Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Куславккара порт ҫуккишӗн культура министрӗ айӑплӑ-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 24.09.2017 19:01 | 1396 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Енри туризм пирки калаҫнӑ май республикӑри паллӑ журналист Андрей Иванов Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрне Константин Яковлева ӳпкелени сисӗнет.

Аса илтерер, кӑҫал Куславккара дебаркадер вырнаҫтарманнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ. Пристане тытса тӑма ытти ҫул Куславкка район администрацийӗ укҫа уйӑрса пулӑшнине пӗлетпӗр-ха. Пӗлтӗр тата пристане юсама май килмен, ҫавна кура Шупашкарти юханшыв порчӗ культура министрне асӑрхаттарнӑ, анчах Константи Яковлев ҫырӑва хуравламан та имӗш.

Куславккари дебаркадера урӑх хулана илсе кайнӑ, кӑҫалхи ҫулла теплоходсем ҫӳренӗ тапхӑрта Куславкка туристсене йышӑнайман, ҫакӑ унта курма пыракансен шутне те витӗм кӳнӗ.

#Культура министерстви, #тӳре-шара, #укҫа-тенкӗ, #теплоходсем, #пристань, #Куславкка

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 1816.79.2101
2017.09.24 20:09
Тен, Андрей Иванов - псевдоним кӑна. Пур ҫак сайтӑн пӗр паллӑ журналист. Ӑна пӗлетпӗр. Вӑл чӑваш "националистсене" ялан критиклет. Халь тӑтӑшах пирӗн хастар ЧР Культура министр ҫине тапӑнать. Туйӑнать - ӑна п́ӗр пыҫӑк ҫын, тен, Мускавран та, тата кунтисем, заказ пама пултараҫҫӗ.
Ан хӑра Константин Геннадьевич! Эсир лайӑх хастар ӗслетӗр.
Анчах, ҫак сайтӑн ҫынсене шута илес пулать. Кирлӗ пулсан, лайӑх юристпа канашлас пулӗ. Хӳтелеме те пӗлмелле. Кирлӗ пулсан судра та - О защите чести и достоинства, деловой репутации, за нанесение морального ущерба тесе.
Тимĕр Акташ // 2475.23.7716
2017.09.25 14:31
P.S. 1. Анчах тӳрӗ суйни, элек пулмасан, ҫак сӳпӗлти сӑмахсем ҫине сурса прахмалла. Йытӑ вӗрет, караван пырать. Вӑрӑмтунасем, пӑвансем тапӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫапла пурӑнӑҫҫӗ. Чӗрчунсен юнпа пурӑнаҫҫӗ. Вӗсемпе вак-тӗвек сӑлтавсемпе судлашсан - вӗсем валли реклама кӑна пулӗ.
2. Иккӗмӗш ыйту. Пур-и ЧР Культура министерствинче административлӑ-хуҫалӑхпа ӗҫлекен министрӑн ҫумӗ, пайӗ, ӗҫлекенсем? Тата йӗркеллӗ юридицийӗн пайӗ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем