Кулăш


Плансене планларăмăр


Çук, ăнмарĕç пирĕн комбинат директорĕсем. Юлашки тăватă-пилĕк çул хушшинче кăна вĕсем улттăн-çиччĕн улшăнчĕç, пурпĕр нихăш çулĕнче те плансене тултарса кураймарăмăр эпир. Çапла, пуçлăхĕсем улшăнсах тăраççĕ, плана епле тултарнине кăтартакан хисепсем кăна ялан пĕр пекрех: е çитмĕл пилĕк процент, е сакăрвуннă. Плана тултармасан — директор улшăнать, директора улăштарсан — планĕ тулмасть.

Кăçалхи пуçлăх ĕçе питĕ хĕрӳ тытăнчĕ. Ытти директорсем пек, комбинатăн халиччен усă курман резервĕсем пирки пуплесе нушалантармарĕ, темле «механизаци, химизаци, реконструкци» йышши сăмахсемпе тăна илмерĕ, ĕçе вырнаçса çитнĕ-çитмен кăкăрне çат тутарчĕ: «Мана эсир план парăр!» — тет ĕнтĕ.

Комбинатăн ĕç хучĕсемпе, планĕсемпе-мĕнсемпе паллашсан, вăл, ĕнсине хыçкаласа: «Мда-а, — терĕ. — Плансене тепĕр хут планласа тухмалла иккен кунта. Унсăрăн май çук. Мда-а...»

Çак сăмахсем хыççăн тĕрлĕрен пайсемпе цехсен пуçлăхĕсене, мастерсемпе прорабсене, механиксемпе инженерсене пуçтарчĕ те тивĕçлĕ кăтартусем пачĕ:

— Çитес виçĕ кун хушшинче, — терĕ татăклăн, — кашни пайăн, кашни цехăн хăйĕн татăклă план пултăрччĕ. Плансене çĕнĕрен пăхса тухни пире пулас плансене лайăхрах планлама май парать, — çапла каласан, директор пире хăй унчченех тукаласа хатĕрленĕ пĕтĕмĕшле плайсен хучĕсене тыттарса тухрĕ. — Ку вăл, эпĕ çырса палăртни, упщи направлени çеç, ытти-хыттине пĕтĕмпех сирĕн вĕçне çитермелле.

Малалла