Салампи


Манмастăп темшĕн вăрманти яла...


Александр Артемьева

 

Манмастăп темшĕн вăрманти яла:

юр кĕрчĕсем выртаççĕ питĕ хулăн.

Пӳрт тăрринчи çилпе выля-выля

чăштăртатать пек халĕ те кив улăм.

 

Мăч! мăч! хупатчĕ кăраççын лампи

кĕрен куçне ĕшеннĕ çын пек вĕçĕм.

Вулаттăмăр эпир те «Салампи» —

ку аппаран нумай çул пулнă кĕçĕн.

 

Паллаймăн ĕнтĕ тахçанхи яла:

тытать кил ăшшине те калорифер.

Çурт лартсанах, çынсем ăмăртмалла

шыраççĕ халь шуç тимĕр те е шифер.

 

Ку çĕнелӳ сăрне çухатасран

тасалтăр кивĕ улăм та асран.