Инке


Çумăр хыççăн


Хаваслă çумăр кĕрлесе иртсессĕн,

Çанталăка чунтан тав тунă пек,

Çуталчĕ ялăм — ман тăван кĕтесĕм —

Çурхи хĕвелĕн ылтăн тумĕпе.

 

Ял хыçĕнче ав асамат кĕперĕ,

Çĕкленчĕ çичĕ тĕслĕн хĕмленсе.

Садра кашни турат çинче чиперрĕн

Кула пуçларĕç кĕмĕл тумламсем.

 

Пыратăн эп. Мĕн курнине çул майăн

Сăнакалатăп. Акă ешĕл сад.

Ун ăшĕнче эрешлĕ пӳрт çухалнă,

Ларать чĕкеç йăви пек пытанса.

 

Йăл-йăл кулать ав сывлăм сыпнă çулçă,

Выляççĕ тумламсем пĕр-пĕринпе.

Илемлĕ пӳртĕн кантăкĕ яр-уçă,

Ун умĕнче ларать чипер инке.

 

Пахча тулли çулăмланать хĕвелĕ,

Кăкăр тулли сывлать улма пахчи.

Куратăп эп: чипер инке телейлĕ,

Ун аллинче вылять ывăл ачи.