Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫак кунсенче харӑсах икӗ пуҫлӑха шырать. Ҫухалнӑ ҫынсен йӗрӗ ҫине ӳкме ӑнтӑлмаҫҫӗ-ха, директор тилхепине тыттарма тивӗҫҫисене тупасшӑн: ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашавтотранс» тата Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗ валли пуҫлӑхсем суйлать.
«Чӑвашавтотранса» ертсе пынӑ Сергей Аказеев иртнӗ уйӑхӑн ҫурринче хӑйӗн пуканне пушатнӑ. Ку должноҫре вӑл тӑхӑр уйӑх тӑрӑшнӑ. Кӑткӑс лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ предприятие йывӑрлӑхран кӑларма ҫав тапхӑрта май килмен. Пассажирсене турттаракан пысӑк предприяти темиҫешер миллион тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленине хальхи вӑхӑтра Евгений Барсуков ертӳҫӗ вырӑнӗнче ертсе пырать. Унччен генерал-майор Федерацин наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Директорсене ҫитес уйӑхӑн ҫурринче палӑртмалла.