Шупашкарти Гладков урамӗнче шкул ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑлӗ-и? Нумаях пулмасть ҫак ыйту тавра калаҫнӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ унта ҫитсе те килнӗччӗ.
Халӗ ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ: ҫӗнӗ шкул авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне алӑкне уҫӗ. Унта монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ-мӗн, патшалӑх аккредитацийӗн свидетельствине, вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме май паракан лицензие илнӗ.
Шкула 61 ҫынна ӗҫлеме илнӗ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче 46-шӗ – вӗрентекен, 5-шӗ техника персоналӗ. Тепӗр 4 вӗрентекен, 12 персонал илме палӑртнӑ. Унти ӗҫченсене кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ӗҫ укҫи тӳлеме республика хыснинчен 10,1 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Шкулта хальлӗхе 1-8-мӗш классем ҫеҫ ӑс пухӗҫ. Аслӑ классем ҫитес ҫултан ҫеҫ пулӗҫ.