Пыйтă


Пыйтă тата Тура


Ах, ытла сикет-çке хытă

Сарă шăртлă вĕтĕ Пыйтă

Пĕр пуçран тепри çине.

Çухатсассăн виçине

Вăл чупать йăркка-йăркка

Тавралла сапать шăрка...

 

Ах, ытла çыртать-çке хытă

Сарă шăртлă шыçăк Пыйтă

Каçхине те ирхине

Вăл ĕмет хуçа юнне,

Унпалах пур-çук тăна —

Уямасть — сăхать кăна.

 

Ытларах пурнатчĕ Пыйтă...

Чарма çук алхасрĕ хытă

Шат! тутарчĕ ик Чĕрне

Çаклатса парсан пĕрре —

Çӳçе май тура-тура —

Вĕтĕ шăллă çĕн Тура.