Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: «Чӑвашла версисем хатӗрлеме палӑртман, анчах сӗнӗве шута илӗпӗр»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.10.2017 20:55 | 6675 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхине тӗнче тетелӗнче сарас тӗлӗшпе эпир, ку ҫулталӑка шута илсен, 12-мӗш ҫул тӑрмашатпӑр. Пирӗн сайта тӗслӗх пек курса ҫак вӑхӑт хушшинче чӑвашлисем ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпасем евӗрех шӑтса тухмалла пек те, анчах паянхи лару-тӑру ку апла маррине кӑтартать.

Чӑвашла тухакан хаҫат-журнал пирӗн республикӑри кашни районтах тенӗ пекех пур. Вӗсем те пулин хӑйсен сайчӗсене чӑвашла тумалла пек. Анчах, шел те, ку апла мар. Республикӑри тӳре-шара хаҫат-журналсен сайчӗсене ҫӗнетес тӗллев лартнине асӑрханӑ хыҫҫӑн (пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑйсен сайчӗсене ҫӗнетнине курмасӑр, паллах, юлмарӑмӑр) эпир вӗсене тишкерсе пӑхас терӗмӗр. Шел те, вӗсене хатӗрленӗ чухне сайт саккаслакансем чӑваш чӗлхи пирки манса кайнӑнах туйӑнчӗ. Районти хаҫат-журналсен хуҫийӗ ытларах чухне Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пулнӑран чӑваш чӗлхине мӗншӗн тимлӗх уйӑрманни пирки вӗсенчен ыйтса пӗлес терӗмӗр. Ыйтӑвне авӑн уйӑхӗчченех ярсаччӗ-ха та, хуравӗ вара паян ҫитрӗ.

Хамӑр пирки кӑштах сӑмах хушмалла пуль. Ыттисенчен ыйтиччен малтан хамартан пуҫламалла. Ҫавах та «Чӑваш халӑх сайчӗ» Чӑвашра чӑвашла тухакан чи малтан регистрациленнӗ электронлӑ МИХ. Ку чӑнлӑх, суя мар. Чӑвашла МИХсен йышӗнче эпир вара иккӗмӗш пултӑмӑр. Пирӗнтен маларах кӳршӗлле Тутарстанра вырнаҫнӑ «Сувар» хаҫат сайчӗ регистраци хутне илме тивӗҫ пулчӗ. Республикӑри хаҫат-журналсенчен вара пӗр «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтне кӑна тӗслӗх пек кӑтартма пулать. Вӗсен сайтне чӑвашла та вырӑсла та хатӗрленӗ, тӗп страници те — чӑвашла (унта та пулин ман тӳпе ҫук мар: хӑй вӑхӑтӗнче, ҫӗнӗ сайт тунӑ чухне, тӗп страници вырӑслаччӗ, кӑна асӑрхасан вӗсем патне чӑвашлине мала лартсан аван пулни пирки систертӗм те ман сӗнӳпе вӗсем килӗшрӗҫ; сӗнмен пулсан вӗсен те тӗп страници вырӑсла пулӗччӗ ӗнтӗ). Ыттисен вара — йӑлт вырӑсла. Чӑвашла интерфейс урӑх никамӑн та ҫук. Хӑшӗ-пӗри хаҫатра тухакан чӑвашла материалсене вырнаҫтарать-ха, анчах сайчӗсенче тӗпрен илсен вырӑс чӗлхи хуҫаланать. Кӑна кура ҫапла пӗтӗмлетӳ ҫеҫ тума пулать: редакцисемшӗн чӑваш чӗлхи йывӑр ҫӗклем евӗр кӑна тӑрса юлнӑ. Тӗппипех вырӑс чӗлхи ҫине куҫассине кӑна кӗтнӗн туйӑнать.

Шӑп та лӑп ҫакӑн пирки пӑшӑрханса министерствӑна ҫыру ятӑм та ӗнтӗ. Унта пурӗ ултӑ ыйту кӗртрӗм. Ҫырура вӗсенчен ҫуррине ҫеҫ хуравланӑ. Ответсӑр хӑварнӑ ыйтусем ҫаксем: «Хаҫат-журналсенче чӑваш чӗлхипе ирӗклӗ усӑ курас тесе, хальхи технологисемпе тан пырас тесе менле те пулин ӗҫсем (мероприятисем, семинарсем) иртеҫҫӗ-и?» (пирӗн комментари: унашкал ӗҫ те ҫук ӗнтӗ, те хуравлама вӗсенче ытла та вӑрттӑн ыйтусем сӳтсе явнӑ. Юрӗ, ҫук-тӑк, ҫук.); «министерство енчен хаҫат редакцийӗсене тивӗҫлӗ технологисемпе (шрифтсемпе, программӑсемпе) тивӗҫтерес енӗпе ӗҫсем пулса пыраҫҫӗ-и?» (пирӗн комментари: те тивӗҫтермеҫҫӗ, те кун пирки, ытла вӑрттӑн информаци тесе, пӗлтересшӗн пулман); «Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин сайтне хӑш вӑхӑт тӗлне Чӑваш Республикин икӗ патшалӑх чӗлхипе те — вырӑсла та чӑвашла та — хатӗрлеме палӑртатӑр?» (пирӗн комментари: ҫырӑва хатӗрленӗ чухне вӗсен сайтӗнче акӑлчанла версине тума хатӗрлесе хуни курӑнатчӗ, каҫӑ пурччӗ. Те пирӗнтен ҫыру илнӗ хыҫҫӑн, кайран вӑл ҫухалчӗ. Министерство хуравӗнче вара сайт тума нумай вӑй хуни пирки кӑна ҫырнӑ ҫав. Вырӑсла «капитан очевидность» евӗр каласан, вӑли-шали туманнине хамӑр куҫпах куратпӑр-ха… Пире урӑххи кӑсӑклантаратчӗ. Шел те, хурав парас темен. Тепӗр май каласан чӑвашлине кӗтме кирлӗ мар).

Ытти хуравсене кӗскен ҫапла пӗтӗмлетме пулать: тавах сӗнӳсемшӗн, чӑвашла версисем пирки шухӑшласа пӑхӑпӑр. Ҫырӑвӑн тулли версипе аяларах паллашма май пур:

Хисеплӗ Николай Алексеевич!

Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Сирӗн ҫырӑва тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫакна пӗлтерет.

Раҫҫей Федерацийӗн «Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫинчен» саккунӗнче редакцисен ӗҫӗ-хӗлӗ профессиллӗ ирӗклӗх ҫинче никӗсленнине палӑртнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин саккунӗсемпе, редакци уставӗпе килӗшӳллӗн редакци ӗҫне тӗп редактор ертсе пырать. Вӑлах редакцин тӗп политикине палӑртать.

Ҫырӑвӑрта эсир ҫивӗч ыйту ҫӗкленӗ. Палӑртнӑ ҫитменлӗхсене шута илсе республика тата район хаҫачӗсен сайчӗсенче чӑвашла материалсене ытларах пичетлеме сӗнӗпӗр.

Ҫакна палӑртса хӑвармалла: паянхи кун Министерство район хаҫачӗсен официаллӑ сайчӗсене ҫӗнӗ шая кӑларас тӗллев лартнӑ. Нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Улатӑр район хаҫачӗсен ҫӗнӗ сайчӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Кунта меллӗ интерфейс, хальхи йышши дизайн усӑ курнӑ, тӗрлӗ ҫӗнӗ майсем кӗртнӗ. Редакцисем хӑйсен сайчӗсене уйрӑм массӑллӑ информаци хатӗрӗ пек регистрацилеме палӑртнӑ.

Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенчен малтисенчен пӗри ҫӗнӗ сайт хута ячӗ. Ҫынсене ресурспа усӑ курма ҫӑмӑл та меллӗ пултар тесе нумай вӑй хунӑ.

Министерство тата хаҫат редакцийӗсен сайчӗсен чӑвашла версине ҫывӑх вӑхӑтра хатӗрлеме палӑртман-ха, анчах та малашне ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ чухне сирӗн сӗнӳсене шута илӗпӗр.

«СМИ 21» сайт тӗрлӗ техника сӑлтавӗсене пула ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кунта вырнаҫтарнӑ информаци материалӗсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсен сайчӗсем ҫинче тупма пулать.

Чӑваш чӗлхине аталантарас тата упраса хӑварас тӗлӗшпе хастар ӗҫленӗшӗн пысӑк тав Сире.

 

Министр А.С. Иванов.

Хурава пӗтӗмлетсен чӑваш чӗлхин йывӑр ҫӗклемне кӑшт та пулин ҫӑмӑллатасшӑн пулни пӗрре те курӑнмасть. Хамӑр тӑван чӗлхене аталантарас тесен тем тесен те чи малтан унпа ытларах та ытларах усӑ курас пулать, ҫамрӑксене илӗртес тесен вӗсемшӗн хӑнӑхнӑ япаласенче чӑвашла ытларах ҫырма тӑрӑшас пулать. Кунашкал тӗллев лартни вара, шел те, информаци политикин министерствинче курӑнмасть. Вырӑсланса пыртаракан витӗме хирӗҫ мӗн те пулин туни сисӗнмест.

 

Хушса пани: пирӗн ҫырӑвӑн тулли варианчӗ (ҫырура пирӗн редакци адресӗ, харпӑр ҫын даннӑйӗсем пирки сӑмах пымасть).

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#тӳре-шара, #МИХсем, #чӑваш чӗлхи, #ҫырусем, #хуравсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем