Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче республикӑри ача-пӑчан омбудсменне кама шанассине сӳтсе явнӑ.
Ку пукана «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Елена Сапаркинана (министр ҫумне 2015 ҫулхи раштавра лариччен вӑл Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ) сӗннӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» — учительте 20 ҫул ӗҫленӗ Сергей Беккера.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депутатне Игорь Молякова яваплӑ должноҫе педагогикӑри опытсӑр ҫынна шанни тӗлӗнтернӗ. Игорь Моляков Александр Белов журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Сапаркина Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн арӑмӗн тӑванӗ имӗш.
Сӑмах май каласан, Чӑваш Ен парламентне депутата суйланиччен ачасен хӳтӗлевҫи пулнӑ Вячеслав Рафинов та педагог марччӗ, вӑл тухтӑрччӗ.