Тянь-Шань


Шурă Барс


Сăнарăм эп Тянь-Шань тăвĕсене

çĕрле те, ирхине те, кăнтăрла та.

Хупланă ĕмĕрхи юр вĕсене, кашнийĕ

карнă шурă-шурă чатăр.

 

Çанталăка кура, çынсем пекех,

тусем те улшăнаççĕ куçкĕретĕн.

Чуна мăнаçлă туйăм килетех -

эс сасăсăр янра кĕвве итлетĕн.

 

Хуплать-и чĕмсĕр-пĕлĕт тӳпене,

е инçетре аçа çапать-и кĕрĕс!

пăхатăп аякри тусем çине —

çаплах лараççĕ килĕшӳллĕн, тĕрĕс.

 

Мăн кăмăллă тусем! Чĕре сисет:

вĕсем, тен, иртнĕ ĕмĕрсен оргăнĕ?

Вăл кăмăл-туйăма парать хисеп —

унпа çын нишлĕ шухăшпа вăркамĕ.

 

Салхуллăн явăнса, тусем тавра

иртеççĕ пĕлĕтсем ним тăваймасăр.

Тем анлăш кăн-кăвак тӳпе вара

чĕнет пек хăй патне ачашшăн, сассăр.

 

Ту тăррисем каллех шап-шур, таса.

Пĕлетĕп эп: вĕсен тĕнчи те сивĕ.

Тăратăп шăппăн шухăша кайса:

унта мана, тен, самантрах тăм тивĕ.

 

Анчах та илĕртӳллĕ инçетрен

тусем пĕрех, мăнкăмăллăн чĕнеççĕ.

Капмар хушăкĕсем кăвак тĕтре

Малалла