Упа меслечĕ
Специалистсене вăр-варрăн
Ĕç-панă çăмламас Упа.
Пурне те сĕннĕ ăс, мăнтарăн,
Хăй пĕлнĕ пек, ыр кăмăлпа,
— Кара-Кумра аптраççĕ сансăр,
Унта кай, — тенĕ Шапана.
Ват Тĕвене ним шутламасăр
Ăсатнă вăл лачакана.
Слона хăюллăн çул кăтартнă
Сив Çурçĕр тинĕсĕ енне.
Кита тип çĕр çине кăларнă,
Вăрман пилленĕ Тюлене.
Вăл Ăмăрткайăка васкатнă
Вĕç-хĕрсĕр Çĕпĕр тайгине.
Текерлĕке кайма хут панă
Кавказ сăрт-тăвĕсем çине.
Халь Утаман урса çӳрет, тет,
Дипломлисемшĕн тарăхса:
Лешсем çав ĕçсенче пĕрре те
Курман-мĕн кирлĕ ĕç туса.
Май килмессе кам ăнланмасть-тăр
Ĕç пулмасан профессипе,
Çапах хăш-пĕр администратор
Ĕçлĕт Упа меслечĕпе.
Вăрман патши патĕнче хăнара пулни
Вăрмана кайрăм. Пĕр тунката çинче упа выляса ларать, аякрах мар — унăн пӳрчĕ. Упа патне кĕрсе курас килчĕ. Пытанкаласа-шукаласа унăн пӳрчĕ патне çитрĕм, хăй сисиччен пӳрте кĕрсе тарасчĕ. Çук, пулмарĕ. Куç умĕнче кăмпасем, тĕрлĕрен çырласем тата пыл карасĕсем. «Эх, тăраниччен çиетĕп ĕнтĕ», — чĕлхене çуллатăп эпĕ. Упа тунката çинчен тăчĕ те хăйĕн пӳрчĕ патнелле ута пуçларĕ, эпĕ пӳртрине сисрĕ пулас, кăшкăра пуçларĕ. Вăл кăшкăрнине илтсе ытти чĕрчунсем киле пуçларĕç. Кашкăрпа тилĕ пашкаса çитрĕç,
— Мĕн пулнă? Мĕншĕн кăшкăратăн?
— Çакăнта ача сассине илтрĕм.
Кашни шырама пуçларĕ, çывăхрах та çывăхрах пыраççĕ, кĕçех ман пата çитеççĕ. Мĕн тăвас? Ăçта пытанас? Епле çăлăнас? Ăмăрткайăк хăйĕн çивĕч куçĕсемпе чарлаттарса пăхать. Мана курчĕ пулас, эпĕ чĕтренине сисрĕ, нимĕн те шарламарĕ.
— Çук кунта никам та, айтăр-ха, тулта шырар! — тесе чĕрчунсене урама илсе тухрĕ.
Мĕн пур вăйя пухрăм та килелле чавтартăм кăна.
Упапа тилĕ
Утмăлти Упа
Чăтлăх вăрман витĕр
Ансăр сукмакпа
Килнелле васканă питĕ.
Çавăнтах хайхискерне
Тилĕ тĕл пулать,
Вылятса сар хӳрине
Илĕртсе кулать.
Патваркка Упа
Ирĕлсех каять,
Радикулитпа
Аптранине те манать.
Çавăнтах шутлать
Пĕрлешмешкĕн Тилĕпе.
Туй кĕç пухăнать.
Шав тăрать кунĕпе.
Тилĕ пит хавас,
Хĕвел пек çиçет.
Чĕрĕп чăш та чаш
Йĕппипе ăна тирет:
— Ма пит савăнан?
Ват Упу часах кăнать, —
Тесе кăшт çавна
Асăрхаттарать.
— Эп телейлĕ, — тет Тилли. —
Юратап упăшкана.
Хăратмасть вилни —
Кил юлать мана.
Пĕр упашăнах виçĕ талăк йывăç тăрринче çывăртăм
Ĕлĕкхи вăхăтра пирĕн таврара упасем пит нумай пулнă. Ямаш вăрманне кайсан, вĕсене унта кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех курма пулатчĕ.
Çапла эпĕ хамăн ĕмĕрте пайтах упа тытса куртăм. Пирвайхи упана хам вунпилĕк çулта чухнех тытрăм. Вăл упа калама çук пысăкчĕ, унăн какайĕ те лăпах вуникĕ пăт туртрĕ. Ăна вара хĕл каçичченех çисе пурăнтăм.
Çакăн хыççăн эпĕ упасене кăна тытма пуçларăм, çулсерен вăтăршар упаран кая мар тытакан пултăм, виç-тăватă çултах пур упасене те тытса пĕтертĕм. Унтанпа пирĕн ял çĕрĕ çине мар, Ямаш варманне те нихăçан та упа ури пусса курман.
Юлашки упана эпĕ Çĕпĕрте — тайгара тытрăм. Вăл акă епле пулчĕ.
Манăн аслă ывăл Çĕпĕрте, тайга варринчи ялта, учительте пурăнатчĕ. Темиçе çул хушши вăл мана хăй патне пырса курма чĕнсе çырусем ячĕ. Кĕрхи ĕçсене туса пĕтертĕм те ывăл патне тухса кайрăм. Унта куян, тилĕ, кашкăр, упа нумаййине малтанах пĕлсе, эпĕ хампа пĕрле икĕ кĕпçеллĕ пăшал, пĕр михĕ тар, икĕ пăта яхăнах вĕтĕ пулькă тата юратнă йыттăма — Шашкăна илсе кайрăм.
Поездпа тăватă кун кайнă хыççăн, пиллĕкĕмĕш кунне ывăл патне çитрĕм. Пĕр кун пурăнтăм, иккĕ... виççĕмĕш кунĕнче манăн сунара пит каяс килекен пулчĕ.
Упа патĕнче пултăм
Пĕррехинче уй-хирте йĕлтĕрпе ярăнса çӳренĕ чух эпĕ çухалса кайрăм. Хырăм та выçрĕ. Нимĕн тума аптăранипе тунката çине лартăм.
Сасартăк çил-тăман вĕçтерме пуçларĕ. Ӳленĕ сасран хăраса çывăхри вăрмана кĕрсе кайрăм. Пĕр хыр çинче ларакан ула такка мана инкек пуласса систерчĕ, асăрханса çӳреме сĕнчĕ.
Унччен те пулмарĕ — хамран инçех те мар упапа кашкăра куртăм. Часрах йывăç хыçне пытантăм. Упи малалла утрĕ, кашкăрĕ ман йĕрсене шăршлама пуçларĕ. Вăл мана тупрĕ те: «Сана çисе яратăп!» — терĕ. Упа çакна илтсен каялла таврăнчĕ, мана хӳтĕлерĕ:
— Эсĕ, кашкăр тус, ку хĕрачана ан тĕкĕн-ха. Эпĕ ăна хам пата киле илсе каятăп. Вăл мана кукăль пĕçерсе çитерет.
Кашкăр-кашаман пăрăнса утсан упа мана хăйĕнпе пĕрле илсе кайрĕ. Эпĕ вăл хушнă ĕçсене йăлтах пурнăçларăм: пӳртĕнче тирпейлерĕм, кăмака хутса кукăль те пĕçертĕм. Анчах вăл пур-пĕрех мана киле яма васкамарĕ-ха:
— Ыран ăсатса ярăп, — терĕ.
Тепĕр ирхине упа ман валли çĕнĕ йĕлтĕр туса пачĕ, ăшă кĕрĕк тăхăнтартрĕ, сыв пуллашса инçе çула ăсатрĕ.
Эпĕ киле çитсен хам ăçта çухалса çĕрени çинчен аттепе аннене каласа патăм. Вĕсем мана ыталаса илчĕç. «Тен, çакă йăлтах тĕлĕкре пулчĕ пуль», — шухăшларăм эпĕ тăван килте атте-анне хӳттинче ларнишĕн савăнса.
«Хура пĕлĕтсене каса-каса...»
Хура пĕлĕтсене каса-каса,
Çурла пек уйăх тухрĕ тӳпене.
Çут тĕнчене чĕркĕмĕлĕ сапса,
Илем вăл кӳчĕ тăлăх уйсене.
Сĕм вăрманта пĕччен упа темччен
Чĕвен тăрса, сăнаре уйăха.
Шутларĕ пуль вăл: «Эсĕ те пĕччен,
Атя, пайлар-ха манăн хуйăха».
Ĕнер кăна упа хăй çурипе
Çак вăрманта çӳретчĕ савăнса,
Сунарçăсем тискер йыттисемпе
Вĕлерчĕç çурине тулаттарса.
Пит йӳçĕ куççулли куçĕсенчен
Унăн юхать çын куççулли пекех.
Пит шеллесе çут уйăхĕ çӳлтен
Пăхать упа çине çури пекех.
04.12.06.
Кашкăр
Каска çинче лараççĕ чĕрчунсем:
Куян, Пакша, тин çеç вăраннă Чĕрĕп.
Сăмах çăмхи сӳтеççĕ ватăсем.
Çанталăк ăшă, кирлĕ мар çăм кĕрĕк.
«Эсир вара илтмен-и», — тет Куян.
«Илтмен-çке, — тет Пакша, —
Ăçта-ши мĕн арканнă?»
«Пĕлетĕр-и, леш Кашкăр — кашаман...»
«Мĕн тунă вăл тата?»
«Вăл капкăна çакланнă.»
«Ай-уй! Ан тĕлĕнтер! Чăнах-и ку?»
«Чăнах.
Пĕр витерен вăл сĕтĕрнĕ, тет, сурăх.»
«Тавах Турра, тин пĕтнĕ вăр-хурах,
Чĕрчунсене шар кăтартаймĕ урăх.»
«Эй, кăлăхах ларатăн савăнса, —
Çăвар уçать чĕнмесĕр ларнă Чĕрĕп, —
Ак курăр-ха, вăл тухĕ хăтăлса
Çав капкăнран сиен курмасăр, чĕррĕн.
Чăнах,
Çав Кашкăра эрне иртсессĕн курнă
Васканине ял еннелле хир урлă.
Сас-чӳ пур вăрманта — вăрман хăлхаллă:
Вăл туслă Упапа. Ытти — сăмахсăр паллă.
Кашкăр
Пĕр аслă вăрманта
(Хăш-чух шăв-шав та пулкалать унта)
Хĕл сиввинчен тухса кĕрсен ăшша
Вăрман халăхĕсем
Пĕр ĕç тума кӳлеççĕ пар лаша.
Канашласа пăхаççĕ те вĕсем
Тилхепене шанса параççĕ Упана.
«Асту», — тесе
Калаççĕ вĕрентсе, —
Асăрханса пĕр тикĕс тыт ăна,
Унта-кунта карт-карт ан турткала.
Сулăнчăкра тӳнсе ан кайтăр лав.»
«Ан пăшăрханăр, — тет Упа,
Хăпартланса мăн сасăпа, —
Тилхепене тытас ĕç кăткăс мар
Явкалса илсессĕн — яра пар...
Каç пуласпа
Тулли лавпа
Кĕтеççĕ Упана.
Вăл çук та çук. Паллах, пăшăрхану:
«Ах, çул çинче тем пулнă-ши ăна?
Каяççĕ шырама. Кураççĕ (ну и ну):
Йăваннă тулли лав. Арканнă урапа.
Кăшт леререх ларать Упа.
Ăна курсан каларĕ халăх:
«Тилхепене тытма кирлех ăсталăх».
Çăхав
Упа патне Куян чупса пырать. Ырăпа мар, çăхав канăç паман ăна.
— Кӳрентерчĕç, — тет çакскер, куçне шăлса, — мăшкăл тӳсетĕп çăткăн Тилĕрен.
Упа çăхав тесен кирек кама та тытса çурма хатĕр. Куян çине çаврăнса пăхать те, кăшкăрса пăрахать:
— Хăçан пĕтет çăхав тавраш?! Пуршăн-çукшăн çăвар карма хатĕр! Суда памалла сан пек путсĕр чуна!
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...