Йăмăк


Ирхине


Сир, анне, чӳрече каррине,

Кармашать кун çути тӳпене.

Ах, аннеçĕм-анне, кĕçĕр йăмăк çукран

Чĕлкĕм куç çĕрĕпе эп хупман.

Ах, пулманччĕ капла нихăçан, —

Йăмăк халь те килмен вăйăран.

 

Уç, анне, кантăка ик енне,

Çĕмĕрт кăчăк туртать хăй патне.

Ах, аннеçĕм-анне, мăшăрпа вăйăран

Йăмăк килчĕ киле — суя мар.

Ах, кĕмерĕ киле хапхаран,

Сывлăм çийĕн ик йĕр юнашар.

 

Тух, аннеçĕм, тух алăк умне,

Именет пуль çĕн мăшăр кĕме.

Ах, аннеçĕм-анне, йăмăка ан ятла,

Ыр сунса ыр кун-çул халалла...

Çил ачи сиксе шăпăр калать,

Шур сиренĕм туй çумĕ суйлать.

Йăмăкăм


Ман пур çывăх юлташăм,

Вăл пит чипер сăнĕпе.

Юратнă ырă йăмăкăм,

Савать ăшă куллипе.

 

Вĕренӳре маттур хĕр,

Тăрăшать пулма малта.

Чи çывăх юлташĕсене,

Пĕрмай хатĕр пулăшма.

 

Шкултан килсен чиперкке

Ларать уроксем тума.

Алла илет кĕнеке,

Пуçлать кăларма-хушма.

 

Апатне те пĕçерет

Тутлă шăршă кăларса.

Аннепе пĕрле ĕçлет

Ӳркенмĕсăр тăрăшса.