Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑя суйланӑ. Депутатсен нумай пуҫ ватма тивмен. Пӗр кандидатура ҫеҫ пулнӑ. Вӑл ЧР ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Елена Сапаркина.
Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, вӑл — Михаил Игнатьевӑн тӑванӗ, арӑмӗн пӗртӑванӗн хӗрӗ. Елена Сапаркина унччен Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2015 ҫул вӗҫӗнче ЧР Ӗҫлев министерствине куҫнӑ.
Уҫӑ Раҫҫей координаторӗ Дмитрий Семенов каланӑ тӑрӑх, Сапаркинӑсӑр пуҫне тепӗр икӗ кандидата сӗннӗ: Алексей Глухов (Уҫӑ Раҫҫей), Сергей Беккер (Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей). Анчах влаҫ икӗ кандидата та йышӑнман.
Паян сесси умӗн пӗр ҫын, Уҫӑ Раҫҫейрен, пӗр пикет ирттернине пӗлтернӗччӗ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ плакат тытнӑ: «Игнатьевсен тӑванӗсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулас килет». ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пикетчика курсан чӗнмесӗр иртмен: «Провокаторсен информацине йышӑнмастӑп, вӑл манӑн тӑван мар».