Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Викторова условлӑ майпа айӑпланӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ ӑна 600 пин тенкӗ штраф хурса панӑ тата 2,5 ҫуллӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтармалла йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне Сергей Викторовӑн влаҫ органӗсенче 2,5 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Викторов хӑй айӑпне йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫын 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ. Ҫавна май хайхи фирмӑсемпе 3 миллион та 500 пин ытла тенкӗлӗх 70 контракт алӑ пуснӑ.