Районсенче пулакан «Акатуй» ӗҫпе юрӑ, спорт уявӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫав кун вӑл 15 районта уяв кӗрлӗ. Тепӗр кунне Елчӗкпе Патӑрьел районӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче уявлӗҫ. Пӑрачкав районӗнче вӑл Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, иртӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тихвин ярмӑрккипе пӗрле уявлӗҫ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланӑ. Сӑмах май. Уяв мероприятийӗсене паян Правительствӑн планеркинче тишкернӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ. Акатуйсемпе Сапантуйсене вӑл наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑ.