Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министерстви чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӗлхишӗн пӑшӑрханнине пӗлмест

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.10.2017 16:18 | 3740 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Юпан 3-мӗшӗнче Мускавра «Языковая политика: общероссийская экспертиза» (чӑв. Чӗлхе политики: пӗтӗм Раҫҫейри экспертиза) канашлу-калаҫу иртнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Алевтина Долгова хутшӑннӑ.

Пурӗ канашлура тӑватӑ секци ӗҫленӗ: «Русский язык как традиционная основа взаимопонимания и сотрудничества народов России»; «Актуальные вопросы национальной и языковой политики (для органов исполнительной власти субъектов Российской Федерации)»; «Родные языки народов России в контексте общероссийского языкового пространства»; «Популяризация русского языка в России и за ее пределами как необходимая составляющая государственной языковой политики Российской Федерации». Алевтина Петровна иккӗмӗш секцинче пулнӑ.

Канашлу-калаҫура тухса калаҫакансен йышӗнче министерствӑри ҫын та пулнӑ. Мануйлова Ирина Викторовна (вӗренӳ министерствин патшалӑх департаменчӗн пуҫлӑх ҫумӗ) хӑйӗн сӑмахӗнче тӑван чӗлхесене упрассипе аталантарассине пӗтӗмӗшле вӗренӳ системи урлӑ ҫеҫ мар туса пымаллине каланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл министерствӑна килекен ҫырусем пирки пӗлтернӗ. Ытларах енӗпе вырӑссем хӑйсене наци чӗлхисене ирӗксӗр вӗрентнипе кӑмӑлсӑрланса ҫыраҫҫӗ иккен, наци чӗлхисене хӳтӗлесе ҫыракансем вара ҫуккипе пӗрех-мӗн. Чӑваш Республикинчен чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе янисем пӗрре те ҫук-мӗн. Ҫапла май вара Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министерствинче вырӑссене хӗстернине кӑна пӗлеҫҫӗ, чӑвашӗсен пӗтӗмпех йӗркеллех пек пулса тухать. Е чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӗлхишӗн пач пӑшӑрханмасть имӗш.

Паллах, наци чӗлхисене хӳтӗлесе республикӑра ҫыру ҫырман мар. Владимир Путинӑн нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе хумхатса яракан сӑмахӗсем хыҫҫӑн шӑв-шав пирӗн республикӑра та кӑштах ҫӗкленчӗ: «Ирӗклӗх» те ҫыру ҫырчӗ, Виталий Станьял ертсе пыракан ваттисен канашӗ те хӑйӗн сӑмахне пӗлтерчӗ, Анатолий Кипеч те В.Путин патне уҫӑ ҫыру шӑрҫаларӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министерствине ҫитмен пулса тухать. Апла-тӑк пирӗн обществӑлла организацисен ытларах вӑй хурса ӗҫлемелле, ҫырусене республикӑри пуҫлӑхсене ҫеҫ мар, Мускава та ҫитерме тӑрӑшмалла.

#чӑваш чӗлхи, #канашлусем, #вырӑс чӗлхи, #Мускав, #вӗренӳ, #ҫырусем, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3118.09.7386
2017.10.05 20:15
Agabazar
Ҫырусем ҫук теҫҫӗ апла?
Енчен те чӑнахах ҫапла пулсан, ку лару-тӑру ҫав тери йывӑррине систерекен тепӗр самант.
Ҫырусем пыраҫҫӗ пулсан — лару-тӑру чӑннипе япӑхах та мар.
Agabazar // 2940.6.9832
2017.10.06 06:20
Agabazar
Чӑваш халӑхӗн мар пӑшӑрханмалла ку тӗлӗшпе.
Agabazar // 3771.83.7855
2017.10.06 13:33
Agabazar
Вӑт, пурнатпӑр ҫапла ухмаха персе.
Лешсем ухмаха переҫҫӗ — эпир ухмаха претпӗр.
Эпир ухмаха перетпӗр те — лешсем ухмаха переҫҫӗ.
Тимĕр Акташ // 1550.38.9738
2017.10.06 16:57
Килӗшетӗп - ку ухмаха перни кӑна. Ӑҫта пирӗн ЧНК? Ӑҫта пирӗн ЧР Пӗлу паракан министерстви? Канцелярийӗ ӗҫсене тумаҫҫӗ-и? Министерствин чиновниксем ҫакӑншӑн ӗҫ укҫи илӗҫҫӗ ӗнтӗ...
Конми // 3114.57.8902
2018.08.25 00:16
Выртан каска мӑкланнӑ, Ҫӳрен каска якалнӑ. Мӑкланса тымар ярасшӑн , ачи-пӑчине ҫӳлере хӑпартасшӑн этемккесем мӗн хушнине кӑна,ӑна та ҫиелтен тӑваҫҫӗ. "Пурӑнса юласшӑн", - тетчӗ Хуначи. Мӗнех калӑн: чӗрӗ чун рефлексӗ. ЧЧЧсем курӑнсах каймаҫҫӗ, ЕРсем кӑна тӳре-шарара.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем