Пирӗн ҫӗршывра кӑҫал пуҫласа юридици диктантне ҫырӗҫ. Ӑна Раҫҫейри юристсен ассоциацийӗн йӗркелет. Хӑйне евӗр акцин тӗп тӗллевӗ — ҫынсен юридици пӗлӗвне тӗрӗслесси.
Пӗтӗм Раҫҫейри юридици диктанчӗ раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускав вӑхӑчӗпе 10 сехетре пуҫланать. «Апла пулсан, Хабаровскра 17 сехетре парттӑ умне ларӗҫ, Калининградра — ирхи 9-та», — хыпарлать кун пирки «Российская газета» хаҫат.
Раҫҫейри Юристсен ассоциацийӗн правленийӗн ертӳҫи Владимир Груздев ҫынсен грамматика йӑнӑшне мар, право ӑс-тӑнне хаклассине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре ку диктанта ӑҫта тата епле ирттересси пирки ӑнлантарса панине хальлӗхе асӑрхама май килмерӗ. Ӗнер юристсемпе иртнӗ «ҫавра сӗтелте» ку диктант пирки те асӑннӑ.