Хăнтарла


Иртни аса килет


Каç пулса килет,

Лăпкă çил вĕрет.

Хăнтăрла шывне

Хăвалать Кĕтне.

 

Çил хумханнă май

Сивĕтет самай.

Куçăм умĕнче —

Шăннă чӳрече.

 

Аннепе аппа

Килĕç çунапа

Улăм сĕтĕрсе,

Вăй-халне çĕтсе.

 

Кашкăр, ав, улать —

Те йытта туллать?

Аппапа анне

Тупрĕç-ши çулне?

 

Хăй çути сӳнет,

Пӳрт те сивĕнет.

Чĕтресе ларап,

Куç хупма хăрап...

 

Хăнтăрла шывне

Хăвалать Кĕтне.

Пулса иртнине

Манаймасть чĕре.