Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ӑмӑртӑва пӗтӗмлетсе...

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.12.2010 11:56 | 5767 хут пӑхнӑ

Сивӗ... Сивӗ ҫанталӑк... Сивӗ ҫанталӑк ку ӑшӑ чӳк уйӑхне кӗтмен-ҫитмен пек килсе кӗчӗ, пӗр самантрах хӗл кунӗ тавралӑха хӑй аллине илчӗ. Хӑй ҫинчен асаилтерчӗ. Хӗл ҫитрӗ. Урамра та, календарьпе те. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума та вӑхӑт ҫитрӗ. Унпа паллашнӑ май вӑл сире кӑшт та пулин ӑшӑтатех тесе шутлатпӑр. Сивӗ хӗл сивви те туйӑнмӗ...

Кӑҫалхи ӑмӑрту епле иртни самай пирӗн кӑмӑла кайрӗ. Малтанхисене вӗренӳ министерстви хутшӑнатчӗ пулсан, кӑҫалхи йӗркелӳҫӗсен шутӗнче вӗсем пулмарӗҫ. Вӗсене те ҫӑмӑлрах пулчӗ пулӗ, пире те ку самай ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗлтернине кӗтмесӗр пӗтӗмлетӗве эпир паянах, раштавӑн пӗрремӗш кунӗнчех, пӗлтерме пултаратпӑр! Пурӗ 140 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ытларах та ярса пачӗҫ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрине, ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳсӗр пулнӑран, йышӑнма май пулмарӗ. Чылайӑшӗ эпир фантастика конкурсне ирттерни ҫинчен манса кайнӑ пулас — пӗр чӗптӗм те пулин тупма май ҫуккӑччӗ. Эпир вӗсене йышӑнтӑмӑр, анчах та хайлавӗ темле чаплӑ пулсан та вырӑн памарӑмӑр. Фантастика ӑмартӑвӗ — фантастикӑпах ҫыхӑнмалла.

Чи малтан эпир 3 ушкӑн тӑвасшӑнччӗ — 6-8, 9-11 классенче вӗренекенсем, ҫамрӑксем тата вӗрентекенсем. Анчах та ӗҫсем нумай килнӗрен, ытларах хайлава парнепе чыслас шухӑшпа ушкӑнсене урӑхлатрӑмӑр: 6-7, 8-9, 10-11 класрисем тата вӗсентекенсем. Ҫамрӑксем пирӗн ӑмӑртусене яланхи пекех хутшӑнасшӑн мар... пӗри ҫеҫ ярса пачӗ. Ӑна эпир вӗрентекенсем патне ятӑмӑр.

Вырӑнсене ҫапла уйӑртӑмӑр:

6-7 классенчи ачасен сӑввисем

● 1 вырӑн. Анна Данилова ҫырнӑ «Кӳршӗ лаши» сӑвӑ. Елчӗк районӗ, Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 2 вырӑн. Екатерина Майоровӑн «Манӑн ырӑ урхамах» сӑвви. Элӗк районӗ, Юнтапари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 2 вырӑн. Любовь Мешкова ҫырнӑ «Сан пуласлӑхна куратӑп...» сӑвӑ. Патӑрьел районӗ, Пӑлапуҫ-Пашьел шкулӗ.

● 3 вырӑн. Анна Максимовӑн «Пурнӑҫ кустӑрми» сӑвви. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Тури Ҫӗрпӳкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

● 3 вырӑн. Даша Терентьева ҫырнӑ «Ҫывӑх тусӑм манӑн пур...» сӑвӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Урхас Кушкӑри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул.

● 3 вырӑн. Снежанна Матвеевӑн «Ҫулҫӳрев» сӑвви. Вӑрмар районӗ, Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

6-8 классенчи ачасен калавӗ, юмахӗ

Ку ушкӑн чи пысӑкки пулчӗ, пурӗ 41 ӗҫ хутшӑнчӗ. Вӗсенчен 6-ӗшӗ ҫак вырӑнсене йышӑнчӗҫ:

● 1 вырӑн. Иван Ильдер ҫырнӑ «Пирӗн вӑрттӑнлӑх» калав. Элӗк районӗ, Мӑн Ямашри вӑтам шкул.

● 2 вырӑн. Стас Илларионовӑн «Суеҫӗ Ваҫли» калавӗ. Красноармейски районӗ, Красноармейскинчи 2-мӗш шкул.

● 2 вырӑн. Валентина Адигановӑн «Хӗллехи кун» калавӗ. Комсомольски районӗ, Явӑшри пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкул.

● 3 вырӑн. Анастасия Леонтьева ҫырнӑ «Ҫичӗ пӗртӑван» калав. Вӑрмар районӗ, Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 3 вырӑн. Александр Давыдов хайланӑ «Ҫиҫӗмут мыскари» калав. Канаш районӗ, Сухайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 3 вырӑн. Роксана Хромова ҫырнӑ «Лаша пулса куртӑм» юмах. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Штанашри шкул.

8-9 классенчи ачасен сӑввисем

Ку ушкӑнра пурӗ 9 сӑвӑ пулчӗ. Пурӗ 3 хайлава вырӑн пама май пулчӗ:

● 1 вырӑн. Татьяна Федотовӑн «Лаша калаҫӑвӗ» сӑвви. Элӗк районӗ, Юнтапари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 2 вырӑн. Елена Ильина хайланӑ «Пуян Сантӑр» сӑвӑ. Элӗк районӗ, Вутланти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул. Кашни ҫулах хутшӑнать.

● 3 вырӑн. Татьяна Павлова ҫырнӑ «Тиха» сӑвӑ. Канаш районӗ, Сиккассинчи шкул. Хайлавӗ ҫумне ӳкерчӗк хушма та манса кайман.

8-9 классенчи ачасен прозӑлла хайлавӗсем

Ку ушкӑнра пурӗ 30 ӗҫ пулчӗ. Вырӑн илме ҫаксем тивӗҫрӗҫ:

● 1 вырӑн. Елена Егорова ҫырнӑ «Тӗлӗкри чӑнлӑх» пьеса. Елчӗк районӗ, Энтепери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 2 вырӑн. Мария Ершовӑн «Вут лаша» калавӗ. Ҫӗрпӳ районӗ, Кӑнарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 2 вырӑн. Денис Никитин хайланӑ «Ӑнсӑртлӑх» калав. Ҫӗрпӳ районӗ, Йӗкӗрварти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул.

● 3 вырӑн. Алёна Александровӑн «Лашана пула ҫӗнӗ пурнӑҫ» калавӗ. Элӗк районӗ, Мӑн Ямашри вӑтам шкул.

● 3 вырӑн. Анна Матвеева ҫырнӑ «Асамат» сценки. Элӗк районӗ, Мӑн Ямашри вӑтам шкул.

● 3 вырӑн. Татьяна Львовӑн «Вӑрманти тӗлпулу» калавӗ. Элӗк районӗ, Элӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

10-11 классенче вӗренекенсен сӑввисем

Пурӗ 6 сӑвӑ килчӗ. Вырӑнсем ҫаксене лекрӗҫ:

● 1 вырӑн. Екатерина Майкова ҫырнӑ «Санпегас» сӑвӑ. Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 2 вырӑн. Татьяна Антоновӑн «Урхамаха утланса...» сӑвви. Сӗнтӗрвӑрри хули.

● 3 вырӑн. Наталия Петрова ҫырнӑ «Ҫӑлтӑрчӑк» сӑвӑ. Ҫӗрпӳ хули.

10-11 классенче вӗренекенсен юмахӗ, калавӗ

6 калавпа 2 юмах пулчӗ ку ушкӑнра. Вырӑн ҫак хӗрачасене лекрӗ:

● 1 вырӑн. Елена Васильевӑн «Тӗлӗнмелле чӗрчун» калавӗ. Красноармейски районӗ, Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 2 вырӑн. Виктория Платонова ҫырнӑ «Ҫӑлтӑрсен тӗнчинче» юмах. Элӗк районӗ, Шӗмшеш шкулӗ.

● 3 вырӑн. Татьяна Григорьева хайланӑ «Урхамах парни» юмах. Канаш районӗ, Вӑтакас Татмӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул .

Вӗрентекенсен сӑввисем

Ку ушкӑнра пурӗ 17 сӑвӑ килчӗ. Вырӑнсене ҫапла уйӑртӑмӑр:

● 1 вырӑн. Наталья Медведьева ҫырнӑ «Хӗвеле ҫӑлни» сӑвӑ. Комсомольски районӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи ют чӗлхесен факультечӗн студенчӗ.

● 2 вырӑн. Светлана Яруткинӑн «Ӑслӑ Айӑр» сӑвви. Хӗрлӗ Чутай районӗ, Хусанушкӑнчи тӗп шкул.

● 2 вырӑн. Светлана Никитина хайланӑ «Ан ҫухал эс ҫӗр ҫинчен, чӗмсӗр янавар!» сӑвӑ. Патӑрьел районӗ, Пӑлапуҫ-Пашьел шкулӗ.

● 3 вырӑн. Ирина Ухваркинӑн «Кермен» сӑвви. Шӑмаршӑ районӗ, Шӑмаршӑри вӑтам шкул.

● 3 вырӑн. Алина Петровӑн «Ҫул ҫинче» сӑвви. Элӗк районӗ, Чӑваш Сурӑмӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул.

● 3 вырӑн. Любовь Фёдоровӑн «Тӗлӗкре курсассӑн, хӗрӗм...» сӑвви. Шупашкарти 1-мӗш гимнази.

 

Вӗрентекенсен калавӗ, юмахӗ

Ку ушкӑнра пурӗ 12 хайлав килчӗ. Вырӑнсем ҫаксене лекрӗҫ:

● 1 вырӑн. Владислав Сазонов ҫырнӑ «Фантом» калав. Елчӗк районӗ, Ҫирӗклӗ Шӑхальти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 2 вырӑн. Нина Афанасьевӑн «Тӗлӗнмелле тӗлӗк» юмахӗ. Канаш районӗ, Ӑвӑспӳрт Кипечри пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкул.

● 2 вырӑн. Наталия Шибаевӑн «Шӑпа» калавӗ. Йӗпреҫ районӗ, Пучинкери вӑтам шкул .

● 3 вырӑн. Надежда Кругловӑн «Ахун ятлӑ ут кӗтӳҫӗ ҫинчен хывнӑ халап» калавӗ. Елчӗк районӗ, Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул.

● 3 вырӑн. Людмила Андреевӑн «Куками патне кайса килни» калавӗ. Элӗк районӗ, Мӑн Ямашри вӑтам шкул.

 

Вулакансем кӑмӑлласа йышӑннӑ хайлав шутне кӑҫал ачасен хушшинче уйрӑм, вӗрентекенсем хушшинче уйрӑм палӑртас терӗмӗр:

● Марина Кабаковӑн (Тикашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул) «Этемӗн чи ҫывӑх тусӗ» очеркӗ;

● Галина Вениковӑн (Энтепери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул) «Тусӑм» калавӗ.

 

Ӑмӑртӑва хутшӑннисене пурне те мухтас килет! Вырӑнӗ пурне те лекмерӗ пулсан та эсир маттур! Чаплӑ хайлав кӑҫалхи ӑмӑртӑва чылай килчӗ. Вырӑн лекменнисен ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар — пичете тивӗҫлӗ кашни хайлава (пӗтӗмлетӳ документӗнче вӗсене сарӑ тӗспе уйӑрнӑ) эпир кӗнекен кӑларма тӑрӑшӑпӑр. Хулӑм пулать-и, ҫӳхе-и — «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» конкурс хайлавӗсем уйрӑм кӗнекере пичетленӗҫ. Пахалӑхӗ «Асамлӑх ҫулӗнчен» кая мар пуласса шанатпӑр.

Эпир панӑ вырӑнсем хӑш-пӗрине тен килӗшмӗҫ те пулӗ — анчах та эпир уйӑх хушши вӗсене хакланине ан манӑр. Вырӑна тивӗҫлисем нумай — анчах та пурне те параймастпӑр ҫав.

Кашни ҫӗнтурӳҫӗ парнеллӗ пулӗ — 1-мӗш вырӑн йышӑнакансене 60х40 см пысӑкӑш карттин, иккӗмӗш вырӑна тухнисене 40х30 см пысӑкӑшши, ыттисене 30х20 пысӑкӑш рамкӑри сӑнӳкерчӗк. Асӑнмаллӑх юлаҫҫех пулӗ тесе шутлатпӑр. Кашни хутшӑнакана унсӑр пуҫне ӗнентерӳ хучӗпе тивӗҫтерӗпӗр (сире электронлӑ вариант та ҫитет пулсан — amartu@chuvash.org адреспа ҫыру ярӑр). Вӗренӳ институчӗ килӗшсен, ыттисене патне вӗсен урлӑ тивӗҫтерӗпӗр.

 

Пӗтӗмлетӳ хучӗ: doc pdf

 

Ку конкурсра вырӑн йышӑнаймарӑр пулсан — тепӗр ӑмӑрту валли вӑй пухӑр. Тепӗр ҫул, чипер пулсан, тепре те ирттерӗпӗр. 2011 ҫулхи конкурса та фантастикӑпа тата фэнтези стилӗпе ҫыхӑнтарас тетпӗр. Вӑл ӑмӑрту темине малтанлӑха Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗпе, Пӳлер, Пӑлхар, Сӑвар, ҫак вӑтам ӗмӗрти патшалӑхӑн ытти хулисемпе ҫыхӑнтарма шутлатпӑр.

 

Пур хутшӑнакана та тепӗр хут ӑнӑҫу сунатпӑр!

#Ҫирӗклӗ Шӑхаль, #Элӗк, #Елчӗк, #Кӑнар, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Йӗкӗрвар, #Энтепе, #Сиккасси, #Вутлан, #Сухайкасси, #Канаш районӗ, #Комсомольски районӗ, #Явӑш, #Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #Мӑн Ямаш, #Мӑнҫырма, #Вӑрмар районӗ, #Урхас Кушкӑ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Тури Ҫӗрпӳкасси, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш, #Пӑлапуҫ-Пашьел, #Патӑрьел районӗ, #Юнтапа, #Элӗк районӗ, #литература, #Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса..., #ӑмартусем, #Елчӗк районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри, #Упи, #Ҫӗрпӳ, #Шӗмшеш, #Вӑтакас Татмӑш, #Хусанушкӑнь, #Шӑмӑршӑ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Чӑваш Сурӑм, #Ӑвӑспӳрт Кипеч, #Йӗпреҫ районӗ, #Пучинке, #Курнавӑш, #Тикаш

 

Комментари:

2010.12.01 12:03
Аçтахар Плотников
Питĕ васкаса хатĕрлерĕм. Йăнăшсем курсан — пĕлтерĕр-ха!
Вера Николаевна // 3547.94.3980
2010.12.01 15:49
Сисĕнмерĕ те черетлĕ пултарулăх ăмăртăвĕ - хыçа юлчĕ. Куратпăр ĕнтĕ, ăмăртуран ăмăртăва калем ăстисем те хушăнсах пыраççĕ. Лайăх пулăм ку. Ачасенче хальччен курман-илтмен сăнлăх-сăнарсем çуралаççĕ, илемлĕ хайлавсенче пурăнма пуçлаççĕ. Ан тив, тен, хăшĕ-пĕри пиçсех те çитмен пуль. Куншăн ытла хытă ыйтма та кирлĕ мар-тăр вĕсенчен. Мĕнешкел хавхалану та пуян фантази пуррине палăртар, паллах, çав пултару çулăмне чĕртекенсене- вĕрентекенĕсене те ырă сăмахсем калар. Нумаях пулмасть телекуравпа «Асамлăх çулĕ» кĕнеке хăтлавне кăтартнăччĕ. Савăнса пăхса лартăм. Кĕнекене кăларма хутшăннă çынсене ятран палăртса хăварас килет, уйрăмах чăваш халăх сайчĕн хуçине Николай Плотникова тав сăмахĕ калас килет. Пулччăр малалла та кун пек пултарулăх ăмăртăвĕсем!
2010.12.01 16:42
Аксар Чунтупай
● 2 вырăн. Елена Ильина хайланă «Пуян Сантăр» сăвă. Элĕк районĕ, Вутланти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул. Кашни çулах хутшăнать.

Пĕтĕмĕшле списокра темшĕн Элĕк мар, Красноармейски районĕ тет.
2010.12.01 17:32
Аçтахар Плотников
Аксар Чунтупай, тӳрлетме ыйтрĕç. Файлĕсенче тӳрлетмен-ха.
Cfkfvgb // 2648.86.7433
2010.12.02 20:46
Эсир пичете тивĕçлĕ кашни хайлава пĕтĕмлетӳ документĕнче вĕсене сарă тĕспе уйăрнă тесе çырнă. Çÿлти ушкăн ячĕсене палăртнине пăхмалла-и? Мĕнле ăнланмалла-ши? Ман вĕренекенĕн ячĕпе хайлавне пĕтĕмлетÿ хутĕнче аялтан туртнă кăвак тĕспе палăртнă. Вăл пичете юрăхлă-ши? ( Александр Давыдов хайланă «Çиçĕмут мыскари» калав ● 3 вырăн,Канаш районĕ, Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул)
2010.12.02 21:03
Аçтахар Плотников
Сирĕн офис программи сарă тĕсе кăтартмасть пулсан — PDF версине пăхăр (вăл тĕрĕс кăтартать). Сирĕн шутпа мĕнле, 3-меш вырăн йышăннă хайлав пичете юрăхлă е çук? Паллах пичетлемелле ăна!
Сарă тĕс курăнмасть пулсан — хулăм шрифтлисене пăхăр — пичете юрăхлисем тата якатнă хыççăн пичете яма юрăхлисем — хулăм шрифтлă пулмалла.
Каринкина Г.В. // 3895.20.0989
2010.12.03 15:45
Эсир конкурса вĕрентекенсенчен 6 сăвă кăна килнĕ тенĕ.Эпĕ те хам сăвва ярса панăччĕ, вăл вулавăшра та пур("Юр çынни").Пĕтĕмлетÿ тунă чухне ăна мĕншĕн шута илмен-ши?( 6 сăвă-6 вырăн панă) Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕ.
2010.12.03 18:08
Аçтахар Плотников
Йăнăш кайнă. 17 сăвă шута илсе :). Тӳрлетеп.
Наташа // 1326.86.1035
2011.01.02 20:05
Николай Плотникова хĕрÿллĕ салам! Маттур пул! Паянхи пекех пуçаруллă пул!тапалан! Юрат! Савăн! татах та конкурссем йĕркеле!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем