Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫак кунсенче 15,5 тонна ҫӳп-ҫап илсе тухнӑ. Ун чухлӗ ӑпӑр-тапӑр ӑҫтан пухӑннӑ-ха? Хуларан ҫӳп-ҫапа икӗ эрне илсе тухман-мӗн.
Айӑпӗ — «ЖКХ» управляющи компанийӗнче. Вӑл пысӑк парӑмсене пула авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен ҫӳп-ҫап илсе тухма пӑрахнӑ. Икӗ эрнере ҫав управляющи компанийӗ пӑхса тӑракан картишсем свалкӑна ҫаврӑнма пуҫланӑ.
Ҫӳп-ҫапа КамАЗпа тата трактор урапипе турттараҫҫӗ. Ӑпар-тапӑра 20 коммуналлӑ службӑн ҫирӗм ытла ӗҫченӗ тиеҫҫӗ. Хулара пухӑннӑ ҫӳп-ҫапа полигона илсе тухнӑ. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухас ӗҫ малалла пырать-ха.