Вăтану


Ан вăтан


Чĕтрекен аллăмпа аллунтан тытнăран,

Чĕререн юратса куçунтан пăхнăран,

Сан чĕрӳйĕ çумне пуçăма тайнăран —

Ан вăтан эс, савни, ан вăтан!

 

Шурăмпуç киличчен юнашар пулнăран,

Çăлтăрсем айĕнче киленсе ларнăран,

Юрататăп тесе эп тупа тунăран —

Ан вăтан эс, савни, ан вăтан!

 

Юрату вут-хĕмне чĕрере вăратсан,

Ун хăвачĕ паян пуçсене çавăрсан,

Сар хĕвел тухнă чух юнашар вăрансан —

Ан вăтан эс, савни, ан вăтан!

 

Чи таса туйăмран вăтанма кирлĕ мар.

Чун-чĕре ăшшине сивĕнме парар мар!

Яланах чунсенче çунтăрах вут-кăвар.

Чăннипех юратсан — вăтанма кирлĕ мар!