Арман


Çăварнири шуйттансем


Чипер хĕртен чипер арăм туса янă чипер арăмпа, ват асаттесен йăлипе, çăварнине хуняма карчăк патне кайрăмăр. Хăналарĕç лайăх. Алтăрпа та ĕçрĕмĕр сăрине, çиес килмесен те çирĕмĕр икерчине. Ĕçни-çини çăвартан тухма пуçласан, туртасене килелле çавăртамăр. Çăварни çуни, çут çуни, пит те лайăх шăвать килелле. Уçă сывлăшпа юрă шăранать. Пăт-пат çăлтăрсем ӳсĕртереххĕн пăхаççĕ.

Çын пек ларакан тĕмескесем патĕнчен иртсе кайрăмăр, çырма урлă каçрăмăр. Шыв арманĕ курăнчĕ. Пĕве урлă каçмалла. Хăрушă арман пĕви урлă каçма. Шуйттан çуна çине пырса ларассăнах туйăнать.

Хам шикленнине арăма систерместĕп-ха. «Ыр ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, ниçта намăс курмастпăр», — тесе мăн сасăпа юрласа пыратăп (хăранине арăм сисесрен).

Арăм аçам çаннинчен ячĕ тытрĕ сасартăк:

— Йăкăнат, Йăкăнат!.. Мăн турăн, мăн турăн амăшĕ, çăлах!.. Пăх. Шуйттан пур. Пĕтрĕмĕрех! — тет.

Пăхатăп малалла — пит-куç çуталсах кайрĕ. Пырать пире хирĕç шуйттан. Çӳллĕ, çилхисем хура, куçĕсем, эпир сăра ĕçнĕ алтăр пек, йăлкăшаççĕ анчах. Ах, турă!.. Сăхсăхса илтĕм те ну тапратрăм лашана пушăпа илме. Лаши çамрăк, шухă, тапранса кайрĕ, чут-чут вăркăнса юлаттăмччĕ çуна çинчен. Шуйттан çинех пырса кĕтĕмĕр. Иртсе кайрăмăр шуйттанран сиккипе, тата тепĕр шуйттан тухрĕ. Малтанхинчен пĕчĕкрех. Малтанхи пекех хуп-хура хăй. Пуçĕ шап-шурă, юр пек, аллинче пысăк чукмар.

Малалла

Арман авăрни


Халтăр-халтăр! чул çавăрнать,

Çамрăк мелник кускалать.

Чул хăпартма каймалла:

Вăта çĕрти чула тăкмалла...

Вăрăм хуçа савăнать,

Тăватă чулĕпе авăрать.

Çавраçил


Çу уйăхин çирĕм тăваттăмĕш кунне,

Сап-сарă хĕвел хĕртсе пăхнă чух,

Хамăн кирлĕ çăмăлпа1

Каймалла пулчĕ пĕр яла,

Калама çук пĕр пит пысăк яла.

Яла çитсе кĕнĕ чух

Курăнкалатчĕç хура пĕлĕтсем

Унта-кунта пĕр саплăк,

Çумăр пĕлĕчĕ те мар —

Ахаль хура, хыт пĕлĕт.

Лăпкă, ăшă, уяр çил

Хумхататчĕ майĕпе

Шурă хурăн тăррине.

Унта çунатлă çил арманĕ

Авăратчĕ савăнса

Пĕри тĕшпе хура тулă.

Эпĕ хамăн çăмăлпа

Çитес çĕре çиткелесе

Часах тухма пулмарĕ.

Эпĕ ялтан тухнă чух

Паçăрхи саплăк пĕлĕтсем,

Пурте хуп-хура хуралса,

Паçăрхи хĕртсе пăхакан хĕвеле,

Çутатса тăракан çутă пĕлĕте

Хăй айне хупланă,

Пĕтĕм тĕнчене сарăлса.

Майĕпе хумханакан шурă хурăнсем

Авăнаççĕ уласа,

Пуçне çĕре тивертес пек.

Ял çывăхĕнчи çил арманĕ,

Çавăрнать ултă çуначĕ,

Армана çавăрса ярас пек,

Пĕтĕм тĕнчери юрра юрласа.

Чĕтрет арман кăшкарĕ

Ултă çуначĕ çуннипе,

Кĕрлет арманĕ ăшĕнче

Хăрушă аслати алтнă2 пек.

Малалла

 
1 ĕçпе
2 авăтнă