Парăм


Парăма татни


Ан васка, ан васка уйрăлма...

Кăшт тăхта, пар сăмах калама:

Санпала чунтанах калаçар,

Эс мана иртнисемшĕн каçар.

 

Эп сана пит сумах та суман,

Курнă чух васкасах пуç тайман.

Çуннă чух ăшунта шĕл кăвар —

Эп пулман санпала юнашар.

 

Ан васка уйрăлма эс, тăван,

Кун пекки тата пулĕ хăçан?

Йывăр чух эп сана ал паман,

Тӳс тесе эп сана йăпатман.

 

Сан пирки эп илтмен-им элек?

Эп ăна хам сарман-им тек-тек?

Юратман-им карма çăвара?

Пулнă çав, тем те пулнă ара...

 

Çук, çынна юрамасть хурлама —

Чунĕ-çке тытăнать хурланма.

Çавăнпа йăлăнатăп сана:

«Каçарсам, каçарсам эс мана!»

 

Савăнса санпала юнашар

Эп тăма халĕ юрăхлă мар.

Пурпĕрех эс мана халь каçар —

Курасси тепре пулĕ хăçан?

 

Çук пĕлме систермен вилĕме,

Ӳпкеве ан хăвар ӳлĕме.

Кӳр ална, эп сана ыталам,

Чуп туса парăмран татăлам!

Парăм — 777 тенкĕ


Ман парăмсем, пурне те учета илсен, çапла пулас ĕнтĕ памалли:

1. Атте патĕнче, атте лартнă пӳртре, 30 çул пурăннишĕн кашни çул хваттер укçи, уйăхне пĕрер тенкĕ çинчен шутласа, пурĕ аттене памалли — 360 тенкĕ;

2. Тум-тир, çанçурăм йĕпенесрен йĕпе-сапара, çил-тăманра атте лартнă лупасайне кĕре-кĕре тăнăшăн, хваттер укçи пекле ĕнтĕ, аттене — 30 т.;

3. Атте лашипе хăш-хăш чух ларса çӳренĕшĕн, ун лашипе суха тунăшăн, сӳре сӳренĕшĕн, хăй лашипе эпĕ аттене çĕр ĕçлесе панăшăн, авлансан атте лашипе эпĕ чиркĕве венчете кайнăшăн; атте пурттипе вут-шанкă татнăшăн, атте шĕшлипе çăпата хунăшăн атте туса çакнă çекĕлтен çаклатса кантра, пăяв-шыв явнăшăн тата ыттишĕн те пĕрле шутласа пурĕ — 200 т.;

4. Эп салтака тухса кайнă чух сăра ĕçнĕшĕн, мана ун чухне атте станцă çулĕпе çурма çула ăсатнишĕн пурĕ, — 10 т.;

5. Анне мана тăхăр уйăх хăй хваттерĕнче усранăшăн; мана çуратса, ĕмĕртсе, пăхса сăпкара сиктерсе анне маншăн чăрманнăшăн; мана чăмлак чăмласа ача чухне çитернĕшĕн аннене ман памалла пурĕ — 50 т.;

6. Хăнкăла, пăрçа, пыйтă çыртнипе, кĕçĕ кĕçĕтнипе сăпкара чухне макăрса аннене чăмантарнăшăн; анне ман çи-пуçа пăхнăшăн, анне мана çăкăр-тăвар, апат-çимĕç пĕçерсе панăшăн тата ыттишĕн аннене — 50 т.;

Малалла