Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Ҫӗнӗ Шешме хаҫачӗ районти пӗртен-пӗр чӑваш ялӗ пирки статья кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.10.2017 10:04 | 1637 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Шкулти апатланӑш. Лариса Фёдорова тунӑ сӑн
Шкулти апатланӑш. Лариса Фёдорова тунӑ сӑн

Тутарстанра чӑваш ялӗсем сахал мар. Хӑш-пӗр районсенче вӗсен шучӗ ҫирӗмрен те иртет. Ҫав вӑхӑтрах тӗл-тӗл ҫеҫ тӗл пулаканнисем те пур. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Шешме районӗнче пӗр ял кӑна — Чӑваш Шупашкарӗ. Шӑп та лӑп ҫав ял пирки хаҫатӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ хыпарлать те.

«Чувашская Чебоксарка – село потомков Ивана и Лукерьи» (чӑв. Чӑваш Шупашкарӗ — Йӑванпа Лукарье тӑхӑмӗсен ялӗ) ят панӑскерте ялти культура тытӑмӗпе паллашма пулать. Ялти вулавӑшра, сӑмахран, 656 кӗнеке чӑвашлисем тесе пӗлтерет хаҫат. Статья авторӗ, Лариса Фёдорова, ялти шкула та ҫитсе курнӑ, кунти апатланӑш мӗнпе сӑйланине пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех вулакан ял халӑхӗ епле пурӑннине вуласа пӗлме пултарӗ — кам ӑҫта ӗҫлеме ҫӳрет, укҫа-тенке мӗнле тӑвать тата ытти те.

Сӑмах май, тутарла пӗлекенсем статьяпа тутарла та паллашма пултараҫҫӗ.

#кӳршӗре, #Чӑваш Шупашкарӗ, #МИХсем, #Тутарстан, #Ҫӗнӗ Шешме районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Станьял // 3473.78.4302
2017.10.21 22:33
Чӑваш Шупашкарӗ! Унта 1961 ҫулта Никифор Охотников 100 ҫулне паллӑ тума кайнӑччӗ. Денис Гордеевпа иксӗмӗр шкулта сӑвӑ каларӑмӑр, Ачасене Шурӑ Шупашкар ҫинчен каласа патӑмӑр.Чат таса чӑвашлаччӗ ачасен калаҫӑвӗ!
Евстолия Никитина учительница килӗнче пире хаклӑ хӑна вырӑнне хурса пӑхнӑччӗ. Евстолия Васильевна халӗ Чистайра терӗҫ. Вӗсен кил-йышне телей сунатӑп.
Ун чухне шкул кивӗччӗ. Унта апатланӑш ҫукчӗ. Халӗ - ҫӗнӗ. Унта "Приятного аппетита" тени те курӑнать.
Охотников ялне ырлӑх пултӑр = савӑнса саламлатӑп!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем