Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Атилла Балтаевӑн туйӗ чӑвашла иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 27.07.2017 17:18 | 3193 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑвашри паллӑ ӳнерҫӗн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ Атилла Балтаев авланнӑ. Вӑл урӑх регионта пурӑнакан чӑваш хӗрне качча илнӗ. Кун пирки «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» паянхи номерӗнче ҫырса кӑтартнӑ.

Марийӑн кукамӑшӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ӗмпӳрт Туҫа ялӗнче пурӑнать. Атилла пулас арӑмӗ чӑваш пулнине пӗлсен питӗ хӗпӗртенӗ. Туя мӗнле ирттересси пирки вӗсем иккӗленмен: ӑна чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпе хурса йӗркелеме шухӑшланӑ.

Туй виҫӗ куна тӑсӑлнӑ. Сӑмах май, вӑл эрех-сӑрасӑр иртнӗ. Ҫавӑнпа хӑнасем «йӳҫӗ!» тесе мар, «тутлӑ!» тесе кӑшкӑрнӑ. Атилла чӑваш тӗррипе илемлетнӗ кӗпепе шупӑр, ҫӗлӗк тӑхӑннӑ. Хӗр кӗпи те чӑваш тӗрриллӗ пулнӑ. Мария тухья тӑхӑннӑ.

Пӗрремӗш кунхине вӗсем ЗАГСра ҫырӑннӑ, кӗрекене лариччен ашшӗ-амӑшӗ ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Иккӗмӗш кунхине ҫӑнӑхта иртнӗ, сурӑх пусса шӳрпе пӗҫернӗ. Виҫҫӗмӗш кунхине асламӑшӗ патне, Елчӗк районӗнчи Питтӗпел ялне, кайнӑ.

Уяв вӗҫленсен хунямӑшӗ Марийӑна тухья вырӑнне хушпу тӑхӑнтартнӑ. Ӑна халӗ ӑшшӑн «хӗвелӗм» тесе чӗнеҫҫӗ.

#Питтӗпел, #чӑвашлӑх, #туйсем, #Елчӗк районӗ, #ЗАГС, #Ӗмпӳрт Туҫа, #Ҫерпӳ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ваççа // 9259.3.8429
2017.07.30 07:42
" Чӑвашла Туй " ячӗллӗ фонт йӗркелемелле. Шупашкарта чӑвашла туйсем ирттерме кермен уйӑрса памалла. Туллевсӗр пулмалла ,чӑвашла тумӗ те, тамада тенисем те , керменпе усӑ курни те. Ачисен ячӗсене чӑвашла панӑшӑн вуншар пин укҫа уйӑрса памалла. Республика хыснинчен ун валли укҫа уйӑрса хӑвармалла. Чӑвашлӑха ҫӗклесси экономика ыйтусемпе пӗр тан пулмалла. Яваплисем культура ,информаци тата экономика министӑрӗсем пулмалла. Ҫапла пултӑр.
Базиль Кириллов // 3012.79.5410
2017.07.30 19:15
Маттурсем Балтаевсем! Телей сире, ыллӑх та сывлӑх! Ваҫҫа (Кошкин мар пуль?) лайӑх шухӑшсем ҫырнӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем