Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин халӑх канашӗ тата республикӑри халӑхпа сӑнав комиссийӗ вӑхӑтлӑх изоляторсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӗсем унта тытса пынисене мӗнле условире усранипе паллашнӑ.
Комсомольскинчи вӑхӑтлӑх изолятора лекнисем нимшӗн те кӑмӑлсӑрланман. «Эп кунта час-часах килетӗп. Йӑлтах йӗркеллӗ. Чей параҫҫӗ, шыв параҫҫӗ, чей вӗретеҫҫӗ! Тӗрмерипе танлаштарсан лайӑх тӑрантараҫҫӗ», — савӑнса каласа кӑтартнӑ пӗри.
Чӑн та, камерӑра шыв та, санитари кӗтесӗ те пур иккен. Камерӑна унта лекнисем хӑйсем тасатса тӑраҫҫӗ. Чирлисем, пирус туртакансем тата хӗрарӑмсемпе ҫул ҫитменнисем валли — расна камерӑсем.
Патӑрьел районӗнчи изолятор та унти услови енчен тӗрӗслевҫӗсен кӑмӑлне тивӗҫтернӗ.