Палан


Палан мĕншĕн йӳçĕ?


Пĕррехинче ачасем вăрмана кăмпана кайрĕç тет. Çул çинче интереслĕ тĕм курчĕç. Ун çинче сап-сарă çырласем. Ачасене асламăшсем пули-пулми çырла çиме хушман, вĕсем наркăмăшлă пулма пултараççĕ тенĕ. Пĕр арçын ача чăтса тăраймарĕ, темиçе çырла илсе татса çисе пăхрĕ,

— Ачасем, еплерех тутлă çырла! Çисе пăхăр-ха, — сĕнчĕ вăл тус-юлташĕсене.

Пурте çырлана çисе пăхрĕç, пурте килĕштерчĕç, анчах та Ваня яланах тусĕсенчен уйрăлса тăнă, яланах чăкăлташма юратнă,

— Пăхăр-ха, тутли тутлă-ха, анчах та вăрри мĕн пысăкăш, пырăра лартатăр-ха, — тесе юлташĕсене асăрхаттарчĕ.

Юлташĕсем çисе тăрансан, урăх çиейми пулсан, «Чăнах та вăрри еплерех пысăк, тутлă та мар», — тесе айккинелле пăрăнчĕç тет. Палан ачасем çине хытах кӳренчĕ тет. Çилленчĕ те çилленнипе хĕрелсех кайрĕ, хĕрелсе кайрĕ те çырлисем те йӳçрĕç тет. Шăпах çавăнтанпа палан йӳçĕ.

Хĕрлĕ палан та пилеш


Хĕрлĕ палан та пилеш

Савнă анне пахчинче,

Халь эс манпа ан кӳлеш

Иртнĕ кун-çул вĕçĕнче.

Килтĕм эп халь инçетрен.

Улшăннă йăлт тăван кил.

Ма савăнмастăн, сирень,

Мĕншĕн шăплантан эс, çил?

«Альăк-çке килчĕ», — тесе

Савнă пахчаçăм хыçне

Хирĕç тухмарĕ кĕтсе.

Алăк уçмарĕ анне.

Тăлăххăн, хурлăхлăн, тен,

Пĕр иртĕхсе, шăхăрса,

Аскăнчăк çил-çулçӳрен,

Иккĕн юрлар-и ларсах?

Çак пилешпе палана,

Çак кăн-кăвак сирене

Ват аннеме курнăнах

Эп ыталап пĕчченех.