Ашак


Саламат


Ашака хуçи ятланă:

— Эсĕ пит кахал, — тесе.

Вăл арăн çеç уткаланă

Сăнаса инçе-инçе.

 

Тарăн шухăша вăл кайнă

Ят тивнишĕн тарăхса.

Шухăшланă ăсчах майлă

Çук ăсне пăлхартарса.

 

Акă, вăрмана çул кĕнĕ

Çĕлен пек авкаланса.

Чĕрĕп тухтăра кĕç чĕннĕ

Кахалскер хавхаланса:

 

— Пулăш-ха мана эс, — тенĕ, —

Хăтăлма наянлăхран.

Чĕрĕп Ашака итленĕ

Приборпа пур кăмăлтан.

 

Кĕç рецепт çырса тыттарнă

Чĕрĕп, суннă сывалма.

— Мĕн-ха патăн? — леш ыйтайнă.

Хурав пулнă: — Саламат.