Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑвашла кӗнеке пичетлеме килес ҫул та укҫа уйӑрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.09.2017 19:28 | 1678 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑвашла кӗнекесем пичетлеме республика хыснинчен малашне те укҫа уйӑрӗҫ. Паян иртнӗ Чӑваш енӗн Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче ытти чылай ыйтупа пӗрлех ҫакна та хускатнӑ.

Республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ кӗнекесене пичетлеме регион бюджетӗнчен вӗҫӗмех укҫа уйӑрнӑ. Вӑл укҫана Чӑваш кӗнеке издательствине панӑ. Маларах издательство республикӑн унитарлӑ предприятийӗ пулнӑ та «кӗмӗл» куҫарнӑ чух йывӑрлӑх пулман. Анчах кӑҫалхи ҫуркунне кӗнеке издательствине приватизацилесе акционерсен обществи туса хунӑ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн правительстви укҫа уйӑрас ыйтӑва урӑхлатма йышӑннӑ.

Республикӑн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш кӗнеке издательствине малашне те укҫа уйӑрассине пӗлтернӗ, анчах йӗрки кӑштах улшӑнӗ. Тупра малашне те чӑвашла кӗнекесем, ача-пӑча литератури, ӑслӑлӑх кӗнеки кӑларма кайӗ.

#правительство, #ларусем, #укҫа-тенкӗ, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Галина Зотова // 4903.4.3696
2017.09.13 20:33
Ай тур-тур! Ман кӗнекене те вырнаҫтарнӑ! Юмах кӗнеки ачасене сас паллисемпе паллаштарать,юмах вулакансене килӗшессе шанатӑп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем