Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: самолет

Республикӑра
Руслан Минаев. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Руслан Минаев. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери аэропорт» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫченӗсем вӑхӑтлӑха ӗҫсӗр юлӗҫ. Аэропортри ӗҫ вырӑнӗнче хуралҫӑсем, юристсем, бухгалтерсем тата администраци персоналӗ – пурӗ 26 ҫын — юлӗҫ.

«Паян пирӗн штатра 234 ҫын. Вӗсенчен 200-е яхӑн ҫынна вӑхӑтлӑха ӗҫлеттермӗпӗр. Вӗсене эпир окладӑн 2/3-мӗш пайне тӳлесе тӑрӑпӑр», – пӗлтернӗ аэропортӑн тӗп директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынипе ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ канашлура.

Аса илтерер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Шупашкара «Победа» авиакомпани килме пӑрахӗ. Вӑл Шупашкара килекен авиарейссен 85 процентне пурнӑҫланӑ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен «Мускав-Шупашкар» направленипе «Нордвинд» авиакомпани те ҫӳреме пӑрахрӗ.

Аэропорт халӗ урӑх авиакомпанисемпе калаҫу ирттерет.

 

Ҫул-йӗр

Кун пекех пулсан Шупашкарти аэропортӑн вӑхӑтлӑх хупӑнасси ҫеҫ юлать пулӗ. Аса илтерер: паянтан, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен, Nordwind Airlines (ку компани «Северный ветер» тулли мар яваплӑ общество ятпа регистрациленнӗ) Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ.

Халӗ тата «Победа» лоукостер авиапассажирсене пӑшӑрхантарнӑ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, компани кун пирки сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫавна пассажирсене те вӑл электрон ҫырупа хыпарланӑ. Туянса хунӑ билет укҫине туллин тавӑрса пама шантарнӑ.

Лоукостер самолетсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫтерме пӑрахӗ. Ку мера ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ. Самолетсене авиакомпани ҫӗршывӗпех ҫӳретме чарӗ. Ҫак мера Раҫҫей Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшсе тӑнине пӗлтернӗ.

Шупашкара хальхи вӑхӑтра Мускавран икӗ, Питӗртен пӗр компани ҫеҫ хутланине шута илсен аэропортӑн вӑхӑтлӑх хупӑнасси ҫеҫ юлать пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.pobeda.aero/about/news/462
 

Ҫул-йӗр

Кӳкеҫри тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринчи тӑххӑрмӗш хутра пурӑннӑ май ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗркаҫ пӗр самолет малтан Шупашкар еннелле кайнине, кӑштахран каялла таврӑннине, унтан тата вӗҫсе иртнине хытах сӑнарӗ. Ытти чух та самолетсем вӗҫкелетчӗҫ, анчах ҫине-ҫине хутланине сисмен енне ҫакӑ кӑштах тӗлӗнтерчӗ.

Мускавран Шупашкара вӗҫсе килнӗ «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) авиакомпанин самолечӗ аэропорта анса ларайман иккен. Самолетри кӑлтӑка пула мар — аэропортри лапама тепӗр самолет вырӑнсӑр йышӑннине кура.

Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗн самолечӗ ӑнӑҫсӑр анса ларнӑран Мускавран пассажирсемпе килекеннин сывлӑшра 40 минут ҫаврӑнса ҫӳреме тивнӗ. 21 сехет те 35 минутра Мускава кайма хускалас вырӑнне вӑл 22 сехет те 05 минутра тапраннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.media/2018/07/25/pobeda457/
 

Хӗсмет

Ингушетире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Канашран ӑсатнӑ салтакӑн, паянхи кунчченех хыпарсӑр ҫухалнисен шутӗнче пулнӑскерӗн, юлашкисене тупнӑ.

Шырав ушкӑнӗн хастарӗсем халӗ ҫав салтакӑн, Константин Зотовӑн, тӑванӗсемпе тӑхӑмӗсене шыраҫҫӗ. Канашри ҫар комиссариачӗ Чӑваш Ене ҫитнӗ информацие тӗрӗсленӗ те ӗнтӗ. Константин Андреевич 1915 ҫулта ҫуралнӑ, 1942 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ӑна Канашран Житомир хулине 1670-мӗш ушкӑн йышӗпе пӗрле ӑсатнӑ. Мӑшӑрӗ Людмила Хорькова Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче пурӑннӑ.

Унсӑр пуҫне паттӑр салтак пилот пулни, «Ил-2» самолетпа вӗҫни паллӑ. Шырав отрячӗн хастарӗсем тӑванӗсем кӑмӑл тусан салтакӑн юлашкисене тӑван тӑрӑхне илсе килсе пытармашкӑн пулӑшма хирӗҫ мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44354
 

Хулара

Шупашкарти аэропорт ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки республикӑ Транспорт министерстви 13 сехет те 51 минутра пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, ӗнер аэропортра пӑтӑрмах пулса иртнӗ: ҫӗркаҫ унта вӗҫсе хӑпармалли тата анса лармалли полосаран самолет тухса кайнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Победа» авиакомпанин самолечӗпе пулнӑ. Телее, бортри 184 ҫынтан пӗри те шар курман. Инкек хыҫҫӑн тепӗр самолета, вӑл «ЮТэйр» компанин пулнӑ, лартма Хусана ӑсатнӑччӗ. Пӑтӑрмах пирки республикӑра ятарлӑ комисси те йӗркеленӗ.

«Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 сехет те 43 минутра Ан-24 Питӗре вӗҫсе кайнӑ. Шучӗпе унӑн ҫӗркаҫ 20 сехет те 20 минутра хускалмалла пулнӑ. Ӗнер полосаран тухса кайнӑ самолет паян Мускава 18 сехетре вӗҫсе каймалла-мӗн.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть