Ингушетире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Канашран ӑсатнӑ салтакӑн, паянхи кунчченех хыпарсӑр ҫухалнисен шутӗнче пулнӑскерӗн, юлашкисене тупнӑ.
Шырав ушкӑнӗн хастарӗсем халӗ ҫав салтакӑн, Константин Зотовӑн, тӑванӗсемпе тӑхӑмӗсене шыраҫҫӗ. Канашри ҫар комиссариачӗ Чӑваш Ене ҫитнӗ информацие тӗрӗсленӗ те ӗнтӗ. Константин Андреевич 1915 ҫулта ҫуралнӑ, 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ӑна Канашран Житомир хулине 1670-мӗш ушкӑн йышӗпе пӗрле ӑсатнӑ. Мӑшӑрӗ Людмила Хорькова Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче пурӑннӑ.
Унсӑр пуҫне паттӑр салтак пилот пулни, «Ил-2» самолетпа вӗҫни паллӑ. Шырав отрячӗн хастарӗсем тӑванӗсем кӑмӑл тусан салтакӑн юлашкисене тӑван тӑрӑхне илсе килсе пытармашкӑн пулӑшма хирӗҫ мар.