Ҫулҫӑ


«Çĕн юр çинче — сар çулçă çывăрни...»


Çĕн юр çинче — сар çулçă çывăрни.

Çак саманта сăмах чĕнсе варламăпăр.

Мĕнех вăл — эп айванкăн йăл кулни...

Çук, çук, кăна халь пĕр-пĕрне каламăпăр.

 

Çĕн юр çинче — сар çулçă çывăрни...

Черчен кĕртсем — ир килнĕ хĕл пуçламăшĕ.

Хыр йĕпписем те вăхăтсăр хăрни

Çинчен калас пек — шăпăрт хĕвеланăçĕ.

 

Темме хĕл кунĕ асăма килет,

Хам хĕл кунне — кĕтес мартан — кĕтсессĕн те.

Эс пăх-ха, çулçă чĕтренсе йĕрет,

Каç — вилнĕ кĕр сăнне курса юласшăн пек...

Çулçă мар эп


Çулçăллă вăрман çаралчĕ.

Сумăр кунĕпех аллать.

Çилĕ те ирех вăранчĕ —

Пĕлĕтсене хăвалать.

 

Çума-çумăнах выртаççĕ

Çулçă-çулçӳревçĕсем.

Канлĕх çук, пĕрмай куçаççĕ —

Ăçта çитĕç-ши вĕсем?..

 

Эп те вĕсемпе кайăттăм

Вĕçсе кăвак инçете.

Çулçӳрен-евчĕ пулăттăм,

Пăхăнăттăм тивлете.

 

Çулçă мар çав, эп — этемех.

(Турă ачи, сапăр пул!)

Çакна çеç ăнлантăм тинех.

(Сапăр çын пулсах эс юл!)

 

Пĕр пек енлĕх? Сархаятпăр.

Сĕткенлĕх чакса пырать…

Ĕмĕр иртнинчен хăратпăр —

Ирттĕр ĕмĕр, чун юлать.