Йӗпреҫ послокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ те унта темиҫе сехет выртнӑ. Унӑн тӑванӗсем кун пирки «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ.
Ҫав кун Сергей Тихонов мунче кӗме кайнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл киле кайма тухнӑ. Анчах 1,5 сехет иртнӗ — ҫитеймен. Ҫавна май тӑванӗсем пӑшӑрханма пуҫланӑ та ӑна шырама тухнӑ. Сергея тепӗр 1,5 сехетрен ҫеҫ тупнӑ. Арҫын ҫӑлра тӑнсӑр выртнӑ. Тӑванӗсем ӑна унтан кӑларнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна пӑхнӑ та киле янӑ. Сергей вара самаях суранланнӑ пулнӑ. Халӗ вӑл килте выртать, ыратнине ирттерекен эмел ӗҫет.
Люк уҫӑ пулнӑшӑн кам айӑплӑ? Йӗпреҫ хула администрацийӗ ҫав ҫӑла халӗ хупнӑ ӗнтӗ. Шар курнӑ Сергея 2 пин тенкӗ парса пулӑшма шантарнӑ. Сергейӑн амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, администраци ывӑлӗнчен каҫару та ыйтман.