

Раççей сăрчĕсем


1

Эп çуралнă çĕршыв çырмаллă, сăртлă.

Эп çуралнă çĕршыв-хирсем, вăрмансем.

Ачашпа — ачаш, усалпа — шăртлă

Калаçаççĕ манăн ентеш-тăвансем.

 

Ялĕсем кунта айлăмра та, сăртра та —

Анаткас е Тукас сахал мар таврара.

Хăрах урупа сăрт çинче тăратăн,

Хăраххи чӳхенет çырмара, шывра.

 

Экзотика çук — тинĕссем те, тусем те...

Попугай курăнмасть, ӳсмест хăть банан.

Çаплах пурăнатăн, ĕçлен, тӳсетĕн —

Савăнан, мухтанан, йăпанан.

 

Çулталăкăн вăхăт тăваттă тетпĕр —

Тăваттăш те питĕ хитре ку енче.

Ĕçлетпĕр, саватпăр та хĕпĕртетпĕр

Айлăмра, сăртра, ун тайлăмĕнче.

 

Калас-тăк, хăйĕн темскерĕ пур сăртăн,

Çавăнпа ачаран юрататăп ăна.

Пĕчĕклех ун енне пăхкалаттăм вăрттăн,

Çурлапа тыр вырма çул çитсен мана.

 

Хушатчĕ аннем: «Халь кăшт выр-ха. Канăн,

Хĕвел çав сăртпа танлашсан», — тесе.

Выраттăм, çулаттăм, çапаттăм. Манăн

Хул-çурăм пиçрĕ, канасса кĕтсех.

 

Телей те, инкек те сăртахчĕ маншăн

Малалла